|
Новые краеведческие издания - 5/2007
Представляем Вашему вниманию следующие книги:
Дубров, Гурий Егорович. Туя туй пек тãвар-и : [йãла-йěркесем] / Гурий Дубров, Юрий Перепелкин. - Красноармейски : Издат. çурчě, 2007. - 79, [1] с., [2] л. фот. : портр.; 20 см.
[Давайте сыграем свадьбу : чувашские обычаи и обряды].
Кашни çыннăнах пурнăçра яланлăхах асра юлакан самантсем пулаççě. Çав самант унăн малашлăхне чылай енчен татса парать. Ку вăл - мăшăрлану, çемьеллě пурнăçа йěркелесе яни. Туй - ял халăхěн ырă хушăвě, пěр-пěрне ăнланса пурăнас тытăмě. Халăх ăна яланах чаплăн чыслама тăрăшать. Чăвашсен çемье çавăрнă вăхăтра пулса иртекен йăла-йěрки ěлěк-авалтан асамлă пěлтерěшлě пулнă. Халě вара вěсенчен чылайăшě: хулăм парасси, сурпан çыхасси, хушпу тăхăнасси, каччăна тумлантарасси, кěрỳ минтерěпе саламачě, хěр йěрри тата ытти туй йăли-йěркисем (мешехисем) манăçа юлса пыраççě.
Кěнекере Трак тăрăхěнче ěлěкренпе пыракан туйăн йăла-йěркисем çинчен тěплěн çырса кăтартнă. Унта хальхи ватăсен аса илěвěсем тата мăн аслашшěсемпе асламăшěсенчен илтсе юлнă пысăк пěлтерěшлě йěркесем тěп вырăн йышăнаççě. Çавăн пекех кěнекере юратупа мăшăрсем çинчен калакан ваттисен сăмахěсемпе тата салтака ăсатас йăла-йěркепе паллашма пулать.
|
|
Ваттисен сăмахěсем / Чãваш патшалăх гуманитари ăслăлăх ин-чě ; [О. Н. Терентьева пухса хатěрленě, умсăмахě ; В. Г. Родионов ăслăлăх редакторě ; редактор канашě : В. С. Григорьев т. ыт. те]. - Шупашкар : Чãваш кěнеке изд-ви, 2007. - 493 с.; 24 см. - (Чãваш халãх пултарулãхě ; Кн. 4). - Библиографи : с. 478-485 (148 назв.).
Пословицы и поговорки.
Ваттисен сăмахěсем - ламран лама куçса пыракан сăнарлă сăмахсем. Вĕсем шухăша кěскен те çивěччěн, ытарлăн палăртаççě. Ваттисен сăмахěсенче халăхăн кун-çулě, ăс-хакăлě, шухăшлавě, тěнчекурăвě ỳкерěннě.
Нумай томпа тухакан «Чăваш халăх пултарулăхě» ярăмри «Ваттисен сăмахěсем» кěнекене Чăваш патшалăх гуманитари ăслăхěсен институтěнче упранакан ал çырусемпе пичетленнě ěçсем тата автор 2001-2007 çç. халăхран пухнă текстсем тăрăх хатěрленě. Ваттисен сăмахěсене кěнекере тема тăрăх вырнаçтарнă, ун пайěсем пурнăçăн тěп ăнланăвěсене çутатаççě. Пурнăç тата тěнче кăткăслăхне уçса парас, тупсăмне шырас тесе темăсене хире-хирěçле уйăрнă: Ырă – Усал, Пурнăç – Вилěм, Тăван çěр – Ют çěр, Чăн – Суя, Телей – Асап т. ыт. те. Темăсене çакнашкал пайланă: Тěнче тытăмě; Пулăмсен çыхăнăвě;
Çын, халăх; Ěç-хěл; Кил-йыш; Самана. Кашнинпех паллашма питě интереслě. Тěслěхрен, «Тěнче тытăмě» тема тěнче мěнрен, мěнле çыхăнса тăнине кăтартса парать. Кашни япалан куçăвě, пулăмăн пултарăвě вăхăтпа тата тěнче талккăшěпе çыхăннă. Ку пайра çын пурнăçěпе тытăмне шалтан та, тулашран та хакланă.
«Пулăмсен çыхăнăвě» темăра пěр ěç е япала тепěр ěçрен е япаларан мěнле килсе тухнине çутатнă. Нимěнле пулăм та хăй тěллěн пулса пымасть. Унăн пуçламăшěпе вěçě пур, вăл тěрлě енлě.
«Çын, халăх» пайра çыннăн, халăхăн тěрлě енěсем, хутшăнăвěсем, килěшỳлěхě, пурлăхěпе çуклăхě, чунлăхěпе чунсăрлăхě т. ыт. те сăнланă.
