Иванов Г. Ирĕксене хутĕлемелле : [Наци библиотекинче республикăри общество организацийĕсен тата пĕрлĕхĕсен ерт-çисен канашлăвĕ иртни çинчен] // Хыпар. – 2002. –25 кăрлач.
Ĕнер Шупашкарта Чăваш наци библиотекинче Сорос фончĕ пуçарнипе республикăри общество организацийĕсен та пĕрлĕхĕсен ертÿçисен канашлăвĕ иртрĕ.
Унăн тĕп тĕллевĕ - граждансен ирĕкĕсене хутĕлес, çут çанталăка сыхлас тата çынсене шухăшлаттаракан, пăлхантаракан ытти ыйтусемпе пĕлтерĕшлĕ проектсем хатăрлесси, вĕсене фонд йĕркелекен конкурссене кирлĕ пек калăпласа тăратасси, вĕсенче мала тухса грантсем çĕнсе илесси.
Тĕл пулура Сорос фончĕн - «Уçă обществăн» «Право» программăпа ĕçлекен координаторĕ
М.Якутова, фондăн Чăваш Енри координаторĕ А.Кожин (унăн офисĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вырнаçнă), общество пĕрлĕхĕсен ертÿçисем тухса калаçрĕç. Татса парайман ыйтусем чылай-ха республикăра. Вĕсене вăхăтра
сирес, халăх пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе пире Сорос фончĕ пулăшма кăмăл туни япăх мар, паллах. Çакăнпа пĕрлех граждансен хăйсен те кулленхи ĕç-пулăмра хăйюллăрах, тĕллевлĕрех пулмалла, РФ тата ЧР Конституцийĕсенче, тĕрлĕ саккунсенче çирĕплетнĕ ирĕксене пăснипе кĕрешме пĕлмелле. Паллă ĕнтĕ, пĕрлĕхсем хатĕрленĕ е хатĕрлекен проектсем асăннă программăпа конкурссен условийĕсемпе пур енчен те килĕшсе тăмалла.
|