Ресурсы О библиотеке Профессионалам        О Чувашии
 Ресурсы:
 Каталоги
НБЧР
 Каталоги
консорциума
 Электронная
библиотека
 Поиск по
сайту
 Справочная
служба:
 Спроси
библиотекаря
 О библиотеке:
 Новости
 Мероприятия
 Проекты
 Нормативная
документация
 История
 Публикации
 Основные показатели
 Адрес
 Услуги
 Отделы
 Администра-
ция
 Партнеры
 Почетные читатели
 Дарители
 Библиотеки
республики:
 Публичные
 Государ-
ственные
 Других
ведомств
 Профессио-
налам:
 Метод.
кабинет
 Работникам
культуры
 Издания
 Полезные
ссылки
 О Чувашии:
 Справка
 Чебоксары
 Чувашия в
рос. печати
 Новые книги
о Чувашии
 Периодика
Чувашии
Юбилейные даты
 Краеведение
 СМИ о куль-
туре Чувашии
 На главную
 Статистика:
Национальная библиотека Чувашской Республики

Библиотека - это открытый стол идей, за который приглашается каждый...
А.И. Герцен

Смирнова, Н. Сцена валлиех çуралнă ентешěмěр ( О Н.Д. Мордвинове)


<.…> Николай Дмитриевич – пирěн ентеш, вăл вăхăтри культура тěлěшěнчен самай палăрса тăнă Етěрне хулинче, купса çемйинче кун çути курнă. Çамрăклах хресчен ěçне хăнăхтарса çитěнтернě пулсан та ачан чунě илемлěхе туртăннă. Çапла тума ашшě килěнчи пуян литература та, реальнăй училищěре вырăс литературипе вěрентекен, Л. Толстоя çывăх пěлнě П.А. Иванов-Панков пысăк витěм кÿнě. Шкултах драма кружокě ěçленě, Коля унта чи хастаррисенчен пěри пулнă. Асăннă кружокăн мухтавě часах Хусана та çитнě.

Ентешěмěр сцена валлиех çуралнă тейěн. Чулхулара çарта тăнă чухне те драма кружокне ертсе пынă, ун хыççăнхи кун-çулě пěтěмпех искусствăпа çыхăннă. Николай Дмитриевичăн биографийě пуян, вăл интереслě самантсенчен тăрать. Пурин пирки çырса кăтартма çук та пулě. Çапах та пултарулăх ěçěнчи тěп самантсене палăртса хăварас тетěп: 1935 çулхи чÿк уйăхěн 1-мěшěнче «РСФСР тава тивěçлě артисчě» ята тивěçнě; 1942 çулхи ака уйăхěн 11-мěшěнче «Богдан Хмельницкий» кинофильмри Богдан Хмельницкий ролěшěн Сталин премине илнě; 1947 çулхи кăрлачăн 27-мěшěнче ăна «РСФСР халăх артисчě» ят панă; 1947 çулхи чÿк уйăхěн 16-мěшěнче Еçлěх Хěрлě Ялав орденěпе наградăланă; 1949 çулхи ака уйăхěн 8- мěшěнче И. А. Сурковăн «Обида» спектаклěнчи Костюшко ролěшěн каллех Сталин премине тивěçнě; 1949 çулхи ака уйăхěн 19-мěшěнче СССР халăх артисчě пулса тăнă; 1963 çулхи çěртме уйăхěн 13-мěшěнче И. Штокăн «Ленинградский проспект» спектакльри Забродин ролěшěн К.С. Станиславский Дипломěпе тата медалěпе наградăланă; 1965 çулхи ака уйăхěн 22-мěшěнче «Маскарад» спектакльри Арбенин ролěшěн Ленин премине тивěçнě; 1966 çулхи кăрлачăн 10-мěшěнче Моссовет ячěллě театр сцени çинче юлашки, 310-мěш, хут «Маскарад» спектакльри Арбенин рольне вылянă; 1966 çулхи кăрлачăн 10-мěшěнче чěре чирěпе вăхăтсăр вилсе кайнă.

Палăртса хăварар: Н.Д. Мордвинов Моссовет ячěллě театрта 38 роль калăпланă. Çавăн пекех «Маскарад», «Последний табор», «Котовский», «Парень из нашего города», «В горах Югославии», «Смелые люди», «Когда улетают аисты», «Богдан Хмельницкий» тата ытти кинофильмсенче ÿкерěннě. Ентешěмěрěн чаплă ěçěсем пире хавхалантарса, мăнаçлантарса тăраççě, унăн çутă сăнарě, ячě вилěмсěр <.…>

Смирнова, Н. Сцена валлиех çуралнă ентешěмěр / Н. Смирнова // Хыпар. – 2001. – 17 нарăс.

© 2000-2010 Национальная библиотека Чувашской Республики,  naclibrary@cap.ru