Степанова Э. «Кодекса» пахаларĕç : [Чăваш республикин Наци библиотекинче право информацийен компьютер банкĕнчен чи пысăккисене пĕрне пахалларĕç] // Хыпар. – 2002. – 26 кăрлач
Çак кунсенче ЧР Наци библиотекинче Раççейри право информацийĕн компьютер банкĕсенчен чи пысăккисенчен пĕрне - «Кодекс» консорциумăн системине пахаларĕç. Вăл норматив докуменчĕсемпе ĕçлекен специалистсемшĕн питĕ те çывăх юлташ пулмалла. Суд тата арбитраж системи саккунсене практикăра
усă курмалли майсене уçса парать. Ятарлă справка тытăмĕсен шутне нормăпа техника докуменчĕсем кĕреççĕ. Вĕсем тĕрлĕ отрасльсенче ĕçлекенсемшĕн питĕ усăллă.
Наци библиотекинче чылайранпа право информацийĕн центрĕ ĕçлет. Саккунпа норматив акчĕсемпе, право çинчен калакан информаципе кăсăкланакансем унта тÿлевсĕр çÿреççĕ. Çак центр ФАПСИ, «Консультант-плюс», «Гарант», «Кодекс» право тытăмĕсене пĕрлештерет. Право информацийĕ CD-ROM çинче те пур. Сăмах май, «Кодекс» системăна пахаланă çĕре хутшăнакансем пурте çак диска тивĕçрĕç.
|