Павлова, А. Паттăр ятне мухтаса
Совет Союзĕн икĕ хут Героине, мух-тавлă летчик-космо¬навта халалласа Чăваш Республикин Наци библиотекин ĕçченĕсем "Çăлтăр-сем патне хывнă çул"
ятлă электронлă курав хатĕрлерĕç. Курав мухтавлă кăйкăрăн нумай енлĕ пурнăçне уçса парать. Вăл "Çăлтăрсем çĕр çинче суралаççĕ", "Çĕршыв тивĕçне пурнăçла-са", "Паттăр ятне мухтаса" пайсенчен тăрать. "Çĕршыв тивĕçне пурнăçласа" пайра чаплă ентешĕмĕрĕн пурнăçĕ çинчен калакан кĕнекесемпе, космонавт амăшĕн Анна Алексеевнăн тата тăванĕсемпе ен-тешĕсен аса илĕвĕсемпе паллашма пу-лать. Кунтах космонавт архивĕнчи нумай сăн ÿкерчĕке вырнаçтарнă. Вулакан-семшĕн космонавт тăванĕ С. Николаев çырнă "Андриян Григорьевич Николаев. Память. Воспоминания" (Шупашкар, 2006) тата Ю. Устиновăн "Космонавт №3 Анд¬риян Николаев" (Мускав, 2004) кĕнекисем питехте кăсăклă пулĕç. Чăваш наци музейĕ 2006 çулта хатĕрлесе кăларнă "Притяже¬ние Родины" альбом вара музейре тата космонавт архивĕнче упранакан сăн ÿкер-чĕксемпе паллаштарать. Куравра ИЛ. Прокопьев çырнă "Жи¬вая легенда: слово об Андрияне Николае¬ве" (Шупашкар, 2004) кĕнекен тулли тексч-ĕпе те паллашма пулать.
"Çĕршыв тивĕçне пурнăçласа" пайра ентешĕмĕрĕн космссри вĕçевĕсем çинчен çырнă кĕнекесем вырнаçнă. "В космосе -двое" (Мускав, 1962) кĕнекере тĕнче уçлă-хĕнче Андриян Николаевна Павел Попо¬вич пĕрле вĕçни тата уçă космоса тухни çинчен тĕплĕн каласа кăтартнă. Çак пай-рах ИТАР-ТАСС корреспонденчĕ В. Ива¬нова, А. Парпара çыравçă тата П. Попович летчик-космонавт хатĕрленĕ "Андриян Ни¬колаев" (Шупашкар, 1989) кĕнеке те выр-наçнă. Кĕнекене Андриян Николаев çурал-нăранпа 60 çул çитнĕ ятпа хатĕрленĕ. Кос¬монавт хăй çырнă кĕнекесемпе те паллаш¬ма пулать. Сăмахран, "Притяжение Зем¬ли. Записки космонавта-3" (Шупашкар, 1999) кĕнекере автор хăйĕн çинчен тĕплĕн çырса кăтартать. Кĕнеке сăн ÿкерчĕксемпе пуян.
Мухтавлă ентешĕмĕре халалласа çыравçăсем нумай сăвă-юрă, калавсемпе повеçсем çырчĕç. Вĕсенчен А. Железков-ăпа К. Семеновăн "Шуршăл ачи" повеç-не, К. Петров çырнă "Сенкер çăлтăр" ро-манне тата М. Юхма çырнă "Çăлтăрсем чĕнеççĕ", "Мальчик из Шоршел", "Па¬рень из светлых ключей" кĕнекесене палăртмалла. Паллă чăваш поэчĕсен П. Хусанкайăн, Ю. Айташăн, А. Гал-кинăн, Г. Ефимовăн, Я. Ухсайăн ен-тешĕмĕр çинчен çырнă сăввисем те çак пайрах вырăн тупнă. Андриян Ни¬колаевен илемлĕ литературăри сăнарне тĕплĕнрех куравăн "Паттăр ятне мухтаса" пайĕ уçса парать.
Çăлтăрсем сÿнмеççĕ. Вĕсем те-миçе ĕмĕр иртсен те çĕр çинче пурă-накансен çулне çутатса тăраççĕ. Ан¬дриян Григорьевич Николаев летчик-космонавтăн ырă сăнарĕ халăх асĕнче ĕмĕр упранĕ. Çывăх та ырă кăмăллă çын, йăл-кулăллă сăнар, ентешсемпе, тăванĕсемпе, "çăлтăрлă тусĕсемпе" пĕрле - çакăн пек юлĕ вăл ĕмĕр пирĕн асăмра.
Павлова, А. Паттăр ятне мухтаса / Алина Павлова // Хресчен сасси. – 2009. – 2 авăн. – С. 2.
|