Станьял, В.П. Виктор Рзай
Виктор Рзай
(Пурнăçĕпе пултарулăхĕн тĕрленчĕкĕ)
Виктор Ефремович Рзай (1906 - 1970) – талантлă çыравçă, тишкерÿ ăсти, хаçатçă, куçаруçă, шкул ĕçĕнче тарăн йĕр хăварнă вĕрентÿçĕ. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ нумай енлĕ, пурнăçĕ самай кукăр-макăрлă.
Таса та мăнаç кăмăллă Рзай пăтранчăк юхăмра ишме килĕшмен, хĕрлине хĕрлĕ, шуррине шурă тесех каланă, çавăншăн ăна ахăр саманари «Хайпăлкка шывĕ хĕрринчи» чăваш «марксисчĕсем» виçесĕр тиркенĕ, пурăнма паман – ĕçрен те, хваттертен те хăвала-хăвала кăларнă! В.Е. Рзайăн юлашки кĕнеки 1934 çулта пичетленсе тухнă. Унтанпа вăл манăçа хăварнă çын шутланнă - хисеп те, чыс та пÿрмен ăна.
XX ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче кăна çыравçă чăваш сăмахлăхĕн сентри çинче хăйне тивĕçнĕ вырăнне йышăнчĕ. Рзай пултарулăхне вăтам тата аслă шкулсенче вĕрентме пуçларĕç, «Ялав» журнал (1997) ун çинчен пĕрремĕш хут туллин çырса кăтартрĕ. Ку кĕнеке – çыравçăн мĕнпур еткерне тишкерсе пухнă парне. Ãна Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ кăларнă.
«Эп шанап пулас çĕн пурнăçа...»
(Çыравçă кун-çулĕн паллăрах тапхăрĕсем)
Манăçлăхран таврăннисем – Михаил Петров-Тинехпи, Мĕтри Юман, Гаврил Алюнов, Николай Никольский, Кури Вантер, Сергей Ялавин, Алексей Милли тата ыттисем, Виктор Рзай пекех, çĕн пурнăçа шанса кĕрешнĕ, ырăпа усал хушшинче çунса кĕлленнĕ. Ěмĕрĕсем вĕсен ийе чăмланă пĕр шăпаллă. Анчах ячĕсем таса, ĕçĕсем вилĕмсĕр, вăхăт иртнĕçемĕн хисепĕ пысăкланса пырать.
Виктор Рзай Вăрмар хутлăхĕнче (Чăваш Республики) паллă ялта – Кавалта, сумлă кил-йышра 1906 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче çуралнă.
Кавал – таврипе чаплă пасар ялĕ. Унта XIX ĕмĕртех чиркÿ, шкул, кантурсемпе хупах кĕрленĕ. «Шупашкартан Кавал таран, Çĕрпÿ, Чикме, Етĕрне урлă юрру сассийĕ кайĕ сан!» – тесе хавхалантарнă хĕрÿ чунлă Çеçпĕл чăваш ачисене, Рзайсемпе Миттасене.
Пĕчĕк Викторăн пуçĕ аван ĕçленĕ, алли çыпăçнă. Анчах ашшĕ унран сăвăç мар, Кавал пасарĕнчи суту-илÿ ĕçне хăй пекех савакан çын тăвасшăн пулнă. Самани самаях урлă-пирлĕ çаврăннă.
Ача-пăча чунĕ çĕнни патне кармашнă. Вăл çулсенче хунав ачасемпе яш-кĕрĕме комсомол хытă хускатнă. Исаев-Авраль Мĕтринчен кăшт кăна – çур çул кăна! – кĕçĕнрех Виктор çав хастарсем патнеллех туртăннă. Тăван-çке-ха Исаевсем! Тăван тăван та – анчах талпăну расна! Ачалăх тĕрлĕ. Мĕтри пĕчĕкле тăлăха юлнă, Мускаври ача çуртĕнче пурăнса курнă. Пуянсене чăтма пултарайман. Виктор ашшĕн Ехрем Захарович Исаевăн вара Кавалта икĕ хутлă çурт, йĕри-тавра хуралтă. Картишĕнче тарасаллă пысăк çăл – таврари чейçĕсене ăмсанмалăх! Чĕр кĕмĕл пек шывлă. Çăлĕ халĕ те пур. Уçă та сиплĕ, тăп-тăрă та шăнкăр-шăнкăр: Виктор Рзайăн якатнă калавĕсенчи çыпăçуллă пуплевĕ пекех!
