Ресурсы О библиотеке Профессионалам        О Чувашии
 Ресурсы:
 Каталоги
НБЧР
 Каталоги
консорциума
 Электронная
библиотека
 Поиск по
сайту
 Справочная
служба:
 Спроси
библиотекаря
 О библиотеке:
 Новости
 Мероприятия
 Проекты
 Нормативная
документация
 История
 Публикации
 Основные показатели
 Адрес
 Услуги
 Отделы
 Администра-
ция
 Партнеры
 Почетные читатели
 Дарители
 Библиотеки
республики:
 Публичные
 Государ-
ственные
 Других
ведомств
 Профессио-
налам:
 Метод.
кабинет
 Работникам
культуры
 Издания
 Полезные
ссылки
 О Чувашии:
 Справка
 Чебоксары
 Чувашия в
рос. печати
 Новые книги
о Чувашии
 Периодика
Чувашии
Юбилейные даты
 Краеведение
 СМИ о куль-
туре Чувашии
 На главную
 Статистика:
Национальная библиотека Чувашской Республики

Библиотека - это открытый стол идей, за который приглашается каждый...
А.И. Герцен

Новинки художественной литературы


Хисеплĕ вулакан! Республикăра юлашки вăхатра çак кĕнекесем пичетленсе тухрĕç. Вĕсемпе тĕплĕнрех Чăваш Республикин Наци библиотекинче паллашма пултартăр.

Дорогие читатели! Предлагаем Вашему вниманию новые поступления художественной литературы Отдела национальной литературы и библиографии Чувашии.

Орлов, Г. Ф. Вутри юрату : роман

Орлов, Г. Ф. Вутри юрату : роман / Г. Ф. Орлов. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, 2009. – 382 с.

Георгий Федорович Орлов çыравçăн "Вутри юрату" ятлă çĕнĕ романĕ уйрăм кĕнекен пичетленсе тухрĕ. Хайлаври ĕç-пуç вăрçă вăхăтĕнче пулса иртет.

Яла отпуска килнĕ Димитрий Тихомиров лейтенантпа Людмила Миролюбова учительница мăшăрланаççĕ. Тепĕр виçĕ кунтанах Димитрие чаçе чĕнсе илеççĕ. Çуллахи каникул пуçлансан Людмила упăшки патне каять, анчах вĕсем тĕл пулаймаççĕ. Вăрçă пуçланать. Çамрăк хĕрарăм фронта лекет, медсестра пулса тăрать. Вăл упăшкипе госпитальте тĕл пулать.

Автор хăйĕн хайлавĕнче юрату хăвачĕ вăрçă çулăмĕнчен те вăйлăрах пулнине ĕнентерÿллĕн кăтартса панă.

Вăрçă вăхăтĕнче хĕрсемпе каччăсем пысăкран пысăк ĕç тунă – Тăван çĕршыва, тĕнчене фашизмран çăлса хăварнă. Çакăнтан пархатарлă ĕç тата мĕн пур-ши!

Вулакансене пурне те Г. Ф. Орловăн çĕнĕ романĕпе паллашма сĕнетпĕр.

   
Кузьмин, В. П. Тымар : роман в 3-х т.

Кузьмин, В. П. Тымар : роман / В. П. Кузьмин. – Шупашкар : Çĕнĕ Вăхăт, 2009.
     Пĕрремĕш кĕнеке. – 2009. – 271 с.
     Иккĕмĕш кĕнеке. – 2009. – 312 с.
     Виççĕмĕш кĕнеке. – 2009. – 384 с.

Владимир Прокопьевич Кузьмин çыравçăн çĕнĕ романĕ виçĕ кĕнекерен тăрать. Эпир авторăн пĕрремĕш кĕнекипе паллашнăччĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш кĕнекисем те кун çути курчĕç.

