Смирнова Н. "Эсĕ пур" теекен шухăшпа…
Чăваш халăх поэчĕ Геннадий Айхи çак йĕркесене 1974 çулта "Эсĕ пур" сăвăра çырнă:
"Эсĕ пур" теекен шухăшпа
Йăпанатăп, - эс сассăр чухне.
Тен, хĕртмесĕр лăпкан çутăпа
Ăшăнатпăр çапла - кĕр енне...
Çак сăмахсем - "Эсĕ пур" тени - поэт пирки каланăнах туйăнать. Геннадий Айхи пирĕнпех. Чăваш тĕнчере пур чухне яланах çапла пулĕ. Эпир çеç мар, тĕнчери ытти халăх та çакнах çирĕплетет.
Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче йĕркеленĕ "Геннадий Айхи пултарулăхĕ: литературăпа ÿнер традицийĕ тата неоавангард" ăслăлăх практика конференцийĕ ячĕпе Польшăран, Америкăран, Шотландирен килнĕ саламсемпе паллаштарнăччĕ. Вĕсенче çеç мар иккен, Италипе Швецире, Норвегире те пирĕн ентешĕмĕре асра тытаççĕ.
Поэтăн çывăх тусĕ Атнер Хусанкай Анника Бэкстрем, Гуннар Вэрнес тата Микаэль Нюдаль çырăвĕпе паллаштарчĕ: "Пире, паллах, сире çакăн пек инçетрен саламлама кăштах тунсăхлă та. Çав вăхăтрах "çак инçеш" ытла инçех те мар - эпир пурте Айхи поэзийĕ çуратнă ландшафтсен хăнисемех. Кулленех çав уй-хирпе, шĕшкĕлĕхпе, вăрманпа, уçланкăпа киленетпĕр.
Паян çав инçеше пăхма çăмăл, мĕншĕн тесен эпир кунĕпех Айхипе, сирĕнпе..."
Çак шухăшах Болонья хулинчи /Итали/ Паоло Гальвани те палăртнă.
Иртнĕ эрне кун Геннадий Айхи ячĕ тата çывăхланчĕ чăваша. Наци библиотекинче унăн залĕ уçăлчĕ. Çак ĕç пĕр кун кăтартăвĕ мар. Коллекци йĕркеленесси 1988 çултах пуçланнă. Пĕрремĕш кĕнеке К.Ивановăн "Нарспийĕ" пулнă. Ăна, венгр чĕлхине куçарнăскере, поэт хăй ярса панă. Халĕ кунта - 300 кĕнеке, сăнÿкерчĕк, видеофильм, диск, ÿкерчĕк тата ытти те.
Г. Айхи залне уçнă май ЧР Наци библиотекин сайра тĕл пулакан тата паха кăларăмсен пайĕн ертÿçи Татьяна Николаева çакна пĕлтерчĕ:
- Çĕнĕ залри кĕнекесен пуххи виçĕ пайран тăрать. Пĕри - Геннадий Николаевичăн Раççейре пичетленнĕ кăларăмĕсем. Çак коллекцие поэт чăвашла тата вырăсла куçарнă "Франци поэчĕсем", "Поэты Венгрии", "Поэты Польши" антологисем те кĕреççĕ. Иккĕмĕш ушкăнра - Геннадий Айхин коллекцийĕнчи кĕнекесем. Чунĕпе, кăмăлĕпе çывăх тусĕсен ĕçĕсемпе пире те паллаштарасшăн пулнă вăл. Виççĕмĕшĕ - чи пысăкки. Кусем - Геннадий Айхи чикĕ леш енче вырăсла тата ют чĕлхепе пичетленисем. 1967 çултан пуçласа паянхи кун таран кун çути курнисем. Вĕсене поэт хăй, унăн тусĕсем, сăмахран, Парижра пурăнакан Николай Дронников, тăванĕсем парнеленĕ. Геннадий Николаевичăн мăшăрĕ Галина Борисовна тата йăмăкĕ Ева Николаевна библиотекăна кăçал кăна 98 кĕнекепе пуянлатрĕç.
