Ресурсы О библиотеке Профессионалам        О Чувашии
 Ресурсы:
 Каталоги
НБЧР
 Каталоги
консорциума
 Электронная
библиотека
 Поиск по
сайту
 Справочная
служба:
 Спроси
библиотекаря
 О библиотеке:
 Новости
 Мероприятия
 Проекты
 Нормативная
документация
 История
 Публикации
 Основные показатели
 Адрес
 Услуги
 Отделы
 Администра-
ция
 Партнеры
 Почетные читатели
 Дарители
 Библиотеки
республики:
 Публичные
 Государ-
ственные
 Других
ведомств
 Профессио-
налам:
 Метод.
кабинет
 Работникам
культуры
 Издания
 Полезные
ссылки
 О Чувашии:
 Справка
 Чебоксары
 Чувашия в
рос. печати
 Новые книги
о Чувашии
 Периодика
Чувашии
Юбилейные даты
 Краеведение
 СМИ о куль-
туре Чувашии
 На главную
 Статистика:
Национальная библиотека Чувашской Республики

Библиотека - это открытый стол идей, за который приглашается каждый...
А.И. Герцен

Тукташ (1907–1957)


Çурхи кунсем вãраннã чух,
Хаваслã кун шãраннã чух
Чун савãнать, чěрем сикет,
Çěршывãм çинчен юрлас килет.
Тãван çěршыв, Тãван çěршыв!
Асран кайми юратнã çěршыв!

Çак юрра пěлмен çын та çук пулě чãвашсем хушшинче. Çамрãксем те, ваттисем те чунтан хавхаланса юрлаççě ãна. Шкулти юрã урокěсенче е ялти клубсенче, культура çурчěсемпе керменсенче, юрã уявěсенче е кěрекере тãтãшах мãнаçлãн та чаплãн янãрать вãл. Çак юрã халě Чãваш Республикин Гимнě пулса тãни пире, сãвã авторěн ентешěсене, татах та савãнтарать. Халãхãн кãмãл-туйãмне, чун-чěрине, унãн телейлě кунçулне тата ěçри паттãрлãхне туллин палãртса тãрать вãл. Кěввине пултаруллã композитор Г. С. Лебедев çырнã, сãвви вара пирěн юратнã поэт-лирикãн И. С. Тукташãн.

Илья Семенович Тукташ 1907 çулхи августãн 3-мěшěнче Мãн Тукташ ялěнче чухãн хресчен çемйинче çуралнã. Ялти пуçламãш шкултан, унтан Хěрлě Чутайри сакãр çул вěренмелли шкултан вěренсе тухнã, çамрãклах ěçе кỳлěннě. Вунпиллěкре вãл комсомол ретне кěрет, 1925 çулта Элěк вулãсěнчи комсомол секретарěнче ěçлет. 1926-28 çулсенче Шупашкарти совпартшкулта вěренет, «Çамрãк хресчен» хаçатпа «Хатěр пул» журналãн редакцийěсенче ěçлет.

1930 çулта ãна Вãтам Атãл крайне, Самара хулине яраççě, кунти «Колхозница» хаçат редакцийěн ответлã секретарьне уйãрса лартаççě. «Вãтам Атãл» альманах кãларас ěçе те хастар хутшãнать вãл. Çак вãхãтра кунта В. Иванов-Паймен, Исаев Мěтри, И. Викторов, С. Шавли тата ытти авторсем те ěçленě. Çакãнта ěнтě И. Тукташ ял пурнãçě епле çěнелсе пыни çинчен очерксем, «Вãкãр çырми» повесть, калавсем. сãвãсем çырать.

Палãрасса И. С. Тукташ прозãра палãрнã. Сãвãсемпе пěрлех очерксем, калавсем, повеçсем çырнã. 1932-33 çулсенче унãн умлã-хыçлã кěнекисем, «Октябрь çилě» сãвãсен пуххи пичетленсе тухаççě. Вěсенче пуринче те романтикãлла çěкленỳллě туйãм палãрать.

