Халăх поэчĕ=Народный поэт (о Николае Ивановиче Полоруссове (Шелеби))
Николай Иванович Полоруссов-Шелепи 1881 çулхи майăн 14-мĕшĕнче хальхи Тутар республикинчи Аксу районне кĕрекен Çĕнĕ Усел ялĕнче, чухăн хресчен килйышĕнче çуралса ÿснĕ.
Поэт хăй çапла каласа паратчĕ: ун ашшĕн аслашшĕ Ялак тата амăшĕн асламăшĕ Шелепи ятлă пулнă иккен, вĕсем таврари чи чаплă юмахçăсем пулнă, халăх хушшинче çÿрекен халап-юмахсене каласа панисĕр пуçне, вĕсем халăхăн авалхи пурнăçĕ çинчен нумай тĕрлĕ халапсем (легендăсем) каласа кăтартнă. Пулас поэт çав халап-юмахсене итлеме питĕ юратнă. Кайрантарах вăл хăйĕн литературăри хушаматне те авалхи тăванне - Шелепи ятлă юмахçа хисеплесе йышăннă. Ача чухне мĕн илтнине Николай Иванович, пурăна киле хăй пуçĕнче пĕтĕçтерсе, «Эссепе», «Уксак Тимĕр Пÿлере илни çинчен», «Константинополь хулине туни çинчен чăваш ваттисем калани» ятлă легендăсем çырнă.
Николай Иванович Полоруссов-Шелепи творчестви аталанма тытăнни 1905 - 1907 çулсенче революцилле вăхăтпа çыхăнса тăрать. Унччен пирĕн М. Ф. Федоров çырнă «Арçури» поэмăпа И. Я. Яковлев малтанхи чăваш букварĕ валли çырнă пĕчĕк калавсем çеç пулнă пулсан, çав çулсенче Раççейри сывлăш кăшт уçăлнă май К. Ивановăн, Тайăр Тимккин, М. Акимовăн тата ытти чăваш çамрăкĕсен сассисем илтĕнсе каяççĕ. Çапла ĕнтĕ, эпир çав çулсенче хамăрăн тăван литература çуралнине куратпăр.
Хресчен ывăлĕ Н. И. Полоруссов, ялти шкулта çеç вĕреннĕ пулин те, çывăхри учительсем пулăшнипе чылай кĕнеке вуласа, ял пурнăçне сăнаса пырса, ун чухнехи обществăн киревсĕр енĕсене ăнланма тытăнать. Унăн шухăшне ÿсме уйрăмах вырăссен революцилле-демократилле литератури вăйлă пулăшать. Н. А. Некрасовăн гражданла лирики, А. М. Горькин хăватлă сасси чăваш çамрăкĕн чĕрине çунат парса хавхалантараççĕ.
1905 - 1907 çулсенче, пĕтĕм çĕршыв тăрăх малтанхи революци хумĕ кĕрлесе каннă вăхăтра, Николай Иванович Полоруссов-Шелепи хăйĕн «Раççей» ятлă сăввине çырать. Ку вăл - патша тытăмĕн тискерлĕхне питлекен витĕмлĕ сатира.
Ку сăвă ун чухне пичетленме пултарайман, анчах вăл килтен киле, ялтан яла сăмах вĕççĕн çиçĕм пек çиçсе сарăлнă. Пусмăрçăсен ирсĕр сăн-сăпатне кăтартса парса, вăл чăваш ĕççыннисене кĕрешĕве тухма хавхалантарнă.
«Раççей» сăвва çырнă хыççăн тепĕр çултанах Шелепин Хусанти «Хыпар» хаçатра «Çĕлен» сăвви (ун чухне «Тав» ятпа) пичетленсе тухать. Çак сăвăра М. Горькин Кăйкăрĕпе "Тăвăл хыпарçи" хавхалантарнă шухăшсем палăрса тăраççĕ. Пусмăрçăсен тискер тытăмне поэт çĕр çинчи мĕнпур çынсене сăхакан усал çĕленпе танлаштарса кăтартать, халăх хăвачĕ вара поэт куçĕ умне «çутă хĕвел çути пек» кайăк пулса тухать. Халăх пус-мăрçăсене çĕнес шанчăк, вăл çутă кунçул курма ĕмĕтленнĕ ĕмĕт çак сăвва шалтан вăйлă çутăпа çутатса тăрать. «Çĕлен пĕрре вилĕ-ха, ĕмĕрлĕхе пĕтĕ-ха... Кайăк çĕрĕн вĕçне-хĕрне ылтăн çунатпа виçет», - тесе çырать поэт.
Октябрьти революциччен (1915 çулта) Н. И. Шелепин пĕр пĕчĕк кĕнеке çеç пичетленсе тухнă. Унта поэтăн «Ваçанка», «Çарăмсанпа Хăнтăрçа», «Константинополь хулине туни çинчен чăваш ваттисем калани» ятлă сăвăлла халапĕсем кĕнĕ.
