Новинки художественной литературы
Представляем Вашему вниманию художественные произведения, недавно поступившие в отдел национальной литературы и библиографии Чувашии.
|
Руставели, Шота. Тигăр тирĕпе витĕннĕ паттăр / Шота Руставели ; Юхма Мишшипе Чĕкеç Люççи куçарнă. – Шупашкар, 2008. – 275 с. – На чуваш. яз.
Тăван халăхăн авалхи историйĕ питĕ пуян. Пăлхар чăвашĕсем грузи халăхĕпе ĕлĕкренех питĕ туслă пурăннă иккен. Юрий ашшĕ, Владимир-Суздаль Руçĕн аслă кнеçĕ, вĕри те хĕрÿ çын пулнă. Вăл хăйĕн юратнă арăмĕн ашшĕне пăлхарсемпе нихăçан та вăрçă вăрçмастăп тесе тупа тунă. Анчах та сăмахне тытман – кÿршисемпе вăрçă пуçласа янă. Унăн арăмĕ, пăлхар патшин хĕрĕ, упăшкине хирĕç тăнă, Андрей Боголюбские вĕлерттернĕ. Анчах унăн ывăлĕ Юрий ашшĕ вырăнне ларайман, унăн ирĕксĕрех тарма тивнĕ. Вăл вара грузи халăхĕ патĕнче хÿтлĕх тупнă.
"Тигăр тирĕпе витĕннĕ паттăр" поэма вăтам ĕмĕрте çырнă грузинсен чи чаплă хайлавĕ. Çак халăхăн вилĕмсĕр поэмине çыраканĕ Шота Руставели. Пĕрремĕш хут ăна 1712 çулта Вахтанг VI патша пуçарăвĕпе пичетлесе кăларнă пулнă. Поэмăна çак тарана çитиччен 40 ытла чĕлхене куçарнă.
Çак поэмăна халĕ чăвашла та вулама май пур. Чăвашла куçарас тата пичетлесе кăларас ĕçĕн ертÿçи Лаша Нугзарович Кирия, Чăваш енре чылай çул хушши пурăнакан грузи çынни. Куçараканĕсем – Юхма Мишшипе Чĕкеç Люççи çыравçăсем. Кĕнекене вĕсем Н. Заболоцкий вырăсла куçарнă кăларăмран хатĕрленĕ.
Кăларăм ÿкерчĕксемпе питĕ пуян. Їна шкул ачисене, студентсене тата ыттисене те вулама сĕнетпĕр.
|
|
|
|
Асамат кĕперĕ. – Шупашкар : Рухил, 2008. – 212 с.
"Асамат кĕперĕ" - сăвăсемпе очерксен тата калавсен пуххи. Кĕнеке паян тата ыран вуламалли япала мар. Вăл пуласлăхра та кивелмест. Çак кĕнекере тĕрлĕ ÿсĕмри, профессиллĕ, кăмăл-шухăшлă, чĕлхене хаклакан тата чунтан юратакан Нурлат трхнче уралса сн авторсен сăввисемпе калавĕсем кун çути курнă. Хĕветĕр Савгачев, Валентин Бурайкин, Андриян Григорьев, Маргарита Литта, Ирина Сафандеева тата ытти çыравçăсен кĕске библиографи справочникĕпе тата ĕçĕсемпе паллашма пулать.
Нурлат çĕрĕ – аслă Раççейĕн пĕчĕк пайĕ. Вăл хăйĕн ырă йăлисемпе, пысăк ĕçĕсемпе, çĕр айĕнчи пуянлăхĕпе, тухăçлă тыр-пул ÿстернипе, илемлĕ вырăнĕсемпе чапа тухнă. Çапах та унăн тĕп илемĕ – çынсенче. Вĕсем йывăрлăхсене хăюллă тÿссе ирттернĕ, яланах малалла ăнтăлма хевте çитернĕ. Нурлатра 18 наци çынни пурăнать. Хулапа районти халăхăн 27 ытла проценчĕ чăвашсем шутланаççĕ. Вĕсем хăйсен мăн аслашшĕсен чи сумлă еткерлĕхне – йăли-йĕркисене, халăх пултарулăхне, культурине, юрă-ташшине сыхласа хăварма пултарнă.
|
|
|
|
Тенюшев, И. Я. Вĕсем виççĕн çеç юлчĕç : роман / И. Я. Тенюшев. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, 2008. – 591 с.
Вăхăт шăвать, çулсем иртеççĕ… Анчах Тăван çĕршывăн аслă вăрçи асран тухмасть, вăл пире кăсăклантарсах тăрать. Ун чухнехи салтаксен паттарлăхĕн пĕлтерĕшĕ паянхи тата малашнехи пурнăçшăн ÿснĕçемĕн ÿссе пырать.
"Вĕсем виççĕн çеç юлчĕç" романăн пĕрремĕш кĕнеки 1994 çулта пичетленсе тухнăччĕ. Çĕнĕ кĕнекере романăн пĕрремĕшпе иккĕмĕш пайĕ пичетленнĕ.
Произведенире аслă вăрçă умĕнхи пурнăçа, чăваш халăх ывăлĕсем ытти халăх çыннисемпе пĕрле тăшмана хирĕç паттăрла çапăçнине çырса кăтартнă. Романăн тĕп шухăшĕ - çуралса ÿснĕ çĕршывран хакли çук. Çак шухăш романра тарăн йĕр хăварнă.
Романăн пĕрремĕш кĕнекинче ăристансен взводĕнчи пулăмсене çутатнă, иккĕмĕш кĕнекере вара ĕç-пуç штрафниксен батальонĕнче малалла аталанать.
Роман авторĕ - Иван Яковлевич Тенюшев – фронтовик, орденсен кавалерĕ, отставкăри капитан, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ - унти лару тăрăвăн уйрăмлăхĕсене уçăмлăн кăтартма пултарнă.
|
|
|
|
Фадеев, А. Савнă ялăм ман Шураç / А. Фадеев, Р. Арти. – Шупашкар : Л. А. Наумов изд-ви, 2008. – 123 с.
"Савнă ялăм ман Шураç" ятлă кĕнекере Элĕк районĕнчи Шураç ялĕн, уйсемпе çырмасен, варсен, вăрмансен ячĕсен историйĕ, паллă çыннисем, ал ăстисем çинчен çырса кăтартнă.
Кĕнекере пичетленнĕ материалсене истори пулăмĕсемпе, факчĕсемпе çирĕплетмен. 100-140 çул каялла çуралнă-пурăннă ватăсен аса илĕвĕсемпе, халапĕсемпе усă курнă. Вĕсем вара хăйсен маçаккăшĕ-мамаккăшĕ каласа кăтартнисене пĕлтернĕ.
Кĕнеке пуçламăшĕнче Элĕк районĕнчи Шураç ялĕ (вырăсла Шурась тесе палăртнă) пирки Чăваш Республикин историйĕн патшалăх архивĕ панă справка пур. Сăн ÿкерчĕксем кĕнекене тата та пуянлатаççĕ.
|
|
|
Материал подготовлен
гл. библиографом ОНЛиБ
Степановой Р.В.
Приглашаем Вас в Отдел национальной литературы и библиографии Чувашии!
Архив новинок
|