«Ěç-хěл» пая çын пултарулăхěпе вашаватлăхне, аптраманлăхне, парăнманлăхне т. ыт. ăнлавсене палăртакан ваттисен сăмахěсем кěнě.
«Кил-йыш» темăра чăваш епле çуралса, ỳссе, тěпленсе ача-пăчаллă пулса пурăннине кăтартнă. Кил-йыш пурнăçě, йăли-йěрки çинчен каланисем те сахал мар.
«Самана» пая çынпа, халăхпа тěрлě вăхăтра пулса иртнě ěç-пуç, вăрçă-харçă тата тěрлě тапхăрта мěнле пурăннине сăнласа паракан ваттисен сăмахěсемпе каларăшсем кěнě.
Ваттисен сăмахěсенче чăваш тěнче çине хăйне евěр пăхни, хăйне уйрăмрах тыткалани, унăн ытла палăртман туйăмě-сисěмě, вăлтавлă та перекетлě шухăшлавě уйрăмах уççăн курăнса тăрать. Ваттисен сăмахěсен пуххи чăваш тěнчин йěркине ăнланма, ěлěк-авал пурнăç мěнле пулнине тата малашлăха курма пулăшать, хамăра виçеллě тытма вěрентет.
Кěнекере ваттисен сăмахěсенчи тěп сăмахсен кăтартмăшě, кěскетсе усă курнă ятсем, библиографи пур.
|
|
Агивер, Хветĕр. Пăрлак : повесть, калавсем / Хветĕр Агивер. - Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, 2007. - 446 с.
Гололедица.
Паллă çыравçăн чылай çул «шарламасăр» пурăннă хыççăн çырнă хайлавсем кунта. Кĕнекене «Пĕлĕт уçăлни» повесть, «Мăшăр çăлтăрлă çěрě», «Тарасаллă пусă», «Пăрлак», «Юхха», «Таня - утмăлтурат», «Сарăмсăр савни», «Мăй çыххи» калавсем кĕнĕ. Произведенисен тĕпелĕнче - ку чухнехи кăткăс лару-тăрăва çакланнă сăнарсен чун иксĕлменлĕхĕ, кун - çул анинчи хевтелĕхĕ. «Пăрлак» – писателĕн вун иккĕмĕш кĕнеки.
|
|
Волков, Геннадий Никандрович. Кил илемě : [калавсем, юмахсем, очерксем: кěçěн тата вãтам çулхи шкул ачисем валли] / Геннадий Волков ; [И. А. Алексеев, З. И. Чернова ỳнерçисем]. - Шупашкар : Чãваш кěнеке изд-ви, 2007. - 127 с. : ил.; 23 см.
Свет в родном окне.
Кĕçĕн тата вăтам ỳсĕмри шкул ачисене халалланă кĕнекине паллă ăсчах ахальтен мар «Кил илемĕ» тесе ят панă. «Кил» тени Геннадий Волковшăн çуралса ỳснĕ çурт çеç мар, çарран чупса çỳренĕ улăх-çаран кăна мар, пĕтĕм Чăваш çĕршывĕ. Пурнăçра нихăçан та хакне çухатман пуянлăх çинчен – ырă кăмăллăх, туслăх, юрату, çураçупа килĕшỳ çинчен калаçать автор çамрăк вулаканпа.
Пĕр ярăма пухса пичетленĕ юмахсемпе калавсене, очерксене паллă ученăй тата вĕрентекен тăван халăхăн ĕмĕрхи ăс-тăнне, йăли-йĕркине, кăмăл-сипетне тата пурнăçĕ тăршшĕпе хăй курни-илтнине тĕпе хурса ăсталанă.
Чăвашăн чĕлхи, йăли-йĕрки, юрри-ташши, сывлăхĕ, пурлăхĕ – пĕтĕмпех тăван çĕрпе çыхăннă. Вăл ỳстерет, тăрантарать, пурăнма вăй-хал та шанăç парать. Г. Волков килес ăрусем те аки-сухинчен уйрăлмасăр, атти-аннине манмасăр пурăнасса шанать. «Йышăнсан та çĕнĕ йĕркене, ан пăрахăр хамăр йăлана, вара çухалмĕ ĕмĕрхи хавал». – çапла янăрать ватă ăсчахăн пил сăмахĕ.
|
|
Яккусен П. Я. Эснереш : повесть-юмах / П. Я. Яккусен. - Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, 2007. - 111 с.
Вулакансен тỳрех «Эснереш» сăмах мĕне пĕлтернине пĕлес килет пулĕ-ха. Ăна ăнланас тесен сирĕн повесть-юмах геройĕсемпе пĕрле çулçỳреве тухмалла, сивĕпе эрешленнĕ чỳрече витĕр тĕлĕнтермĕш çĕршыва çитсе килмелле. Ан иккĕленĕр! Никама та кичем пулмĕ!
|
Приглашаем Вас в Отдел национальной литературы и библиографии Чувашии!
Архив новинок
|
|