Новые краеведческие издания - 3/2010
Хисеплĕ вулакансем!
Эпир сире Чăваш Республикин Наци библиотекин «Чăваш кĕнеки» центрăн çĕнĕ кĕнекисемпе паллашма сĕнетпĕр. Вĕсен хушшинче Библи, писательсемпе ученăйсен, тĕпчевçсемĕпе меслетçĕсен ĕçĕ-хĕлĕ, уявсен сценарийĕсем, хаçат-журналти статьясен пуххисем.
|
Библи : сăваплă çырăвăн Авалхи тата Çĕнĕ Халал кĕнекисем / [Е. Н. Лисина куçарнă]. – Санкт-Петербург : Раççей Библи пĕрлĕхĕ, 2009 (Амити Принт (Нанкин, Китай)). – 1567 с.
Библин чăвашла куçарăвĕ кун çути курчĕ. Раççейре Библие тăван чĕлхене куçарассипе эпир, чăвашсем, вырăссем хыççăн иккĕмĕш пултăмăр.
Владыка Библин малтанхи экземплярне Чăваш Енĕн пĕрремĕш епископĕ пулнă Савватие парнеленĕ. Иккĕмĕшĕ Чăваш Республикин Наци библиотекине тивĕçнĕ.
Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 90 çул тата Пĕтĕм Раççей халăх çырăвĕ çитет. Чăваш Библийĕ шăпах çак вăхăтра тухни паха. Турă çырăвĕ чăваш халăхĕн историри çулне тарăнрах ăнланса илме, малалла аталанма, пĕр-пĕринпе туслă пурăнма пулăшать.
Куçару ĕçĕ 19 çула яхăн пынă. Раççей Библи обществин Санкт-Петербургри уйрăмĕ, Порфирий Афанасьев, Денис Гордеев, Виталий Григорьев, Аристарх Дмитриев, Геннадий Трофимов, Александр Столяров, Геннадий Дегтярев, Людмила Егорова Библие куçарас ĕçе хастар хутшăннă. Библи куçаруçи, редакторĕ – Ева Николаевна Лисина. Їна çак ĕçшĕн "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орден медалĕ парса чысланă.
Хальхи пурнăçра таса марлăхпа тискерлĕх, сÿрĕклĕхпе усаллăх иртĕхни сисĕнет, çакăнтан хăтăлмашкăн Библи вăйăмĕ пулăшасса шанас килет.
|
|
|
|
Станьял, Виталий Петрович. Кăрăнкă кунçул : хăтавсен пуххи / Виталий Станьял. – Шупашкар : [Çĕнĕ Вăхăт], 2009. – 1-мĕш кĕнеке. – 335 с. : портр. – (Чăваш халăх серепĕ).
Кĕнекене паллă çыравçă, вĕрентÿçĕ, таврапĕлÿçĕ, чăваш халăх ăсчахĕ Виталий Станьял Чăваш Республикинчи тата тулайри хаçат-журналта тĕрлĕ вăхăтра пичетленĕ хăтавсемпе тĕрленчĕксен, çулçÿрев ĕлкисен пĕр пайне кĕртнĕ. Вырăсла çырнисем те пур.
В. П. Станьял сăвă пуххисем, тĕпчевсем, вăтам тата аслă шкулсем вали вĕренÿ кĕнекисем çырса кăларнă. "Кăрăнкă кунçул" – публицист еткерĕнчи хăтавсепе тĕрленчĕксен пĕрремĕш кĕнеки, ăна журналистăн çитмĕл çулĕ тĕлне пичетленĕ.
|
|
|
|
Васан, А. Суйласа илнĕ ĕçсем : чăваш литература историйĕн тĕпчевĕсем, меслетлĕх материалĕсем, аса илÿсем, çырусем, рецензисем, сăвăсем / Анатолий Васан ; И. Н. Ульянов яч. Чăв. патш. ун-чĕ ; [Л. Ю. Трофимов, В. Г. Родионов пухса хатĕрл. ; Г. И. Федоров ред.]. – Шупашкар : Чăв. ун-чĕн изд-ви, 2009. – 213 с. : портр.
