Иванова Э. Библиотекăра – çĕнĕ центр // Ял пурнăçĕ. – 2002. – 14 çу.
Юлашки çулсенче библиотекăсем хăйсен ĕçĕпе çыхăнман тивĕçсене чылай пурнăçлама пуçларĕç. Çĕнĕ тивĕçсем тупăнни саккунлă, мĕншĕн тесен общество аталанать, пурнăçран çĕннине ыйтать. Библиотекăсен вара шăпах обществăна тивĕçтерес тĕллевпе ĕçлемелле те.
Хаçат-журналпа, кĕнекепе усă куракансене информаципе тивĕçтересси библиотекăсен ĕçĕ-хĕлĕнче тĕп вырăн йышăнни каламасăрах паллă. Обществăлла хутшăнусен çĕнĕ системинче библиотекăсем культурăпа çутĕç тата çынсен канăвне йĕркелекен учрежденисем вырăнĕнче кăна шутланмаççĕ. Халăха право, социаллă пурнăç тата краеведени енĕпе пулăшакан центр та пулса тăраççĕ вĕсем. Çакна шута илсе, пирĕн районти библиотекăсен тытăмĕнче информаципе право ĕçĕн ятарлă центрне йĕркеленĕ. Унта право тĕлĕшĕпе ятарлă литература кĕтесĕ уйăрнă.
Кунсăр пуçне Чăваш Республикин «Документсен обязательнăй экземплярĕ çинчен» саккунĕпе килĕшуллĕн, тĕп библиотека «Ял пурнаçĕ» хаçатăн обязательнăй экземплярне пухассине йĕркеленĕ. Çавăн пекех вырăнта тухса тăракан ытти изданисене те илсе тăрсан лайăх пулмалла. Мĕншĕн тесен халăха тивĕçтерме тепĕр чухне информацине обязательнăй экзмеплярсенче кăна тупма пулать-çке.
Хисеплĕ вулакансем! Район администрацийĕн хушăвĕпе килĕшуллĕн, администраци йышăнакан мĕн пур документсене (вăрттăнлăхра маррисене) тĕп библиотека илсе тăрать. Кусем вĕсем — йышăнусем, хушусем, район Уставĕ, район бюджечĕ çинчен информаци, çавăн пекех социаллă экономика, культура, пĕлÿ тĕлĕшпе материалсем, районăн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă ытти енсĕсене пырса тивекен материалсем. Çак документсене пурне те уйраммăн пухса пыратпăр.
Библиотекăпа усă куракансене çак документсемпе анлăн паллаштарас тĕллевпе «Вырăнти влаç пĕлтерет» ятлă выставка йĕркеленĕ. Пирĕн район проблемипе интереслерекен кирек хăш вулакан та асаннă выставкăпа паллашма пултарать.
Çитес тапхăрсенчех библиотека вырăнти самоуправление пулăшу паракан изданисем çырăнса илме ĕмĕтленет. Мĕншĕн тесен унта конкретлă муниципалитет тытймĕсен влаçĕн органĕсен ĕç опытне кăтартса çыраççĕ.
Кунсăр пуçне райбиблиотекăра компьютер вырнаçтарнă. Унпа усă курса Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тĕрлĕрен саккунĕсемпе халăхăн ыйтăвĕсене тивĕçтерме май пур. Электронлă база кăтартăвĕсене 2 эрнере пĕр хут çĕнетсех тăратпăр. Вырсарни кунсăр пуçне библиотека кашни кунах 8-па 18 сехетчен ĕçлет. Пурне та хапăл туса йышăнатпăр.
|