Чăвашлăх çăл куçланнă ялта
Чăваш çĕрĕ, тăван халăхăмăр кăçал Аслă Вĕрентекенĕмĕр çуралнăранпа 160 çул çитнине паллă тăвать. Çак сумлă юбилее халалласа республикăра, Иван Яковлевич çут тĕнчене килнĕ Кăнна Кушкинче, чăвашсем пурăнакан пур регионта та çавра сĕтелсем, семинарсем, канашлусем, уявсем иртеççĕ. Ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче Тутарстан Республикинчи Теччĕ районне кĕрекен Кăнна Кушкине Çутта кăлараканăмăра хисеп тăвакансем пухăнчĕç: Тутарстанри Теччĕ, Çĕпрел, Элмет, Пăва районĕсенчи вулавăшсен библиотекарĕсем, Тутарстан Республи-кин наци библиотекин директорĕ Наиль Камбеев, Теччĕ районĕн тĕп библиотекин директорĕ Галина Харитонова, культура пайĕн пуçлăхĕ Юрий Сиякин тата ыттисем те. Асăннă мероприятие Чăваш Республикин делегацийĕ - ЧР Наци библиотекин директорĕн çумĕ Марина Андрюшкина, маркетингпа инноваци уйрăмĕн заведующийĕ Надежда Егорова, чăваш наци литературипе библиографи уйрăмĕн заведующийĕ Галина Соловьева, наукăпа тĕпчев тата периодика пайĕн тĕп библиотекарĕ Тамара Селиванова, И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш тата тухăç чĕлхе пĕлĕвĕн кафедрин доценчĕ Ираида Мукина тата Альбина Юрату поэт хутшăнчĕ. Семинара Тутарстан Республикин наци библиотекин директорĕ Наиль Камбеев уçрĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче çĕршыври 78 регионти, Европăри 38 патшалăхри библиотекăсемпе тачă çыхăну тытнине палăртрĕ.
- Çулленех тутар чĕлхипе çырнă 60-80 кĕнеке кун çути курать. Вĕсене эпир чикĕ леш енчи çĕршывсен тĕп библиотекисене ярса паратпăр. Кашни çулах тĕрлĕ наци кĕнекисене туянма бюджетран 200 пин тенкĕ уйăраççĕ. Анчах, шел те, хăш-пĕр республикăра тăван чĕлхепе сахал кĕнеке пичетленет. Ав Мари Элра пĕлтĕр виçĕ кĕнеке кăна çармăсла кун çути курнă, - палăртрĕ Наиль Акрамович. - 500 тĕслĕх библиотекăна хута яма вăй çитернĕ Чăваш Енрен тĕслĕх илмелли нумай. Вĕсен кашни вулавăшĕнче компьютер тата ытти цифра аппа-рачĕ пур. Ял ачисем Интернетпа усă кураяççĕ. Хальлĕхе пирĕн патра кун пек аталану çук.
Чăнах та, Чăваш Енри библиотека тытăмĕ юлашки çулсенче палăрмаллах çĕнелчĕ. Республикăри вулавăшсен аталанăвĕ пирки Марина Андрюшкина каласа пачĕ.
Вăл хăйĕн сăмахĕнче тĕслĕх вула-вăшра мĕн-мĕн пуррипе паллаштарчĕ, Республика кунĕ тĕлне фе-дерацин Атăлçи тăрăхĕнчи Б. Ельцин ячĕллĕ библиотеки хута каяссине пĕлтерчĕ, Наци библиотекин ĕç-хĕлне уçса пачĕ. Вулавăшра ĕçлекенсем чăвашсен паллă çыннисем пирки ятарлă дисксем хатĕрлеççĕ-мĕн. Унта сыхланса юлнă кадрсене, лентăсене, çавăн пекех çывăх çыннисен аса илĕвĕсене, поэт е писатель пултарулăхĕнчи сумлă ĕçсене кĕртеççĕ. Сăмах май, Андриян Николаев космонавт, Геннадий Айхи, Петĕр Хусанкай, Митта Ваçлейĕ поэтсем пирки ятарлă электрон изданисем хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ те. Çитес вăхăтра Иван Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхне туллин кăтартакан мультимеди кăларăмĕ кун çути курĕ.