Нэп вăхăтĕнче чей лаçĕ, шушкă-премĕк лавкки тытса курнă Ехрем Исаев «Нарспи» поэмăри Тăхтаман хăраххи пулнă. Пуян ячĕ кăмăла кăтăкланă-тăр та, анчах вăл чăваш хресченĕ çумне хура тарпа пĕрле кăна çыпăçнă! Тарçă-тĕрçĕ пулман Рзайсен. Ку килте ĕçрен хăпма пĕлмен. Сĕтел çÿллĕш ÿснĕ ачисене Ехрем пичче ана пуçĕ уйăра-уйăра панă, тыррине вырма вара уйăх çутипех илсе тухнă.
Кĕр-кĕр ярмăнккаллă Кавалта пысăк ратнеллĕ Ехрем аслă Мăнкуна та уяв пек туйман. Тăван-хурăнташ ĕрете тухнă чухне вăл ваттисен йăлине ячĕшĕн тытса пынă. «Пĕр-пĕр киле кĕрсен, каярах килнисем апат хушшине те ларса ĕлкĕреймен-ха, Ефрем Захарович васкатма та пуçлать: «Часрах-часрах, вăр-вар пулăр!» – текелесе алăкран каялла тухса та каятчĕ», - тесе аса илнĕ Матрÿн аппа – Матрена Яковлевна Исаева.
Ěçпе, ĕçпе кăна пурăннă чăваш ĕмĕрсем хушши! Пĕртен-пĕр улпут И.Я. Яковлев дворянин пур, унтан тата тепĕр ик-виç купца тупăннă. Вĕсене те – Селиванпа Ехрем хуçасене – таврари паллă Сейтулла тутарпа Забродин вырăс сутăçсем таптаса тăнă...
«Ěç пĕтес çук. Ачасен вĕренес те пулать», – тенĕ ашшĕ пĕринче, Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçланнă çул. Вара хура кунне сакăр çулхи Виктора ялти икĕ класлă (ултă çуллăх) шкула çавăтса кайнă. Унта Рзай вăр-вар та лайăх вĕреннĕ.
Кавал шкулĕ ĕлĕкех те, халĕ те чыс-хисеплĕ. Унăн мухтавне маттур пулнă Виктор Рзай ячĕ те хăпартса тăрать.
«Эпĕ Виктор Рзая питĕ лайăх ас тăватăп. Вăл манран тăватă çул аслăрахчĕ. Ялти икĕ сыпăклă шкултан 1920 çулта вĕренсе тухрĕ, эпĕ вара çичĕ çул вĕренмелли шкула тăваттăмĕш кăларăмпа 1928 çулта вĕçлерĕм. Рзай шкул хыççăн пĕр вăхăт ялтах пурăнчĕ, çамрăксен ячейкин секретарĕ пулчĕ. Шупашкарти совпартшкултан вĕренсе килчĕ, вара вулав çуртĕнче избачра ĕçлерĕ. Çав вăхăтра ялти çамрăксемпе спектакльсем лартаттăмăр, хĕрлĕ улахсем йĕркелеттĕмĕр. Çав каçсенче Виктор хăй çырнă сăвăсене хавхаланса вулатчĕ, пăхмасăр калатчĕ».
Çĕршыва тăвăл тустарнă. Тĕрĕсси, тĕрĕс марри – пĕлсе пĕтерейĕн-и? Ашшĕ ывăлне хăваласа янă, ывăлĕ ашшĕнчен сивĕннĕ...
