Пресс-клиппинг печатных СМИ о культуре Чувашии 1-2 августа 2008 г.
Патăрьел районĕн архивĕнче вăй хуракан специалистсем валли ĕç калăпăшĕ хушăнсах тăрать.
(Ларионов, Н. Архив алăкĕ хупă тăмасть / Н. Ларионов // Хыпар. – 2008. – 1 çурла. – С. 1).
Хамăр тăрăхăмăрсем çинчен эпир авалхи палăксенчен çеç пĕлме пултаратпăр. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ ку енĕпе нумай ĕçлет. Кашни çулах вăл Мускав, Пенза, Самара, Чĕмпĕр, Хусан тĕпчевçисемпе археологи экспедицийĕсене хутшăнать.
(Кубайкина, Р. Археологи шыравĕ малалла пырать / Регина Кубайкина // Хыпар. – 2008. – 1 çурла. – С. 2).
Хусанти «Казань» наци культура центрĕнче çурла уйăхĕн 2-3-мĕшĕсенче федераци Атăлçи округĕнчи наци конгресĕсемпе тĕрлĕ халăхăн наци пĕрлешĕвĕсен ертÿçисем пухăнаççĕ.
(Степанов, Ю. Наци пĕрлешĕвĕсен ертÿçисем канашлĕç / Ю. Степанов // Хыпар. – 2008. – 2 çурла. – С. 1).
ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин 2007 çулхи ĕçĕсене пĕтĕмлетекен коллеги ларăвĕ тинтерех çеç иртнĕ пек-ха. Унтанпа акă тата çур çул хыçа юлчĕ. 2008 çулхи ултă уйăх кăтартăвĕсемпе паллашма, вĕсене тишкерсе хак пама та вăхăт çитрĕ. ЧР Культура министерствин коллегийĕн членĕсем утă уйăхĕн 31-мĕшĕнче шăпах çак ыйтупа йĕркеленĕ анлă Лару ирттерчĕç. Ăна Роза Лизакова министр ертсе пычĕ.
«Культура, кинематографи тата массăллă информаци хатĕрĕсем» отрасль 2008 çулхи пĕрремĕш çур çулта мĕнлерех ĕçленĕ-ха?
(Смирнова, Н. Ÿсĕм пур, çапах та… / Надежда Смирнова // Хыпар. – 2008. – 2 çурла. – С. 2).
Иртнĕ ĕмĕрĕн çирĕммĕш çулĕсенче чăваш ялĕсенче пурăнакансем пуçласа кино пăхма пултарнă. Стационарлă кинематограф – ун чухне çапла ятпа çÿренĕ вăл – Шупашкарта, Сĕнтĕрвăрринче тата Етĕрнере çеç ĕçленĕ.
(Галкин, А. Пĕрремĕш фильмсем / А. Галкин // Хыпар. – 2008. – 2 çурла. – С. 7).
В Мариинский Посад привезли кино. В зрительном зале Дворца культуры был аншлаг: желающих посмотреть фильм на большом экране после долгого перерыва оказалось немало. В республике приступили к модернизации клубных учреждений, и культработники первыми должны оценить возможности мобильного многофункционального культурного центра, названного «Киномобиль».
(Зайцева, Е. И всё же кино движется / Е. Зайцева // Советская Чувашия. – 2008. – 2 авг. – С. 1, 2).
Архив
пресс-клиппинга
|