И. С. Тукташ - халãхран тухнã поэт. Вãл халãх шухãш-кãмãлне витěр курса тãнã çеç мар, чунěпе те унпа çывãх пулнã. Çавãнпа та поэтãн кашни произведенийěнче ěç хресченěн чунě туллин палãрса тãрать. Унãн сãнарлãх мелěсенче те халãх чунě, унãн илемлěх тěнчи пурри сисěнет. Ахальтен мар И. Тукташ халãхãн сãмах пултарулãхне тěпченě, сãвви-юррисемпе юмах-халапěсене пухса кãларнã, вěсем çинчен статьясем çырнã. («Ача-пãча юмахěсем», - 1938 ç., «Чãваш фольклорě» - 1949 ç.). Вãлах халãхãн сãмах пултарулãхěпе чãваш литератури аталанãвě çинчен 8-9 классенче вěренекенсем валли «Чãваш литератури» учебник çырнã.

1932-33 çулсенче поэт Самарти геологи тěпчевěсен институтěнче вěренет. 1933 çулта, сывлãх хавшанине пула, Шупашкара таврãнать, Чãваш кěнеке издательствинче илемлě литература редакторěнче тимлет.

1934 çулта ãна СССР писателěсен Союзěн членне илнě. 1935-1942 çулсенче Чãваш наука тěпчев институтěнче наука сотрудникěнче ěçлет, фольклорпа, литературãпа пысãк пěлтерěшлě тěпчев ěçěсем çырать.

1942-44 çулсенче поэт фронтра пулать, çар корреспонденчěн билечěпе хаяр тãшмана хирěç публицистика мелěпе кěрешет, çивěч, çулãмлã статьясем, очерксем, тěрленчěксем, сãвãсемпе калавсем çырать. Совет Союзěн Геройě чãваш каччи П. В. Лаптев батарея командирě çинчен уйрãм кěнеке пичетлесе кãларать. Вãрçãран таврãнсан И. С. Тукташа Чãваш АССР писательсен союзěн правленийěн председательне суйласа лартаççě.

Унãн нумай сãввисене композиторсем юрра хывнã, вěсенчен уйрãмах çаксем паллã: «Юрлар, ай, тантãшсем», «Кам-ши, кам-ши?», «Атãл», «+ç юрри», (Г. Хирбю музыки), «Тãван çěршыв», «Сарã каччã», «Савнисем» (Г. Лебедев музыки), «Хěл илемě», «Кěтнě хãна юрри» (А. Орлов-Шуçãм музыки), «Шурã роза» (Ф. Лукин музыки).

И. Тукташãн çакãн пек кěнекесем тухнã: «Сãвãсем» (1930), «Пěрремěш çěнтерỳ (очерк, 1932, «Октябрь çилě» (сãвãсем, 1932), «Çамрãк колхозниксем» (калавсем, 1932), «Вãкãр çырми» (повесть, 1932), «Чечек çыххи» (сãвãсем, 1941), «Кěске калавсем» (1941), «Павел Лаптев» (очерк, 1944) «Хура кушак» (калав, 1944), «Иван Поляков» (очерк, 1945), «Хěвел» (сãвãсем, 1947), «Телей чечекě» (сãвãлла юмах-драма - 1953), «|ěр хуçисем» (очерк, 1954), «Сãвãсемпе юрãсем» (1958), «Манãн -автан» (ача-пãча калавěсем, 1958).

И. Тукташ произведенисене вырãсларан чãвашла куçарассипе те тимленě. И. Ивникпе пěрле «Слово о полку Игорове» повеçе куçарнã. М. Шолоховãн «Уçнã çерем», «Лãпкã Дон» романěсен хãшпěр сыпãкěсене М. Горькин «Хěрпе вилěм», «Амãрткайãк çинчен хывнã юрã» произведенийěсене С. Ковпакãн «Путивльтен Карпата çити» кěнекине, В. Шекспир сонечěсене, А. Навои, В. Лебедев-Кумач, С. Алымов сãввисене чãвашла куçарнã.

Поэт 1957 çулхи январěн 20-мěшěнче ỳпке чирěпе чирлесе вилнě.

 

Элěк енěн самана сассиллě поэзийěн классикěсем. - Шупашкар, 2006. - («Элěк ачи» ентешлěх). - С. 21–23.

© 2000-2010 Национальная библиотека Чувашской Республики,  naclibrary@cap.ru