Габдулла Тукай
«…» Поэт мěнпурě 27 çул çеç пурăннă пулин те, унăн çав тери тарăн та таса шухăшлă, илемлě сăввисем паянхи кунчченех халăх асěнче пурăнаççě. Тутар халăхě вěсене паян çырнă çěнě произведенисем пекех юратса вулать.
Габдулла Тукай хăйěн кěске ěмěрне çав тери нумай асап тÿссе пурăнса ирттернě. Вăл Хусан кěпěрнине кěнě Кушлавăш ятлă ялта, 1886 çулхи апрелěн 27-мěшěнче, мулла çемйинче çуралнă. Пулас поэт пилěк уйăха çитсен, унăн ашшě вилсе каять, тата икě çултан амăшě те çěре кěрет. Çакăн хыççăн Габдулла хăй çемйине ыйткаласа çÿренипе тăрантарса усранă аслашшě патěнче пурăнма пуçлать. Аслашшě кашни кун «ытлашши карланкăран» хăтăлмалли май шыранă. Шырасан-шырасан çак мая чăнах та тупнă: ултă çулхи Габдуллана вăл Хусана каякан ямшăк çуни çине лартса ярать. Ямшăк Хусана çитет те утă пасарěнче чарăнать.
— Кам ача усрама илет! - кăшкăрать вăл.
Габдулла Тукая ача-пăчасăр ватă çын илет. Анчах вăл çын часах чирлесе ÿкет те, ачана Хусантан инçех мар Кăрлай ятлă яла пěр хресчене парса ярать. Кунта ача хăй ашшě-амăшěсене тупнă пекех туять. Çěнě ашшě-амăшě тупăннипе пěрлех, унăн тепěр савăнăçлă тапхăр килсе тухать - çак ялта пурăннă чухне вăл шкула çÿреме тытăнать.
Кăрлай шкулěнче виçě çул вěреннě хыççăн Габдулла чи малтан тутар писателěсен кěнекисемпе паллашать, халăх юррисемпе юмахěсене çав тери юратса вěренет. Çак вăхăта вăл кайран та час-часах аса илнě.
Çапла, сутмалли япала пек, пěр çын патěнчен теприн патне пырса лекекен ача 1895 çулта, тăхăр çула çитсен, Уральск хулине пырса тухать. Унта вăл мулла пулма вěрентсе кăларакан медресе (шкула) кěрет. Унти йěрке, монастырьсенчи пекех, кичем те хытă пулнă. Çапла пулин те, тутар писателěсен кěнекисене вуланипе литературăна чěререн юратнă ача, çине тăрсах, вырăс писателěсен произведенийěсене тěпчесе вěренме тытăнать. Каярахпа вара Пушкин, Лермонтов, Кольцов, Некрасов произведенийěсем унăн чи лайăх вěрентекенěсем пулса тăраççě.
1905 çулхи революци Уральск хулин пурнăçне те чěтретет. Унта «Фикер» («Шухăш») ятлă хаçат тата «Альгасрельжадит» («Çěнě тапхăр») ятлă журнал тухма тытăнаççě. Тукай вара, медресрен тухса, типографине ěçлеме кěрет. Унăн чи малтанхи сăввисемпе статьисем çак хаçатпа журналра пичетленнě. Типографири рабочисемпе çывăх тăни унăн политикăллă тавракурăмне анлăлатать. Çакна пула вăл, ирěкшěн кěрешекен çынсене мухтаса, патша правительствине хирěç кар тăрса кěрешме чěнекен сăвăсем нумай çырать.
Габдулла Тукай - тутар поэзине, арабсемпе тюрксен авалхи искусствин тыткăнěнчен хăтарса, вырăс поэзин культурипе пуянлатнă поэт. Вăл, турă çинчен сăвăсем çырмалли пěр çемěллě янăракан виçене çěмěрсе, тутар поэзипе чăн пурнăçа кăтартма май паракан çěнě виçе кěртнě. Ахальтен мар ěнтě Тукайăн политикăллă лирики пěтěм тěнчери чи лайăх илемлě литература произведенийěсен хисепěнче тăрать.
1905 çулхи революцие пула Г. Тукай пурнăçа тарăнрах ăнланакан пулса çитет. Унăн ěнтě культура центрě пулса тăракан Хусан хулине каяс килет. 1907 çулхи кěркунне вăл чăнах та Хусана каять. Кунта вара вăл хăйěн сатирин çивчě сăннине йăлтах реакциллě интеллигенцие, тутар тěнпе çирěп тытса тăрассишěн кěрешекенсене хирěç çěклет. Вăл хăйěн сатирăллă сăввисемпе, поэмисемпе тата эпиграммисемпе халăха улталакан пуянсене, вěсен тарçисене хирěç кěрешет, вěсен сутăнчăклăхне, культурсăрлăхне питлет.