Ашшĕ пирки Виктор Рзай сахал мар шухăшланă. Василий Алакĕрпе çав лару-тăру çинчен калаçса курнăччĕ. Лешĕн те, кунăн та ашшĕсем кулак шутне лекнĕ. Вĕсен çурчĕсене, лавкки-арманĕсене туртса илнĕ. Çĕпĕр кĕтнĕ Рзайсемпе Алакĕрсене... Те ашшĕпе пĕрле пулмалла, те урăх çулпа утмалла... Виктор Рзай ашшĕпе ячĕшĕн мар, чăнласах урлă пулнă. Кулак вăхăчĕ çитичченех, нэп янкăсланнă çулсенчех ывăлĕ урăх «çуна çине» ларнă. Ун чухне колхозсем тăвасси инçе пулнă-ха, кулак сăмах та пичете лекеймен...
Ãнлансамччĕ, атте, эп – сан мар,
Сан çулу ман çула юрамасть...
(«Юлашки çыру»)
Ку вăл – пуçтай сăмахĕ, каçарни, хурланни, пил ыйтни:
Шур старик, черккÿне тайăлтар,
Юлашки хут паратăп алла,
Юлашки хут санпа калаçам,
Асăнмалăх лăпкам çурăмран...
Йывăр туйăм. Анчах тус-юлташěсем самана кустăрми ăçталла кăлтăртатнине çавăн чухнех сиснě. Акă мěнле «юратса тăрăхланă» Виктор Рзайран ун чухнехи паллă сăвăç Микихвер Ваçанкка:
Каях, Ăрсай, каях çав Кавалтан...
Витя, аçу çинчен тек ан калаç –
Çěн тăванусем çěлен пекех авкаланаç...
(Капкăн, 1926, 12)
Кěçех çак «Çěн тăвансем – çěлен пекех...» сăмахсем тÿрре тухнă.
Пурнăçăн пěр тапхăрě вěçленнě, тепри пуçланнă. Малтанхи асамлăхпа кайранхи асаплăх хушшинчи çутă тапхăр. Пултарулăх хěм сапнă вăхăт. Исаев Мěтри «Канаш» хаçатра ěçлеме пуçланă çулхине Виктор Рзайăн пуçламăш йěркисем хаçат çине ÿкеççě. Лешě Самарти комсомол лавне кулěннě çěре ку Шупашкарта сăвă кěнеки пичетлесе кăларать, «Канаш» хаçатри литература ěçěнче 1929 çулччен тăрмашать. Ытти хаçат-журнала тăтăш çырать.
«Шупашкарта хаçат редакцийěнче ěçленě чухне, 1927 çулта çулла (Кавал ярмăнкки вăхăтěнче), яла тăванěсем патне хăнана килсен пирěн шкула пырса тěлпулу каçěнче «Пăхăр чěлěм» поэмине вуласа пачě. Çав каçра эпě те пултăм. Вал питě илемлě, тěлěнтермелле, аллисемпе чěлěм туртнă пек туса, выляса кăтартса вуларě. Сăввисене Маяковские хывса çырнăччě, вуласса ун пекех вуланă-тăр. Эпě ун чухне 7-мěш класраччě», – аса илнě И.В. Владимиров.
ĔĔçленě хушăрах Виктор Рзай Хусанта педагогика институтěнче вěренме пуçланă. Мěншěн Хусанта? 1928 çулта Шупашкарта институтсем пулман-ха... 1933-мěш çулччен вěреннě, унтан Тутарстанри çутěç тÿре-шаралăхěнче тěрěслевçěре (инспекторта), Хусанти чăвашла радиохаçатра яваплă çыруçăра тăнă, 1933 çулта Шупашкара куçса килнě, Чăваш çыруçисен пěрлěхěн правленийěнче тăрăшма пуçланă. Тěлпулусем, тавлашусем, докладсем, каçсем. Çěнě калавсем, повеçсем, тавлашуллă статьясем çырнă.
1934 çулта июнěн (çěртмен) 4-мěшěнче Виктор Ефремович Рзая СССР писателěсен союзěн членне илнě, Максим Горький алă пуснă 1751 хисеп паллиллě билета чыслăн панă.
Телей çитнě темелле, савăнмалла пек. Анчах – турри парать те, усалě хăйăрса илет. Çěршывра та, литература хирěнче те хаяр тытăçусем пуçланаççě. 1935 çулта çыравçа тискеррěн ура хураççě, тапăнаççě.
