Вышинская, Т. Çыру çĕнĕ пуçарусем çуратать / Татьяна Вышинская. – Хыпар – 2010. – 11 марта. – С. 1.
Республика Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă “Чăваш Ен: пуласлăхри тата пуласлăх валли” Çырăва анлă сÿтсе явассине халалланă мероприятисем малалла тăсăлаççĕ. Ку - хăех пуçламăш утăм. Ун хыççăнхисем вара шухăшсемпе сĕнÿсем мĕнле пурнăçланса пынинчен килĕç.
Санкт-Петербург патшалăх инженерипе экономика универитечĕн Чăваш Енри филиалĕ Наци библиотекинче йĕркеленĕ “çавра сĕтелре” Н.Федоров Çырура палăртнă тĕп çул-йĕр пирки канашларĕç. “Паян чăнкă çыран хĕррине пырса тухрăмăр. Çăлăнма май тупаймасан хамăра мĕн кĕтессине халĕ нихçанхинчен те лайăх ăнланатпăр”, - терĕ вĕрентÿ учрежденийĕн директорĕн çумĕ Сергей Никоноров.
Аслă шкулсен “таварĕ”, клиент хакĕ пирки...
ЧР культура министрĕн çумĕ Татьяна Казакова калаçу журналистсемшĕн, студентсемшĕн, аслă шкул преподавателĕсемшĕн усăллă тата кăсăклă пуласса тÿрех шантарчĕ. Çырупа çывăх паллашнă кашни çын ăна пĕрремĕш йĕркерен пуçласа вĕçне çитичченех малалла аталанма, ăнтăлма хистекен шухăш витернине пĕлет. Çăлăнăç çул-йĕрне ăçта тата мĕнле майсенче шырамаллине уçăмлатнăран шанчăклă никĕс ура айĕнче пекех туйăнать ĕнтĕ. Анчах унпа тивĕçлипе усă курма пултарайăпăр-и?
Кулленхи чи çивĕч ыйтусем яланхи пекех укçа-тенкĕпе çыхăннă. Экономика тăнăçлăхĕсĕр регион малашлăхне çирĕп ĕненме çук. С.Никоноров çак сферăри инновацие тивекен чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хускатрĕ. Влаçпа обществăн тата бизнесăн пуласлăхри ăнăçлă хутшăнăвĕсене вăл пĕр ретре курать. Çавра сĕтелре "модернизации", "çĕнĕ идейăсен генерацийĕ", "инновации менеджменчĕ" сăмахсем нихçанхинчен те тăтăш янăрарĕç. Аслă шкул директорĕн шухăшĕпе, пурнăçа лайăх енне улăштарас тесен чи малтан хамăрăн улшăнмалла - пĕр-пĕринпе ырăрах пуласчĕ. "Пурнăçа, çут çанталăка урăхларах йышăнмалла", - терĕ Сергей Михайлович. Çав вăхăтрах ку ĕçе пĕр хăлаçпах çавăрса хума май çуккине те пытармарĕ. Сăлтавĕ-и? Унăн шухăшĕпе, пуçлăхсемпе вĕсене пăхăнакан специалистсен хутшăнăвĕсене ытлашши кăткăслататпăр. Лайăх специалист хăйĕн сферинче пĕлÿ шайĕпе, профессионализмĕпе палăрса тăрать тĕк унăн пуçлăхпа пĕр ретре тăма ирĕк пур. Ÿлĕмрен унашкаллисене çул парĕç. Влаçпа управленин горизонтальлĕ тытăмне, çавна май çĕнĕлĕхлĕ экономикăна аталантармалли çул-йĕр пек те йышăнма пулать. Хальлĕхе вара эпир çакăнтан аякра-ха.
Малалла сăмах вĕрентÿ учрежденийĕсен "таварĕн" пахалăхĕ пирки пычĕ. Çĕршыври аслă шкулсем хăйсем çитĕнтернĕ специалистсем тĕлĕшпе яваплăха туйманни пирки тавлашаймăн. Çакна ĕнентерме çирĕп аргументсем илсе кăтартсан пушшех те. Яшсемпе хĕрсен 75% хăйсен специальноçĕпе ĕç тупаймасть, чылайăшĕ çакна пулах ют хулана каять. Аслă шкул "таварне" хапăл маррине диплом хуçисем конкурентлăха тÿсейменнипе те ăнлантарма пулать. Çавăнпах малашне вĕрентÿ учрежденийĕсен “чи лайăх кадрсен лаççи” пулма ăнтăлмалла.
