Ресурсы О библиотеке Профессионалам        О Чувашии
 Ресурсы:
 Каталоги
НБЧР
 Каталоги
консорциума
 Электронная
библиотека
 Поиск по
сайту
 Справочная
служба:
 Спроси
библиотекаря
 О библиотеке:
 Новости
 Мероприятия
 Проекты
 Нормативная
документация
 История
 Публикации
 Основные показатели
 Адрес
 Услуги
 Отделы
 Администра-
ция
 Партнеры
 Почетные читатели
 Дарители
 Библиотеки
республики:
 Публичные
 Государ-
ственные
 Других
ведомств
 Профессио-
налам:
 Метод.
кабинет
 Работникам
культуры
 Издания
 Полезные
ссылки
 О Чувашии:
 Справка
 Чебоксары
 Чувашия в
рос. печати
 Новые книги
о Чувашии
 Периодика
Чувашии
Юбилейные даты
 Краеведение
 СМИ о куль-
туре Чувашии
 На главную
 Статистика:
Национальная библиотека Чувашской Республики

Библиотека - это открытый стол идей, за который приглашается каждый...
А.И. Герцен

ЖУРНАЛ "Тăван Атăл" (2009/9)


Ырă кун, ырă сехет тĕлне пултăр, хисеплĕ вулакансем!!!

Сире Чăваш Республикинче кашни уйăхрах тухса тăракан "Тăван Атăл" журналăн 2009-мĕш çулхи 9-мĕш номерĕпе паллашма сĕнетпĕр.

Сире валли "Тăван Атăл" журналăн кăçалхи 9-мĕш номерĕ. Номерте:

Проза

Валентин Савелькин. Элчел. Шухăшласа кăларман повесть.

Поэзи

Анатолий Юман. Сонетсем.

Николай Дворов. Çулçă çумăрĕ çăвать.

Валери Туктар. Шур юр çинчи пилеш.

Леонид Антонов, Филипп Андреев. Сăвăсем.

Куçарусем

Марсель Салимов. Сăмсине пур çĕре те чикекен Якшикĕшебай. Повесть-гротеск.

Пурнăç ÿкерчĕкĕсем

Светлана Асамат. Çиччĕ виç те пĕрре кас.

Кăмăл пайăркисем

Никита Ларионов. Балалайка. Хăлха çакки курăкĕ.

Раççейри литература пурнăçĕ

Галина Колесникова. Пултарулăха хисеплесчĕ.

Чăваш поэзийĕн антологийĕ

Çĕнĕ номерте Валентин Петрович Савелькин çыравçăн иккĕмĕш тĕнче вăрçи пуçланнăранпа 70 çул çитнине халалласа çырнă çĕнĕ повеçĕ пичетленнĕ. Автор ăна шухăшласа кăларман повесть тенĕ. Чăнах та, хайлавра çырса кăтартни пĕтĕмпех чăн пулнă иккен.
Автор пирки кăштах çырса пĕлтерер. Валентин Петрович Савелькин 1937 çулта Тутарстан Республикинчи Теччĕ районне кĕрекен Аслă Ӑнă ялĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи факультетĕнче вĕреннĕ.
Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă. Мускавра РСФСР Верховнăй Совечĕ ячĕллĕ Хĕрлĕ Ялав орденлĕ çар училищинче вĕреннĕ.
Çартан таврăнсан Чăваш ял хуçалăх институтĕнче вырăс литературипе лекцисем вуланă, тăван ялĕнчи шкулта ĕçленĕ. 1965 çулта Чăваш кĕнеке издательствиче редактор пулса ĕçлеме пуçланă, каярахпа Патшалăх хăрушсăрлăх комитетĕнче вăй хунă. 1991 çултанпа – отставкăри подполковник. Çавăнпа та ĕнтĕ хăй куçĕпе хăй курнă çын кăна çапла тĕплĕн, тарăн шухăшлă çырса кăтартма пултарать.
Повесть "Элчел" ятлă. Элчел сăмахăн пĕлтерĕшĕ еплерех-ши? Чăвашла-вырăсла словарьте çапла çырса ăнлантарнă: "Элчел – судьба, доля, участь; хура элчел – горькая (букв. черная) судьба". Повеçри ĕçсем иккĕмĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче пулса иртеççĕ. Тăхăр вун виçĕ совет салтакĕ нимĕçсем патне тыткăна лекнĕ. Вĕсен хушшинче чăвашсем те пур. Хайлаври тĕп сăнарсенчен пĕри – Толя Кадеев ятлă çамрăк салтак. Вăл Шăмăршă тăрăхĕнчен. Повеçе вуланă май Тольăн ачалăхĕ, яшлăхĕ – пĕтĕм пурнăçĕ пирки пĕлетпĕр. Хăюллă та пултаруллă чăваш каччи тыткăнра та хăйне йĕркеллĕ тытать, музыка кружокĕ йĕркелет.
Мĕн пулса иртет тыткăнри салтаксемпе? Толя юратнă тăрăхне, савнă ялне таврăнайĕ-ши? Çак ыйтусем çине хурав тупас тесен тата повеçри ĕç-пуç малалла еплерех аталанни кăсăклантарать пулсан, часрах повеçе тытса вулама сĕнетпĕр.

