Ресурсы О библиотеке Профессионалам        О Чувашии
 Ресурсы:
 Каталоги
НБЧР
 Каталоги
консорциума
 Электронная
библиотека
 Поиск по
сайту
 Справочная
служба:
 Спроси
библиотекаря
 О библиотеке:
 Новости
 Мероприятия
 Проекты
 Нормативная
документация
 История
 Публикации
 Основные показатели
 Адрес
 Услуги
 Отделы
 Администра-
ция
 Партнеры
 Почетные читатели
 Дарители
 Библиотеки
республики:
 Публичные
 Государ-
ственные
 Других
ведомств
 Профессио-
налам:
 Метод.
кабинет
 Работникам
культуры
 Издания
 Полезные
ссылки
 О Чувашии:
 Справка
 Чебоксары
 Чувашия в
рос. печати
 Новые книги
о Чувашии
 Периодика
Чувашии
Юбилейные даты
 Краеведение
 СМИ о куль-
туре Чувашии
 На главную
 Статистика:
Национальная библиотека Чувашской Республики

Библиотека - это открытый стол идей, за который приглашается каждый...
А.И. Герцен

И. И. Одюков - фольклорист-тěпчевçě


И. И. Одюков пултарулăхě нумай енлě. Вăл паллă педагог, литературовед-тěпчевçě çеç мар, пултаруллă фольклорист та. Иван Ильич хăйěн тěпчевěсенче чăваш халăх сăмахлăхě содержанийěпе те, жанрлăхěпе те питě пуяннине, вăл, летопись пек, тăван халăхăмăрăн ěлěкхи тата хальхи вăхăтри ăс-хакăлěпе çыхăннине аван уçса кăтартрě, çитес ăрусем валли сахал мар паха еткерлěх çырса хăварчě.

И. И. Одюкова фольклорçă тесе хакланă чухне унăн пултарулăхěнче икě йěр палăртса хăвармалла: пěрремěшě вăл - И. И. Одюков халăх сăмахлăхне тишкерсе хак параканě тата тěпчекенě, иккěмěшě - И. И. Одюков халăх сăмахлăхěн пуянлăхне пěрчěн-пěрчěн пуçтараканě, пичетлесе кăлараканě.

«…» И. И. Одюков наукăна 50-60-мěш çулсенче кěнě ăсчах. Студент çулěсенчех халăх сăмахлăхěпе интересленнěскер, аспирантурăра вěреннě вăхăтра кандидат диссертацине чăвашсен историлле юррисемпе социалла танмарлăх юррисене тишкерме тěллев лартать. Филолог наукисен кандидачě диссертацине 1966 çулта ăнăçлă хÿтěлет вăл, наукăна çирěппěн утса кěрет.

И. И. Одюков çырса пичетленнě ěçсем паян - пурě 100 яхăн. Тěпчевсен ытларахăшě, тÿрех каламалла, чăвашсен сăмах вěççěн çÿрекен хайлавěсемпе тÿрремěнех çыхăннă. Çакна та палăртма кăмăллă: И. И. Одюков хăйěн тěпчевěсенче чăваш фольклористикин нумай ыйтăвне çутатрě, татса пачě. Сăмахран, икě кěнекерен тăракан «Чăваш халăх лирики» тěпчевěнче халăх сăмахлăхěн чи авал пуçланса кайнă тěслěхěсене - юррисене, сăвă - юрă сăнарлăхне тишкерчě, вěсене ушкăнласа тухрě, жанр енчен кашнинех хак парса уйрăмлăхěсене кăтартрě.

Кирек мěнле жанра илес пулсан та, И. И. Одюковăн тÿпине асăрхатăн: авалхи чăвашсен мифологийě е улăп халапěсем, чăвашсен космогонилле шухăшлавě е историлле халапěсем. Пурне те тěплěн, çыпăçуллăн тата халăх пурнăçěпе çыхăнтарса шěкěлченě. Сăмахран, «Халăх сăмахлăхě тěне хирěç» (1961), «Классикăлла чăваш литературинчи халăхлăхпа фольклор çыхăнăвěсем. 1-мěш пайě. Фольклорта халăх шухăшлавě йěркеленни» (1973, В. Я. Канюковпа пěрле), «Совет саманинчи чăваш халăх сăмахлăхě» (1975), «Чăваш халăх лирики» (2 кěнеке, 1978; 1983), «Авалхи тата Атăлçи пăлхарсем çинчен калакан истори халапěсем. 1-ХV ěм.» (1984) тата ытти ěçěсем паянхи кун та хăйсен çивěчлěхěпе пěлтерěшне çухатман, фольклори-стсемшěн паха та курăмлă тěпчевсем пулса тăраççě.

