Ресурсы О библиотеке Профессионалам        О Чувашии
 Ресурсы:
 Каталоги
НБЧР
 Каталоги
консорциума
 Электронная
библиотека
 Поиск по
сайту
 Справочная
служба:
 Спроси
библиотекаря
 О библиотеке:
 Новости
 Мероприятия
 Проекты
 Нормативная
документация
 История
 Публикации
 Основные показатели
 Адрес
 Услуги
 Отделы
 Администра-
ция
 Партнеры
 Почетные читатели
 Дарители
 Библиотеки
республики:
 Публичные
 Государ-
ственные
 Других
ведомств
 Профессио-
налам:
 Метод.
кабинет
 Работникам
культуры
 Издания
 Полезные
ссылки
 О Чувашии:
 Справка
 Чебоксары
 Чувашия в
рос. печати
 Новые книги
о Чувашии
 Периодика
Чувашии
Юбилейные даты
 Краеведение
 СМИ о куль-
туре Чувашии
 На главную
 Статистика:
Национальная библиотека Чувашской Республики

Библиотека - это открытый стол идей, за который приглашается каждый...
А.И. Герцен

Моисеев, Д. Пуçаруллă çамрăксен ăнтăлăвĕпе телейĕ çинчен


Чăваш Ен Правительстви республикăри пултаруллă та пуçаруллă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа аталанма майсем туса парас, пархатарлă шухăшĕсене пурнăçа кĕртме пулăшас тĕлĕшпе тĕллевлĕ ĕçлет. Çамрăксем вун-вун конкурса хутшăнса палăраççĕ, фестивальсенче хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ. 30 çула çитмен яшсемпе хĕрсене тĕрлĕ форума явăçтарасси те кирлĕ. Пĕлтĕр çамрăк çыравçăсен форуме йĕркеленĕччĕ. Çакăн йышши мероприяти хальхинче 30-а çитмен библиотекарьсене пĕрлештерчĕ. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан çамрăк специалистсем авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче ЧР Наци библиотекинче пухăнчĕç. Унта "Çĕршывăм манăн, Чăваш Ен" I форум ĕçлеме пуçларĕ.

Министр пархатарлă шухăша ырланă

Вулавăшра тăрăшакан хĕрсемпе каччăсен форумне йĕркелеме чи малтанах Наци библиотекин ĕçченĕсем шухăшланă. Пархатарлă тĕллеве ЧР культура министрĕ Роза Лизакова ырланă. Вулавăшра вăй хуракансем Çамрăк библиотекарьсен канашне йĕркелеме те май тупнă, унăн председательне Дарья Рябцевăна суйланă.

Икĕ куна тăсăлнă форума ЧР Президенчĕ Николай Федоров уçрĕ. Республика ертÿçи библиотека тытăмне аталантарас тĕлĕшпе туса ирттернĕ ĕçсене асăннипе пĕрлех кăçал вулавăш ĕçченĕсен шалăвне 32 процент ÿстернине, залра арçын-библиотекарьсем пурришĕн хĕпĕртенине палăртрĕ.

- Эпĕ хăй вăхăтĕнче шкулти вулавăшри мĕн пур кĕнекене шĕкĕлчесе тухрăм. Эсир те литературăна, хаçат-журнала кăмăлланине пĕлетĕп. Сирĕн ачасене, çамрăксене кĕнекене юратма, хисеплеме вĕрентмелле. Çын унпа кăсăкланма пăрахсан аталанаймасть, тантăшĕсем пек çитĕнÿ тăваймасть. Республикăри библиотекăсенче тăрăшакан 200 ытла çамрăкран 59-шĕ Президент стипендине тивĕçни савăнтарать. Апла пулин те влаç кăна çынна телейлĕ тăваймасть, мĕншĕн тесен кашнинех вăл хăйĕн аллинче. Çапах влаçăн ырă тĕллевсене пурнăçа кĕртме майсем туса памаллах. Хăвăршăн, пулас ачăрсемпе мăнукăрсемшĕн тар тăкмаллине яланах асра тытăр, - терĕ Николай Васильевич. Республика Ертÿçи библиотека тата архив ĕçченĕсен хушшинче ирттернĕ конкурс çĕнтерÿçисене дипломпа тата укçан премипе хавхалантарчĕ.

ЧР культура министре Роза Лизакова форума çамрăк специалистсене ăсталăх пухма, çĕнĕ шухăшсене пурнăçа кĕртме май туса парассишĕн йĕркеленине палăртрĕ.

- Паян кивелнĕ меслетсемпе ĕçе ăнăçлă йĕркелеме çук, çĕннисем кирлĕ.

Ун пеккисене вара çамрăксем шухăшласа кăларма ăста, - терĕ министр.

ЧР Наци библиотекин директорĕ Светлана Старикова форум Раççейри Çамрăксен çулталăкĕнче ĕçлеме пуçлани уйрăмах пĕлтерĕшлине асăнчĕ:

- Çакă яшсемпе хĕрсем алă усса ларманнине, малашлăхшăн тăрăшнине тепĕр хут çирĕплетет. Çамрăк специалистсем çĕнĕ проектсем сĕнни, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашмашкăн ăнтăлни хĕпĕртеме хистет.

