Ресурсы О библиотеке Профессионалам        О Чувашии
 Ресурсы:
 Каталоги
НБЧР
 Каталоги
консорциума
 Электронная
библиотека
 Поиск по
сайту
 Справочная
служба:
 Спроси
библиотекаря
 О библиотеке:
 Новости
 Мероприятия
 Проекты
 Нормативная
документация
 История
 Публикации
 Основные показатели
 Адрес
 Услуги
 Отделы
 Администра-
ция
 Партнеры
 Почетные читатели
 Дарители
 Библиотеки
республики:
 Публичные
 Государ-
ственные
 Других
ведомств
 Профессио-
налам:
 Метод.
кабинет
 Работникам
культуры
 Издания
 Полезные
ссылки
 О Чувашии:
 Справка
 Чебоксары
 Чувашия в
рос. печати
 Новые книги
о Чувашии
 Периодика
Чувашии
Юбилейные даты
 Краеведение
 СМИ о куль-
туре Чувашии
 На главную
 Статистика:
Национальная библиотека Чувашской Республики

Библиотека - это открытый стол идей, за который приглашается каждый...
А.И. Герцен

Хусанкай, П. Пуçкăшăлє вырăнне / П. Хусанкай // Чăваш сǎмахлăхє : учебник-хрестомати : 9 класс валли. – Шупашкар, 1994. – С. 122-127 ; ѕавах // Ялав. – 1958. - № 3. - С. 28-29.


Аллă çул — çур ĕмĕр. «Çĕр çинче çĕр çул пурăнасчĕ!»—тесе такмакланă чăваш ваттисем. Анчах пирĕн поэт çур ĕмĕрне те тултараймарĕ... Асаплă пулчĕ унăн пурнăçĕ. Истори умĕнче эпир çакна пытарма пултараймастпăр. Аслă саманан аслă трагедийĕ — поэт калашле, «культ киремечĕ»— нумай çыннăн, вышкайсăр нумай çыннăн, трагедийĕ пулса тăчĕ.

Пирĕн партин ленинла чăнлăхĕ çиеле тухрĕ. Унччен çĕре кĕме ĕлкĕрнисене парти малашлăх умĕнче сăвапа кăларчĕ, сывă таврăннисене хăйĕн шанчăклă ăшă аллине пачĕ. Митта Ваçлейне те коммунистсен чăваш çĕршывĕнчи йышĕ, пĕтĕм гражданлăх тивĕçне тавăрса, хăйĕн юратнă еçне ĕçлеме хавхалантарчĕ. Вăл, Аслă Арапуç çынни, тăван ялĕнче куç хупрĕ те пĕтĕм чăваш кунçулне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлчĕ.

«Çуралнă çĕршывра вилекен — телейлĕ... Атте-аннепе юнашар пытарăр»,— темешкĕн ĕлкĕрнĕ поэт. Ырă кăмăл, таса чĕре, сăпайлăх. Нимĕнле аслă хисепе те хапсăнман вăл. Анчах ун пек нумай çынлă, ун пек пĕтĕм таврана хускатнă пытару чăваш хушшинче курманччĕ эпĕ çав таранччен.

Їçтан пĕлес: çуралнă çĕршывне асăнса, вăл, тен, хамăрăн тĕрлĕ çĕре сапаланнă нумай çыравçа асне илнĕ пулĕ. Çеçпĕл Украинăра выртать. Павлов тăприне Хура тинĕс хĕрринче шырамалла, Тал-Мăрса йĕрĕ таçта Çĕпĕрте çухалнă... Мĕн чухлĕ мал ĕмĕтлĕ сăмах салтакĕ пуç хучĕ тата иртнĕ аслă вăрçăра! Мĕн чухлĕшин çапăçаймасăр та, сăмах та çыраймасăр хупланмалла пулчĕ!

Çавсемпе танлаштарсан, поэтăмăр хăйне телейлĕ теме пултарнă: чăваш çĕрĕнче чăваш чĕри тапнă чух унăн тăпри тăлăх пулмĕ.