Тепĕр ыйту: хальхи вăхăт сĕнекен çÿллĕ шайри пурнăçа хăнăхма ансат-и? Ку, паллах, çак условисемпе тивĕçтерекенрен нумай килет. Пулăшуçĕсен экономикине, Сергей Михайлович шухăшĕпе, чи малтан клиентшăн усăллă тата тупăшлă тумалла.
“Чăвашла калаçтармалла...”
Н.Федоров Çырура палăртнă экологи культурин çивĕч ыйтăвĕсене татса пама студентсене явăçтарма пулать-и? Çакăн пирки университетăн аслă преподавателĕ Денис Репин сăмах хускатрĕ. Наукăпа техника прогресĕ тата экологи тĕлĕшĕнчи пĕлÿсĕрлĕх синкерлĕх патне илсе пырас хăрушлăх пур. Паянхипе ыранхи пурнăç - лару-тăрăва лайăх ăнланакан ăста специалистсен аллинче. Çавăнпах çитĕнекен ăрăвăн экологи воспитанийĕ халĕ тĕп вырăнта пулмалла пек. Этемлĕхе аркатакан хăватлă вăйсене пăхăнтарма вĕренмесĕр малашлăх, аталану пирки калаçма çук. Ыйту çивĕчлĕхне ăнланма аслă шкулсенче çак ăслăлăха ытти дисциплина - экологи менеджменчĕ, социаллă экологи т.ыт.те - урлă уçни пулăшайĕ-и? Курăпăр. Анчах кунта та укçа-тенкĕ кирлĕ. Çамрăксен экологи пĕлĕвĕпе воспитани шайне стенасен хушшинче кăна ÿстереймĕн, ятарлă тĕпчевсемпе сăнавсем палăртмалла. Хăшĕсем Тутарстансене ăмсанчĕç. Çамрăк экологсене пулăшма Хусан университетне пĕр миллион доллар панă иккен. "Пирĕн вара - 200 пин тенкĕ çеç”, - терĕ хăшĕ-пĕри. Анчах çакă, ахăртнех, тÿрре тухмалли сăлтав мар. Эппин, кÿршĕсенчен тĕслĕх илмелле. Экологи инновацийĕпе палăрма, грантсемшĕн кĕрешсе çĕнĕрен çĕнĕ пуçарусем сĕнме мĕн чăрмантарать?
Федераци экономикинчи когнитивлă технологисен пĕлтерĕшне Анна Галкина уçса пачĕ. Асăннă ăнлав "информации технологийĕ" термин пекех, анчах кунта вăл е ку çыннăн пултарулăх енĕсене аталантарасси тĕпре. "Информаци ресурсĕсемпе усă курнă чухне унăн майĕсене алла илни питех те кирлĕ, - палăртрĕ аслă преподаватель. - Вĕсем шухăшлава, тавра курăма ÿстернипе пĕрлех ĕç калăпăшне сисĕнмеллех чакараççĕ".
Президент Çырăвĕнчи "...тĕп услови - ÿт-пÿпе, ăс-тăнпа, кăмăл-сипетпе тата чунпа сывă çынсем" сăмахсем Татьяна Иванова доцент пуçарнă калаçăвăн тĕп шăнăрĕ пулса тăчĕç.
"Пуласлăхри Чăваш Ен" хăйĕн сукмаклă утăмĕсене ярса пуснă чухне кĕтменлĕх те сахал мар пулĕ. Малашлăхри парадигмăсем пирки философи ăслăлăхĕсен докторĕ Юрий Пигасов каларĕ. Çыру ячĕн пĕлтерĕшĕ уншăн кăткăсах та мар иккен. Паян аталанакан республикăн малашлăхри кунĕсене витĕр пăхса тăмалла - çакă çеç. Ку самант тавлашу сахал мар çуратрĕ. Василий Пушкин доцент калашле, "чăваш çĕршывĕн пуласлăхĕ - пĕтĕмпех унăн ывăл-хĕрĕн аллинче". Унăн ертÿçисемпе пуçлăхĕсене вара чăвашла калаçтармаллах. Унсăрăн Президент Çырура палăртнă аталанăвăн çĕнĕ шайне çитсен ку çитĕнÿсем пирĕн халăхăн пулмĕç.
Вышинская, Т. Çыру çĕнĕ пуçарусем çуратать / Татьяна Вышинская. – Хыпар – 2010. – 11 марта. – С. 1.
|