Романăн пĕрремĕш кĕнекинче сăнарлă чĕлхепе утмăлмĕш-çитмĕлмĕш çулсенчи йывăр саманара хăйсен тивĕçлĕ вырăнне тупнă чăваш хресченĕпе интеллигенцийĕн хастарлăхĕпе паттăрлăхĕ, çĕнтерÿллĕ утăмĕсем çинчен илемлĕн çырса кăтартнă.

Иккĕмĕш кĕнекере çав геройсен пурнăçĕ малалла кĕрлесе пырать. Тĕнче вут-çулăмĕнче нумай ĕмĕр хушши аталанса тĕрекленнĕ чăвашсем çуралнă çĕрĕ çинче ырăлăхшăн, этем телейĕшĕн кĕрешеççĕ, тăван çĕршыв тĕрекĕшĕн вăйне-халне шеллемесĕр, ăс-тăн хăвачĕпе инкек-синкеке сирсе пултаруллăн утаççĕ.

Виççĕмĕш кĕнекере геройсен хутшăнăвĕсем, ĕçĕ-хĕлĕ, шухăш-ĕмĕчĕ чăваш ялĕн сăн-сăпачĕ илемленсе пынă, ял хуçалăхĕнче, халăх социаллă-културăллă пурнăçĕнче пысăк улшăнусем пулса иртнĕ тапхăрта уçăмлăн палăраççĕ.

Пурне те çĕнĕ кĕнекесене тытса вулама сĕнетпĕр.

   
Мерчен, М. Пĕр тумлам куççуль : роман

Мерчен, М. Пĕр тумлам куççуль : роман / Михаил Мерчен. – Шупашкар : Çĕнĕ Вăхăт, 2009. – 207 с. : портр.

Михаил Мерчен çыравçăн çĕнĕ кĕнекинче «Пĕр тумлам куççуль» роман тата «Пĕчĕкрех хитре хĕрача», «Экстра-прима-люкс-шофер» калавсем пичетленсе тухнă. Хайлавсенчи ĕç-пуçа пĕтĕмпех юрату çавăрттарать, пăтратать, вырăна лартать.

Хайлавсем питĕ черчен, çав вăхăтрах çамрăклăх пекех хĕрÿллĕ. Авторăн шухăш-кăмăлĕ çирĕп. Тирпейлĕ пурăнни кăна çынна илем кÿнине Михаил Мерчен çыравçă кашни çамрăк вулакан патне çитересшĕн. Автор шухăшĕпе нумай çул каялла çутă тĕнчере пĕр чĕрĕ чун та пулман. Вĕçсĕр уçлăхра тусан пĕрчисем кăра çилпе явăнса-явăнса пурĕ пĕрле хыттăн пăчăртаннă та – çĕр чăмăрĕ пулса тăнă. Каçсерен çутă уйăх çутатнă ăна, кăнтăрла ăшă хĕвел ăшăтнă, савăнăçлă çăлтарсем именчĕклĕн куç хĕссе юрату туйăмне вăратнă. Эпир куракан, эпир паян пурăнакан чĕрĕ пурнăç юратуран пуçланса кайнă иккен.

Кĕнекене вулама çамрăк яш-кĕрĕмпе, хĕрупраçсене сĕнетпĕр.

   
Айги, Г. Собрание сочинений. Т. 2

Айги, Г. Собрание сочинений / Г. Айги ; сост. Г.Б. Айги. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. – Т. 2 : Стихи. – 607 с. : ил, портр.

Во второй том Собрания сочинений поэта с мировым именем Геннадия Николаевича Айги (1934-2006) вошли стихотворения, охватывающие полвека его работы в сфере русской поэзии и русского языка. Именно благодаря его русским стихам, которые не печатались в СССР до 1991 года, но были переведены почти на 50 языков народов мира, его творчество обрело широкую международную известность и получило заинтересованные и удивленные отклики в Европе, Южной Америке, США, Японии, Турции и др. Его характеризовали «как самый своеобразный голос в современной русской поэзии и самый необычный голос в мире». Занимая свое уникальное место в европейской поэзии второй половины XX века, он открывал поэзию XXI века.