Ан тив, хисеп те, чыс та ан курам:
Пин юррăмран пĕри анчах юлайтăр,
Ǎна тăван ыр кăмăлпа юрлатăр,—
Вара ман канлĕ пулĕччĕ тăпрам.

Çапла çырнă унăн палăкĕ çине. Нумай та вăхăт иртмĕ — çак сăпайлă сăмахсене халăх кăмăлĕ таçтан курăнмалла çутатса ярĕ.

* * *

Митта Ваçлейĕ мĕн кĕçĕнрен Çеçпĕлĕн революци факелĕ пек çунса тăракан чĕри çутатнă Чĕрĕлĕх çулĕ çинелле туртăнать. Малтанласа, ялтан тухнă ытти ачасем пекех, хамăр пекех, вăл ансăр та тумхахлă сукмакпа пырать. Такăнкалать те каллех сиксе тăрать. Малалла утма пăрахмасть.

Çеçпĕл пĕтĕм чĕрĕлĕхĕн хăватлă паллине тăван чĕлхере курать. Ĕмĕрсем тăршшĕне «çичĕ ютсем» тустарнă, таптанă, мăшкăлланă, анчах тĕп тăвайман чăваш чĕлхи Çеçпĕле тĕлĕнтерсе ярать, шанчăк парать. Митта та, пирĕн ÿсĕмри пур çамрăк сăвăç пекех, Çеçпĕлĕн çав ĕмĕтне ăша илет.

Шанап, чĕлхемçĕм, ĕненетĕп
Сан чи тивлетлĕ ĕмĕтне.
Çунатлă пултăм — вĕçĕнетĕп
Ємĕт сĕткенĕ çĕнетме.

Çакăнтан пуçласа тăван чĕлхе теми (революципе культура хĕçпăшалĕ пулмалли чĕлхе теми) Митта поэзине çине-çинех кĕрсе пырать. Тăван чĕлхепе ĕçлейменни, чăвашла çырайманни, çырма май пулманни уншăн калама çук пысăк инкек пулса тăрать.

Шарланкă тăраймасть кĕрлевсĕр,
Вĕçмесĕр пурнаймасть хăлат.
Çырман поэт чăн-чăн телейсĕр,
Вăл, пулǎ пек, типпе юлать.

Çапла калать поэт патша самани сăнчăрласа тĕп тунă Тайăр Тимкки çинчен. Çак ăша çунтаракан сăмахсем хăй тÿссе курнă çыннăн чĕринчен кăна хайрăлса тухма пултарнă. Анчах шанчăк çухалман, ĕмĕт татăлман.

Ĕшеннисемшĕн çул çинче
Эс — шанчăк çăлтăрĕ ялан.
Тискер тăманлă каçсенче
Йыхравлă чан пек янăран.

Çапла туйăнать уншăн ытарайми тăван чĕлхе. Çавăн вăйне татах ÿстересшĕн, сăмах тутине пĕлсе, пĕтĕм чун хевтипе ĕçлетчĕ юлашки çулсенче пирĕн тусăмăр. Хăй каларăш, хальхаççăн çырнисем те, вилес умĕн виç эрне кăна малтан çырнă сăввисем те чăваш лирикин чи паха ярăмне шăрçаланса кĕрсе юлма тивĕçлĕ. Эпĕ «Авалхи садăмра...» тата «Тав сана!» çинчен ка-латăп.

