Ресурсы О библиотеке Профессионалам        О Чувашии
 Ресурсы:
 Каталоги
НБЧР
 Каталоги
консорциума
 Электронная
библиотека
 Поиск по
сайту
 Справочная
служба:
 Спроси
библиотекаря
 О библиотеке:
 Новости
 Мероприятия
 Проекты
 Нормативная
документация
 История
 Публикации
 Основные показатели
 Адрес
 Услуги
 Отделы
 Администра-
ция
 Партнеры
 Почетные читатели
 Дарители
 Библиотеки
республики:
 Публичные
 Государ-
ственные
 Других
ведомств
 Профессио-
налам:
 Метод.
кабинет
 Работникам
культуры
 Издания
 Полезные
ссылки
 О Чувашии:
 Справка
 Чебоксары
 Чувашия в
рос. печати
 Новые книги
о Чувашии
 Периодика
Чувашии
Юбилейные даты
 Краеведение
 СМИ о куль-
туре Чувашии
 На главную
 Статистика:
Национальная библиотека Чувашской Республики

Библиотека - это открытый стол идей, за который приглашается каждый...
А.И. Герцен

"Тăван Атăл" журналăн çĕнĕ номерĕ


Хисеплĕ вулакансем!

Сирĕн умра кăçалхи "Тăван Атăл" журналăн 4-мĕш номерĕ. Мĕнпе илĕртме пултарĕ-ши вăл вулакана? Палăртнăччĕ ĕнтĕ, журнал калăпăшĕ енчен хулăнланнă, малашне икĕ çурма пайран тухса тăрĕ. 1-мĕш пайра ытларах илемлĕ хайлавсене тупма пулать, 2-мĕшĕнче вара – обществăпа политика материалĕсем, публицистика, критика тĕпчевĕсемпе тишкерĕвĕсем вырăн йышăннă.

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхин кунĕ. Чăваш литературинче тăван чĕлхене халалланă сăвăсем чылай. Вĕсенчен пĕри – Митта Ваçлейĕ çырнă "Тăван чĕлхем! Таса чĕлхем" сăвă. Унпа эсир "Тăван Атăл" журналăн малтанхи страницинчех паллашма пултаратăр.

Журналăн малалли страницисенче Валерий Муравьев çырнă "Çылăхлă арçын" романăн çĕнĕ сыпăкĕпе паллашма пулать. Унăн пуçламăшĕ 2007 çулхи 5-6, пĕлтĕрхи 7-8 номерĕсенче пичетленнĕччĕ. Хайлаври геройсем ахаль çынсем, ĕçпе пиçĕхнĕ ял ĕçченĕсем. Вăрçă хыççăнхи çулсенче колхозсене çĕнетес, çĕршыва малалла çĕклес, аталантарас, çĕнĕ пурнăç тăвас ыйтусем малта тăнă. Вăрманкас ялĕнче вырма вăхăчĕ пуçланнă ĕнтĕ, патшалăха тырă чылай ăсатмалла. Ялта тырă пуçтармалли техника çитмест. Çавăнпа та ял халăхĕ, ватти-вĕтти, пурте, уй-хирте ырми-канми тăрăшаççĕ.

Хайлавра çыннăн кăмăл-туйăм, чун ыйтăвĕсене хускатнă. Автор кашни сăнарăн психологине курăмлă майпа кăтартса парать. Тĕпре – юрату виçкĕтеслĕхĕ. Кунта Яша тунă çылăхсем çинчен сăмах пырать. Мĕнпе айăплă-ха вăл? Çак ыйту çине хурав тупас тесен тата романри ĕç-пуç малалла еплерех аталанса пынипе паллашас кăмăл пулсан хайлава вуласа тухма сĕнетпĕр. Романăн çĕнĕ сыпăкĕсем çитес номерте пичетленсе тухĕç.

Çак номертех Михаил Сениэлĕн "Юнăмра капланнă хăват" ятлă çĕнĕ сăвăсен ярăмĕпе паллашма пулать. Сăвăсене вуланă май автора мĕн пăшăрхантарни, тыткăнлани курăнать. Ытларах вăл пурнăç, унăн асапĕ пирки шухăшлать:

"Пурнăç пĕр пĕтĕм ахлату-ши

пулчĕ е пĕр пĕтĕм кăшкăру?

Эп хама вырнаçаймарăм, туршăн:

ырату, вĕрилĕх, калăн, – вут…"

Căвăсенче автор çыннăн шалти кăмăл-сипетне уçса панă. Хальхи вăхăтра çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ. Поэзи, пултарулăх çинчен те шухăшлать сăвăç. Кунтах чăваш поэчĕсене халалланă сăвăсемпе те паллашма май пур.