1905 çулхи революци тăвăлěнчен хăраса ÿкнě тутар реакционерěсем тутар халăхне Турцие куçса кайма ÿкěтленě. Тукай çакна хирěç «Каймастпăр» ятлă сăвă çырса националистсене питлет. Çак сăвăра Турцие «авалтанпах çын йынăшнă сасă илтěнекен çěршыв» тесе ÿкерсе парать вăл.
«Эпир кунта çуралса ÿснě, кунтах вилетпěр.
Çак вырăс çěрěпе пире шăпа хăй çыхăнтарнă», - тенě Г. Тукай пěтěм тутар ěçхалăхě ячěпе.
Çак шухăш, ирěклě Россия туса хурса вырăс халăхěпе тутар халăхне туслă пурăнмалла тăвас шухăш, Тукайăн пěтěм сăввисенче уççăн курăнса тăрать. Вăл хăйěн пěр статьинче çапла каланă: «Эпир, вырăссемпе темиçе çěр çултанпа пěрле пурăнакан тутарсем, çак аслă çěршыва пěтěм чуна парса хÿтěлеме хатěр тăракан чăн-чăн çынсем, унăн патриочěсем пулма тивěç». Вăл, 19-мěш ěмěрте тутар халăхне çутта кăларассишěн ěçлесе пурăннă ученăй Каюм Насыров пекех, тутар халăхěн культура çулне кăтартса пыраканни Россия, вырăс культури пулса тăмалла, тесе шутланă. Габдулла Тукай тутар писателěсене вырăс литературин генийěсенчен вěренме чěннě: «Тутарсем, ытти халăхсем пекех, хăйсене хÿтěлеме пултаракан, пилěк чухăн çынна пěр йытăпа улăштармалли вăхăт иртсе кайни çинчен ăнлантарма пултаракан çынсене кěтеççě. Тутар халăхне те Пушкин, Толстой, Лермонтов пек çынсем кирлě. Кěскен каласан, ытти халăхсенни пекех, малалла кайма йыхăракан писательсем, художниксем, музыкантсем кирлě».
Тукай произведенййěсем тутар халăхě хушшине революцичченех сарăлнă. Вěсене хут пěлекен тутарсем çеç мар, хут пěлменнисем те пěлнě, мěншěн тесен халăх çав сăвăсенче ирěке тухма, телейлě пурнăç тума чěннине кăмăлланă. Вăл сăвăсене вуласан, халăх хăйне кам пусмăрласа пу-рăннине, пусмăра хирěç кар тăрса кěрешме кирлине ăнланнă.
Габдулла Тукая унчченех те асăрхасах тăнă патша правительстви хаяр реакци çулěсенче тата хытăрах хěсěрлеме пуçлать. Пичет ěçěпе вăхăтлăха ěçлекен Хусанти комитет 1911 çулта Хусан хулин прокурорě патне: «Комитет Тукай сăввисенче патша йěркине çěмěрме чěннине тупать. Çакăншăн поэта суд умěнче ответ тыттарма ыйтать», тесе çырса янă. Поэт йывăр чирлесе ÿкнипе кăна суда лекесрен çăлăннă.
Тукайăн çак вăхăтра çырнă сăввисем пирки А. М. Горький Сергеев-Ценский патне янă çырура çапла каланă:
«Эсир патша йěркине хÿтěлекенсем художниксене карланкăран ярса тытаççě тетěр. Ку яланах çапла пулнă. Тěнче художниксем валли пулман, унта художниксене яланах тăвăр та кансěр пулнă, - çавăнпа хисеплě, çавăнпа паллă вěсен вырăнě. Ун çинчен Хусан тутарě-поэт, хăй выçăпа тата ÿпке чирěпе чирлесе вилнě чух, çав тери лайăх каланă:
Тěнчен тимěр читлěхěнчен вěçсе кайрě,
Вěçсе кайрě манăн çамрăк чун!
«Вěçсе кайрě» тенине икě хут каланинче эпě çын вилнěшěн савăннă сасса илтетěп. Анчах хам эпě пурăнассине савнăç тесе шутлатăп,—пурăнасси вăл çав тери интереслă».
Тутар халăхěн юратнă ывăлě Габулла Тукай 1913 çулхи апрелěн 2-мěшěнче ÿпке чирěпе вилнě. Çакă тутар литературишěн питě пысăк хуйхăллă самант пулнă, мěншěн тесен тутар халăхěн чи пысăк поэчě хăйěн вěресе тăракан шухăшěсене калама тытăнсанах, нумайăшне каласа пěтермесěр çěре кěнě.
Габдулла Тукай // Ялав. - 1951. - № 4. - С. 31.
|