В современной русской поэзии до самого последнего времени Айги воспринимается как особый и, может быть, даже утопический поэт. В чувашской поэзии – и шире культуре – он тоже уникален.

   
Вăйăран – вăкăр = Играй, да меру знай

Вăйăран – вăкăр = Играй, да меру знай : [калавсем] / Ăсан Уçăпĕ ; [В. Степанов, З. Романова куç.]. – Шупашкар : Çĕнĕ Вăхăт, 2009. – 111 с. : ил.

Ăсан Уçăпĕ çыравçă 1944 çулхи нарăсăн 3-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Санькасси ялĕнче çуралнă. И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне тата Аслă парти шкулне пĕтернĕ хыççăн учитель, район хаçачĕсен ĕçченĕ, «Коммунизм ялавĕн» ответлă секретарĕн çумĕ, «Çилçунат» журналăн ответлă секретарĕ пулса ĕçленĕ.

Унăн паллăрах кĕнекисем: «Чăваш вăрманĕ» (1996), «Ăсан Уçăпĕ – сунарçă» (1996), «Сатурн çинчи ăсан» (2003), «Ăсан Уçăпĕ сунарçă курни-илтни» (2006).

Çĕнĕ кĕнекене Ăсан Уçăпĕ çыравçăн юлашки çулсенчи ачасем валли çырнă тăван тавралăх, атте-анне, тус-юлташ, чĕр чунсемпе кайăксем, ырă ĕç пĕлтерĕшĕ çинчен вĕрентсе каланă калавĕсем кĕнĕ. Кĕнеке ячĕ те – «Вăйăран – вăкăр» – ваттисен сăмахĕ.

Автор кĕнекене хăйĕн мăнукĕсене Наташăна, Вадима, Пашăна, Настьăна халалланă.

Кĕнекери калавсемпе чи пĕчĕк вулакансене паллашма кăмăллă пулĕ.

   
Сорокин, Н. М. Вечная Волга : роман-трилогия

Сорокин, Н. М. Вечная Волга : роман-трилогия / Н. М. Сорокин. – Чебоксары : Новое время, 2006. – Кн. 1 : [насилие]. – 351 с.

Волга течет – берега остаются,
Время бежит – память остается,
Жизнь проходит – мечты остаются,
Человек уходит – дела остаются.

Автор книги, Николай Михайлович Сорокин, родился 8 июля 1941 года в селе Большое Шемякино Тетюшского района Республики Татарстан. Профессиональный журналист. Собственный корреспондент ИТАР–ТАСС по Республике Татарстан. Одновременно основатель и главный редактор республиканской газеты «Сувар» и литературного журнала «Заря», издаваемых в г. Казань. Автор шести книг, полнометражного документального фильма «Вера древнего народа».

Николай Михайлович Сорокин – заслуженный работник культуры Республики Татарстан и Российской Федерации, награжден Почетной Грамотой Республики Татарстан.

Роман-трилогия основана на документальных фактах. В ней рассказывается о трагической судьбе российского крестьянства XX в., надломленного гражданской и мировыми войнами, вконец разоренного жесточайшей тиранией большевиков. Затронуты ранее умалчиваемые стороны жизни, тщательно скрываемые прежней властью.

Несмотря на все трудности и лишения, герои романа – исконные волжане, жители Татарстана, впитавшие в себя лучшие качества живой природы. Прежде всего – великой русской реки Волги, не потеряли золотые качества души – трудолюбие, скромность и неистребимую любовь к жизни. В этом и заключается непревзойденная сила и красота таких династий как Соколовы, Запасовы, Качайкины и других.

Книга предназначена широкому кругу читателей.

   
Трофимов, А. П. Çунатсăр кăвакарчăн

Трофимов, А. П. Çунатсăр кăвакарчăн : калавсемпе повеçсем / А. П. Трофимов. – Шупашкар : [и. ç.], 2009. – 251 с. : портр.