Анатолий Васильевич Васильев 1934 çулта çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Çĕрпÿ районе кĕрекен Чурачăк ялĕнче çуралнă. Шкул пĕлĕвне ялта 1942-1955 çулсенче туптанă. Шкултан вĕренсе тухсан, 1955-1956 çулсенче, И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вырăс тата чăваш чĕлхипе литература уйрăмĕнче, 1956-1958 çулсенче Канашри педагогика училищинче вĕреннĕ. Диплома ăнăçлă хÿтĕлесен, вăл 1958-1959 çулсенче Чурачăкри культура çурчĕн директорĕнче, 1959-1960 çулсенче Канашри "Коммунизмшăн" хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ.
Унăн сăввисем Чăваш Республикинчи район хаçачĕсенче, "Ялав", "Тăван Атăл", "Хатĕр пул" журналсенче, "Çеçпĕл çеçкисем" сăвă пуххинче пичетленнĕ.
Шупашкарти тĕпчев институтĕнче ĕçленĕ май, тĕпчевçĕ революцичченхи чăваш литературин историне, литературăри реализм теорине сăнать.
А. В. Васильев – XIX-XX ĕмĕрсенчи чăваш литературин историне тĕпчесе палăрнă критик, тĕпчевçĕ. Çак тапхăра кĕрекен çыравçăсен пултарулăхне тишкерсе вăл утмăл ытла статья çырнă. Вĕсен йышĕнче С. М. Михайлов-Янтуш, И. Яковлев, Игн. Иванов, И. Юркин, Г. Тимофеев, К. Иванов, Г. Орлов, А. Емельянов, В. Алендей, Н. Терентьев, В. Энтип, Н. Теветкел, Ю. Айдаш т. ыт. те. Çав тĕпчевсенчен нумайăшĕ çак кĕнекен кĕнĕ те ĕнтĕ.
|
|
|
|
Егорова, Л. В. Савăнар-ха уявра : сценарисем, вăйăсем, конкурссем / Л. В. Егорова. – Шупашкар : [Çĕнĕ Вăхăт], 2010. – 84 с.
Ачасене пĕлÿ, воспитани парас ĕç уроксенче кăна мар, уроксем хыççăн та пулса пырать: шкулта ĕçлекенсем вĕренекенсемпе чылай мероприяти ирттереççĕ – диспутран пуçласа пысăк сцена çинче иртекен уяв таранах. Кĕнекере çичĕ уявăн сценарине тĕплĕ çырса панă. Палăртнă темăпа сăвă-юрă, тупмалли-сутмалли юмах, ваттисен сăмахĕпе сăнав, конкурс, вăйă çителĕклĕ кĕртнĕ.
Пособи класс ертÿçисемшĕн, воспитании парса уяв йеркелекен педагогсемшĕн, библиотекарьсемшĕн, чăваш литературине вĕрентекенсемшĕн, вĕренекенсемшĕн усăллă пулĕ.
|
|
|
|
Юмарт, Г. Ф. Чăваш сăвăçисем : [XVIII – XIX ĕмĕрсенчи авторсене кĕртнĕ] : статьясем, рецензисем, тишкерÿсем / Г. Ф. Трофимов (Юмарт) ; Чăваш патш. гуманитари ăсл. ин-чĕ. – Шупашкар : ЧГИГН, 2009. – 351 с.
Ку кĕнекере чăвашсен хăш-пĕр сăвăçисем çинчен çырнă статьясем тĕп вырăн йышăнаççĕ. Вĕсем çумне уйрăм кĕнекесемпе сăвă ярăмĕсене тишкернĕ рецензисене хушса панă. Асăннă ĕçсене вăхăтне кура пĕр-пĕрин хыççăн йĕркипе вырнаçтарнă. Çакă вăл тăван поэзин тапхăрĕсене умлăн-хыçлăн сăнаса пыма май парать.
Кĕнекене хатĕрленĕ чухне архивсенчи çĕнĕ материалсемпе ытларах усă курнă. Статьясемпе рецензисем тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕ çĕрте кун çути курнă. Кунта вĕсене улăштармасăр кĕртнĕ.
"…чăваш сăввин пĕтĕм пуянлăхне кăтартакан монографисем те çырмалла", çавăнпа çак ĕçе çĕнĕ ăру та хастар кÿлĕнессе шанать автор.
Кĕнекене тăван поэзине юратакан вулакансене сĕнетпĕр.
|
|
|
|
Сантăр Аксар – çыравçă-ăсчах : 70 çул тултарнă тĕле : биобиблиографи справочникĕ / И. Я. Яковлев яч. Чăв. патш. педагогика ун-чĕ ; [А. С. Мефодьева, Н. Н. Осипов пухса хатĕрл.]. – Шупашкар : Чăв. патш. педагогика ун-чĕн изд-ви, 2008. – 78 с. : ил.
