Ресурсы О библиотеке Профессионалам        О Чувашии
 Ресурсы:
 Каталоги
НБЧР
 Каталоги
консорциума
 Электронная
библиотека
 Поиск по
сайту
 Справочная
служба:
 Спроси
библиотекаря
 О библиотеке:
 Новости
 Мероприятия
 Проекты
 Нормативная
документация
 История
 Публикации
 Основные показатели
 Адрес
 Услуги
 Отделы
 Администра-
ция
 Партнеры
 Почетные читатели
 Дарители
 Библиотеки
республики:
 Публичные
 Государ-
ственные
 Других
ведомств
 Профессио-
налам:
 Метод.
кабинет
 Работникам
культуры
 Издания
 Полезные
ссылки
 О Чувашии:
 Справка
 Чебоксары
 Чувашия в
рос. печати
 Новые книги
о Чувашии
 Периодика
Чувашии
Юбилейные даты
 Краеведение
 СМИ о куль-
туре Чувашии
 На главную
 Статистика:
Национальная библиотека Чувашской Республики

Библиотека - это открытый стол идей, за который приглашается каждый...
А.И. Герцен

“Ÿсетĕп, училищĕне кĕме ĕмĕтленетĕп”


Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль иртнĕ май Шупашкара паллă актерсем, режиссерсем килсе çитрĕç. Çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче чылай çамрăкăн юратнă артисчĕ, “Кадетство”, “Ангелы на дорогах”, “Только ты” тата ытти телесериалта, “Сволочи”, “Кадеты” фильмсенче ÿкерĕннĕ 20 çулти Александр Головин журналистсемпе тĕл пулчĕ, вĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

Александр мĕн ачаранпах артистра вăй хума ĕмĕтленнĕ, кун пирки ыйтсанах вăл: “Эпĕ Шварцнеггер пек пулатăп”, - тенĕ. Çак сукмака тăхăр çултах такăрлатма пуçланă. Саша сцена, кино ăстисен çемйинче çуралман, унăн ашшĕ - çар летчикĕ, амăшĕ килти ĕçсемпе çеç аппаланать, аппăшĕ Мускав патшалăх университечĕн филологи факультетĕнче ăс пухать.

- Ĕмĕтленнине пурнăçа епле кĕртрĕн?

- Пĕррехинче анне лавккаран таврăнсан аппана Слава Зайцевăн мода агентствине кастинг витĕр тухма черете тăнине пĕлтерчĕ. Эпĕ пăлханса ÿкрĕм: мĕншĕн мана илсе каясшăн мар? Аттепе анне: “Эсĕ пĕчĕк-ха”, - теме тытăнчĕç. Апла пулин те ÿкĕте кĕртеймерĕç, кастинга хутшăнтăм. Пире аппапа иксĕмĕре те илчĕç. Мода агентствинче пултарулăхăма Андрей Белкин преподаватель асăрхарĕ, аталанма пулăшрĕ. Тĕрĕссипе, ача чухне хамра актер ăсталăхĕ пуррине туйман. Çапах ĕмĕтĕм пирки пурне те калаттăм.

- “Ералаша” мĕнле лекрĕн?

- Ун чухне эпĕ “Повелитель луж” юмахра ÿкерĕнеттĕм, унта “Ералаш” проектра ĕçлекен те пурччĕ. Шăпах вăл мана кастинга пыма сĕнчĕ - кайрăм. Тÿрех “Пуд соли” сюжета ÿкернĕ çĕре хутшăнтăм.

- Аçу-аннÿ хирĕç пулмарĕç-и?

- Малтанах эпĕ çак çула суйласа илме ăнтăлнишĕн кăмăлсăрланатчĕç. Каярахпа килĕшрĕç, актер ĕçĕ - манăн пурнăç иккенне ăнланчĕç пулмалла.

- “Сволочи” фильмра мĕнле майпа ÿкерĕнме пултартăн?

- Йăлтах кĕтмен çĕртен пулса тухрĕ. “Ералаш” урлă лекрĕм унта. Вăхăт çителĕксĕррипе кастинга хутшăнасшăн марччĕ - кĕрсе тухрăм. Халĕ куншăн пĕрре те ÿкĕнместĕп.