Çитес çул Аслă Çĕнтерĕве – 65 çул. Çак уява халалласа çыравçăсем чылай çĕнĕ кĕнеке пичетлесе кăларчĕç. Вĕсен шутĕнче Александр Петрович Трофимов та. Вăл Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Турхан ялĕнче 1939 çулхи кăрлачăн 10-мĕшĕнче çуралнă. Литература ĕçне çамрăклах пуçăннă.

Службăна вăл Туркменире, Кызыл-Арват хулинче, ирттернĕ. 1961 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. 1965-1992 çулсенче Мăн Этменти вăтам шкулта учитель, класс тулашĕнчи ĕçсен организаторĕ, директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ, директор пулса ĕçленĕ. 1992 çулта ăна районти вĕрентÿ пайĕн ертÿçи пулма чĕнсе илнĕ. 1997 çулхи кăрлач уйăхĕччен Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта ĕçленĕ.

Александр Петрович Трофимов çыравçă «Çунатсăр кăвакарчăн» кĕнекине юратнă мăшăрне Вера Федоровăна халалланă. Тĕпре – Аслă Аттелĕх, Афган, Дагестан, Кавказри Чечен вăрçисенчи хăрушă самантсем, çухатусем, куççуль. Мĕн чухлĕ çамрăка, ентешĕмĕре, тăвана çухатмарăмăр пулĕ?

Ах, вăрçă, вăрçă… Миçе хĕрарăм çÿçне вăхăтсăр шуратмарăн-ши?..

Çак тата ытти ыйтусене хускатнă та ĕнтĕ асăннă кĕнекере. Унта пичетленнĕ калавсемпе повеçсем кашни вулакан чуннех пырса тивессе шанатпăр.

   
Илпек, М. Манăçми кунсем

Илпек, М. Манăçми кунсем : калавсем, очерксем, повесть, новелла : [вăтам тата аслă çулхи шкул ачисем валли] / М. Илпек ; [ÿнерçи П. Н. Сергеев]. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, 2009 (ГУП «ИПК «Чувашия»). – 256 с. : ил. – (Шкул библиотеки). – Кăларăм паллинче автор: Илпек Микулайĕ (Ильбеков Николай Филиппович).

Илпек Микулайĕ (1915-1981) Шăмăршă районĕнчи Виçпÿрт Шăмăршă ялĕнче çуралнă. Тăван ялĕнчи пуçламăш, Хурăнварти икĕ сыпăклă шкулсенчен, Патăрьелĕнчи педагогика техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Институтра вĕреннĕ çулсенче Чăваш радио комитетĕнче ĕçленĕ, хаçат-журналта пичетленме пуçланă. Тăван çĕршывăн аслă вăрçине Илпек Микулайĕ хăй ирĕкĕпе тухса кайнă. Кĕçĕн политрук, пулеметчиксен взвочĕн командирĕ, аслă политрук пулса çапăçнă, Сталинград патĕнче çапăçакан дивизи хаçатне редакциленĕ. Çĕнтерĕве Болгарире кĕтсе илнĕ.

Кĕнекене «Госпитальте», «Чаплă пушмак», «Салтаксем» калавсем, «Микулай шăллĕн калавĕ» повесть, «Пĕчĕк Клавди», «Хĕрÿллĕ кун», «Манăçми кунсем» очерксем тата «Тунсăх» новелла кĕнĕ. Вĕсене вуласан Аслă Çĕнтерÿ мĕн тери пысăк çухатусем, хĕн-асап витĕр килни уççăн курăнать. Тăшман мĕн чухлĕ ытларах сĕмсĕрленнĕ, тавăру çавăн чухлĕ хаяртарах пулнă.

Кăларăма вăтам тата аслă классенче вĕренекенсене валли халалланă.

