Ресурсы О библиотеке Профессионалам        О Чувашии
 Ресурсы:
 Каталоги
НБЧР
 Каталоги
консорциума
 Электронная
библиотека
 Поиск по
сайту
 Справочная
служба:
 Спроси
библиотекаря
 О библиотеке:
 Новости
 Мероприятия
 Проекты
 Нормативная
документация
 История
 Публикации
 Основные показатели
 Адрес
 Услуги
 Отделы
 Администра-
ция
 Партнеры
 Почетные читатели
 Дарители
 Библиотеки
республики:
 Публичные
 Государ-
ственные
 Других
ведомств
 Профессио-
налам:
 Метод.
кабинет
 Работникам
культуры
 Издания
 Полезные
ссылки
 О Чувашии:
 Справка
 Чебоксары
 Чувашия в
рос. печати
 Новые книги
о Чувашии
 Периодика
Чувашии
Юбилейные даты
 Краеведение
 СМИ о куль-
туре Чувашии
 На главную
 Статистика:
Национальная библиотека Чувашской Республики

Библиотека - это открытый стол идей, за который приглашается каждый...
А.И. Герцен

"Тăван Атăл" журналăн çĕнĕ номерĕ


Ырă кун, ырă сехет тĕлне пултăр, хисеплĕ вулакансем!

Сирĕн валли Чăваш Республикинче кашни уйăхрах тухса тăракан "Тăван Атăл" журналăн кăçалхи 3-мĕш номерĕ. Асăрхарăр ĕнтĕ, январьте журнал икĕ пайран тухма тытăнчĕ, çавăнпа калăпăшĕ те кăшт ÿсрĕ. "Тăван Атăлпа" "Сунтала" икĕ журнал тесен те йăнăш пулмĕ: вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрса вулама май пур; содержанийĕпе те раснарах – "Тăван Атăлта" илемлĕ литература хайлавĕсем пичетленеççĕ, "Сунталта" ытларах обществăпа политика материалĕсем, публицистика, критика тата тĕпчевсемпе тишкерÿсем вырăн йышăнаççĕ.

Вулакансем, сире аса илтерер, "Сунтал" 1924 çултанпа тухать. 1946 – 2007 çулсенче вăл "Ялав" ятпа тухса тăнă. "Тăван Атăл" журналăн чи пĕрремĕш номерĕ вара 1931 çулта "Трактăр" ятпа пичетленсе тухнă, 1935 çултан – "Илемлĕ литература" ятпа, 1944 çултан – "Тăван Атăл".

"Тăван Атăл" журналăн çак номерĕн малтанхи страницинче Петĕр Çăлкуç поэт шăрçаланă "Сар хĕвел ыр сунса йăл кулсассăн…" ятлă сăвви вырăн тупнă. Унпа паллашсан вулаканăн кăмăлĕ уçăлсах каять, вара вăл журналти ытти хайлавсене те савăнсах вулласа тухĕ те хак парĕ.

Лев Кузьмин çыравçă хайланă "Хура юпа" романăн 3-мĕш пайăн 13, 14, 15, 16 сыпăкĕсем журналăн малалли страницисенче пичетленнĕ. Мĕнлерех вĕçленĕ-ши роман? Çакна пĕтĕмпех журналăн çĕнĕ номерĕнче вуласа пĕлме пулать. Пуçламăшĕ иртнĕ çулхи 10, 11, 12, кăçалхи 1, 2-мĕш номерсенче тухнă. Романа вырăсларан Юрий Айдаш куçарнă.

Галина Матвеева çыравçă "Нимĕç ачи" калава чăн пулнине тĕпе хурса çырнă. Калавра Аслă Аттелĕх вăрçи вăхăтĕнче нимĕç офицерĕнчен çуралнă ача пурнăçне сăнланă.