Поэтăмăр тăван сăмахăн тутине пĕлсе, ăна перекетлĕн тыткаласа ĕçлетчĕ. Унăн çырса пĕтереймен «Тайăр» поэма сыпăкĕсем, «Пит маттур-çке Иванов бульварĕ...» тата ытти нумаях та мар сăввисем юлашки вăхăтри темĕн чухлĕ шупка сăвă-юрă çинче чăн-чăн енчĕ пĕрчисем пек йăлтăртатса тăраççĕ. Халăх чĕлхи, наци сăн-сăпачĕ, сахал сăмахпа нумай калама пĕлни, таса кăмăл, вĕри чĕре таппи, тарăн шухăш — акă мĕн туять вулакан Митта сăввисенче. Шăратса хывнă йĕркесем, сăвăсерен тĕрлĕ кĕвĕ, тĕрлĕ çавра темелле, тулли рифма — çак пурте хăй тĕллĕн тухса пынă пек, «чун тарĕпе» ĕçлени сисĕнмест, мĕншĕн тесен сăввăн тĕп шухăше, шалти тасалăхĕ кăмăла çавăрать. Мĕнле виçелĕх тата, туйăм виçелĕхĕ!

Миттан «Авалхи садăмра...» сăввинче пĕр саспалли те пулин улăштарма пулать-ши?

Авалхи садăмра, астăватăн пулсан,
Эсĕ лартнă пĕр йывăç пур ман.
Тăвăл çапрĕ ăна, хупăрларĕ тусан,
Анчах унăн тымарĕ хăрман.
Кил, пĕрле тăприне кăпкалар,
Шăварар, суранне имçамлар.
Чĕрĕл, туслăх, çулçă кăлар:
Сансăр пирĕн пахча хăтлă мар.

Çакнашкал чăн ăсталăх. «Чĕрĕл, туслăх» хыççăн пĕр сыпăк çитменни те кунта — вырăнлă пауза. Пахча çинчен кăна çырнă пек, анчах çыннăн мĕнле туйăмĕ çук çак сăвăра! Тĕрĕс туслăх, пурнăçри йывăр трагеди, хĕрÿ асаилÿ, хăйне улăштарман, сутман тÿрĕлĕх, именÿллĕ ĕненÿ, каллех пĕччен юласран шикленни («кил, пĕрле тăприне кăпкалар...»), çутă шанчăк, тÿссе курнă çыннăн чăн-чăн оптимизмĕ. Çак сăвва Лермонтовăн чи лайăх сăввисемпе танлаштарма пулать.

Çамрăк сăвăçсене пăхса ÿстерес ĕçе илсен те, Митта Ваçлейĕ хунă вăй пурне те лайăх курăнать. Ǎçта та пулин йăлтăр çути пек кăна çĕнĕ талант хĕлхемĕ палăрсан та, поэтăмăр ачаллах савăнатчĕ, ăна ÿстерсе амалантарма тăрăшатчĕ. Çав вăхăтрах хăйпе пĕр тантăшраххисене те куçран ямастчĕ. Александр Алган «Хамăръялсем» поэмине ытараймасăр çырнă статйи вăл хуçалла астуса пăхса пынине кăтартать.

Ман алăра Митта Ваçлейĕн 30 çул ытла ĕлĕкрех çырнă çырăвĕсем пур. Чи малтанхине 1926 çулта янă. Акă мĕн çырать унта 18 çул та тултарайман ача:

«...сăмах паратăп: эпĕ çавă ĕçе, чăваш халăхне малалла ярас йĕркене, нихăçан та, хамăн ĕмĕр иртсе каймасăр та, пăрахас çук!»

Çав çырурах хăй çинчен çакна пĕлтерет:

«Эпĕ Аслă Арапуçĕнче, Турхан вулăсĕнче, Патăръел уесĕнче 1908 çулта нарăс уйăхĕн 23 кунĕнче (кивĕ шутпа) çуралнă. Сакăр çултан пуçласа халичченех шкула çÿретĕп. 1922 çулхи пуш уйăхĕн 21 кунĕнченпе комсомолта тăратăп. Атте-аннесем манăн ялта чи начар пурăнакан хресченсем. Чĕмпĕре пĕлтĕр вĕренме килсе кĕтĕм. Сăвă çырма эпĕ 14 çултан пуçланă. 16 çулта (1924) çырнă пĕр сăвă «Çуралнă çĕршыв» çапăннă».

