Хупă кĕнеке пĕлÿ памасть
Компьютер, Интернет ĕмĕрĕнче, тĕрлĕ илĕртмĕш вăйă ытла та вăй илнĕ вăхăтра кĕнеке пĕлтерĕшĕ хавшама пуçланине туятпăр. Çапах та парăнма шутламасть-ха вĕсенчен пин-пин çул малтан тапма пуçланă «пĕлÿ çăл куçĕ». Йывăрпа пулин те, Чăваш кĕнеке издательстви тата ытти полиграфи предприятийĕсем çуллен чылай кĕнеке кăлараççĕ. Анчах та хупă кĕнеке пĕлÿ памасть. Уçса вуласан кăна вăл шанчăклă воспитани хатĕрĕ те, чун апачĕ те, чĕлхе пуянлăхĕ те, ăс-тăна кантараканĕ те, йăпатаканĕ те. Эппин, ăна уçтармалла. Хистесе мар, паллах, кăсăклантарса. Çакна тăваканĕсем вара - шкул, библиотека, клуб.
Вĕсен ĕçне вăйлатма тата халăх умне кăларма çак кунсенче Наци кĕнекин регионсем хушшинчи «Кĕнеке урлă - халăхсен килĕшĕвĕ патне» VI фестиваль иртет. Унăн йĕркелÿçисем - Чăваш Республикин культура, наци ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствипе Наци библиотеки - уява И. Я. Яковлевăн 160 çулхи юбилейне халалланă.
Çак литературăпа культура мероприятийĕн тĕллевĕ - сăваплă, территорийĕ - анлă, планĕ - пуян. Литература караванĕн çулĕ Шупашкар хулинче пуçланса Етĕрнене, Пăрачкав районĕнчи Сыресь, Елчĕк районĕнчи Сăрьел, Тутар Республикин Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕсене çитет. Унта Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен представителĕсем, писательсемпе поэтсем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, библиотекарьсем, кĕнеке сутакан организацисемпе культура учрежденийĕсем хутшăнаççĕ. Фестивальте курав презентацийĕсем, кĕнеке премьерисем, авторсемпе, кĕнеке кăларакансемпе, культурăпа искусство ĕçченĕсемпе тĕл пулусем йĕркелеççĕ.
Апрелĕн 21-мĕшĕнче Чăваш наци музейĕнче уявăн чи чаплă саманчĕсенчен пĕри пулчĕ. «Литературăллă Чăваш Ен: Халăх йышлă вулакан кĕнеке - 2006» конкурса пĕтĕмлетсе çĕнтерÿçĕсене парнесемпе чысларĕç.
Çак конкурса 13 районти тата Канашпа Шупашкар хулисенчи 300 яхăн библиотека хутшăннă, 47-шĕ хăйсен ĕçĕсене ярса панă. Халăх уйрăмах кăмăллакан произведенисен авторĕсене тата чи нумай кĕнеке вулакансене палăртма 3350 çынпа ыйтăм ирттернĕ, нумай-нумай çыннăн тата кĕнекесен формулярĕсене тишкернĕ.
Республикăри йĕркелÿ комитечĕ респондентсен шухăшĕсене пĕтĕмлетсе чăвашла чи нумай вулакан кĕнеке «Пепке çуралсан», авторĕ В. Эльпи, пулнине палăртнă. Вырăс чĕлхипе кăларнă кĕнекесенчен Л. Андреевăн «Счастье женское» хайлавĕ çĕнтернĕ. Ачасем валли чăвашла кăларнă кĕнекесем хушшинче Л. Саринен «Наçтукпа Мухтар», вырăслисенчен Р. Сарпин «Кукла» кĕнеки мала тухнă.
Кĕнекесене халăх хушшине анлăрах сарас енĕпе чи интереслĕ те тухăçлă мероприяти хатĕрлесе Муркаш районĕн тĕп библиотеки çĕнтернĕ. Канаш районĕнчи Ачча тата Пăрачкав районĕнчи Антипино библиотекисем те хаклă парнесемпе дипломсене тивĕçнĕ.
Конкурс йĕркелекен чи лайăх библиотека ятне Вăрмар районĕн тĕп библиотеки çĕнсе илнĕ. Канашри ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотека ĕçне те парнепе тата дипломпа палăртнă. «Конкурс ирттерессипе чи лайăх библиотека» ята Муркаш районĕнчи Москакасси ял тăрăхĕн библиотеки çĕнсе илнĕ. Элĕк районĕнчи Ураскилт тата Канаш районĕнчи Вăтапуç ялĕсен библиотекисем те хаклă парнеллĕ пулчĕç.
Чи хастар вулакан - Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккасси вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ И. Иванова. 162 кĕнеке вуланă вăл. Ачасем хушшинче Муркаш районĕнчи Москакасси шкулĕн 4-мĕш класс хĕр ачи Надя Архипова çĕнтерÿçĕ пулса тăнă (159 кĕнеке вуланă). Надя пĕрремĕш класранах чи лайăх паллăсемпе вĕренсе пырать. Хăйĕн пултарулăхĕпе вăл Кремльте иртнĕ Президент елкинче савăнма та тивĕçнĕ. Канаш районĕнчи Ачча шкулĕн вĕренекенĕсене Миша Ивановпа Миша Гурьева, Элĕкре пурăнакан педагогика ĕçĕн ветеранне, хăвăрт утас енĕпе СССР спорт мастерне, РФ писателĕсен союзĕн членне Н. Ларионова та кĕнеке вулама юратнăшăн парнесемпе чысланă.
Наци кĕнекин фестивалĕ малалла пырать. Унта хутшăнакансем апрелĕн 22-мĕшĕнче Пăрачкав районĕнчи Сыресь ялĕнче куравсенче пулчĕç, мордва литературипе, паллă çыравçăсемпе паллашрĕç.
Паян Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕ «Наука кĕнекисен кунне» çитсе курма йыхăрать. Етĕрне хулинче «Вырăс кĕнекин кунĕ» пулать.
Апрелĕн 24-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Сăрьел ялĕнче «Атăл тăрăхĕнчи халăхсен туслă çемйинче» Тутар кĕнекин кунне палăртаççĕ.
Тăван республикăмăрăн историпе культура еткерлĕхне упраса хăварма, кĕнеке культури урлă обществăн ăс-хакăл пахалăхне йĕркелеме, наци литературин чи лайăх тĕслĕхĕсене халăх хушшине анлăрах сарма, мĕнпур наци вулаканне пĕр-пĕрне лайăхрах ăнланма, чăмăртанма пулăшать фестиваль.
Чăваш Ене чи нумай вулакан регион тума майсем çителĕклĕ пирĕн. Республикăри 500 тĕслĕх библиотека ĕçченĕсем ку тĕлĕшпе пысăк ĕç тăваççĕ. Вĕсен ăсталăхĕпе, пуянлăхĕпе Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен килсе паллашаççĕ.
Захарова, Е. Хупă кĕнеке пĕлÿ памасть / Е. Захарова // Хресчен сасси. – 2008. – 23 ака.
|