|
Новинки краеведческой литературы
Уважаемые читатели! Предлагаем Вашему вниманию обзор новых краеведческих книг:
|
Скворцов, Г. К. Мăньял Хапăс çăлкуçĕсем / Григорий Скворцов, Ирина Игнатьева (Скворцова) ; Чăваш наци академийĕ. - Шупашкар : Çĕнĕ Вăхăт, 2009 - Пĕрремĕш кĕнеке : тĕпчевсем, истори халапĕсем, калавсемпе очерксем, сăвăсем, поэма, кулăшсем. - 2009. – 327 с.
Кĕнекене республикăри хисеплĕ таврапĕлÿçĕ Григорий Скворцов тата унăн Литература музейĕнче вăй хуракан хĕрĕ Ирина Игнатьева çырнă. Кунта Вăрнар районĕнчи Мăньял Хапăс ялĕн историне çутатса панă. Кĕнекере "Вăрнар" сăмах пĕлтерĕшĕ çинчен, Мăньял Хапăс ялĕ хăçан пуçланса кайни пирки каланине, Хапăс чиркĕвĕн историйĕ çинчен тата ялăн пултаруллă çыннисем çинчен вуласа пĕлме пулать. Çавăн пекех кунта вулакан Григорий Скворцов таврапĕлÿçĕн хайлавĕсемпе паллашĕ.
|
|
|
|
Цыфаркин, В. Е. Вăрмарсем - ÿнер ăстисем / Василий Цыфаркин. - Шупашкар : Çĕнĕ Вăхăт, 2009. - 131 с. : портр.
Ку кĕнекене Вăрмар районĕнче çуралса ÿснĕ паллă çыравçăсем, артистсем, сăрă ăстисем, юрăçсем, композиторсем çинчен çырнă очерксем кĕнĕ. Вĕсене вуланă май Вăрмар енĕн паллă çыннисем çинчен лайăхрах пĕлме пулать. Кĕнеке вĕçĕнче ятсен кăтартмăшĕ пур.
|
|
|
|
Ярдыкова, З. Çĕнсе илнĕ телей : асаилÿсем, хаçат-журналта пичетленнĕ материалсем / Зоя Ярдыкова. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке издательстви, 2009. – 174 с.
Театр пире этем çĕр çине ырă
тĕллевпе çуралнине аса илтерет,
çынсен ăс-хакăлне чи таса
туйăмсемпе вăратса вĕсене ырă
ĕçсем тума хавхалантарать.
И.Я. Яковлев
Чăваш Республикинчи Çамрăксен театрĕн режиссерĕ, директорĕ пулнă З. Д. Ярдыкова хăй пурăннă чухнех çак кĕнекене кăларма ĕмĕтленнĕ. Зоя Дмитриевна асаилÿсем çырнă, хаçат-журналта тăван театр пирки пичетленнĕ материалсене пухса пынă, хăй ĕçленĕ тапхăр çинчен каласа парасшăн пулнă. Самана арăш-пирĕш çаврăнса кайнăран хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлайман вăл. Кĕнеке З. Ярдыковăн вĕренекенĕсем тата тусĕсем пулăшнипе пичетленсе тухнă. Кунта Çамрăксен театрĕ епле пуçланса кайнине, 1950-мĕш çулсен вĕçĕнче чăваш труппи çĕнĕрен чĕрĕлсе тăнине уçса кăтартнă. Театр аталанăвĕ, уйрăм спектакльсем, артистсем çинчен хаçатсенче пичетленнĕ материалсене, асаилÿсене вулама кăсăклă.
|
|
|
|
Детский фольклор = Ача-пăча фольклорĕ / Чуваш. гос. ин-т гуманитар. наук. – Чебоксары : Чуваш. кн. изд-во, 2009. – 415 с. – (Чувашское народное творчество).
Чăваш халăх сăмахлăхĕн йышĕнче ачасен фольклорĕ халăхра ĕлĕкех çирĕп йĕркене кĕнĕ, хăйне тивĕçлĕ вырăн тупнă. "Ача-пăча фольклорĕ" ăнлавпа халăхра е ачасем хушшинче сарăлнă сăмах вĕççĕн çÿрекен хăйне уйрăм хайлавсене, ача-пăча йăли-йĕркипе çыхăннă сăмахсене, вăйă-юрра палăртатпăр.
Чăваш патшалăх гуманитари ăслăхĕсен институчĕ хатĕрлекен нумай томлă "Чăваш халăх пултарулăхĕ" ярăмăн çиччĕмĕш кĕнеки - чăваш ачисен фольклорĕн пуххи. Кĕнекере чăваш ачисен фолькор тексчĕсене жанрсем тăрăх 3 пысăк ушкăна вырнаçтарнă. "Ачапа çыхăннă кил-йышри йăла-йĕрке поэзийĕ" ятлă ушкăн пилĕк пайран тăрать: ача çураличченхисем; ача çуралсан каланисем; сăпка çулĕнчи поэзийĕ; тĕрлĕ çулхи ачасене ăса вĕрентекен хайлавсем; ваттисен мешехисемпе çыхăннисем. Иккĕмĕш пысăк ушкăн - "Ачасен çулталăкри йăла-йĕркепе çыхăннă поэзийĕ". Вăл сăпка çулĕнчен тухнă ача-пăча поэзийĕ. Кунта чăваш ачи-пăчин Сурхурипе Çăварни, Сĕрен тата ытти уявсен юррисене вырнаçтарнă. "Ачасен пĕр-пĕр сăлтавпа çыхăннă поэзийĕ" ушкăнри фольклор тĕслĕхĕсем ачасем пурнăçĕпе тачă çыхăннă, тĕрлĕ çулхисен тавракурăмĕпе ăс-тăнне аталанма пулăшаççĕ.