Çыру вĕçне «Канаш» союз членĕ Митта Ваçлейĕ» тесе алă пуснă. Ун хыççăн çав хут çинех «Ленина асăнса» ятлă сăввине çырса янă. Ǎна çав куннех — аслă çулпуç вилнĕ кун — шухăша кайса çырнă-мĕн. Унччен хăй Шелепин Ленин çинчен çырнă сăввине вуласа киленни палăрать: сăвă ритмĕ те, ыйтуллă пуплевсем те çавăнни евĕрлĕ тухнă.

Çав сăвăпа пĕрле янă тепĕр çырăвĕнче вăл мана çапла йăпатать:

«Ан пăшăрхан, тантăш! Сана юлташа хĕрÿ чĕреллĕ чăваш-пулхăр йăхĕнчен çуралнă ывăл-хĕрсем сиксе тухĕç! Їна эс шанса тăр!»—тет. Унччен кăшт кăна малтан эпир унпа иксĕмĕр пуçласа паллашнăччĕ. Шупашкарта ун чух ялкорсен пухăвĕ пуçтарăннăччĕ. Митта Ваçлейне эпĕ халĕ тĕрленĕ шурă кĕпепе, çĕнĕ çăпатапа, улăм шĕлепкепе куратăп. Аллинче ĕнтсе тĕрлесе тунă, лак сĕрнĕ туя пурччĕ. Хаваслă, йăлт-ялт куçлă, хастарлă йĕкĕтчĕ вăл. Çĕнеле пуçланă чăваш ялĕн каччи.

Нимрен ытла эпир, паллах, чăваш культури çинчен, уйрăмах — чун туртнă поэзи çинчен калаçнă пулмалла. Хурланкаласа та илнĕ-и, тен. Çавăнпа йăпатать те вăл мана.

Манра поэтăн ун чухнехи çичĕ сăвви упраннă. Çиччĕмĕшĕ — 1929 çулта Тикеш ялĕнчен уçă çырупа янăскер («Уççырупах калаймăн нимĕн...»). Ун чух Митта ачасене вĕрентсе пурăннă.

Çав çулсенчи тинрех тĕнчене тухса пыракан поэт мĕнле шухăш-кăмăлпа пурăннине çырусенчи сыпăксем те аван кăтартса параççĕ пулĕ тетĕп эпĕ. 1928 çул пуçламăшĕнче акă мĕн çырнă вăл ман пата:

«Їçта-ши вăл, пурнăç тутине, сĕткенне, илемне чухлакан «çамрăклăх!.. Чăваш хушшинче пур-ши пĕр вунă çамрăк, вунă талантлă çамрăк! Çук пулмалла. «Эпир пултаратпăр, эпир — комсомолецсем, çамрăклăх хÿри вĕçĕнче явăнса пымастпăр» тени çителĕксĕр...»

Çĕнĕрен çыру çÿретесси Миттапа пирĕн 1955 çулта тин пуçланса кайрĕ. Туптанса, хăйранса, пиçĕхсе çитнĕ хурçă пек янăрать унăн çырăвĕсенче тăван чĕлхе. Пурнăç хуранĕнче шăраннă кăмăлĕ ылтăн пек таса.

«Çитет ĕнтĕ, именекен илемлĕ тесе, тута çине тутăр вĕçĕ тытса тăни! Пирĕн именÿпе вĕсен ĕненÿне (хăйсене хăйсем ĕненнине) сиплештерсен, ман шухăшпа, тĕнчене чыс кÿрекен вырăс сăпайлăхĕ евĕр çĕнĕ пахалăх çуралмалла...»—тет вăл. Е тата:

«...Тусусем ăслă, вăйлă, ĕмĕтлĕ — пирĕн çĕршыври Ленинла чăнлăх пекех! Çавăншăн пурăннăçем пурăнас килет. Тăван халăхшăн, хур шăмми тытакан хур курас çук...»—тет.

