Ресурсы О библиотеке Профессионалам        О Чувашии
 Ресурсы:
 Каталоги
НБЧР
 Каталоги
консорциума
 Электронная
библиотека
 Поиск по
сайту
 Справочная
служба:
 Спроси
библиотекаря
 О библиотеке:
 Новости
 Мероприятия
 Проекты
 Нормативная
документация
 История
 Публикации
 Основные показатели
 Адрес
 Услуги
 Отделы
 Администра-
ция
 Партнеры
 Почетные читатели
 Дарители
 Библиотеки
республики:
 Публичные
 Государ-
ственные
 Других
ведомств
 Профессио-
налам:
 Метод.
кабинет
 Работникам
культуры
 Издания
 Полезные
ссылки
 О Чувашии:
 Справка
 Чебоксары
 Чувашия в
рос. печати
 Новые книги
о Чувашии
 Периодика
Чувашии
Юбилейные даты
 Краеведение
 СМИ о куль-
туре Чувашии
 На главную
 Статистика:
Национальная библиотека Чувашской Республики

Библиотека - это открытый стол идей, за который приглашается каждый...
А.И. Герцен

"Тăван Атăл" журналăн çĕнĕ номерĕ


Хисеплĕ вулакансем! Сирĕн умра "Тăван Атăл" журналăн иккĕмĕш кăларăмĕ. Аса илтерер-ха. Малашне вăл икĕ пайран тухса тăрĕ. Иккĕмĕш пайĕ – "Сунтал". "Тăван Атăл" пайĕнче илемлĕ литература хайлавĕсем пичетленĕç, "Сунтал" пайĕнче – ытларах обществăпа политика материалĕсем çутă курĕç, публицистика, критика тата тĕпчевсемпе тишкерÿсем вырăн йышăнĕç.

Журналăн малтанхи страницисенче Лев Кузьминăн "Хура юпа" романĕн малалли сыпăкĕ пичетленнĕ. Пуçламăшĕ иртнĕ номерсенче тухнă. Ку сыпăкра халăхăн Сталин вăхăтĕнчи ĕçĕ-хĕлĕ, тÿсĕмлĕхĕпе кăмăл-сипечĕ çинчен каланă. Нумай çынна "кулак", "халăх тăшманĕ" тесе айăплаççĕ, репрессилеççĕ, стройкăсенче йывăр ĕçлеттереççĕ. Сивĕпе тата выçăпа, тĕрлĕ чир-чĕрпе аптраса чылайăшĕ вилет. Халăха телейлĕ те çутă пуласлăх пирки ĕмĕтленни çеç çăлать.

Якур арăмĕ, Фрося, ÿпке чирĕпе чирлесе вилет. Їна халĕ икĕ ывăлĕ çеç пурăнма шанăç параççĕ, анчах та вĕсем инçетре. Çĕршыва тимĕр кирлĕ. Индустри хăватне çĕклемелле. Вăрманкас чăвашĕ Якур та ыттисемпе пĕрлех ĕçлет: кăмакасем туса чылай çемьесене ăшă çуртра пурăнма май парать. Магнит ту тавра домна тунă çĕртре çĕршер "халăх тăшманĕ" тар тăкать. Историре пулса иртнĕ чăн фактсем çинчен эсир романăн çак сыпăкне вуласан пĕлме пултаратăр. Вĕçĕ çитес номерте.

Малалла Николай Максимов çыравçăн "Шурă акăш çулĕ" роман-легендăн 7, 8, 9 -мĕш сыпăкĕсемпе паллашăпăр. Мĕн çинчен каланă-ши унта? Пулат-Керим хан хăйĕн çыннисене Çавал хĕррине илсе тухать, Çĕрпÿ хулинче пасар туса йĕркелет. Пулатăн пиччĕшĕ Юсуф вара Хусан ханлăхне кĕрет, мусульман пулса тăрать. Вăл Пулата Хусан ханлăхне кĕме ыйтать. Пулат шухăша ÿкет. Хан умĕнче икĕ çул: е тутар ханне пăхăнмалла, е хăйĕн чăваш патшалăхĕпе пурăнмалла? Çак ыйтусен хуравне роман сыпăкĕсенче тупма пултаратăр.