Кĕнекере сайра тĕл пулакан сăмахсен ăнлантарăвĕ, кĕскетсе усă курнă ятсемпе сăмахсен тата чăваш ачисен фольклорне тĕпченĕ ĕçсемпе текстсен списокĕсем, ача-пăча фольклорĕнчи тĕп сăмахсен кăтартмăшĕ пур.
Ку кĕнеке чăваш халăх культурипе, сăмахлăхĕпе тата пултарулăхĕпе интересленекенсемшĕн усăллă.
|
|
|
|
Сергеев, Л. П. Чăваш аффиксологийĕ : ятарлă курс : вĕренÿ пособийĕ / Л. П. Сергеев ; И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ. - Шупашкар, 2009. - 122 с.
Чăваш чĕлхинче аффикссен шучĕ пысăк. Вĕсене тĕпчесе ăнлантарса парасси чăваш чĕлхи ăслăлăхĕн тĕп задачисенчен пĕри пулса тăрать.
Кĕнекере автор чăваш чĕлхинчи мĕнпур аффикссене пухса çырса кăтартас, вĕсене чăваш чĕлхи ăслăлăхĕн юлашки тапхăрти тĕпчевĕсене никĕсе хурса ушкăнлас задача лартнă. Вĕсене икĕ ушкăна – сăмах тăваканнисемпе форма тăваканнисене уйăрнă.
Кĕнеке вĕçĕнче чăваш чĕлхинчи мĕнпур аффикссен списокне алфавит йĕркипе çырса панă, вĕсем мĕнле-мĕнле пуплев пайĕсем çумне хушăннине кăтартнă.
|
|
|
|
Савруков, Н. Т. Ветер в лицо : в 4 кн. / Н. Т. Савруков ; [ред. И. П. Кириллов]. - Чебоксары : Чувашия, 2005 - 2009. -
Кн. 4 : Библиография. - 2009. - 143 с., [8] л. ил. : ил.
В своей книге известный в Чувашии организатор высшей школы директор Чебоксарского института экономики и менеджмента, доктор экономических наук, профессор, академик, заслуженный деятель науки Чувашской Республики Николай Тарасович Савруков не поступился правдой жизни.
В заключительной книге автор приводит часть своих статей и публикаций о себе в средствах массовой информации, в сборниках и книгах – в основном за последние три-четыре года. Например, интересны выдержки из статьи А. Ермолаева "Как оставаться одержимым человеком, постигая научные высоты", опубликованной в "Российской газете" за 3 февраля 2006 г.: "С ранних лет мне приходилось думать о делах насущных: сколько лыка необходимо, к примеру, для пары лаптей, сколько пар их понадобится на зиму для одного человека, на всю семью, - вспоминает он. – Сама жизнь заставляла считаться с экономикой, рационально, разумно подходить ко всему делу. Этому учили родители – мать, дедушка". Такие суждения вполне понятны: Николай Тарасович был десятым ребенком из 12 детей в семье Тараса Саврукова. Отец ушел на фронт в феврале 1942 года и не вернулся…"
"Он – Николай, достойный сын Тараса
С фамилией известной – Савруков.
Он делом подтвердит любое слово,
Обозревая сразу близь и даль,
И потому слова у Саврукова
Надежные и крепкие, как сталь…",
- отмечает в стихотворении, посвященной Н. Т. Саврукову "Полноводная река" поэтесса Л. П. Симонова.
|
|
|
|
Отрыванов, С. Г. Край Норусовский : начало XVI века - начало XXI века : историко-этнографические очерки / С. Г. Отрыванов. - Чебоксары : Новое Время, 2009. - 415 с. : ил., табл.
Книга краеведа Станислава Гурьевича Отрыванова о людях Норусовской волости. Норусово сегодня – это село Калинино Вурнарского района, расположенное на границе Шумерлинского, Аликовского, Ибресинского и Канашского районов. Книга ценна тем, что на основании архивных документов, воспоминаний и свидетельств жителей деревень раскрывается 500-летняя история становления и развития 35 деревень Норусовского края – Норусовской волости, Норусовского уезда, Калининского и Вурнарского районов. В книге говорится, что "в 1780-1781 годах Екатерина II провела административно-территориальную реформу. Были учреждены Симбирская и Казанская губернии с уездами в новых границах. Волости под новыми названиями были введены в 1797 году. Так образовалась Норусовская волость…".
|
|
|
|
Урмарский район / [авт.-сост. П. В. Сымкин]. - Чебоксары : Чувашия, 2009. - [22] с. : ил., портр.
Буклет, посвященный Урмарскому району, раскрывает культурно-историческое и социально-экономическое развитие района. Здесь рассказывается об урмарцах, удостоенных звания Героя Социалистического Труда, крупных административных и хозяйственных руководителях, плеяде музыкантов и художников и о прославленных спортсменах, которыми гордится урмарская земля.
Представленная в буклете информация послужит установлению деловых контактов, культурных связей и других видов сотрудничества с Урмарским районом.
|
Материал подготовлен
зав. сектором центра «Чувашская книга» Р.В. Степановой
Приглашаем Вас в Отдел национальной литературы и библиографии Чувашии!
Архив новинок
|
|