И. И. Одюковăн чăваш фольклорěнчи уйрăм жанрсене ятарласа тěпченисěр пуçне фольклористикăн пěтěмěшле ыйтăвěсене тишкернě наука статйисем те сахал мар. Чи паллăраххисем çаксем: «К истории собирания и публикации чувашского фольклора в 20-30-х гг.», «Н. И. Ашмарин - чăваш халăх сăмахлăхне пухса тěпчекенě», «Сюжетно-образные параллели устных произведений типа «Синичка» у чувашского и калмыцкого народов» тата ыт. те. Асăннă статьясенче автор чăвашсем хушшинче сарăлнă фольклор тěслěхěсене пухас ěçре кам мěнле тăрăшнине каласа тухать, вěсем хатěрленě юрăсен, юмахсен, вак жанрсен пуххисене тишкерсе хак паратъ, уйрăм тěпче-вçěсен фольклористикăри вырăнне палăртса хăварать. Паллă фольклорçăсен шутне Н. В. Никольские, Н. И. Ашмарина, Н. Я. Золотова тата ыт. ăсчахсене кěртет, вěсем пухнă текстсемпе хăйěн тěпчевěсенче усă курать, вулакана паллаштарать.

И. И. Одюков халăхăн иксěлми çăлкуçне ятарласа тěпченисěр пуçне çав пуянлăха илемлě çырулăх ăстисем усă курнине те нумай çырса хăварчě. Паллă фольклорист çапла майпа К. В. Ивановăн юмахěсене, Н. И. Полоруссов-Шелепин сăвăлла легендисемпе халапěсене, М. Çеçпěлпе Я. Г. Ухсайăн сăввисемпе поэмисене тарăннăн тишкерчě, вěсенче чăваш халăхěн çырусăр палăк йěрěсене тупса палăртрě, сăмах ăстисем фольклорти сюжетсемпе сăнарсене калăпланине çирěплетсе каларě. Акă, тěслěхрен, Н. И. Полоруссов-Шелепин хайлавěсене пăхса тухнă май, И. И. Одюков ăста поэт ача чухне ялти ватăсенчен илтнě юмах-халапсене тěпе хурса хайланă произведенийěсем чăваш халăхěн историйěпе тÿрремěнех çыхăннине палăртать. Ун шухăшěпе, «Эссепе» баллада тăван халăхăн аваллăх йěркисене, «Константин хулине туни çинчен чăваш ваттисем калаçни» хайлав - чăваш аслашшěсен пирěн эрăн IV—V ěмěрсенче Çурçěр Кавказра тата Дунай тăрăхěнче пурăннă чух Византия (грек) халăхěсемпе хутшăннине, «Уксак Тимěр Пÿлере илни çинчен» халап - монгол-тутарсем 1395 ç. Атăлçи Пăлхар патшалăхěпе хулисене çěмěрнине, «Пÿлерти Валем хуçа çинчен» сăвăлла легенда - Атăлçи Пăлхар халăхěн XIV—XV ěмěрсенчи пурнăç паллийěсене сăнлаççě иккен.

И. И. Одюковăн тепěр пысăк пахалăхě вăл - халăх сăмахлăхне пухни, çак ěçе çěнěрен чěртсе ярса наука валли çырусăр сăмах ÿнерěн пин-пин тěслěхне упраса хăварни. Кунта тÿрех вăл йěркеленě «Халăх сăмахлăхне пухмалли программа» брошюрăна асăнмалла. Шел пулин те, 1975 çултанпа пирěн ăсчахсем асăннă программăна çěнетеймерěç пулас, хушса-тÿрлетсе кăларни те пулмарě. «…»

И. И. Одюков халăх сăмахлăхěн пур жанрěсене те пухма тăрăшнă: кунта сěм авалхи мифсемпе юрăсем те, улăп халапěсемпе вак жанрсем те, сюжетлă юрăсемпе совет саманинче анлă сарăлнă фольклор тěсěсем те. Вăл пухса хатěрленě паллăрах сăмахлăх пуххисем çаксем: «Ăслă сăмахсемпе юптарусем» (1960), «Улăп. Чăваш халăх халапěсем» (1975), «Совет саманинчи чăваш халăх сăмахлăхě» (1975), «Чăвашхалăх сăмахлăхě. 6 томпа тухать. 3 том. Юрăсем (1978); 4 том. Юрăсем (1979); 6 том, 2-мěш пайě. Миф-семпе халапсем (1987, Е.С.Сидорова тата Г.Ф.Юмартпа пěрле) тата ыт. те.

Çакă та паха: автор хăй пухса йěркеленě кěнекери материалсене тěпчевçě куçěпе хакласа тухнă, жанр енчен ушкăнлама тăрăшнă çапла туни кěнекен пахалăхне те ÿстерет, наука енчен тěпчеме май туса парать. Çавăнпа И. И. Одюков хатěрленě сăмахлăх пуххисем паянхи кунччен те тěпчевçěсемшěн çав тери паха материал шутланаççě.

Ахальтен мар, халăх сăмахлăхне пухса пичетлес, тишкерес тата про-пагандăлас ěçре нумай вăй хунăшăн И. И. Одюкова 1988 çулта К. В. Иванов ячěпе хисепленекен Чăваш патшалăх премине парса чыслаççě. Ку вăл - паллă тěпчевçě-фольклориста сума суни, вăл тăван халăх еткерне ырми-канми тăрăшса тěпченине уйрăммăн палăртса хаклани пулчě-тěр. Çапла пултăрччě!«…»

Ендеров, В. И. И. Одюков - фольклорист-тěпчевçě / Вячеслав Ендеров // Тăван Атăл. - 2004. - № 3. - С. 62-63.

Архив юбиляров

© 2000-2010 Национальная библиотека Чувашской Республики,  naclibrary@cap.ru