Ресурсы О библиотеке Профессионалам        О Чувашии
 Ресурсы:
 Каталоги
НБЧР
 Каталоги
консорциума
 Электронная
библиотека
 Поиск по
сайту
 Справочная
служба:
 Спроси
библиотекаря
 О библиотеке:
 Новости
 Мероприятия
 Проекты
 Нормативная
документация
 История
 Публикации
 Основные показатели
 Адрес
 Услуги
 Отделы
 Администра-
ция
 Партнеры
 Почетные читатели
 Дарители
 Библиотеки
республики:
 Публичные
 Государ-
ственные
 Других
ведомств
 Профессио-
налам:
 Метод.
кабинет
 Работникам
культуры
 Издания
 Полезные
ссылки
 О Чувашии:
 Справка
 Чебоксары
 Чувашия в
рос. печати
 Новые книги
о Чувашии
 Периодика
Чувашии
Юбилейные даты
 Краеведение
 СМИ о куль-
туре Чувашии
 На главную
 Статистика:
Национальная библиотека Чувашской Республики

Библиотека - это открытый стол идей, за который приглашается каждый...
А.И. Герцен

Пресс-клиппинг печатных СМИ о культуре Чувашии 14-16 декабря 2006 г.


«Журналист пулнă май тата чăваш сăмах-пуплевне, юрри-кĕввине юратнăран культура учрежденийĕсене час-часах çÿреме, унта иртекен мероприятисене, концерт-спектакль таврашне курма кăмăллатăп. Хăш-пĕр артистăн, сцена çине тухакан ытти çыннăн ĕçĕ-пултарулăхĕ чылай килĕшет-ха мана, чунпа канма май парать. Анчах çав хушăрах кăмăла хуçаканни те тупăнать. Мĕн тетĕр-и? Куракансен культура шайĕ…»
(Семенова, И. Культура шайĕ хăçан ÿсĕ-ши? / Ирина Семенова // Чăваш херарăмĕ. - 2006. - 16-22 раштав. - С. 3).

«Елчĕкри ача-пăча ÿнер шкулĕ 2 хутлă, пысăк та хитре çуртра вырнаçнă. Çак çурта 2003 çулта куçнине, ăна уçнă çĕре ЧР Президенчĕ Н. В. Федоров килнине, уяв ячĕпе «Рихтер» фортепиано парнеленине преподавательсем халĕ те ăшшăн аса илеççĕ. Çак тапхăрччен вара ÿнер шкулĕн класĕсем тĕрлĕ çĕрте вырнаçнă…»
(Николаева, И. Илем тĕнчи ырăлăх çуратать / И. Николаева // Чăваш хăрарăмĕ. - 2006. - 16-22 раштав. - С. 3).

 

«Хумпуç Патăрьел - Йĕпреç районĕнчи ватă ялсенчен пĕри. Вырăнти тавра пĕлÿçĕсем палăртнă тăрăх, кăçал ăна никĕсленĕренпе 425 çул çитнĕ.

Çак кунсенче вара хăтлă та тăпăл- тăпăл çурта вулавăш уçăлчĕ. Тамара Карпова библиотекарь, ял-йыш ыйтăвĕсене халличчен кивĕ çуртра тивĕçтерсе тăнăскер, еплерех савăннине çырса кăтартма сăмах та çитеймĕ. Район тата Чăваш Тимеш ял администрацийĕсем çине тăнипе çĕнĕ вырăна куçнă-куçманах кунти вулавăш тĕслĕх вулавăш статусне илчĕ…»
(Васильев, Г. Ватă ялăн «иккĕмĕш» çамрăклăхĕ / Г. Васильев // Хыпар. - 2006. - 16 раштав. - С. 7).

«Республика Халăх пултарулăх çуртне йĕркелесе янăранпа 70 çул çитрĕ. Унпа çыхăннă мероприятисем Чăваш патшалăх культурăпа искусство институчĕн театрĕнче иртрĕç…»
(Смирнова, Н. Ахах-мерченлĕ вăчăра управçисем / Надежда Смирнова // Хыпар. - 2006. - 14 раштав).

«Раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче К. В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче «Чун, кирлĕ, чун!..» кĕнеке кун çути курнă ятпа уяв иртрĕ. Унта Кирилл Кирилловпа пĕр вăхăтра вĕреннĕ юлташĕсем, ăна тата унăн ĕçне, пулатрулăхне хисепленĕ çынсем пухăнчĕç. Тĕрлĕ сăвă, юрă, кĕвĕ янăрарĕ уявра…»
(Карпова, О. Чун кирлĕ, чун!.. / О. Карпова // Хыпар. - 2006. - 14 раштав).

Архив пресс-клиппинга

© 2000-2010 Национальная библиотека Чувашской Республики,  naclibrary@cap.ru