1936 çулта вăл каллех Хусана тухса каять. Тутарстанри вăтам тата аслă шкулсенче вырăс чěлхипе литератури вěрентме пуçлать. Лермонтова, Пушкина пăхмасăр пěлет, «Евгений Онегин» романа пуçěнчен вěçне çити такăнмасăр каласа пама пултарать. Анчах... каллех анчах. Чěмпěр енне куçса каять, облонора тěрěслевçě пулать. Кăштахран шкула куçма тивет.
Самант савăнăç килнě вăхăтра Виктор Рзай авланнă. Чун йăпатмăшě чěвěлти Наташа çуралнă. Элеклě-сутăнчăклă çил-тăвăл телей пиллемен. Уйрăлнă. Наташăна çырупа, укçа-тенкěпе пулăшса тăнă.
Юрату хěвел мар. Хěвел тухать те анать, анчах сÿнмест. Юрату сÿнет те çěнěрен çутăлмасса та пултарать. Ăшшěн, Ехрем Захаровичăн, иккěмěш юратăвě çуралнă-çке-ха, ывăлěн вара ăраскалě пулмě-ши? Малтанхи мăшăрěнчен Ехрем Исаевăн тăватă ача юлнă: Герман, Клавье, Виктор – тата Елинкка. Ах, çав тăвансем! Клавье аппăшě ав те пěлсе, те чухламасăр шăллěне вута чикнě. «Вулама юраман кěнекесене упранă вăл», – тесе каланă. Тăван анне ачи мар пекех! Ашшě иккěмěш хут авлансан вĕсен тата пěрер шăллěпе йăмăкě тупăннă: Михаилпа Мария. Чимěр-ха, сывах вěт пурте, чиперех...
Тутарстанри Чистай хулинче Рзайăн çěнě ăрăсě тупăннă. Кунта вăл медицина училищинче 1940 çулта вырăс чěлхипе литератури вěрентме пуçланă. Пěррехинче ăна Вильям Шекспирăн «Гамлет» трагедийě тарăх çырнă хăйлав тěлěнтерсе пăрахнă. Ахальтен тетěр-им? Çук. Хисеплě вěрентуçěне типтер çеç мар, хайлав ăсталанă чиперкке студентка та шутсă-рах килěшсе кайнă. Хура-шур курнă Виктор-вěрентÿçěпе 12 çул кěçěн Лисук-вěренекен хушшинче асамлă юрату çуралнă. Ěмěрлěхе. Кун-çул тăршшилěх. Часах вěсем пěрлешнě. Вара пěтěм ырлăх-шырлăх витěр пěрле утнă, пěрле чăтнă, пěрне-пěри нихçан та ÿпкелесе курман. Сайра телей!
Лисук – Елизавета Петровна – çап-çамрăк чухне çырнă хайлав паянчченех тирпейлěн упранать. Ытти çырусемпе пěрле çав тахçан-тахçанхи хута та пÿлěх саламě вырăнне хурса вуларăм.
Елизавета Петровна медсестрара – сывлăх хуралěнче ěçленě, вăл мăшăрне ăнланма та, упрама та пěлнě. Иккěшěн иксěлми савăнăçěлěх пěр хěрпе пěр ывăл çитěннě: хěрě – Офелия Викторовна, Шекспирăн сăвăллă трагедийěнчен пурнăçа килнěскер, халě Шупашкарта пурăнать, врач-терапевт. Унпа эпě 1982 çулта ашшěн ал çырăвěсене, сăн ÿкерчěкěсене, çырăвěсене вăрахчен пăхса-вуласа ларнăччě. Çыравçăн ывăлě – Виктор Викторович Рзай – инженер, Днепропетровск хулинче. Ашшě пекех пултаруллă, ăслă, туре чунлă çын теççě. 1996 çулта Чăвашсен гуманитари институтěнче В.Е. Рзайăн 90 çулне конференци ирттерсе паллă турěç. Унта Офелия Рзай вěри куççулěсене чараймарě – савăнăçпа хурлану унăн кăкăрне тытса илчě...
Ачи-пăчи пěчěккě чухне ашшě-амăшě телейлě. Пěчěккин кулли, селěп сăмахě, çăмăл утти, таса сывлăхě чуна та, куçа та ăшă варкăш парса тăрать. Анчах çав вăхăт вăраха пымасть. Кайăк та йăваран вěçет, ача та умран анать. Хаяр вăрçă килсе çапсан Рзайсен телейě вěçленет.