Хальхинче те парнесем пулчĕç. Галина Куборская-Айхи иртнĕ çул Мускавра поэтăн çичĕ томпа пичетленнĕ сăввисен пуххине тата Франции илемлĕ искусстви-семпе литературин Командор орденне илсе килнĕ. Ева Лисина хăйĕн ашшĕн библиотекинчи чи сумлă кĕнекене - финн-угорсен "Калевала" эпосне тата ашшĕне, репрессие лекнĕскере, 1934-1935 çулсен чиккинче Улатăр тĕрминче ларнă вăхăтра панă характеристкăна парнелерĕ.
ЧР культура министрĕн çумĕ Татьяна Казакова та пушă алăпа пыман. Унăн парни - Геннадий Айхин иртнĕ çул тата çак кунсенче çеç кун çути курнă çырнисен пуххисем.
Сăрă шăрши те типсе çитмен кĕнекен - поэтăн вырăс-ла çырнă сăввисен кăла-рăмĕн - презентацийĕ те иртнĕ эрне кунах пулчĕ. Вăл Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче иртрĕ. Ăна пухса хатĕрленĕ - Галина Куборская-Айхи. Ум сăмахне Атнер Хусанкай çырнă.
Асăннă томра – ентешĕмĕр çур ĕмĕр вырăс поэзийĕнче вăй хунă май шăрçаланă сă-вăсем. Шăпах çав, вырăсла çырнă йĕркесем - ССР Союзĕнче вĕсене 1991 çулччен пичетлемен, анчах та тĕнчери 50 яхăн чĕлхене куçарнăскерсем - унăн пултарулăхне тĕнче шайне çĕкленĕ. Европăра, АПШра, Японире, Турцире тата ытти вун-вун çĕршывра Геннадий Айхи пирки: "Хальхи вăхăтри вырăс поэзийĕнчи чи хăйне евĕрлĕ сасă тата тĕнчере уйрăлса тăракан сасă", - тенĕ.
Европа поэзийĕн XX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çур çулĕнчи тата XXI ĕмĕре уçнă тĕлĕнмелле поэт пирки ум сăмахра тĕрлĕ çĕршывăн филологĕсемпе лингвисчĕсем, философĕсемпе тĕпчевçисем каланисене илсе кăтартнă.
Роман Якобсон, сăмахран, 1976 çулта çапла палăртнă: "Геннадий Айхи - хальхи вăхăтри вырăс авангарчĕн экст-раординарлă поэчĕ". Франци поэчĕ, актерĕ тата режиссере Антуан Витез ун пирки абсолютлă поэт тенĕ.
Атнер Хусанкай халăх юр-ринчи сăмахсемпе - "Чăн тупере çич çăлтăр, çиччĕшĕ те çут çăлтăр" - усă курса çакăн пек пĕтĕмлету тăвать: "Чăваш сăмахлăхĕнче абсо-лютлă тата чăн поэтсен йыш-не Иванова, Çеçпĕле, Шеле-пие, Элкере, Хусанкая, Мит-тана тата Айхие кĕртнĕ пулăттăм".
Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторе Валерий Алексеев çак проект изда-тельствăн пысăк ĕçĕсенчен пĕри пулнине, ăна Чăваш Ен Президенчĕ Геннадий Айхи ятне ĕмĕрлĕхе хăварас тĕлĕшпе кăларнă хушупа килĕшÿллĕн пурнăçа кĕртнине палăртрĕ. Валерий Николаевич пичетрен тухнă пĕрремĕш кĕнекесене ăна хатĕрлеме пулăшнă çынсене парнелерĕ.
- Çак кĕнекене алла тытма май килнĕ тĕк, эсир ун пирки чунран калаçнине итлеме пултарнă тăк тетем питĕ савăннă пулĕччĕ, - терĕ Ева Лисина хăйĕн тав сăмахĕнче. - Тетене ырă тунă çынсене ĕмĕрĕпех сăвап пултăр. Олимпиада Таллеровăна нихăçан та тав туса пĕтерейместĕп. Геннадий Юмарт умĕнче пуçăма таятăп. Чи йывăр çулсенче пулăшрĕç вĕсем. Çакна яланах асра тытăп. Тавтапуç пуриншĕн те.
Смирнова Н. "Эсĕ пур" теекен шухăшпа… / Надежда Смирнова // Хыпар. – 2009. – 22 авăн. – С. 4.
|