Трофимов В. Çамрăк юристсен ăмăртăвĕ // Хыпар. – 2002. – 2 нарăс.
Иртнĕ тунти кун Шупашкарта, Наци библиотекинче, çамрăксен юстицине халалланă «Ювенали юстицийĕ: ыйтусем, аталану çул-йĕрĕ» республика шайĕнчи конференци иртнĕ. Конференцие хăйне майлă ăмăрту пек йĕркеленĕ. Унта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн, Мускав патшалăх социаллă университечĕн Шупашкарти филиалĕн, Атăлçи уçă университетăн, Шупашкарти коопераци институчĕн, Санкт-Петербургри инженерипе экономика патшалăх университечĕн Шупашкарти филиалĕн студенчĕсем хутшăннă. «Суд ларăвĕсем» докладчиксем тухса каланисенчен пуçланнă. Финала вара чи хастар командăсем: ЧПУн
(Н.Сергеева, А.Федоров, наука енĕпе ертуçи - Э.Яковлева) тата Мускав патшалăх социаллă университечĕн Шупашкарти филиалĕн
(Н.Алексеева, В.Коленов, наука енĕпе ертÿçи - А.Сергеев) командисем тухнă. Жюри - унăн йышĕнче судья, адвокат тата прокурор пулнă - ЧПУ студенчĕсем çĕнтернине палăртнă.
Конференци хайне евĕрлĕ тата интереслĕ иртнĕ.
|