   
Маяксем, Л. Хуçăлман хулă

Маяксем, Л. Хуçăлман хулă : повеçсем, калав : [вăтам тата аслă çулхи шкул ачисем валли] / Л. Маяксем ; [ÿнерçи И. В. Алексеев]. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, 2009. – 271 с. : портр. ; 20 см. – Кăларăм паллинче авт.: Леонид Маяксем (Леонид Александрович Степанов). – Автор çинчен калани пур.

Леонид Александрович Маяксем (Степанов) çыравçă Канаш районĕнчи Сиккасси ялĕнче 1938 çулта çуралнă. Çырма ялти çичĕ класлă шкулта вĕреннĕ чухнех тытăннă. Паянхи куна Леонид Маяксем – 15 кĕнеке авторĕ. Унсăр пуçне унăн уйрăм произведенийĕсем 25 коллективлă сборника кĕнĕ. 15 чĕлхепе пичетленнĕ. Леонид Маяксем тĕрлĕ жанрпа ĕçлекен çыравçă, хĕрÿ публицист. Çав хушăрах вăл ăста тăлмачă та: хайлавсене чăвашларан вырăсла, вырăсларан чăвашла куçарать.

Леонид Маяксем – 1974 çултанпа СССР Писательсен союзĕн членĕ.

Çыравçăн çĕнĕ кĕнекинче повеçсем тата «Хунавлах амансан» калав пичетленнĕ. Пурте вĕсем вулакана тÿрех тыткăна илекен хивре сюжетпа палăрса тăраççĕ.

«Хуçăлман хулă» повеçре пăши тытнине курнă лесника браконьерсем тискеррĕн вĕлереççĕ. Вăрă-хурахсене тупса палăртаççĕ те судпа айăплаççĕ, анчах Натоль Дубровăн ашшĕне чĕртсе тăратаймăн ĕнтĕ. Ашшĕн пуçне çинĕ Пăлля пиркиех çамрăк Натоль колоние лекет. Унта та, ирĕке тухсан та çăмăл килмест унăн пурнăçĕ. Пурпĕр парăнмасть каччă.

Кашни вулаканах хайлавсемпе паллашма сĕнетпĕр.

   
Нестерова, З. А. ??та-ши эс? хал?? : калавсемпе пове?сем

Нестерова, З. А. Ăçта-ши эсĕ халĕ? : калавсемпе повеçсем / З. Нестерова. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, 2009. – 223 с. : ил.

Зоя Алексеевна Нестерова çыравçă 1925 çулхи раштавăн 24-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Анатри Кушар ялĕнче çуралнă.

Унăн хайлавĕсен тĕп теми – арçынпа хĕрарăм хушшинчи хутшăну тата Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнчи ял халăхĕн йывăр пурнăçĕ. Зоя Нестерован чĕлхи таса та чĕрĕ.

Çыравçăн паллăрах хайлавĕсем: «Арçынсем те макăраççĕ» роман, «Ылтăн пĕрчĕсем», «Тăвăл килсе çапсан», «Шырлан хĕррипе», «Ан ман, савни, ан ман», «Пулаймарăм санăн мăшăру», «Кĕл айĕнчи кăвар» повеçсем тата нумай-нумай калав.

Çĕнĕ кĕнекере çыравçăн калавĕсем тата «Ан ман, савни, ан ман», «Шырлан хĕррипе» повеçĕсем пичетленнĕ. Хайлавĕсенчи сăнарсем тĕрлĕ йывăрлăха лекеççĕ. Апла пулин те вĕсене çăлаканĕ, йывăр вăхăтра пулăшма алă тăсса параканĕ те юнашарах тăрать.

Кĕнеке аслисемшĕн те, çамрăккисемшĕн те кăсăклă пуласса шанатпăр.

 

Пурне те çĕнĕ кĕнекене тытса вулама сĕнетпĕр.

Приглашаем Вас в Отдел национальной литературы и библиографии Чувашии!

Обзор подготовлен
Алиной Павловой,
библиотекарем центра "Чувашская книга".
т. 62-10-70

Архив новинок

© 2000-2010 Национальная библиотека Чувашской Республики,  naclibrary@cap.ru