«Çĕлен» сăвăра поэт символла сăнарсем илсе кăтартать пулсан, «Ваçанка» сăвăра вăл вара халăх юнне ĕçекен харампыр сăнарне реализм меслечĕпе кăтартса парать. Ваçанка йышши сĕлĕхсем ун чухне кашни ялтах пулнă. Поэт, хăйĕн сăввипе ĕççыннисен куçне лайăхрах уçса, çав харам пырсене витĕртерех курма, вĕсемпе кĕрешме пулăшать.
«Çарăмсанпа Хăнтăрçа» поэма пирки пирĕн литературăра тĕрлĕрен калаçу пулчĕ. Ана критиксем пурнăçа илĕртÿллĕ ырă çутăпа çутатса кăтар-такан идилли терĕç. Ку сăмахра тĕрĕсси те пур пулĕ. Анчах ăна халь эпир «Ваçанка» сăвă хыççăн вулатпăр та поэт халăх пурнăçне «Çарăмсанпа Хăнтарçари» пек курма ĕмĕтленнине туйса илетпĕр. Поэт тĕрĕссипе мĕн курни мар, вăл мĕн курма ĕмĕтленни, - акă мĕн ытларах сисĕнет ку сăвăра. Халăх творчествинче те унашкал çутă юмахсем сахал мар. Çарăмсанпа Хăнтăрçа тăрăхĕнчи ырă çутă Ваçанкасен киревсĕрлĕхне курма ытлашши чăрмантарсах каймасть.
Поэт хăйĕн тăван халăхĕ ирĕке тухма ĕмĕтленни Октябрьти социализмла революцире пурнăçа кĕчĕ. Совет саманинче Н. И. Шелепи пултарулăхĕ, ту айĕнчен тапса тухакан çăлкуçĕ пек, пĕтĕм халăха савăнтармалла вăйланса кайрĕ.
Хресчен хăйĕн пурнăçне юсама тытăнни, вăл рабочипе пĕрле пĕр çулпа утса пыни, халăхра пĕрлешÿлĕх туйăмĕ ÿссе пыни («Кĕпер хывни»), чăваш ялĕнче колхозлă пурнăç пуçланса кайни, çĕршывра социализм çĕнтерсе пыни - çакă ĕнтĕ Н. И. Шелепин революци хыççăнхи сăвви-юррисен чи хăватлă кĕвви.
[Ĕçлес шухăш-кăмăлĕ çĕкленсе пынă вăхăтра Шелепине пысăк инкек пырса çапать: вăл 1931 çулта куçсăр пулса юлать.]
«…»1936 çулта тăван республикăри ĕççыннисем Николай Иванович Полоруссов-Шелепи литература ĕçне пуçăннăранпа вăтăр çул çитнине сарлакан палăртрĕç. Çавăн чухне вăл чăваш сăвăçисем хушшинче пуринчен малтан Чăваш АССР халăх поэчĕ ятне илчĕ.
Чăваш литературин пысăк уявĕ ячĕпе пирĕн писательсен Союзне инçетри Швейцарирен, Франци халăхĕн аслă писателĕнчен Ромен Ролланран çыру килнĕччĕ. Акă мĕн çырнăччĕ унта: «Шелепи юлташа эпĕ чунтан-чĕререн ырлăх-сывлăх суннине калăр, - иртнишĕн, революцичченхи саманара унăн пурнăçĕ, Сирĕн халăх пурнăçĕ тепле пывăр пулнă пулин те, вăл хăй таланчĕпе хăй ĕмĕчĕн çулăмне чĕррĕн упраса хăварма пултарнишĕн! Хамăр француз тусăмăрсен ячĕпе эпĕ унăн аллине тăванла тытса чăмăртатăп, эпĕ Сирĕн ĕçĕршĕн Сирĕнпе пĕрлех мухтанса савăнатăп, мĕншĕн тесен эпир пурте пĕр пĕтĕм этемлĕх членĕсем, кунта çынсене расăсемпе нацисем тĕлĕшĕнчен уйăрасси çук; пĕрисен телейĕ е инкекĕ теприсен телейĕ е инкекĕ пулса тăрать».
Н. И. Полоруссов-Шелепи лнтературăра нумай çул хушши ăнăçлă ĕçленине партипе Совет правительстви пысăка хурса хакларĕç - 1938 çулта ăна «Хисеп палли» орден парса чыс турĕç.
Ёнтĕ халăх поэчĕ тата хытăрах хавхаланса ĕçлеме тытăнчĕ - тăван партипе халăхшăн, аслă Тăван çĕршывшăн!
Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçлансан, Николай Иванович Шелепи, фашистла тискер кайăксене намăс юпи çумне пăталаса, хаяр сăвă çырчĕ:
Тăршшĕ ик метр,
Урлăш пĕрре –
Территори кирлĕ
Гитлере!
Çак витĕмлĕ сăмахсем тепĕр кунах тенĕ пек пĕтĕм халăх хушшине сарăлчĕç.«…»
[Çĕнтерÿ куне хытă кĕтнĕ пулин те, Н. И. Шелепи ăна кĕтсе илеймест, вăл 1945 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче вилсе каять.]
Эсхель, А. Халăх поэчĕ / Аркадий Эсхель // Шелепи, Н. И. Сăвăсем, легендăсем / Николай Иванович Шелепи. – Шупашкар, 1981. – С. 5-14.
|