Анатолий Юман поэтăн çĕнĕ ярăмри сонечĕсем кашни вулакана шухăша ярĕç. Сăвăçă пурнăçра хăй мĕн курни, мĕн тÿссе ирттерни пĕтĕмпех сăвă йĕркисене сăрхăнса кĕнĕ. А. Юман пире, вулакансене, вăхăт, пĕчченлĕх, пурнăç пирки шухăшласа пуçа ваттарать.
"Эй, вăхăт, вăхăт! Мĕн тăватăн эс?
Лара-тăра пĕлми ăçта васкатăн?
Сан хыççăн ман ăçта кайса кĕрес?

Тин çеç ачаччĕ, халĕ – ватă", – тет сăвăç. Çапла, вăхăт сисĕнмесĕрех васкать, пире пĕр çеккунт та кĕтсе тăмасть. Темле пулсан та пирĕн ун хыççăн ĕлкĕрсе пымалла.
"Пĕчченлĕх – чир. Çакна пĕччен юлсан кăна пĕлетĕн", – тесе çырать Анатолий Юман. Кил-йыш тулли ача çитĕнтерсен те вĕсем кĕçех çунат сарса тухса каяççĕ. Çавăнпа та чун савни ăшшийĕ кирлĕ.
"Арçынпала хĕрарăм ăшшинче
Тĕреклĕн тытăнса тăрать тĕнче"
, – тет Анатолий Юман.

Çак номертех Марсель Шайнурович Салимов çыравçăн "Сăмсине пур çĕре те чикекен Якшикĕшебай" ятлă повесть-гротеск пичетленнĕ. Ӑна пушкăрт чĕлхинчен чăвашла Пушкăртстан Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, çыравçă Виталий Енĕш куçарнă. Вăлах Марсель Салимовăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ пирки тĕплĕн çырса кăтартнă.
Марсель Салимов Пушкăрт Республикинчи Ĕпхÿ хулинче пурăнать. Çак хуларах пушкăрт халăхĕн "Хэнэк" кулăш журналăн редакцийĕнче ĕçлет. Унăн псевдонимĕ – Шубашкорт. Вăл икĕ сăмаха кăштах улăштарса пĕрлештернипе пулса кайнă: Шупашкар, башкорт.
Марсель Салимов – чăваш çыравçисен пысăк тусĕ. Унăн хайлавĕсем "Капкăн", "Ялав", "Тăван Атăл" журналсенче тăтăшах пичетленеççĕ.
"Сăмсине пур çĕре те чикекен Якшикĕшебай" ятлă хайлава кирек епле ĕçе те лăп-лап тума юратакансене питлесе çырнă. Марсель Салимов çакăн пирки мĕн калать-ха: "Ара, мĕн чухлĕ питлемелле-ха вĕсене? Çитменнине – питленинчен мĕн усси? Хăть питле вĕсене, хăть ан питле – пурпĕрех тÿрленмеççĕ. Кирек ăçта пырсан та вăли-шали ĕçлекенсем патне пырса тухатăн. Çавăнпа ниçта та сăмсана чикес килмест…".
Хайлаври ĕç-пулăм ăнланмалларах, витĕмлĕрех пултăр тесе çыравçă Якшикшĕшебай сăнарне усă курнă. Мĕне пĕлтерет ку сăмах? Пушкăртларан куçарсан "Лайăхэтембай" тенине пĕлтерет. Ку сăмахăн иккĕмĕш пĕлтерĕшĕ те пур: "Лăп-лап тунă чалăш-тĕлĕш ĕçсем тĕлĕшĕнчен пуян та лайăх этем".
Хайлавпа кăсăкланса кайнисене Якшикĕшебайпа малалла мĕн пулса иртнине вуласа пĕлме сĕнетпĕр.