Чăваш Республики ячĕпе наци библиотекин ĕçченĕсем Тутарстан Республикин наци библиотекине, районсен тĕп библиотекисене тата Кăнна Кушкинчи вулавăша И. Яковлевăн ĕç-хĕлĕпе пултарулăхне сăнлакан çĕнĕ кĕнекесем, чăвашсен паллă çыннисем çинчен хатĕрленĕ мультимеди кăларăмĕсем парнелерĕç.
Ираида Мукина семинара пу-хăннисене хăйĕн тĕпчевĕпе паллаштарчĕ. Ираида Васильевна И. Я. Яковлевăн халалне тахçантанпах тĕпчет, çавăнпа та ăна хăçан çырнине те, вăл ăçта упраннине те лайăх пĕлет. Вĕрентекенĕмĕр "çын пул" тесе пĕтĕм тĕнчене чĕнсе каланине палăртрĕ доклад вулакан. Килĕшмесĕр тăраймăн.
- И. Я. Яковлевăн чун халалĕ паян та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл хушнă кашни паях эпир тытса пыма тăрăшатпăр, - вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Ираида Мукина. Теччĕ районĕн тĕп библиотекине асăнмалăх "Яковлев çинчен хывнă чăн сăмах" кĕнекине парнелерĕ.
Тамара Селиванова диаспорăри вулавăшсен ĕç-хĕлне тишкернĕ май унти ачасемпе çамрăксем, аслисемпе ватăсем мĕнле кĕнекесем ытларах вуланипе, хăш должноçри çынсем тăтăшах библиотекăна килнипе, мĕнле авторсен кĕнекисене суйланипе паллаштарчĕ. Кунта та вулавăш "хуçисем" валли кăсăкли нумай пулчĕ: мĕнле писательсен кĕнекисене саккас памалла? Камсем валли ытларах курсе килмелле?
Надежда Егорова "Атăлпа Сăр хушшинче" наци кĕнекин фестивалĕ пирки каласа пачĕ.
- Çак мероприятирех "Çулталăкри чи нумай вуланакан кĕнекене" палăртатпăр. Кăçал 2006 çулта пичетленнисене тишкерĕпĕр. Мĕншĕн икĕ çул каяллахине тетĕр-и? Тухнă произведение çийĕнчех хак пама çук-çке. Ăна вулакансен илмелле, паллашмалла, - терĕ Надежда Тимофеевна.
Хăйĕн сăмахне вĕçленĕ май вăл тутар çыравçисене Патăрьел районĕнче ирттерме палăртнă тутар кĕнекин кунне йыхравларĕ.
Галина Соловьева ЧР Наци библиотеки пухса хатĕрленĕ электрон ресурсĕсене презентацилерĕ. Хăйĕн докладĕнче вулавăш ĕçченĕсем наци культурине сыхласа хăварас тата ăна аталантарас енĕпе çине тăрса тăрăшнине палăртрĕ. Чăнах та, Митта Ваçлейĕ, Петĕр Хусанкай, Праски Витти, Геннадий Айхи пирки хатĕрленĕ мультимеди кăларăмĕсем тĕпчевçĕсемпе студентсене, шкулти чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсене пысăк пулăшу курĕç.
Альбина Юрату поэт пухăннисене хăйĕн сăввисемпе паллаштарчĕ. Тăван халăхăмăр мухтавлă та пултаруллă пулнине чун витĕр тухнă сăвă йĕркисемпе ĕнентерчĕ. Альбина Васильевнăн çĕр ытла сăвви юрра хывăннă, вĕсене чăваш юрăçисем шăрантараççĕ. Çак юрăсен пуххине поэт Кăнна Кушкинчи библиотекăна пачĕ. Чун ыйтнă чухне чăваш юррисене пухăнса итлеме, вĕсемпе мăнаçланма ыйтрĕ.
Чăваш наци культурипе чĕлхине упраса хăварасси Тутарстан Республикинче мĕнлерех шайра пулнине Аслă Ăнă ял библиотекин пуçлăхĕ Ирина Тимескова уçăмлатрĕ. Вăл вулавăшра чăваш кĕнекисем çителĕксĕрри пирки пăшăрханса калаçрĕ.