- Ытларах хăш роле килĕштеретĕн?

- “Сволочи” фильма. Александр Атанесянпа ĕçлеме тÿр килнишĕн мăнаçланатăп, вăл çынна итлеме, илтме пĕлекен, ăнланма пултаракан режиссер. Кĕçех унăн “Убить короля” фильмĕ тухать, эпĕ унта эпизод ролĕнче кăна. Çав тери килĕшÿллĕ фильм, çавăнпа та пурне те пăхма сĕнетĕп.

- 20 çулта кăна пулин те эсĕ Раççейĕпех паллă артист пулса тăтăн. Пултарулăхна кăмăллакансем йăлăхтармаççĕ-и?

- Тем те пулать. Йĕме, кĕпене çурма хăтланни те. Темех мар, тума пăрахăçа кăларсан çĕннине туянăп. 16-17 çулсенчи хĕрсем хăйсене çавăн пек тыткалани тĕлĕнтермĕш мар, вĕсен ÿсĕмĕ ыйтать çакна.

- “Кадетство” телесериал пирки пĕр-ик сăмах каламăн-ши?

- Паллă актерсемпе пĕрле ĕçлеме тÿр килнишĕн савăнатăп. Вун ултă сехет ÿкерĕнетпĕр пулин те вĕсенчен иксĕлми вăй-хăват тапса тăрать. Ăстасем ĕç кунĕ вĕçленсен те хавхалантарма, кăмăла çĕклеме май тупаççĕ. Фильмри шÿтсене ÿкернĕ май шухăшласа тупатпăр. Тĕрĕссипе, кашни сăнарах мĕн те пулин хамран хушатăп, ун пек кăсăклăрах пек. Пире час-часах лайăххине кăна кăтартатăр тесе ятлаççĕ. Суворов училищинче вĕренекенсемех пирĕн хăш-пĕр шухăшпа килĕшмеççĕ. Япăххине мĕншĕн кăтартас? Пурнăçра вăл ахаль те нумай.

- Премьерăсем умĕн пăлханатăн-и?

- Çын хумханать пулсан - аталанать, кунра ним япăххи те çук. Чи хăрушши - пăлханма пĕлменни. Пĕр фильмра ÿкерĕнес умĕн чĕтрене ертĕм, ниепле те лăпланаймастăп. Çапах йăлтах аван пулса тухрĕ.

- Шупашкара кăмăлларăн-и?

- Кунта эпĕ пĕрремĕш хут. Заливра пулса куртăм, çав тери килĕшрĕ.

- Ытти çамрăк пекех компьютер умĕнче ларма юрататăн-и?

- Çук, вăхăт çитмест. Юлташсем ĕç вăхăтĕнчех тĕрлĕ сайта кĕреççĕ. Эпĕ вара компьютер урлă никампа та çыхăну тытмастăп. Одноклассники.ру сайтра та мана тупаймастăр.

- Ĕмĕтÿсемпе паллаштарсамччĕ...

- Халĕ ÿсетĕп эпĕ. Ман пирки темĕнле паллă çын тесе ан шухăшлăр, эпĕ ытти тантăшăм пекех ахаль каччă кăна. Театр училищинче ăс пухма ĕмĕтленетĕп. Пĕлтĕр экзаменсем тытрăм, анчах йышăнмарĕç. Профессорсене эпĕ хайлава мĕнле вулани килĕшмен. Гамлета выляс килет, “Охота на пиранью” фильмри Владимир Машков калăпланă сăнар евĕр рольте хама тĕрĕслес шухăш пур. Актер ăсталăхне малашне те туптас килет, суйласа илнĕ сукмакран пăрăнас шухăш пач та çук.

 

“Ÿсетĕп, училищĕне кĕме ĕмĕтленетĕп”  // "Çамрăксен хаçачĕ". - 2009. - 5 июня

© 2000-2010 Национальная библиотека Чувашской Республики,  naclibrary@cap.ru