Журналăн çĕнĕ кăларăмĕнче Валентин Константинов çыравçăн "Симĕс курăк, кăвак тÿпе, шурă лаша, Анукпа Хĕветĕр", "Кулине Аппа" калавĕсем кун çути курчĕç. Унăн литература хайлавĕсем халиччен "Тăван Атăл", "Ялав", "Капкăн" журналсенче, темиçе автор пĕрле кăларнă кĕнекесенче пичетленнĕ. Вăл Куславкка районĕнчи "Ялав" хаçатăн корреспонденчĕ, унтан редактор çумĕ пулса ĕçленĕ. 1986 çултанпа – тĕп редактор – типографи директорĕ.

Филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Николай Осипов "Тăван Атăл" журналта 2009 çулта пичетленнĕ калавсене вуланă хыççăн çуралнă шухăшĕсене "Çыравçă хайлавĕ – пурнăç тĕкĕрĕ" тишкерÿре уçса панă. Автор хальхи вăхăтра И. Я. Яковлев ячĕллĕ педуниверситетри чăваш литература кафедрин доценчĕ. Вăл 40 ытла тĕпчев ĕçĕ, çав шутра монографи, вĕрентÿ пособийĕсемпе меслет кăтартăвĕсен 10 яхăн кĕнеке хатĕрлесе кăларнă.

Журналти чăваш поэзийĕн антологийĕн çĕнĕ кăларăмне Ю. Айдаш, П. Афанасьев, Ю. Сементер пухса хатĕрленĕ. Шучĕпе вăл 15-мĕш. Унти çыравçăсемпе паллашар-ха.

Вулакансем çак номерте Михаил Алексеевич Васильев поэтăн "Пурăнатăп-ха, телейĕм пур теме…", "Хĕрĕме", "Сăвă пек пурнать пĕр хĕр ача…", "Чарлансем", "Хавхалану пулсан", "Алтăр çăлтăр", "Юрату пуçламăш пек…", "Телей саманчĕ" сăввисене вуласа киленĕç.

М. А. Васильев Раççей писателĕсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин журналистсен союзĕн С. В. Элкер ячĕллĕ преми лауреачĕ, СССР пичет ĕçĕн отличникĕ. Унăн сăввисем, новеллисем, очеркĕсем "Ялав", "Тăван Атăл" журналсенче, "Çĕнĕ кĕвĕ" (1976), "Çĕре юратса" (1983), "Тăван ялăм, савнă ялăм" (1985) кĕнекесенче пичетленнĕ.

Григорий Илепер (Михайлов Григорий Михайлович) сăвăçăн ку антологире "Телей", "Парăм", "Ĕç лаши", "Кучченеç", "Юрату сукмакĕ" сăввисем пичетленнĕ.

Телей…

Їçтан вăл пуçланать?

Їçта хĕрри, ăçта ун вĕçĕ?

Мĕнпе килет, мĕнпе каять?

Їçта хÿтти, ăçта ун хĕçĕ?

Телейлĕ те телейсĕр теççĕ

Çын шапине хак панă май.

Мĕнпе ăна çынсем виçеççĕ?

Тен, ман вăл çук?

Тен, пит нумай?.. – тесе çырать сăвăç "Телей" ятлă сăввинче. Кашни йĕрки вулакана шухăша ярать. Хамăр пурнăç сукмакне тепĕр хут йĕрлесе тухатпăр.

Виталий Григорьевич Григорьев (Енĕш) çыравçă юлашки çулсенче ытларах куçару ĕçĕпе ĕçлет. Вăл нумай халăх çыравçисен хайлавĕсене чăвашла куçарса кăларнă. Чăвашпа пушкăрт литературисем хушшинчи çыхăнусене çирĕплетессишĕн тăрăшнăшăн ăна Пушкăртстан Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятне тата Ф. Карим ячĕллĕ литература премине панă. Халĕ вăл "Чăн тĕн кĕнекине" чăвашла куçарса кăларассипе те тăрăшать. Савăçăн журналта "Тасалăх", "Парăма татни", "Чĕрере", "Хаклă мул" тата ытти сăввисем пичетленнĕ.

