Ресурсы О библиотеке Профессионалам        О Чувашии
 Ресурсы:
 Каталоги
НБЧР
 Каталоги
консорциума
 Электронная
библиотека
 Поиск по
сайту
 Справочная
служба:
 Спроси
библиотекаря
 О библиотеке:
 Новости
 Мероприятия
 Проекты
 Нормативная
документация
 История
 Публикации
 Основные показатели
 Адрес
 Услуги
 Отделы
 Администра-
ция
 Партнеры
 Почетные читатели
 Дарители
 Библиотеки
республики:
 Публичные
 Государ-
ственные
 Других
ведомств
 Профессио-
налам:
 Метод.
кабинет
 Работникам
культуры
 Издания
 Полезные
ссылки
 О Чувашии:
 Справка
 Чебоксары
 Чувашия в
рос. печати
 Новые книги
о Чувашии
 Периодика
Чувашии
Юбилейные даты
 Краеведение
 СМИ о куль-
туре Чувашии
 На главную
 Статистика:
Национальная библиотека Чувашской Республики

Библиотека - это открытый стол идей, за который приглашается каждый...
А.И. Герцен

Чернова А. Центр тĕрлĕ пулăшу парать : [Муркаш районĕнчи тĕп библиотекăра право информаци центрĕн ĕçĕ çинчен] // Çĕнтер- ялавĕ. – 2001. - 17 юпа.


Паянхи пурнăçра лайăх ĕçлесе малалла каяс тесен, экономикăна анчах мар, саккунсене те лайăх пĕлмелле. Çaкă кулленхи ĕçре нумайăшне кирлĕ. Право ыйтăвĕсене чылай хутшăнусĕнче татса пама тивет. Тепĕр енчен илсен, çынсем те хăйсен ирĕкĕпех право пĕлĕвĕсем патне туртăнни сисĕнет. Çaвăнпа та пурне те официалă право акчĕсемпе тивĕçтересси паян чăннипех актуаллă пулса тăрать.

Хальхи вăхăтра, тĕпрен илсен, кун çути куракан право докуменчĕпе çынсем массăллă информаци хатĕрĕсем урлă паллашаççĕ. Анчах та хаçат–журналсенчен пур чухне те кашниех хăйне кирлĕ конкретлă материала илеймест. Юристсем патне те, вĕсен консультацийĕсем т-левлĕ пулнă пирки, пурте каяймаççĕ.

Пурнăç малалла кайнăçемен ку тĕлĕшпе те çĕнĕлĕхсем çук мар.

Хаçат корреспонденчĕ А. Чернова çак кунсенче районта нумаях пулмасть уçалнă информаципе право центрĕн ерт-çипе E. Г. Черновапа тĕл пулнă. Хăйсен ĕçĕ–хĕлĕпе паллаштарма ыйтнă.

– Eлена Геннадьевна, центр уçăлнин историйĕ мĕнлерех–ши?

– Ку тĕлĕшпе РФ Президенчĕн "Право информатизацийĕн концепцийĕсем çинчен" Указ та тухнăччĕ. Унта пур çĕрте те информатизаци аталанса пынă май, право ыйтăвĕсене информаци технологийĕпе пурне те тивĕçтерме май пурри çинчен каланă.

Чăн та, библиотекăсем паян халăха нумай ыйтусем çине хурав тупма пулашаççĕ–ха, çав шутра официаллă документсемпе те. Анчах ку паянхи вăхăтшăн çителĕксĕр.

Раççейĕн нумай регионĕсенче çакăн пек центрсем уçăлнă, вĕсем ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Чăваш Республикинче право информацийĕн центрĕ наци библиотекинче 2000 çулхи февраль уйăхĕнче уçăлнăччĕ.

Хамăр ĕçтешсен опытне тишкерсе, вĕсен ырă енĕсене палăртса, районти вулакансем ыйтнине тивĕçтерме эпир те сентябрь уйăхĕнче информаципе право центрне уçрăмăр. Пирĕн центр пулăшăвĕпе районти пур çынсем те усă курма пултараççĕ. Çакна та палăртса хăвармалла. Хальхи вăхăтра республикăри пĕр районта та пирĕн пек центрсем çук–ха.

– Центрăн задачисемпе тĕллевĕсем пирки каласамăр.

