Ресурсы О библиотеке Профессионалам        О Чувашии
 Ресурсы:
 Каталоги
НБЧР
 Каталоги
консорциума
 Электронная
библиотека
 Поиск по
сайту
 Справочная
служба:
 Спроси
библиотекаря
 О библиотеке:
 Новости
 Мероприятия
 Проекты
 Нормативная
документация
 История
 Публикации
 Основные показатели
 Адрес
 Услуги
 Отделы
 Администра-
ция
 Партнеры
 Почетные читатели
 Дарители
 Библиотеки
республики:
 Публичные
 Государ-
ственные
 Других
ведомств
 Профессио-
налам:
 Метод.
кабинет
 Работникам
культуры
 Издания
 Полезные
ссылки
 О Чувашии:
 Справка
 Чебоксары
 Чувашия в
рос. печати
 Новые книги
о Чувашии
 Периодика
Чувашии
Юбилейные даты
 Краеведение
 СМИ о куль-
туре Чувашии
 На главную
 Статистика:
Национальная библиотека Чувашской Республики

Библиотека - это открытый стол идей, за который приглашается каждый...
А.И. Герцен

Новые краеведческие издания - 5/2010


Ырă кун пултăр, хисеплĕ вулакансем!

Сирĕн умăрта çĕнĕ кĕнекесен пăхса тухни. Сăвăсемпе поэмăсем, повеçпе калавсем кăмăлăра каясса шанатпăр.

Сементер, Ю. С. Хушка : сăвăлла калав = Зорька : стихотворный рассказ

Сементер, Ю. С. Хушка : сăвăлла калав = Зорька : стихотворный рассказ / Юрий Сементер ; [вырăсла А. И. Дмитриев куçарнă ; худож. В. Г. Бритвин]. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке издательстви, 2010. – 27, [4] с. : ил.

Юрий Семенович Сементер Красноармейски районĕнчи Танăш ялĕнче 1941 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче çуралнă. Вăл тăван литературăра аллă çул ĕçлесе вăтăра яхăн кĕнеке пичетлесе кăларнă. Паллăрах кĕнекисем: "Йĕс шăнкăрав", "Чĕнтĕрлĕ кĕпер", "Хурапа шурă", "Хуркайăк çулĕ", "Çиçĕм сапаки".

"Хушка" ятлă сăвăлла калава Чăваш енри Çĕрпÿ районĕнчи пĕр хуçалăхри çĕнтерÿçĕ ĕне пурнăçĕнче вăрçăн малтанхи уйăхĕсенче пулса иртнĕ ĕç-пуçа тĕпе хурса çырнă.

Сăвăлла калава вырăсла А. И. Дмитриев тăлмачă куçарнă.

Кĕнекене кĕçĕн çулхи ачасене сĕнетпĕр.

   
Галка, В. Тивлет : çырнисен пуххи

Галка, В. Тивлет : çырнисен пуххи : сăвăсемпе поэмăсем, статьясем, çырусем / Галка Ваçлейĕ ; [С. Аксар ум сăмахĕ]. – Шупашкар : Çĕнĕ Вăхăт, 2010. – 319 с. : портр.

Галкин Василий Григорьевич (Галка Ваçлейĕ) поэт поэзи хирĕнче чылайранпа вăй хурать. Ку таранччен унăн тăватă кĕнеки кун çути курнă. Унăн пултарулăхĕнче лирикăлла жанр малти вырăнта тăрать. Çутçанталăка хăйне евĕрлĕ сăнлассипе пĕрлех вăл çамрăклăх туйăмĕсене те çепĕç лирика урлă çырса кăтартать. Поэтăн "Тивлет" ятлă çĕнĕ кĕнекинче те çавăн пекех. Кунта унăн халал тата ахаль сăввисем, поэмисем, хĕсметри хайлавсем, куçарусем, малтанхи тапхăрти ĕçĕсем, "Авангард" хаçат редакцине ярса панă авторсен сăвви-хайлавĕсене тишкерни, статьясем, май уявĕн саламĕсем тата ытти те.

Галка Ваçлейĕ поэтăн хăш-пĕр поэмисене пăхса тухар. "Пурнăç çулĕ" поэмăра ачалăхран пуçласа вăрçă вăхăтне, ялти, хирти ĕç-пуçсене, хресченĕн чухăн пурнăçне, вăл вăрçа пула вăйпитти арçынсемсĕр тăрса юлнине çырса кăтартнă. Поэмăна паянхи пурнăç таранах тĕрĕс те ĕнентерÿллĕн, асра юлмалла сăнарсемпе калăпланă.

"Яла таврăнсан" поэмине сăвăç çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене çитсе, курса, ĕçлесе çÿренĕ хыççăн, чылай çултан аса илсе, тунсăхласа кил-йышне халалласа çырнă.

Кĕнекепе пурне те паллашма сĕнетпĕр.

