Иван Анисимович Патмар
«Чăваш сăмахě – пирěн чăн çăл куçě, шăнкăртатать вăл ěмěр-ěмěр». Петěр Хусанкайăн çак сăмахěсем çунатлă пулса кайрěç. Вěсене сăвăç 1965 çултах Иван Патмара халăх ăс-халне пěрчěн-пěрчěн пухса упранăшăн саламласа каланă, эппин, тăван сăмах çăл куçне типме паман çыннăн ěçě-хěлě мěнлерех-ши?
Чăваш халăх сăмахлăхне уйрăмах П. Васильев, И. Юркин, Н. Ашмарин, Н. Никольский, И. Никитин-Юркки, Г. Комиссаров, А. Васильев, С. Максимов, И. Одюков нумай пухса хăварнă. Иван Патмар та вěсен йышне кěрет. Вěсен пуянлăхě Чăваш гуманитари институтěнче упранать. Патмар пухнисен шутěнче – юрă-такмак, юмах-халап, тěрě-эреш, сăнав-календарь т. ыт. те. Тăван ялě Яманак ен юррисенех тăватă кěнеке халлěн пухса хатěрленě, ваттисен сăмахěсем – виçě том, Уртей мучи юмах-халапěсем – икě кěнеке. Çапла кěскен асăнса тухниех акă мěн çинчен калать: Патмар еткерě жанр тěлěшěнчен чылай пуян. Юрă-такмак хăех тěрлě тěслě: унта туй, ěçкě, салтак, ěç, çен çěр, истори, сăпка, йăла-йěрке юррисем пур. Ěç юррисем те тěрлěрен ěçпе çыхăннă, вěсене Патмар чухлě никам та пухман. Çак пěтěм пуянлăх пысăк тěпчеве тивěçлě.
Патмар ěçě-хěлě кунтан та ытларах акă мěн тěлěшрен паха. Тепри паллăрах юрăсене е юмахсене кăна пухать, çěнни сахал тупса çырать, Патмар пуххинче сайра тěл пулакан е пачах çырса илмен хайлав хисепě сисěнмеллех пысăк. Ку енěпе унăн ěç юррисене, улăп халапěсене, пил сăмахěсене, халăх сăнавěсене, тěрě-эреше, салам е вăрçăшу сăмахěсене асăнмалла. Кунта уйрăмах халăхăмăр аваллăхěпе çыхăннă тěслěхсем пысăк пěлтерěшлě. Акă икě каларăш: хасар хěççи мул пухнă, пăртас турри чун пухнă; хасар пăвасчě, тет, пăртас хăтăласчě, тет. Çак кěске çаврăнăшсемех чăвашсен мăн аслашшěсен кÿршě йăхěсем епле пурăнни çинчен пěлтереççě. Çавнашкал хыпарсем мифсенче, улăп халапěсенче, ваттисен сăмахěсенче йышлă. Акă сăвăллă халапри Улăп Нукарпа тытăçать. Тутар тěпчевçи А. Халиков çырнă тăрăх, «нукар» тени Хусан тутарěсене пěлтерет. Эппин, кунта Хусан ханлăхě чухнехи пурнăç сăнарланнă. Чăваш тěпчевçисен чěлхинче нукарсене халиччен пěрре те асăнман. Ку сăмаха чăваш тексчěсенче урăх калани пěрре те тел пулмарě-ха. Çав «Йăпар» ятлă халапрах Варачан уçланки тени пур. Ку ят чăваш несěлěсен – сăварсен – Çурçěр Кавказра пурăннă чухнехи тěп хулин ятне аса илтерет. Шур Атăлпа Çарăмсан тăрăхне куçса килсен сăварсемех çавăн пек ятлă хула çěкленě. Ăна юрăра Мерчен хули тесе калаççě. Тутарстанта Мерчен, Чăваш Республикинче Мереçен ялěсем пур. Çаксем пурте пěр тăван пулма тивěçлě. Çапла пěртен-пěр сăмах йěрěпе халăхăн вăрăм кун-çулне йěрлесе тухма пулать. Ун пек сăмахсен хакě – пин ылтăн
Енчě-мерчен пек хаклă тěслěхсене тупма Патмара мěн пулăшнă-ха? Кунта йытă пек шăрша вăйлă пěлни кирлě-çке. Чи малтан, паллах, тăван сăмаха питě юратни. Патмар 30-мěш çулсенче Н. Шупуççыннипе паллашать, паллă çыравçă-тěпчевçě вěрентнипе хавхаланать. 1947 çулта вăл Мускавра фольклористсен конференцине хутшăнать. Ун хыççăн тăтăшах тěпчевçěсемпе канашлать, кирлě литература вулать. Çакă ăна тепри уямасăр иртекен сăмах-юмахăн хакне çивěччěн туйма хăнăхтарать. Çур ěмěр хушшинче Патмар ăçта-ăçта кăна çитсе курман–ши, кампа кăна сăмах вакламан-ши? Çакна вăл пěтěмпех чун хистенипе тунă, пÿрнисем ним туйми пуличчен çыра-çыра ларнă. Ун чухне магнитофонпа çырса илмен-ха. Хăй вăл ытларах тури тата анат енчи чăваш ялěсенче çÿренě, аякри чăвашсемпе çыхăну тытнă. Юратнă ěçе вăл фронтра та, госпитальте те пăрахман. Юлашки вăхăтра вăл чире пăхмасăрах хăй пухнă текстсене тирпейлесе хăварас тесе тимлерě. Халăх хайлавне ăçта, камран, хăçан, епле çырса илнине Патмар тěплě кăтартма тăрăшнă. Ăна халапçă е юрăçă хутла вěреннипе вěренменни, вăл ялтан тухса çÿренипе çÿременни те интереслентернě. Сăвăлла улăп халапне çырса илме епле хатěрленниех мěне тăрать: ватăсене ятарласа хăнана чěнет, вĕсен ăнлантарăвěсене анлă çырса парать. Çак енчен те унăн ěçě-хěлě – ырă тěслěх.
Пухнă мул çěрсе выртнин усси çук. Çавăнпа кěнеке хатěрлекенсем архив пуянлăхне май килнě таран ěçе кěртме тăрăшаççě. Патмар юмахěсем чи малтан 1937 çулта Мускавра «Чувашские сказки» кěнекере кун кураççě. Çавăнтанпа вăл пухса пынисем чылай кěнекепе хаçат-журналта, вěренÿ кěнекисенче пайтах çапăнса тухрěç. Вěсемпе тěпчевçěсем анлă усă кураççě. Паллăрах кěнекесенчен çаксене асăнмалла: «Ача-пăча юмахěсем», «Чăваш фольклорě», «Ваттисен сăмахěсемпе каларăшěсем», «Ача-пăча сăмахлăхě», «Ленин халăх чěринче», «Чăваш халăх сăмахлăхě» ултăтомлăх, «Улăп халапěсем». 1993 çултанпа ашшěн пуян еткерне пичетлес тěлěшпе Эдисон Патмар нумай вăй хучě, вăл тěрлě жанр тěслěхěсене çирěме яхăн пěчěк кěнеке туса кăларчě. Вăлах ашшě ячěпе преми парса тăрас ěçе йěркелерě. Çапла, пархатарлă ěç сая каймасть. Пирěн унпа тухăçлă усă курмалла.
Юмарт, Г. Халăх ăс–халĕн упраçи / Г. Юмарт // Чăваш ен. – 1996. – 13–20 янв. (№ 3). – С. 13.
|