Ресурсы О библиотеке Профессионалам        О Чувашии
 Ресурсы:
 Каталоги
НБЧР
 Каталоги
консорциума
 Электронная
библиотека
 Поиск по
сайту
 Справочная
служба:
 Спроси
библиотекаря
 О библиотеке:
 Новости
 Мероприятия
 Проекты
 Нормативная
документация
 История
 Публикации
 Основные показатели
 Адрес
 Услуги
 Отделы
 Администра-
ция
 Партнеры
 Почетные читатели
 Дарители
 Библиотеки
республики:
 Публичные
 Государ-
ственные
 Других
ведомств
 Профессио-
налам:
 Метод.
кабинет
 Работникам
культуры
 Издания
 Полезные
ссылки
 О Чувашии:
 Справка
 Чебоксары
 Чувашия в
рос. печати
 Новые книги
о Чувашии
 Периодика
Чувашии
Юбилейные даты
 Краеведение
 СМИ о куль-
туре Чувашии
 На главную
 Статистика:
Национальная библиотека Чувашской Республики

Библиотека - это открытый стол идей, за который приглашается каждый...
А.И. Герцен

Нестерова, О. "Пултарулăх хĕлхемĕсен" ăмăртăвĕ


Пĕлтĕр ЧР Наци библиотекинче “Раштав тĕл пулăвĕсем” фестивальпе килĕшÿллĕн поэзи ăмăртăвĕ пĕрремĕш хут иртнĕ. Унта çамрăк сăвăçсемпе ÿнерçĕсем хутшăннă.

Çĕнĕ мероприяти никама та лăпкă хăварман. Сăнав ăнăçлăхне хутшăнакансен çĕкленÿллĕ кăмăлтуйăмĕ çирĕплетнĕ. Çакăн евĕрлĕ тупăшăва тепĕр хут йĕркелемеллех тесе йышăннă.

Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 14-мĕшĕнче “Biblionight е библиотекăри Раштав каçĕ” уяв кăмăл тăвакансене асамлăх тĕнчине йыхравларĕ. Тĕлĕнмелли вара чылайччĕ. Хăнасене вулавăшра “Уяв” ансамбль хаваслă юрă-кĕвĕпе кĕтсе илчĕ.

“Пултарулăх хĕлхемĕсем” турнир 3 енлĕн иртрĕ. Ăмăртуçăсем поэзире, прозăра, музыкăра “вăй виçрĕç”. Шел, кăмăла пăсакан самант та пулчĕ. Залри яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç чăвашла янăракан произведение итлеме пĕлменни палăрчĕ.

Раштав каçĕн асамлăхне кĕтмен парнесем ĕнентерчĕç. Тĕслĕхрен, “Хыпар” хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ - шеф-редакторĕ Г.Максимов “7” цифрăна килĕштернине пĕлтерсе çиччĕмĕш ретре ларакансене пурне те хăйĕн çĕнĕ кĕнекине парнелерĕ.

Турнирта литературăра тахçанах палăрнисемпе танах пуçламăш утăм тăвакансем те тупăшрĕç. Хăш-пĕр дебют ăнăçлах иртмерĕ пулин те кичемлĕхе путакансем пулмарĕç. Чи пултаруллисене эксперт комиссийĕ палăртрĕ. Прозăра П.Бритвин, поэзире М.Карягина, музыкăра И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн “Квартет” ушкăнĕ мала тухрĕç. Ыттисене Тав çырăвĕпе хавхалантарчĕç

Нестерова, О. "Пултарулăх хĕлхемĕсен" ăмăртăвĕ / Ольга Нестерова // Хыпар. - 2010.- 18 января. – С. 2.

© 2000-2010 Национальная библиотека Чувашской Республики,  naclibrary@cap.ru