   
Петровская, Н. А. Çил-тăманлă каç : повесть

Петровская, Н. А. Çил-тăманлă каç : повесть / Нелли Петровская. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке издательстви, 2010. – 207 с. : ил.

Нелли Петровская (Неонелла Андреевна Петровская) Тутар Республикине кĕрекен Пăва районĕнчи Альших ялĕнче çуралнă. Вулакансем унăн "Чыс", "Çил-тăманлă каç", "Шурă лили", "Ахрăм"кĕнекисене аван пĕлеççĕ. "Тухатмăш" дилогипе "Ылхан" ятлă романне вулакансем юратсах вулаççĕ.

Нелли Петровская çыравçăн "Çил-тăманлă каç" повеçĕ кăçал çĕнĕрен уйрăм кĕнекен пичетленсе тухрĕ. Мĕн çинчен çырнă-ха унта? Вулакана аса илтерер.

Сергей хăйне юратнине пĕлсен Юля пĕртен-пĕр çăлăнăç тупать – ялта намăс куриччен (пĕр килте ÿснĕ-çке вĕсем) хулана тухса тарать. Чылай ултавпа суяна чăтса ирттернĕ хыççăн та хĕр чунĕпе савнă тусĕ пекех таса юлать, вĕсем пĕр-пĕрне ниепле те манаймаççĕ. Тĕрлĕ асап тÿснĕ хыççăн шăпи тинех вĕсене тĕл пултарать.

Кĕнекепе уйрăмах çамрăксене паллашма сĕнетпĕр.

   
Дворов, Н. М. Пурăнăç урапи : сăвăсемпе поэмăсем

Дворов, Н. М. Пурăнăç урапи : сăвăсемпе поэмăсем / Николай Дворов (Шемексем) ; [Р. А. Чепунов ум сăмахĕ]. – Шупашкар : Çĕнĕ Вăхăт, 2010. – 271 с. : портр.

Н. М. Дворов (Шемякинский) – Раççей писателĕсен тата Чăваш Республикин профессилле писательсен Союзĕн членĕ, 8 сăвă пуххин авторĕ. Вăл Тутарстанта пурăнать.

"Пурăнăç урапи" ятлă кĕнекере поэтăн сăввисемпе поэмисем вырăн тупнă. Н. Дворов сăввисенче сăнарласа панă геройсене икĕ ушкăна пайлама май пур: иртнĕ пурнăç çыннисем тата хальхи ламрисем – поэтпа хăйпе юнашар тăрса ĕçленĕ паянхи кун çыннисем.

Юрату лирики Н. Дворов пултаруллăхĕнче питĕ анлă та пысăк вырăн йышăнать.

Раççей журналисчĕсен тата писателĕсен Союзĕн членĕ Р. А. Чепунов çапла çырнă: "Н. Дворов хăй калас шухăша харăс – иртнипе хальхине танлаштарса кăтартать, вулакана хуринчен шурине суйласа илме альтернатива туса парать: кашни самананах лайăх енĕсемпе начарри те пулман мар, пĕтĕмлетĕве вулакан хăй тутăр – акă сăвăçăн тĕп тĕллевĕ".

   
Мăскал, М. Кĕрхи парне : сăвăсем

Мăскал, М. Кĕрхи парне : сăвăсем / Микулай Мăскал ; [М. Юхма ум сăмахĕ]. – Шупашкар : Çĕнĕ Вăхăт, 2010. – 90, [4] л. ил. с.

Микулай Иванов-Мăскал 1957 çулта Чăваш Республикинчи Çĕрпÿ районне кĕрекен Чечейкасси-Туçа ялĕнче çуралса ÿснĕ. Микулай Мăскал – пултаруллă чăваш çыравçи, Чăваш Республикин тата Пĕтĕм тĕнчери писательсен Союзĕн пĕрлешĕвĕн членĕ. Чăваш халăхĕн Алексей Талвир ячĕллĕ республикăри литература премийĕн лауреачĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ветеринари медицинин факультетĕнче ĕçлет. Ветеринари ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент.

"Кĕрхи парне" – çыравçăн юлашки çулсенче çырнă сăввисен пуххи. Тăван тавралăх, çутçанталăк илемĕ, тăванлăх, чăвашлăх, туслăхпа юрату – акă çыравçа канăç паман ыйтусем.

Микулай Мăскалăн чылай сăввисене пирĕн ятлă-сумлă композиторсем юрра хыврĕç. Вĕсене пĕтĕм халăх юратакан юрăçсем Валерий Семенов, Галина Смирнова тата ыттисем те концертсенче шăрантараççĕ.

Талантлă поэтăн çак кĕнекине вулакансем юратса кĕтсе илессе шанатпăр.

Информацие "Чăваш кĕнеки"
центрăн библиотекарĕ
Алина Юрьевна Павлова хатĕрленĕ.
Т. 62-10-70

Архив новинок

© 2000-2010 Национальная библиотека Чувашской Республики,  naclibrary@cap.ru