– Камсем эпир, мĕнле йăхран эпир?

Мĕнле анне пире савса çуратнă,

Мĕнле атте ура çине тăратнă,

Мĕнле ăспа та хапăлпа эпир

Чăваш çĕрне таса чунпа юратнă? – тесе çырать "Камсем эпир?" ятлă сăввинче филологи ăслăлахĕсен кандидачĕ, доцент, чăваш халăх ăсчахĕ, аслă шкул вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçлевçи Виталий Петрович Станьял (Никитин). Вăл виççĕ сăвă кĕнеки авторĕ: "Ытамлатăн, Çĕршывăм, мана", "Їраскал тĕпренчĕкĕ" тата "Юрату йĕтесĕ".

Çак номерте унăн "Камсем эпир?", "Ман килес", "Чăваш ачи" тата ытти сăввисем пичетленнĕ.

Аристарх Иванович Дмитриев поэта, куçарÿçăна пĕлмен чăваш çук та пулĕ. Поэт Çеçпĕл Мишшин, Ухсай Яккавĕн, Юрий Сементерĕн, Николай Исмуковăн, Валери Туркайăн сăвви-поэмине, чăваш халăхĕн "Улăп" эпосне вырăсла куçарнă. Вăл Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивеçлĕ ĕçченĕ. Çеçпĕл Мишши тата К. С. Турхан ячĕллĕ премисен лауреачĕ. Вулакансем сăвăçăн "Тăватă чĕре", "Хĕрарăмсемпе салтаксем", "Аэлита", "Тĕп тымар", "Çĕршывăм", "Уйăх çинчи аппа" тата ытти сăввисемпе паллашĕç.

Чĕкеç курăк шăрши – пыл шăрши.

Тулăх улăх – Çавалăн харши.

Ку вăл – эпĕ çуралнă Çĕршыв,

Ман илемлĕ Çĕршывăм, – тесе чунтан çырать Аристарх Дмитриев. Сăвăçăн вăрçă çинчен çырнă йĕркесем те пур, "Хĕрарăмсемпе салтаксем" сăвăран:

…Хĕрарăмсем!

Эсир пилленĕ-çке пире

шинельсемпе

хÿтĕлеме Ĕçе, Мире.

Хĕрарăмсем салтаксемпе пĕрле кашни:

– Ан пултăр, – теççĕ, –

вăрçăра çын йынăшни.

Журналăн вĕçĕнче "Тĕрĕ пултăр парне" кăларăмра тĕрĕ шăрçалама кăмăллакансене çĕнĕ ÿкерчĕк сĕннĕ.

"Ял илемĕ – капăр çурт" кăларăмра çĕнĕ çурт планĕ пур.

"Сунтал" журналăн номерĕнче те вуласа пĕлмелли чылай. "Ĕмĕр саки" ярăмра Арсений Тарасов "Блокада ачи" ятпа блокадăри Ленинград çинчен çырса панă. Унта пулса иртнĕ ĕç-пуçа Павел Петрович Ишмуратовăн пурнăç шăпи урлă куратпăр. Сăн ÿкерчĕксем те пур.

"Вулакан пултарулăхĕ" ярăмра Тутар Республикин Çĕнĕ Шешкел ялĕнчи Антонина Саушкинан "Виç кĕтеслĕ çыру" тата Красноармейски ялĕнчи Лев Григорьевăн "Паян та манăçми кунсем" сăввисем пичетленнĕ.