1944 çулта В.Е. Рзай Тутарстанран Канаша куçса килет. «Чăваш коммуни» хаçатăн ялсем тăрăх çÿрекен ятарлă хыпарçи пулса тăрать. Çак кěске вăхăтра вăл чăвашла та, вырăсла та нумай çырнă. «Романыч» калавě, тěслěхрен, малтан чăваш хаçатěнче, унтан «Красная Чувашия» (хальхи «Советская Чувашия») питěнче çапăнса тухнă.
Виктор Рзай хайлавěсенче те, пурнăçра та – вěрентÿçě, педагог-шухăшлавçă. 1945-1966 çулсенче вал Канашри медицина училищинче тата учительсен институтěнче вěрентнě. Канаш студенчěсем ăна юратнă, хисепленě. Вал хăйěн ěçěпе, ăсěпе, тыткаларăшěпе яш-кěрěме çирěп чунлă, ăшă кăмăллă та таран асăмлă пулма, Тăван çěрпе тăван халăха юратма та уншăн чăтма вěрентнě. Хăй чăтнă. Нăйкăшман. Ăна кура ыттисем те çирěплěхе ěненнě.
Чěнменлěх – ухмах чеелěхě е ăс-тăн кулли теççě. Ахăртнех, Канашран Çěмěрле хутлăхне е Куславкка еннелле пуйăспа ларса çÿренĕ чухне (ватлăх кунěсенче вăл унти шкулсенче ěçленě) чěмсěр çыравçă-куçаруçă тěнче ăс-хакăлне хăй пуçě тавра çавăрнă пулě...
Рзай ачасене ěмěрěпех юратнă. Вал çынсен ачисене те, хăйěнне те тěрěс-тěкел пăхса ўстерес тесе ÿркенми тăрăшнă. Хусанти медицина институтěнче вěренекен Офелия патне янă вăрăм çырусене авалхи çутлăхçăсен трактатне вуланă пек чарăна-чарăна вуларăм: «Доченька наша! Тебе, вижу, временами бывает грустно. Надеждочка наша, не поддавайся этому настроению. В жизни, конечно, есть немало плохих вещей, но в ней есть и хорошее, прекрасное. Если бы она вся была хорошая, то мы и не знали бы этого хорошего, прекрасного, не могли бы стремиться к нему, не могли бы и не умели бороться за него. Не бывает же все время так, чтобы все получилось! Иногда и не получается, иногда что-нибудь и просмотришь, не учтешь. Ну что ж, пусть не получилось в этот раз, а в другой раз получится. Пока что-нибудь не получается – не отчаивайся, не поддавайся грусти. Не поддавайся этому настроению и тогда, когда видишь нехорошее, некрасивое, дурное в поступках и делах людей. Помни всегда, что есть и другие люди, которые не делают тех поступков, некоторым дорого то же самое, что и тебе. Стало быть, ты не одна на свете, у тебя есть друзья...»
Вăрçă ачисен ăрăвě ашшěсен вăрăм çырăвěсене питех вуласа курайман. Виç кěтеслě çырусем кěске те сыхă пулнă. Вěсем те кěтнě чухне килсе тăрайман. Тен, çавăнпах пулě ашшě-амăшě ывăлě-хěрě патне лăпкăн, ăс парса çырнă çырусене ятарласа кěнекелěх пухас килет. Ан тив, вулаччăр вěсене ыттисем те – туссем, юлташсем, тантăшсем. Пулас ăрусем вулаччăр.