Биобиблиографи справочникне çыравçă, ăсчах Сантăр Аксар (Александр Иванович Мефодьев) 70 çул тултарнă тĕле кăларнă. Кĕнекере Сантăр Аксарăн пултарулăхĕпе ĕçĕ-хĕлĕн çул-йĕрĕ, ăслăлăх публикацийĕсен библиографийĕ, ăна халалласа çырнă сăвăсем, унăн ĕçĕсене хаклани.
Сантăр Аксар хăйĕн ачалăхĕпе яшлăхĕ çинчен, йăх-несĕлĕ пирки çырса кăтартнă. Йăх-несĕл тымарне йĕркеленĕ.
Кĕнеке сăн ÿкерчĕксемпе питĕ пуян.
|
|
|
|
Тĕпчевçĕ, вĕрентÿçĕ, меслетçĕ : (Л. П. Сергеев профессор 80 çул тултарнă май) : [биобиблиографи справочникĕ] / И. Я. Яковлев яч. Чăв. патш. педагогика ун-чĕ ; [Т. В. Артемьева т. ыт. пухса хатĕрл.]. – Шупашкар : Чăв. патш. педагогика ун-чĕн изд-ви, 2009. – 229 с. : портр.
2009 çулта чăвашсен ятлă-сумлă ăсчахĕ Леонид Павлович Сергеев 80 çул тултарчĕ. Профессорăн пултарулăхĕ нумай енлĕ. Вал наука ĕçĕсенче вырăнти калаçу, лексика, морфологи, синтаксис, орфографии, стиль, чĕлхе историйĕ, пайăр ятсем, терминсем, картăсем тăвасси, чĕлхене вĕрентмелли меслетсем, словарьсем хатăрлесси тата ытти ыйтусене те тарăннăн тишкернĕ. Чылай ĕçĕсенче пултаруллă профессор чăваш сăмахĕсене вырăс, угро-финн, тĕрĕк чĕлхисенчи сăмахсемпе танлаштарса тишкернĕ, чĕлхери хăш-пĕр фактсене ытти ăсчахсенчен маларах тĕпченĕ. Вăл çултан çул чăваш шкулĕсем валли тарăн пĕлÿллĕ, анлă тавракурăмлă вĕрентекенсем хатĕрлет.
Л. П. Сергеев – наукăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, чăваш ятне çÿле çĕклекен, ытти халăх ăсчахĕсене чăваш чĕлхин пуянлăхне, унăн пиçĕлĕхĕпе хăй евĕрлĕхне туйса илме пулăшакан чĕлхеçĕ.
|
|
|
|
Николай Петрович Петров : (çуралнăранпа 80 çул çитнĕ тĕле) : биобиблиографи справочникĕ / И. Я. Яковлев яч. Чăв. патш. педагогика ун-чĕ ; [Т. В. Артемьева т. ытт. пухса хатĕрл.]. – Шупашкар : Чăв. патш. педагогика ун-чĕн изд-ви, 2009. – 129 с. : портр., фот. ; 20 см. – На чуваш., рус. яз.
Николай Петрович Петров академик Чăваш Республикин Вăрнар районĕнчи Тусай ял советĕнчи Шăмар ялĕнче 1929 çулхи кăрлачăн 19-мĕшĕнче хресчен кил-йышĕнче çуралнă.
Н. П. Петров – илемлĕ литература чĕлхин тĕпчевçи. 1960-1970 çулсенче чăваш филологи ăслăлăхĕнче литература чĕлхине тĕпчес ĕç вăй илет. Ку темăна уйрăмах Н. П. Петров ăсчах тăрăшса тимленĕ. Паллă ĕçсем çырнă. Сăмахран, "Чăваш литература чĕлхин историйĕ. Яковлевчченхи тапхăр: вĕренÿ пособийĕ" (Шупашкар, 1978. – 110 с.) тата ыт. те.
Кĕнекере ăсчах хăйĕн ачалăхĕ çинчен çырнă статья тата паллă вĕрентекенсемпе ăсчахсем унăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне тишкерсе çырнă хаклавсем вырăн тупнă.
|
Приглашаем Вас в Отдел национальной литературы и библиографии Чувашии!
Информацие "Чăваш кĕнеки"
центрăн библиотекарĕ
Алина Юрьевна Павлова хатĕрленĕ.
Т. 62-10-70
Архив новинок
|