Ресурсы О библиотеке Профессионалам        О Чувашии
 Ресурсы:
 Каталоги
НБЧР
 Каталоги
консорциума
 Электронная
библиотека
 Поиск по
сайту
 Справочная
служба:
 Спроси
библиотекаря
 О библиотеке:
 Новости
 Мероприятия
 Проекты
 Нормативная
документация
 История
 Публикации
 Основные показатели
 Адрес
 Услуги
 Отделы
 Администра-
ция
 Партнеры
 Почетные читатели
 Дарители
 Библиотеки
республики:
 Публичные
 Государ-
ственные
 Других
ведомств
 Профессио-
налам:
 Метод.
кабинет
 Работникам
культуры
 Издания
 Полезные
ссылки
 О Чувашии:
 Справка
 Чебоксары
 Чувашия в
рос. печати
 Новые книги
о Чувашии
 Периодика
Чувашии
Юбилейные даты
 Краеведение
 СМИ о куль-
туре Чувашии
 На главную
 Статистика:
Национальная библиотека Чувашской Республики

Библиотека - это открытый стол идей, за который приглашается каждый...
А.И. Герцен

Семенова, Р. Хамăр яла куртăм, тĕнче куртăм… (Об Э.М. Юрьеве)


«…»Элли Юрьев 1936 çулта пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче хальхи Красно-армейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕре çуралнă. Унăн ашшĕ Михаил Иванович Юрьев – паллă журналист. «…»

1946 çулта, ашшĕ вăрçăран таврăнсан, Шупашкара куçнă. Элли малалла вĕреннĕ, çав хушăрах ачасен ÿнер шкулне те çÿреме пикеннĕ, унтан вара – училище, Моисей Спиридоновпа Никита Сверчковăн ĕмĕр манми урокĕсем…

«…»Виçĕ çул хушши çар хĕсметĕнче тăнă хыççăн Юрьев Тбилисири ÿнер академине вĕренме кĕрет. Вырнаçса ăс пухма тытăнать кăна – çавăнтах тĕрлĕ конкурссене хутшăнма пуçлать. Совет Гризийĕ 40 çул тултарнă ятпа ирттернĕ промграфика конкурсĕнче студент пĕрремĕш преми илет. Академи пĕтернĕ çĕре вăл темиçе конкурс çĕнтерÿçи пулса тăрать, диплом илсен тăван Шупашкара таврăнса Чăваш кĕнеке издательствин ÿнер редакторĕнче ĕçлеме пикенет. Пĕтĕм Раççейри «Кĕнеке искусстви» конкурса, Пĕтĕм тĕнчери кĕне-ке выставкине, живопиç куравĕсене хутшăннă, вĕсенче çĕнтерÿçĕ пулса тухнă хыççăн Элли Юрьев ячĕ çĕршывĕпех паллă пулса тăрать. Вăл Шупашкар ху-лин гербне туса хатĕрлет, унăн алли витĕр вуншар кĕнеке, плакат, афиша, буклет тухать.

Вăл çак выставкăсене хутшăннă: Тĕрлĕ халăхсен кĕнекисен (Мускав, 1967); Пĕтĕм Российăри «Кĕнеке искусстви» конкурсне (Мускав, 1968, 1984, 1986); СЭВ çĕршывĕсенчи халăхсен çĕнĕ набор шрифчĕ тăвакансен конкурс-не (Дрезден, 1971); Олимп вăйисен эмблемин проекчĕсен конкурсне (Мускав – Монреаль, 1980); Вăтам Атăл ÿнерçисен «Аслă Атăл» (Шупашкар, 1985); Тĕрлĕ халăхсен прикладной графикин 13-мĕш биеналĕ (Брно, 1986) вы-ставк`сене. Х`йĕн ĕçĕсенчен йĕркеленĕ выставкисене «Балтика» лайнерăн борчĕ çинче 1967; Шупашкарта 1966, 1976, 1986, 1997; Янгорчино ялĕнче 1987; Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнче 1988 ирттернĕ.

1989 çулта Элли Юрьев Чăваш Республикин Патшалăх премине тивĕçет, 1993 çулта ăна Чăваш халăх художникĕ ятне параççĕ. Çав вăхăтрах вăл – Пĕтĕм Раççейри геральдика пĕрлешĕвĕн член-корреспонденчĕ, Чăваш Республикинчи наци академийĕн академикĕ.

«…» Вăл Константин Ивановăн «Нарспине», «Игорь полкĕ çинчен хывă юрра», А. С. Пушкинăн «Пĕчĕк трагедийĕсене», Геннадий Айхи т. ыт. кĕнекисене илемлетнĕ, «Нарспи» авторĕн 100 çулĕ тĕлне юбилей укçи кăларнă. Элли Юрьев – Чăваш Республикин Гербĕпе Ялавĕн авторĕ.

Художникăн чĕри 2001 çулхи кăрлачăн 17-мĕшĕнче тапма чарăннă. Эл-ли Юрьевăн ятне Шупашкарти ачасен 4-мĕш ÿнер шкулне, Трак тăрăхĕнчи 8 урама панă. Республикăри ачасен творчествин конкурсĕн Элли Юрьевăн премине йĕркеленĕ.

Семенова, Р. «Хамăр яла куртăм, тĕнче куртăм…» / Р. Семенова // Çилçунат. – 1996. – № 7. – С. 14-15.

© 2000-2010 Национальная библиотека Чувашской Республики,  naclibrary@cap.ru