"Тăван Атал" журнала килĕштерекенсем Николай Дворов сăввисене вуласа поэт шухăшне пĕлме пултараççĕ. Вăл çичĕ кĕнеке авторĕ, Тутарстанра пурăнать. Акă мĕнле хаклать Н. Дворов пултарулăхне Юрий Айташ: "…Тăван çĕршыв, тăван тавралăх, тăван ял-йыш, атте-анне, чечеклĕ çуркунне, шавлă туйсем – тĕрлĕ тĕспе, тĕрлĕ сасăпа янăраса тăраççĕ сăвă йĕркисем. Хурлантараççĕ те, хавхалантараççĕ те. Ачалăхран пуçласа çак куна çити курни-илтни, тÿсни йăлтах ÿкерĕнет поэт сăввисенче. Тăван çĕршыв аслă вăрçи пуçланиччен çулталăк маларах çуралнăскер, Николай Дворов вăрçă вăхăтĕнчи, ун хыççăнхи терт-нушана сахал мар курнă. Кĕнекесем вуласа мар, хăй ÿчĕ-тирĕпе туйса асапланнă; халăхăн пĕр пĕчĕк çеç пĕрчи, вăл та халăх сывлакан сывлăшпах сывланă, час-час ăс-тăнпа ăнкарса мар пулин те, куллен-кунхи пурнăç пуслăхĕ пуснипех вăл ырăпа усала, хурапа-шурра пĕр-пĕринчен уйăрма хăнăхса ÿснĕ".

Валери Туктар поэт Тутарстанри Çĕнĕ Аксу ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăтам шкул хыççăн Хусанта наукăпа методика центрĕнче ÿнер тата литература ăсталăхне малалла аталантарнă. Вĕренсе пĕтерсен пултаруллă çамрăк тăван ялĕнчи шкулта учительте ĕçлеме тытăннă. И. Я. Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх педагогика институтĕнче (халĕ педуниверситет) ÿнерпе графика факультетĕнче вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ. Çĕнĕ Аксури шкулта çирĕм çула яхăн вĕрентнĕ. 1985 çултанпа Лениногорск хулинче пурăнать.
Пĕрремĕш калавĕ "Хатĕр пул" журналта пичетленнĕ. Каярахпа Валери Туктар хайлавĕсем "Тăван Атăл" тата "Ялав" журналсенче кун çути курнă. Икĕ кĕнеке пичетлесе кăларнă. Раççей писателĕсен Союзĕн членĕ.
Валери Туктар сăввисене ытларах юратнă тăван çĕршыва, халăха, тăван-пĕтене, чун савнине халалласа çырать. Кашни хайлавăн пуçламăшĕнче тенĕ пекех эпиграф пур. Вăл сăвă шухăшне лайахрах уçса пама май парать. Сăмахран, "Чăвашлăх" ятлă хайлавĕн эпиграфĕ вырăнне Н. Леонтьев сăмахĕсемпе усă курнă:

"Чăваш чĕлхи пек çепĕççи
Çапах та çук пуль тетĕп эпĕ".
Сăвви вара çапларах пуçланать:
"Мĕн-ши вăл, туссем, чăвашлăх?
Тен, вăл тĕрĕллĕ кĕпе?
Тен, вăл кунĕлĕх, йăвашлăх,
Чăвашла сенкер тÿпе"…

Валери Туктар савнă çыннине "санпа çеç телейлĕ эп" тесе ĕнентерет. Ӑшă юрату туйăмĕ кашни йĕркерех палăрать. Вулакана харпăр хăйĕн юратăвне, хĕрÿ туйăмĕсене аса илтерет.

"Лайăх-çке мана санпа,
Хĕрÿ чĕрÿ ăшăтать.
Çирĕп шанчăк çуратать, -
Лайăх-çке мана санпа"…

Светлана Асаматăн "Çиччĕ виç те пĕрре кас" ятлă пурнăç ÿкерчĕкĕсенче кĕске калавсем вырăн тупнă. Кашни калавĕ хăйне май ăса вĕрентет.
Вулакансем "Тăван Атăл" журналăн çÿлерех асăннă номерĕнче Леонид Антоновпа Филипп Андреев сăвăçсен пурнăçĕпе пултарулăхĕпе тата вĕсен сăввисемпе паллашма пултараççĕ.