– Каларăм ĕнтĕ, пирĕн пулăшупа кăмăл пуррисем пурте усă курма пултаpaççĕ. Эпир право информацийĕсене панă чухне президент программипе ĕçлетпĕр. Центрăн тĕп задачисене илес пулсан, чи малтанах – хамăр патра пур пĕтĕм право информацийĕпе тивĕçтересси. Хальхи вăхăтра пирĕн Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин законодательствисен пуххисем, вырăнти самоуправлени органĕсен официаллă кăларăмĕсем, çав шутрах район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕсем те пур.

Пирĕн центрăн информаци базин тĕп никĕсĕ вăл – компьютер. Унăн электронлă базинче те право информацийĕсем пур. Унти тĕп çăлкуç вăл "Консультант Плюс" – версия Проф. Кунта право отраслĕн 27000 федераллă докуменчĕ кĕнĕ. Вĕсен шутĕнче: суд практикин тулли пуххи; Раççей Федерацийĕн КЗОТне статьясем тăрăх ăнлантарса пани, федераллă т-левсен календарĕ т. ыт. те пур. Программа усă курма питĕ меллĕ. Шутлă минутсенче кирлĕ информацие тупса принтер çинче пичетлесе илме пулать.

Центрăн тĕп задачисен шутне право информацине пропагандăлас ĕçе хутшăнасси те кĕрет. Вулакансен ыйтăвĕсене тивĕçтернисĕр пуçне эпир массăллă мероприятисем те ирттерме палăртатпăр. Сăмахран, вырăнти влаç органĕн представителĕсемпе тĕлпулусем, «çавра сĕтелсем», «пик сехечĕсем» ирттерме шутлатпăр т. ыт. те. Темисене, енчен те вĕсем право ыйтăвĕсемпе пулсан, вулакансем хăйсем те сĕнме пултараççĕ.

Темле пулсан та, çитĕнекен ăру çине ытларах тимлĕх уйăрас килет. Вĕсене валли эпир право ыйтăвĕсемпе викторинăсемпе конкурссем: "Çамрăк, сан правусем", "Пирĕн позици" тата ытти темăсемпе калаçусем те ирттерме шутлатпăр.

Информации тĕп çăлкуçĕ — Интернет сетьне тухни. Ун урлă çав тери нумай кирлĕ хыпар пĕлме пулать.

Пирĕн информаципе право центрĕ ача-пăча библиотекин çуртĕнче вырнаçнă май, эпир ачасене те ку тĕлĕшпе кÿрентерес теместпĕр. Вĕсемпе уçă уроксем ирттертĕмĕр, "Манăн компьютер" темăпа паллаштару экскурсииĕнче ачасем компьютер мĕнле ĕçленипе, унăн хăвачĕпе, тĕрлĕ энциклопедисен ĕçĕсемпе паллашаççĕ т. ыт. те.

- Юлашкинчен мĕн калама пултаратăр?

- Эпир паян районти халăха право тĕлĕшĕнчен пулăшу пама çĕнĕ майсем шыратпăр, хамăр мĕн тума пултарнипе яланах усă курма, çынсене пулăшма хатĕр. Эсир те пире ку енĕпе пулăшасса шанса тăратпăр. Килĕр пирĕн пата, эпир сирĕн ыйтăвăрсене хаваспах тивĕçтеретпĕр.

Юлашкинчен манăн хамăр районта пурăнакан, пирĕн пулăшусемпе усă куракан мĕнпур çынсен ячĕпе çак центра уçма пулашнашан, унан паянхи пĕлтерĕшне анланнашан район аçминистрацийĕн пуçлахне В.И. Вязова чĕререн тухакан тав самахĕсем калас килет. Культура пайĕн ертуçи А.Е. Андреева та тав сăмахĕсене тивĕçлĕ.

Пирĕн информаципе право центрĕн адресĕ: Чапаев урамĕ, 39-мĕш çурт, телефонĕ - 2-11-71. Эпир канмалли кунсемсĕр пуçне кашни кунах 8 сехетрен пуçласа 18 сехетчен ĕçлетпĕр.

- Тавтапуç, Eлена Геннадьевна, калаçăва хутшăннăшăн. Ăнăçусем сире пархатарлă ĕçĕрте.

© 2000-2010 Национальная библиотека Чувашской Республики,  naclibrary@cap.ru