Нумаях пулмасть Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пĕтнĕренпе 65 çул çитрĕ. Пирĕн паттăр асаттесем пĕтĕм вăйпа Çĕнтерÿшĕн, мирлĕ пурнăçшăн çапăçнă. Миллионшар салтак вăрçă хирĕнче выртса юлнă. Хаяр вăрçă çинчен эпир чылай кинофильмсенчен, тĕрлĕ хайлавсенчен, калаçусенчен пĕлетпĕр. Геннадий Эсекел "Канăçсăр каç" калавĕнче пире вăрçă вăхăтĕнче чăн пулса иртнĕ ĕçсемпе паллаштарать. Ашшĕ салтакран тин çеç таврăннă ывăлне хăйĕн çамрăклăхĕ çинчен, Аслă вăрçăра çапăçни, мĕн тÿссе ирттерни çинчен каласа парать. Вăрçă арçынна тĕрлĕ вырăна илсе çитерет. Вăл хаяр çапăçусене лексе аманать, нимĕç фашисчĕсем патне тыткăна лекет. Темиçе хут та пурнăçпа вилĕм хушшинче пулать, çапах та малаллах талпăнать. Хайлавра геройăн чăн-чăн паттăрлăхĕ курăнать. Калава вуланă май вăрçă саманчĕсем куç умне тухса тăраççĕ.

Георгий Федоров литературовед "Сăнарлă сăмах пултаруçи" статйинче Леонид Агаков писателĕн пултарулăхне тишкерет. Номерте çавăн пекех Леонид Агаковăн "Чемпион" калавĕ пичетленнĕ, унта утмăл çулхи Сахар мучи çинчен сăмах пырать. Сахар мучине ялта пурте хисеплеççĕ. Старик хурт-хăмăр ăсти. Çамрăк чухнех йывăр ĕçе хăнăхнă, тараса пуканĕсене çĕклеме, хытă чупма пултарнă. Анчах та вăл нихăçан та спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса курман. Пĕррехинче унăн, кĕтмен çĕртен, чемпион ятне илме тÿр килет. Кун çинчен тĕплĕнрех калава вуласа тухсан пĕлме пултаратăр.

Журналăн кашни номерĕнчех "Чăваш поэзийĕн антологийĕ" пайĕ тухса тăрать. Поэзине кăмăллакансем кунта чăваш поэчĕсен çĕнĕ сăввисемпе паллашĕç.

Чи малтанах Гурий Чаржов поэт пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинче чарăнса тăрар. Г. Чаржов СССР Писателĕсен союзĕн членĕ, унăн сăввисемпе чăваш композиторĕсем сахал мар юрă хывнă. Поэтăн паллăрах ĕçĕсем: "Вĕçев" (1974), "Тымар" (1976), "Вăхăт шăнкăравĕ" (1987). Сăвăçăн "Учитель", "Тырă сăрчĕ", "Хурт уйăрни", "Ачалăхри хурсем", "Малта ялан", "Пĕчĕкçĕ хĕвел" сăввисене вуланă май куç умне ачалăх вăхăчĕсем тухса тăраççĕ. Сăвăсем çутçанталăка юратма, аслисене хисеплеме вĕрентеççĕ, вуланасса та çăмăллăн вуланаççĕ. Çавăн пекех кунта Чаржовăн "Сивлетпĕр вăрçа", "Юман", "Хунав", "Колхоз сачĕ" сăввисем те вырăн тупнă.

Тепĕр поэт – Порфирий Васильевич Афанасьев пире "Шур акăш хÿхлевĕллĕ ахрăм" поэма-реквиемĕпе паллаштарать. Мĕн пăшăрханарать-ши унăн чуне? Пĕчченлĕх, юратнă çын ку тĕнчерен уйрăлса кайни, уншăн тунсăхлани. Поэт хăйĕн юратăвне, ăшă туйăмĕсене çутçанталăк витĕр кăтартса парать. Тĕслĕхшĕн поэмăн пĕр сыпăкĕпе паллашар:

"Утатăп эс утнă çулпа –

Пуплетĕп çавра çулçăпа,

Тăрап вăрмана итлесе,

Сассу илтĕнмест-ши тесе.

Утатăп эс утнă хирпе

Туллин сывлăм сыпнă ирпе,

Йĕрÿ сан юлман-ши тесе

Пăхап çул çине тимлесе.

Уй-хирĕ çилпе хумханать,

Çут сывлăм çĕре тăкăнать

Йĕрÿ çул çине тĕрленмен –

Эп юлтăм иккен пĕр-пĕччен…"

Пурнăç, тĕнче илемĕ, çывăх çынсем, тус-тăван çинчен шухăшлать поэт "Юратăр тĕнчене" ятлă тепĕр сăввинче. Çынсене пĕр-пĕрне хисеплеме, ыр сунма, телейлĕ пулма, юратма чĕнсе калать. Вулакансем кăларăмра П. Афанасьевăн "Кăмăл сăвви", "Тымар сĕткенĕ", "Çунать çурта", "Çĕнтерÿ кунĕ", "Çынна ырă ту", "Август" сăввисемпе те паллашма пултарĕç.

