Игнатьева Н. Презентации иртнĕ : [Çĕмĕрле районĕнчи тĕп библиотекăра право информаци центрĕн презентацийе çинчен] // Малалла. – 2002. – 3 ака.
Апрелĕн 1–мĕшĕнче районти тĕп библиотекăра право информацийĕн центрĕн презентацийĕ иртрĕ.
Пирĕн республикăра кун пек центрсем пиллĕк. Презентацире район администрацийĕн пуçлăхĕ В. А. Мурашкин тата специалистсем, Чăваш Республикин Наци библиотекин директорĕ тата унта ĕçлекенсем, халăха ĕçпе тивĕçтерекен Центрăн, районсем хушшинчи налук инспекцийĕн ертÿçисем, ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем тата ыттисем пулчĕç.
Раççей Федерацийĕн культура министрĕ М. Швыдкой каланă тăрăх, официаллă документсем халăха çывăхрах, ăнланмалларах пулмалла. Çaк тĕллевпе патшалăх право культурине йĕркелес, калăплас ĕçе пуçланă. Шăпах библиотекăсенче халăх хушшинче право пĕлĕвĕсене сарма майсем ытларах.
Библиотекăсене халăх кăмăлласах, йышлăн çÿрет (хăш–пĕр патшалăх учрежденийĕсенче ĕçлекенсем час–часах пынă çынсемпе тараватах пулмаççĕ, вĕсен ыйтăвĕсем çине тулли хурав памаççĕ). Çак сăлтавпа библиотекăсенче право информацийĕн центрĕсем тума йышăннă.
Районти тĕп библиотекăра çакăн пек центра йĕркелесе яриччен кунта ĕçлекенсем питĕ пысăк ĕç тунă, «Уçă общество» институт (Сорос Фончĕ) Раççей шайĕнче ирттернĕ «Пуриншĕн те уçă библиотекăсем – право информацийĕн центрĕсем» конкурса хутшăнма пултарнă проект хатĕрленĕ. Çак конкурса хутшăнса библиотека 4,260 пин доллар грант илме пултарнă. Çак укçапа мультимедиа хатĕрĕсем туяннă, «Консультант Плюс», «Кодекс», «ФАПСИ» НТЦ системин электронлă право базине йĕркелесе библиотекăн информаци ресурсĕсене анлăлатнă.
Право информацийĕн центрĕнче хăватлă компью¬тер тата оргтехника вырнаçтарнă, çĕнĕ право литературипе (ЧР сакунĕсен пуххисем, Çĕмĕрле район администрацийĕн официалă докуменчĕсем, ятарлă тата вĕрент- литератури) тивĕçтернĕ п-лĕмре вырнаçнă. Кунтах энциклопедисем, справочниксем, словарьсем, договор тĕслĕхĕсем, тĕрлĕ тематикăлла журналсем: «Сирĕн право: Документ», «Пенси прави», «Гражданин
тата право», "Ĕç тата право», «Çĕнĕ законсем тата нормативлă актсем» тата ытти те.
Ялта пурăнакансем валли, вĕсен Çĕмĕрлери тĕп библиотекăна килсе çÿреме майсем сахалтарах, вырăнта Право информацийĕн кунĕсем ирттерме пуçлаççĕ, библиотекăра «Шанăç» телефон ĕçлет, кирлĕ информацине 5–42–15 телефонпа илме пулать. Центра районсем хушшинчи прокурор пулăшаканĕн ĕç планне кĕртнĕ. Проект тăрăх ялсенчи пур библиотекăна та право литературипе тивĕçтермелле.
Право информацийĕн центрĕ район администрацийĕ, ЧР Наци библиотеки, право çыхăнăвĕн федералллă агентстви, районти предприятисем, хулари предпринимательсем пулăшнипе 2002 çулхи апрелĕн 1 – мĕшĕнче хăй ĕçне пуçларĕ. Центр кашни кунах 9 сехетрен пуçласа 18 сехетчен ĕçлет, канмалли кун – вырсарникун. Центра нормативлă право докуменчĕсемпе, закон акчĕсемпе хаçат–журналти статьясемпе паллашма, электронлă право системисемпе усă курса справкăсем тума, Интернетпа усă курма пулать, договор туса предприятисемпе организацисем информаци пулăшăвĕ илме пултараççĕ.
Право докуменчĕсемпе халăхăн пур категорийĕ те: тавар тăвакансем, çамрăк специалистсем, пенсионерсем, ĕçсĕррисем, вĕренекенсем, депутатсем, районти экологи енчен начар вырăнсенче пурăнакансем, районпа хула çыннисем пурте паллашма пултараççĕ.
|