Ăслăлăх кĕнекин кунĕ
Ĕнер Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче Ăслăлăх кĕнекин кунĕ иртрĕ. Кунта «Чăваш халăх пултарулăхĕ. Ваттисен сăмахĕсем» (пухса хатĕрлекенĕ, ум сăмахпа ăнлантарусене çыраканĕ О. Н. Терентьева), «Чăваш халăх пултарулăхĕ. Истори халапĕсем» (пухса хатĕрлекенĕсем О. Н. Терентьева, О. Н. Ефимова, Т. И. Семенова), «Народная культура и патриотическое воспитание детей и молодежи» Н. И. Димитриевăпа М. А. Соловьева кĕнекисен презентацийĕсем пулчĕç. Мероприятие кĕнекесен авторĕсем, редакторĕсем, ăсчахсем, студентсем пухăнчĕç. И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн культура факультечĕн студенчĕсем хатĕрленĕ «Аваллăх халапĕсем» литература композицийĕпе, ачасен «Илемпи» фольклор ушкăнĕ хăйĕн юрри-ташшипе савăнтарчĕç.
Çавăн пекех ЧПГĂИ çĕнĕ кĕнекисемпе паллашма май пулчĕ.
Михайлова, Т. Ăслăлăх кĕнекин кунĕ / Татьяна Михайлова // Хыпар. – 2008. – 24 ака.
|