Чăваш поэзийĕн антологийĕ пайра Геннадий Федорович Юмарт сăвăçăн "Текерлĕк", "Курак тăманĕ", "Хĕрт-сурт", "Вут куçне – шыв", "Пилеш тататăп", "Тухья", "Çăлтăрăм, çун!", "Мерчен хули", "Бичурин пехилĕ", "Хĕвĕшÿ" сăввисемпе тата "Уйрăлу" сăвăлла-юмахĕпе паллашма пултаратăр. Сăвăç çутçанталăк, чăвашлăх, этемлĕх, çыннăн шалти пахалăхĕсем çинчен питĕ тарăн шухăшлă сăвăсем шăрçалать. Акă, тĕслĕхрен, "Хĕвĕшÿ" сăвăн йĕркисене вулар-ха:

Вĕçсĕр-хĕрсĕр хĕвĕшетпĕр,

Пуршăн-çукшăн кĕвĕçетпĕр.

Ним тăрлавсăр тиркешетпĕр,

Ним сăлтавсăр тĕркĕшетпĕр.

Ыр тумашкăн ÿркенетпĕр,

Чапшăн, мулшăн хĕртĕнетпĕр.

Ырлăхра чух иртĕнетпĕр,

Хурлăхра чух ÿкĕнетпĕр.

Çавăн пекех кăларăма Шевкен Гришшин (Прокопьев Григорий Гурьевич) сăввисене кĕртнĕ. Шевкен Гришши – "Кăмăл сипечĕ", "Юратупа ырату", "Самана", "Юрату кĕнеки", "Сăвап", "Моя Ута" кĕнекесен авторĕ. Унăн сăввисем, калавĕсем, юптарăвĕсем, нимĕç классикĕсен хайлавĕсене чăвашла куçарнисем республикăри нумай хаçатсенче пичетленнĕ. Кăларăмра çыравçăн "Пурăнасчĕ-ха", "Вилĕмсĕрлĕх", "Çăлсем", "Çумăр витĕр…", "Çутă", "Чăвашсене" т. ыт. сăввисемпе паллашма май пур.

Вулакансем Денис Гордеев чăваш халăх писательне, поэта, прозаика, куçаруçа, драматурга лайăх пĕлеççĕ. Унăн "Пурнăçри йăнăшăмсем", "Чĕрепе калаçни", "Чĕппĕм теттĕн", "Çĕнĕ кунăн телейне шанатăп", "Çăпата…" сăввисем вĕсемшĕн кăсăклă пулĕç.

Малалла тепĕр поэтăн сăввисемпе паллашар-ха. Вăл – Анатолий Федорович Юман, 30 ытла кĕнеке авторĕ, Раççей писателĕсен союзĕн членĕ.

"Эх, аннеçĕм, анне!

Эс ялан асăмра.

Лăпланма чĕрене

Ма эс çук-ши çумра?

Çут сăну умăмрах,

Çул кăра, кун ăмăр.

Эс вĕрентнĕ сăмах

Хаклине куртăмăр",

– тет Анатолий Федорович "Эх, аннеçĕм, анне.." сăвăра. Çавăн пекех кунта "Атте тĕлĕкĕ", "Хĕвел сăнĕ", "Йăмра", "Языково", "Тăван чĕлхе", "Çĕнĕ ăрăва", "Ватти вĕрентсе калани" сăвăсемпе паллашма май пур.

"Тĕрĕ пултăр парне" рубрикăра тĕрлеме кăмăл тăвакансем илемлĕ чечексен ÿкерчĕкне асăрхĕç.

"Тăван Атăл" журнал çумĕнче тухакан "Сунтал" кăларăмĕн хуплашкин 2-мĕш страницинче Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисчĕн Алексей Красотинăн сăн ÿкерчĕкне вырнаçтарнă.

Малалла Арсений Тарасовăн "Çĕнĕрен çуралса çĕнĕлле пурăннă пек" статйи. Кунта Вăрмар тăрăхĕнчи Арапуç ялĕнче пурăнакан Иван Тимофеевич Белов çинчен каласа панă. Воркутари шахтăра чылай çул ĕçленĕ вăл. Тивĕçлĕ канăва тухсан мăшăрĕпе тăван ялне таврăннă, ача-пăча ÿстернĕ, хăйĕн укçипе тата ялти халăх пулăшнипе чиркÿ çĕклеме тĕллев лартнă. Çакăн çинчен тĕплĕнрех статьяна вуласа тухсан пĕлме пултаратăр.