- Ялта пурăнакансен 94 проценчĕ чăваш, вĕсенчен чылайăшĕ чăваш литературипе, культурипе паллашасшăн. Çавăнпах библиотекăра тĕрлĕ мероприяти ирттеретпĕр. Ялта 100 çултан каçнă икĕ ватă пур. Вĕсене ачасемпе, çамрăксемпе тĕл пултартăмăр. Хăйсен ĕмĕрĕнче нумай хура-шур курнăскерсем кун-çулĕнчи пăтăрмахсемпе, йывăрлăхсемпе паллаштарчĕç. Хăйсем тÿссе ирттернине пăшăрханса, çамрăксене хавхалантарса каласа пачĕç. Çавăн пекех библиотека çумĕнче тĕрлĕ клуб ĕçлет. Халь кăна ял историйĕ пирки кĕнеке хатĕрлерĕмĕр, - пĕлтерчĕ Ирина Николаевна.
Семинар ĕçне пĕтĕмлетнĕ май чăвашлăха сума сăвакансем умлă-хыçлăнах сăмах илчĕç. Вĕсенчен хăшне-пĕрне асăнмасăр иртеймĕн: "Шел те, чăвашсем тутарсем пек пĕр-пĕринпе хутшăнмаççĕ. Тутар тутаршăн кар! тăрать.
Ачасем чăваш пулса усейменни пăшăрхантарать мана. Çавăнпах фольклор ансамблĕ йĕркелеме шухăшларăм. Тум-тир çĕлеттерме спонсорсем шырарăм. Пĕрин патне кайрăм, хирĕçлерĕ, теприн патне çул тытрăм - пĕр чĕлхе тупаймарăмăр. Виççĕмĕшĕ ман ыйтăва йышăнчĕ. "Анчах укçан мар, хăма паратпăр. Сут та нухрат ту", - терĕ. Никама та сутай-маннипе упăшкана туян-ха терĕм. Кирлех мар пулин те мăшăрăм илчĕ, ачасем валли чăваш тумне çĕлеттертĕм". Е тата: "Эпĕ тутар хĕрарăмĕ, чăваша качча тухрăм. Мĕн пĕчĕкренех çак сăваплă яла килсе курас килетчĕ. Тинех ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ". Çак сăмахсене калакан Элмет районĕнчен Кăнна Кушкине килме çул çинче виçĕ кун ирттернĕ. Пăва районне кĕрекен Кушкă ял библиотекарĕ Светлана Уфинкина нумай паллă çынна çуратнă яла 600 тенкĕпе такси тытса килнĕ. Çакăнта пытанман-и чăваш чĕлхине, ăна пуçарса яракана, И. Я. Яковлева хисеплени, чăваш чунĕллĕ пулни, тăван халăх культурин пуласлăхĕшĕн тăрăшни...
Хăнасем Кăнна Кушкин сăваплă вырăнĕсемпе те паллашрĕç, Александр Алка çуралнă çурт вырăнне лартнă палăк умне чечексем хучĕç. 150 çулхи юбилей тĕлне Иван Яковлев килĕ вырăнĕнче часавай хăпартнă. Хăнасем унта çурта çутрĕç, чĕрĕ чечексем хучĕç. И. Я. Яковлев ячĕллĕ музейре пулса курчĕç. Кунти чăвашсен ĕç хатĕрĕсемпе, Аслă Вĕрентекенĕмĕр уçнă шкулти япаласемпе, ун кун-çулне кăтартакан хутсемпе, япаласемпе музей директорĕ Александр Пыркин паллаштарчĕ.
Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Кăнна Кушкинчи шкул умĕнче /çавăн пекех, музей çумĕнче теме те пулать / Иван Яковлев палăкне савăнăçлă лару-тăрура уçĕç.
Моисеев, Д. Чăвашлăх çăл куçланнă ялта / Дмитрий Моисеев // Çамрăксен хаçачĕ. – 2008. – 11 ака. – С. 8.
Скачать документ в *.pdf (с фотографиями, 380 Кб) >>>
|