Николай Исмуков поэзийĕ ытларах философиллĕ туртăмпа палăрса тăрать. Поэтăн çĕнĕ сăввисем кашни вулакана шухăша ярĕç. Сăвăç пурнăçра мĕн курни, мĕн тÿссе ирттерни пĕтĕмпех сăвă йĕркисене хывăннă. Н. Исмуков пире, вулакансене, вăхăт, пĕчченлĕх, пурнăç пирки шухăшлаттарать.

"Атăл урлă кĕпер хывнă иккен,

Эпир каçаймасăр юлнă иккен,

Çамрăк ĕмĕр иртсе кайнă иккен,

Эпир сисеймесĕр юлнă иккен", – тесе палăртать сăвăç "Атăл урлă кĕпер хывнă иккен" сăвăра.

Асăннă поэтсен хайлавĕсемсĕр пуçне журналта Николай Карайпа (Николай Дмитриевич Дмитриев) Фёдор Муратов поэтсен сăввисем те пичетленнĕ. Вулакансем вĕсен пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен те вуласа пĕлме пултараççĕ.

Чăваш халăх çыравçи тата драматургĕ Николай Терентьев çуралнăранпа 85 çул çитет. Çавна май "Сунтал" журналăн хуплашки çинче унăн сăн ÿкерчĕкне вырнаçтарнă. Çыравçă пире хăйĕн пурнăçĕ çинчен аса илсе каласа парать. Николай Терентьев 40 ытла пьеса çырнă, вĕсене тĕрлĕ театрта 15 чĕлхепе лартнă. Паллăрах пьесисем: "Çăлтăрсем сÿнмеççĕ", "Мĕн-ши вăл телей?", "Куккук çаплах авăтать", "Кайри мала хуркайăксем", "Чĕре çуннăран", "Хумсем çырана çапаççĕ", "Çиçĕм хыççăн аслати" т. ыт. те. Çак хайлавсене паян та халăх юратса вулать.

"Ĕмĕр сакки" ярăмра Арсений Тарасовăн "Пилĕк ывăл – пилĕк çунат" статйине тупма пулать. Хайлавра Куславкка тăрăхĕнчи Чăршкассинчи Любовь Павловна Гаврилова çинчен каласа панă. Çăмăл пулман унăн пурнăç çулĕ. Мăшăрĕ çĕре кĕрсен пилĕк ачапа тăрса юлнă. Çак маттур хĕрарăм пурнăçĕпе çывăхрах паллашас тесен хайлава вуласа тухма сĕнетпĕр.

Вулакансем номерте Светлана Гордеева çырнă "Ту тăрринче" калавĕпе, Николай Терентьевăн "Куккук çаплах авăтать" трагедийĕпе те паллашма пултараççĕ.

Чăваш ен паллă тухтăрсемпе пуян. Вĕсенчен пĕри – Петр Ермолаевич Ермолаев. Вăл çав тери пултаруллă врач, хирург тата онколог пулнă. Чăваш Енĕн çак маттур арĕпе, "турă пил панă врачпа, асамçă хирургпа" Н. Григорьевăн "Чăваш енĕн пĕрремĕш онкологĕ" очеркне вуласа паллашма пулать.

Шел пулин те, хамăр халăх историне лайăхах пĕлсех каймастпăр эпир. Чăвашсем ăçтан пуçланса кайни çинчен тĕпчевçĕсем халĕ те калаçаççĕ, тĕрлĕ теорисем сĕнеççĕ. Владимир Алмантай та "Камсем эпир? Хăш йăхран?" статйинче чăваш халăхĕн историне тĕпчесе шĕкĕлчет.

Нумаях пулмасть Чăваш халăх артисчĕ Иван Христофоров 75 çул тултарчĕ. Паян Чăваш Республикинче унăн юррисене илтмен çын çук та ĕнтĕ. Концертсенче зал яланах туп-тулли. Чунтан тухакан юррисем куракансен чĕрисене тыткăна илеççĕ.

Журналăн хуплашки çинче И. Христофоров репертуарĕнчи "Тусăм тухмĕ чĕререн" юррине пичетленĕ. А. Сенин юрăç пултарулăхĕпе паллаштарать.

Кăмăллă вулав пултăр сире, хисеплĕ вулакансем!

"Тăван Атăл" журналăн çĕнĕ номерне Чăваш Республикин Наци библиотекин
"Чăваш кĕнеки" центрăн библиотекарĕ Е. В. Николаева тишкернĕ.

Архив новинок

© 2000-2010 Национальная библиотека Чувашской Республики,  naclibrary@cap.ru