Светлана Михайловна çитес çул Шупашкарта вулавăш ĕçченĕсен Пĕтĕм Раççейри IV форумĕ иртессине пĕлтерчĕ. Наци библиотекин ĕçченĕсем кăçал Саратовра иртекен мероприятие хутшăнма проект хатĕрленĕ те ĕнтĕ.

ЧР Вĕрентÿ министерствин çамрăксен политикин управленийĕн пуçлахĕ Оксана Ефремовăн шухăшĕпе, юлашки çулсенче çамрăксем мероприятисене уйрăмах хастар хутшăнаççĕ.

Библиотека - пачах урăх тĕнче

ЧĂВАШ Енри çамрăк библиотекарьсен пĕрремĕш форумне республикăри вулавăшсен чи лайăх ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Хăйсен ĕçĕ-хĕлне яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç Çамрăк библиотекарьсен перфомансĕнче çутатрĕ.

Çĕмĕрле районĕнчен килнĕ "Çамрăксен дебючĕ" ушкăн шÿтлесе те юптарса библиотекарĕн кун йĕркипе паллаштарчĕ. Сĕнтĕрвăрри хулинчен килнĕ хăнасем "Пуласлăх вулавăшĕ" электрон презентацийĕпе кăсăклантарчĕç: виççĕмĕш пин çуллăхра пурăнакансем компьютер технологийĕн саманинче хаçат-журнал кăна мар, кĕнеке те тытса курман. Страницăри сăн ÿкерчĕке пысăклатса пăхайманнипе аптăраççĕ, кĕнеке содержанине ăçта шырамаллине чухлаймаççĕ. Ватă библиотекарь кăна пĕлÿ çăл куçĕпе усă курма пĕлет. Вал çамрăксене пулăшать те. Çĕмĕрле хулинчи теп библиотека ĕçченĕсем пĕчĕк вулаканĕсем пулăшнипе Ева Лисина çырнă "Çĕньял ачисем" повеç сыпăкне лартрĕç.

Чи йышлă делегаци Канаш хулинчен çитнĕ. Тĕп библиотека ĕçченĕсем пуçтарăннисене "Вăрçă çинчен çырни" программăпа паллаштарчĕç. Çамрăксем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи периодика пичетне тĕплĕн тишкернĕ. Унта асăннă ентешĕсен кун-çулне çутатнă статьясене курсан лăпкă ларайман. Вĕсем инсценировка хатĕрленĕ. Вăрçă çинчен фильм урлă кăна пĕлекен ачасем те, салтака талпăнакан яшсемпе хĕрсем те сцена çинче пулчĕç. Куççуль кăларттаракан сырăва вуларĕç çамрăксем.

Çак вулавăшрах Сергей Иванов библиограф ĕçлет. Вал кăçал 21 çул тултарнă. Петровски колледжĕн Канашри филиалĕнчен вĕренсе тухсан ĕç шыраса хăшкăлман. Ĕçпе тивĕçтерекен центрта ăна библиотекăра програм¬мист кирлине пĕлтернĕ.

- Юпа уйăхĕнче вулавăш-ра ĕçлеме пуçланăранпа çул-талăк çитет, - тет вал. -Пĕлетĕр-и? Библиотекăра хама урăх тĕнчене лекнĕн туятăп. Коллектив питĕ тус-лă, пĕр-пĕрне пулăшатпар. Эпĕ программист пулсан та вулакансене кирлĕ кĕнекене тупса пама пултаратăп. Тепĕртакран фонда алăри пÿрнесем пекех пĕлсе çитĕп.

Елчĕк районĕн ял тăрăхĕсен хушшин-чи библиотека ĕçченĕсем "Манăн юрат-нă Елчĕк Ен" программăпа çитнĕ фору¬ма. Вĕсем вулавăш ял хуçалăх произ-водствин аталанăвĕнче информаци ен-чен мĕнле пулăшу Панине çутатрĕç. Библиотека тытăмĕнче çамрăксем те пур. Наталия Романова иккĕмĕш çул Елчĕкри ял тăрăхĕсен хушшинчи библио-текăра вăй хурать. Унăн амăшĕ те вулавăшра 30 çул ытла тăрăшнă.

Наталия ача садĕнче мар, кенеке çÿлĕкĕсен хушшинче ÿснĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех вулакана инте-реслĕ кĕнеке сĕнме пултарнă. Ют çĕршыв юмахĕсене ытларах кă-мăллать. Вал ташă каçĕнчен тав-рăнсан та халап вуламасăр çывăр-ма выртман. Библиотекари компь¬ютер технологийĕсемпе ĕçлет хĕр. - Сайта хыпар вырнаçтармал-ла-и, электрон презентаци хатĕр-лемелле-и, публикацисен базине çĕнетмелле-и - Наташăран пулăшу ыйтатпăр, - тет асăннă библиотека директоре Л.А.Зайцева.

Библиотека ĕçне çамраксем кÿленни савăнтарать. Форум вĕсене аталанма пулăшĕ, кун пирки иккĕленме кирлĕ мар.

Моисеев, Д. Пуçаруллă çамрăксен ăнтăлăвĕпе телейĕ çинчен / Дмитрий Моисеев, Ольга Нестерова // Çамрăксен хаçачĕ. – 2009. – 2 юпа. - С. 3.

© 2000-2010 Национальная библиотека Чувашской Республики,  naclibrary@cap.ru