Леонид Илларионович Антонов Красноармейски районĕнчи Красноармейски ялĕнче 1939 çулхи авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче çуралнă. Вăтам шкултан вĕренсе тухсан çар хĕсметĕнче тăнă, унтан Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă. Агроном, ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçи пулса ĕçленĕ, 1993 çултанпа асăннă районти çĕр йĕркелÿ комитетне ертсе пынă. Халĕ – тивĕçлĕ канура.
Л. Антонов – Раççей писателĕсен союзĕн членĕ, Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ.
Сăвăсен пĕрремĕш кĕнеки 1988 çулта пичетленсе тухнă. Унтанпа унăн "Чун туртăмĕ", "Çăлкуç сипечĕ", "Сывлăм пĕрчисем" кĕнекисем кун çути курнă.
Филипп Андреевич Андреев 1919 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче хальхи Красноармейски районне кĕрекен Кĕрекаç ялĕнче çуралнă. Çĕрпÿри педагогика техникумĕнчен, Канашри учительсен тата Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Учитель, парти райкомĕн инструкторĕ пулнă, шалти ĕçсен министерствин тытăмĕнче ĕçленĕ. Япони милитарисчĕсене хирĕç вăрçа хутшăннă, 1946 çулччен çар службинче тăнă.
Пĕрремĕш калавĕ 1938 çулта "Сунтал" журналта пичетленнĕ. Пĕрремĕш кĕнеки – "Шкул сачĕ" ятлă. Унсăр пуçне "Чĕмпĕр çути", "Тухăçри тапă" повеçсен, "Атте килĕ", "Тайга кашлать", "Юрату авăрĕ" поэмăсен, "Тухăçран хăпарать шурăмпуç" роман авторĕ.

Вулакансене Никита Ларионов çырнă "Балалайка" тата "Хăлха çакки курăкĕ" ятлă калавсене вулама сĕнетпĕр. Вĕсене автор калав тесе каламасть, кăмăл пайăркисем тет.

Галина Колесникова "Пултарулăха хисеплесчĕ" ятлă статйинче Раççейри литература пурнăçĕ çинчен, тĕрĕсрех каласан Алтай тăрăхĕнчи литература ĕçченĕсемпе обществăлла пĕрлешĕвĕсем пирки çырса кăтартать.
Алтай енчи писательсен обществăлла организацийĕнче 35 çын, вĕсем вăтамран 55 çулта. Барнаулта писательсен организацийĕ çумĕнче "Спектр" литература пĕрлешĕвĕ, "Обские волны" студи, "Беловодье" клуб ĕçлеççĕ. Çавăн пекех Бийск, Рубцовск, Славгород, Новоалтайск хулисенче те литература пĕрлешĕвĕсем пур. Çамрăк поэтсемпе прозаиксем вырăнти хаçат-журналта тăтăшах пичетленеççĕ. Хăш-пĕр паллă çыравçăсем хăйсен кĕнекисене спонсорсем пулăшнипе кăлараççĕ.

Журналăн кашни номерĕнчех "Чăваш поэзийĕн антологийĕ" пичетленсе пырать. Çĕнĕ номерте те пур вăл. Шучĕпе – X-мĕш. Кăларăма Порфирий Афанасьевпа Юрий Сементер пухса хатĕрленĕ. Проект авторĕ – Сергей Лукиянович Павлов.

Вулакансем Георгий Ефимов, Александр Галкин, Валем Ахун, Виталий Юмарт, Альпăрт Канаш, Михаил Ахманэ, Александр Артемьев, Петĕр Ялгир, Сергей Юшков поэтсен кĕске биографийĕпе тата сăввисемпе паллашма пултараççĕ.

"Ял илемĕ – капăр çурт" пайра çурт тăвакансем валли çĕнĕ çурт проекчĕ пур. "Тĕрĕ пултăр парнере" вара тĕрĕ шăрçалама кăмăллакансене çĕнĕ ÿкерчĕк сĕннĕ.

Вулавĕ кăмăллă та чуна çĕклентермелле пултăр.

 

Все обзоры новых книг о Чувашии >>>
Приглашаем Вас в Отдел национальной литературы и библиографии. Центр "Чувашская книга"!

Обзор подготовлен библиотекарем
отдела национальной литературы и библиографии.
Центр «Чувашская книга» Павловой А. Ю.

Архив новинок

© 2000-2010 Национальная библиотека Чувашской Республики,  naclibrary@cap.ru