Виктор Рзайăн тус-юлташ нумай пулнă. Вěсем ăна инкекрен хăтарса пынă, ÿксен тăма пулăшнă. Пěрисем мăн кăмăллăн пăрăнса-йěрěнсе иртнě чухне, теприсем чун хаваллăн алă тăсса панă: хваттере янă, çул çине укçа кив-çенленĕ... Такăнчăк шăпаллă, пěчченçи хавхаллă, ватлăх енне кайсан чылай чěмсěрленнě çыннăн çывăх çыннисем саланса пěтмелле пек. Апла мар иккен. Пěрле вěреннě, ěçленě юлташсем, хăй вěрентнě шкул ачисемпе училище-институт студенчěсем вăрах вăхăтран Виктор Ефремович патне ăшă çырусем ытларах çырнă. Ыр кăмăлпа, юратупа, пултарупа çын чěрине ăшă сапнă ăс-хакăл витěмě вěрентÿçě патне вун-вун çултан хисеп-чыспа таврăннă. Çавна этем ăрăсě тейěпěр те, Рзайăн чунри пуянлăхěпе мăнаçланăпăр.
«Çěпěртен киле таврăннă чухне, 1922 çулта, çăкăр татки тупас тесе пěрисем патне тăм çăрма килěшрěм. Вите тума çăраттăмăр. Эрнипех, иртен пуçласа каçчен çав ылханлă тăмпа арпа-тислěк хутăшне çара урасемпе ашрăм. Çыртса лартнă тăм ăшěнчен малтан пěр урине туртса кăларатăн, унтан – тепěрне. Кашни утăмрах çав чěрě тăм манăн юлашки вăй-хала ěмсе илнине сиссе тăраттăм...» – кăна Викторпа пěрле çитěннě тусě, кайран Липецкри çар академийěнче вěрентнě Степан Петрович Петров доцент çырса янă.
Çапла, пěр инкекрен юлашки халпа хăтăлса тухатăн, пуç çине тепри йăтăнса анать. Сармантейěн пěр сехри иртсе ěлкěреймест, тепри – е вăрçă, е тĕрме килсе çапать. Паллах, тăм картине ура чикмесен те пурăнма май пулнă. Тěнче аслă, унта кашнин валлиех кěнчеле пур. Рзай ěçпе кăна тăранса пурăнма пултарнă. Вал хăй ěмěрěнче ултавпа суя, çăткăнлăхпа сěмсěрлěх паллине кăтартма хăюлăх çитереймен. Мěн тăвăн, çавăн пек хапăл. Сахал ун пек çынсем, питех сахал. Анчах пур. Чăвашра – ытларах та. (Çавсене ěнтě пасарта кěрлекенсем «ушах» е «шур курак» теççě.) Рзайсен – хăйсен тěнчи, таса курăмсен тěнчи:
Улăх, уй-хир сана савса
Кěмěл тěслě пулмарě-и?
Хура сăнна шывпа çуса
Шур пирпеле шăлмарăн-и?
Виктор хăйěн çывăх тусне Степан Петрова халалланă сăран ку («Юлташа», 1926, «Çамрăк хресчен» хаçат). Ăна Степан Петрович юратнă сăвăçăн 60 çулě тěлне аса илнě – хěрěх çултан! Туслăх ăшши икě тантăша ěмěр тăршши сиплесе пынă.
Ватăлсан Виктор Ефремович Канашран Шупашкара, Атăл леш енчи хырлăха (Сосновкăна) хěрě патне куçнă. Сиплě çěрте, ача-пăча санаторийěпе юнашар пурăннă. Кунта вал 1966 çулта пенсие тухнă. Каллех литература ěçне таврăнма, пуррине пěр çěре пухма, тÿрлетме пуçланă. Шупашкарти çыравçăсемпе, студентсемпе тěл пулса калаçнă.
Йăлтах ăмсанмалла аван! Çут çанталăк капăр, ача-пăча сапăр, ěнтě хÿтлěх те пур, пенси те параççě. Анчах элчел мăскалě пěчěк, телейě хěсěк.
Йěпчěк (укол) вěçне çитсен енчěк те ансăр, тухтăр та халсăр.
Виктор Рзай чěри 1970 çулхи нарăсăн 27-мěшěнче тапма чарăннă. Ăна Шупашкарти 2-мěш масар çине - Ишлей çулě хěрринчи Ботаника пахчине хисеплěн-чыслăн пытарнă.
Станьял, В. П. Виктор Рзай / В. П. Станьял // Рзай, Виктор. Собр. сочинений = Рзай, Виктор. Çырнисен пуххи. – Чебоксары, 2004. – С. 7-15.
|