"Аслă Çĕнтерÿ: 65 çул" рубрикăра Ольга Ухсай хăйĕн ашшĕн – чăваш халăх поэчĕн Яков Ухсайĕн – вăрçăри тĕтĕм-кĕрлевлĕ кун-çулне уçса парать. Кунтах Я. Ухсай хăйĕн мăшăрĕ патне янă çырусем вырăн тупнă. Вĕсенче поэтăн чĕререн тухакан, ăшă туйăмлă сăввисем.

"Чăвашăн пурĕ те пĕр чир кăна" статья авторне çынсем ĕçке ерни, чăваш халăхĕ усалланса, киревсĕрленсе пыни, ырă йăласем сахалланни пăшăрхантарать. "Пурнăç илемне лайăхрах чухлама урă пуç кирлĕ. Черккепе туслашнипе алли чĕтрекен çыннăн куçне часах сĕрĕм карса илет…Ўсĕр пуçпа ырă пурнăç тăвайăпăр-ши?" - тесе палăртать статья авторĕ Анатолий Кибеч.

"Раççей литература тĕнчи" рубрикăра Алтай халăх писателĕпе Бронтой Бедюровпа (Эр-Тардуш) Елена Зейферт калаçăвĕ кĕнĕ. Калаçура Раççейри наци литературисем, вĕсем пĕр-пĕринпе мĕнле пурăнни-ĕçлени, малашнехи аталанăвĕ çинчен тата ытти нумай ыйтусене хускатнине палăртас килет.

Ача çурални, йăха малалла тăсакан пурри вăл пысăк савăнăç. Ĕлĕкрех ача мĕнле çураласси, унăн сывлăхĕ ытларах ашшĕ-амăшĕнчен килнĕ пулсан, хальхи вăхăтри медицина аталанăвĕ, çĕнĕ технологисем кирек мĕнле кăткăслăха та ăнăçлăнах татса пама пултараççĕ. Çакăн çинчен Екатерина Косторован "Çĕнĕ чун сывлăхĕшĕн" статйинче вуласа пĕлме пулать.

Номерте Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ Алексей Красотин пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен те вуласа пелме пулать. Вăл А. Чехов, И. Тургенев, А. Островский, Н. Гоголь, В. Шекспир тата хальхи авторсен классикăлла произведенийĕсем тăрăх лартнă спектакльсенче вылянă. Пултаруллă актерăн аса илĕвĕсемпе паллашма та кăсăклă.

"Проза" ярăмра Ангелина Павловскаян "Урик аппа" калавĕ вырăн тупнă. Урик аппа патне 80 çул тултарнине уявлама пĕтĕм тус-тăван, ял-йыш пуçтарăннă. Çак каç вăл пурне те хăйпе чăн пулнă, чуна канăç паман пĕр пулăм çинчен каласа парать. Мĕнлерех аса илÿ-ши вăл? Ку ыйту çине хурав хайлава вуласа тухсан тупма пулать. Калавăн вĕçĕнче Урик аппа хăйĕн ачисене тĕрĕс-тĕкел пурăнма пиллет.

Кăçал нарăс уйăхĕнче пирĕн вăхăтри паллă çыравçă, ăста ÿнерçĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, "Тăван Атăл" журналăн тата чăваш тавра пĕлÿçисен Алексей Милли ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ В. Сидоров-Эткел 60 çул тултармаллаччĕ. Шел, 2005 çулта вăл пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ.

"Нумай енпе аталаннă ĕçчен" статьяра Петр Лаштай ( пиччĕшĕ) Василий Эткелĕн пурнăçĕпе нумай енлĕ пултарулăхĕ çинчен каласа парать. Çыравçăн çакăн пек кĕнекисене асăнса хăвармалла: ача-пăча валли çырнă "Тĕлĕнтермĕшсем", "Иртнĕ кун çути", "Çĕре тăнлатăп", "Чи хитри", "Грачный город", т. ыт. те. Юлашки çулсенче вăл тĕрлĕ калавсемпе повеçсем, "Ўсĕр карап" трагеди тата "Пархатар" роман çырнипе палăрнă.

Çавăн пекех вулакансем В. Эткелĕн "Лили" повеçĕпе паллашĕç.

"Илемлĕ те капăр çурт" ярăмра ăстасем валли илемлĕ çуртăн схемине панă.

Кăларăм сирĕн вăхăта усăллă ирттерме май парасса шанса тăратпăр. Телейлĕ сехет пултăр!

Тишкерĕве "Чăваш кĕнеки" центрăн библиотекарĕ Елена Николаева хатĕрленĕ

Архив новинок

© 2000-2010 Национальная библиотека Чувашской Республики,  naclibrary@cap.ru