Анлă шухăшпа, çирĕп ĕненÿпе, яланхи таса кăмăлĕпе, кунне-çĕрне пĕлмесĕр, кирпĕч çине кирпеч хурса пычĕ пирĕн пĕрлехи çуртăмăра — литература çуртне — купалама Митта Ваçлейĕ.

* * *

Пирĕн таврари чăвашсем çамрăксен çурхи вăййине уяв теççĕ. Уява тухас, уяв калас теççĕ.

Пĕлтĕрхи çĕртме уйăхĕнче чăнах та çĕртмери пек шăрăхра мана çав уяв ăсатнă чухнехи аса килчĕ. Аслă Арапуç урамĕсем тăрăх таçтан-таçтан пынă çын каллĕ-маллĕ хутларĕ. Унтан вĕсем пурте, пытару кĕвви калакан мусăк сассине итлесе, пĕр еннелле утрĕç. Пуçне чикнĕ çамрăк чăваш ывăлĕ-хĕрĕ темĕн чухлĕ чечек, пуçкăшăлĕ çĕклесе пычĕ. Ватти те, вĕтти те хутшăнчĕ çав юлашки тирпейлĕве. Хăмач сарнă хыр тупăкра выртакан «хамăр ял çыннине» хисеп тăвас тесе, ялйыш час-часах тупăкпа пыракан машин умне çула урлă тенкел кăлара-кăлара лартрĕ. Йăли çапла: курса юлар, тăванăм, ман килĕм умĕнче те пăртак чарăнса тăр...

Ашшĕ-амăшĕ çавăрнă тĕп çуртран пуçласа уй хапхинчен тухиччен çын тăсăлчĕ. Уçă тупăкра тĕрленĕ чăваш кĕпипе выртса пычĕ вăл, хăйĕн хĕрĕсем Нарспийĕн, Силпийĕн, Илемпийĕн амăшĕ парне панă кĕпепе выртса пычĕ вăл — хăйне нихăçан та хĕрхенмен, хăйĕн хакне пĕлмен, çыншăн ача пек савăнакан сăпайлă сăвăç. Унăн кăкăрĕ çинче çÿхе кăна, пĕчĕк кăна сăвă кĕнеки, халăхăмăра пĕтĕм таса кăмăлĕпе парнеленĕ «Кăмăлтан» кĕнеке, ылтăн саспаллисемпе çуталса пычĕ.

"..Шăтăкăн тăватă кĕтессине тăватă юман юпа ларчĕ. Хăма урай сарăнчĕ. Хупнă тупăка пир тăрăхсемпе антарчĕç. Мачча сарчĕç: тÿрех тăпра ан пустăр, çăмăл пултăр...

Палăк ларчĕ. Тĕмеске çине тĕмескинчен нумай çÿллĕ чечек пуç кăшăлĕ купаланчĕ. Ман сăпайлă пуç кăшăлĕ те çавăнтаччĕ.

Тусăмсем, пĕлĕш-тантăшсем, чăваш поэзине юратакансем! Сирĕн ырă сăмахăр пуç кăшăлĕ вырăнне пултăр.

Ирĕклĕ чăваш халăхĕн социализм культурине кĕрекен илемлĕ те витĕмлĕ сăмах ăсталăхĕ халăхăмăр ятне çултан-çул çĕклесе пырать. Çакă хавхалантарать чуна. Тăван культура капанне нимери пек пĕрлешсе хывса пырар. Унăн тăрри курăнмасть-ха пире. Пĕри çĕмел кÿрĕ, тепри — тĕм, виççĕмĕшĕ — пĕр кĕлте, тăваттăмĕшĕ — тутă та сулмаклă пĕр пучах кăна-и, тен... Пĕрне те сая ярар мар, тирпейлĕ купалар. Çавăншăн, поэт каларăшле, пурăннăçем пурăнас килет. Вăл хăй те хăйĕн чи паха сăввисенче пурăннăçем пурăнĕ, хăйне ĕмĕрех ырăпа асăнтарĕ.

© 2000-2010 Национальная библиотека Чувашской Республики,  naclibrary@cap.ru