Проза ярăмĕнче Николай Ишентейĕн "Ытама кĕреймен юрату" повеçĕ кун çути курнă. Їна автор 2006 çулта çырнă, 21 сыпăкран тăрать. Юрату пурнăç тыткăчи, çын кун-çулĕн тăсăмĕ, этеме кÿрекен чи таса тĕнче пулнине Анюк аппан çамрăклăхĕн, пурнăçĕ, юратăвĕ урлă куратпăр. Вăл çырăвĕсене шап-шурă тутăрпа тирпейлĕн чĕркесе упрать. "Вĕсем малашне те кирлĕ пулĕç-ха. Унта ахаль сăмахсем мар, чун савнисен саккунне кĕме тивĕçлисем", – тет Анюк аппа.

"Аслă Çĕнтерÿ: 65 çул" ярăма "Вутра шăранчĕ пирĕн яшлăх…" ятпа кĕнĕ хайлава Георгий Орлов поэта халалланă. Аса илÿсен авторĕ – чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер. Кунтах Георгий Орловăн "Вăрçă ÿкерчĕкĕ", "Таврăнни", "Çĕмĕрт" тата ытти сăввисем пичетленнĕ.

"Килтĕмĕр – куртăмăр" ярăмра Артем Суркин çырнă "Ыранхи паянхинчен лайăхрах пултăр-и?" ятлă статья вырăн тупнă. Унта "Батыревский" хуçалăх ертÿçисем çур акине мĕнле хатĕрленни çинчен каласа панă. Сăн ÿкерчĕкĕсем Олег Мальцевăн.

"Ўнер тĕнчи" ярăмри философи ăслăлахĕсен кандидачĕ Герольд Плечов çырнă "Чăваш "Рафаэлĕ"" статьяна А. А. Кокель ÿнерçĕ-профессор çуралнăранпа 130 çул çитнине халалланă. Алексей Афанасьевич Кокель чăвашсен академи пĕтернĕ пĕрремĕш профессиллĕ ÿнерçи, 700 ытла живопись ĕçĕн авторĕ. Вĕсенчен пысăк пайĕ Шупашкар, Украина тата ытти ют çĕршыв музейĕсенче упранаççĕ.

"Кĕçĕн алăк" ярăмра Николай Григорьев çыравçăн "Мĕн çитмест-ши пирĕн пурнăçра?" калавĕ пичетленнĕ. Чăн та, мĕн çитмест-ши? Мĕншĕн пурнăçра шухăшласа хунă пек пулса тухмасть? Тен, калава вуласа тухсан çак тата ытти ыйту çине хурав тупма пулĕ.

"Автограф" ярăмра Сергей Журавлев журналист чăваш халăх артистки Светлана Ивановна Бубнова çинчен çырса панă. Сăн ÿкерчĕкĕсемпе те паллашма пулать

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисткине Светлана Бубновăна палламан, пĕлмен, унăн юррисене итлемен çын çук та пулĕ. Сăмахран, "Ан авăт, куккук" (Д. Кудаков – Г. Яковлева), "Ан кашла-ха, чăрăш" (И. Степанов – С. Михайлов), "Чĕремре пĕр эсĕ" (В. Федоров – С. Ильин), "Тавах атте-аннем" (И. Степанов – Г. Белов), "Тăван яла килĕр хăнана" (В. Ширтанов – В. Николаев) тата нумай-нумай юрă. Кăларăмра артистка репертуарĕнчи "Чĕремре – пĕр эсĕ" юрă сăмахĕсене тата нотисене сĕннĕ.

Çакăн пек пуян та хăйне евĕрлĕ "Тăван Атăл" журналăн çĕнĕ номерĕ. Унта авторсем çинчен тĕплĕнрех çырса кăтартни те пур.

Кăларăм Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви пулăшнипе тухса тăрать.

Вулавĕ кăмăллă та чуна çĕклентермелле пултăр, хисеплĕ вулакансем!

"Тăван Атăл" журналăн çĕнĕ номерне Чăваш Республикин Наци библиотекин "Чăваш кĕнеки" центрăн библиотекарĕ Алина Павлова тишкернĕ.

Архив новинок

© 2000-2010 Национальная библиотека Чувашской Республики,  naclibrary@cap.ru