Воробьев А. Улăп
(И. Я. Яковлева асăнса)
1. Ахăрсамана
Ахрат тěпне, сěм вăрмана
Чăваш пытаннă хěн-хуртан.
Çапах та ахăрсамана
Ăна асапсăр хăварман.
Ăна хăратнă киремет.
Çулран çěтернě арçури.
Чăваш, эс пулнă, шеремет,
Чиркÿпеле патша чури.
Хаярлăх тулнă кăкăрна,
Ирěкленмен çапах тěнче.
Куççуль шăрçиллě юрруна
Упранă эс хуп хушшинче.
Шух ěмěтсем çутта чěнни
Çитереймен телей тěлне.
Тÿре-шаран хура ěни
Кавленě сан кěнекÿне.
Çапах эс шанчăк çухатман.
Чăваш, эс пурăннă кěтсе
Хăвна çутта кăларакан
Хастар çын улăп килессе.
2. Кăвак хуппи
Ламран лама хыпар çÿрет.
Чăваш ачи, пěл, хěпěрте!
Хут вěренме илеççě, тет.
Шкул уçнă имěш Чěмпěрте.
Кěтсеччě улăп килессе.
Çав улăп - Яковлев иккен.
Тěттěмлěхе ăспа сирсе
Çутта тухмашкăн чěнекен.
Чăваш вăл, курнă вăл хěн-хур,
Тăван çырулăх юрăçи.
Ун ятлă-сумлă тусě пур -
Илья Ульянов, ырă çын.
Инспектора пěлет пур ял.
Телей ăна çул çÿресси.
Миçе çěрте çиçет йăл-ял
Вăл уçнă шкулăн чÿречи?
Пит йывăр, Яковлев, сана.
Пăватъ-çке самана алли.
Çапах илем кÿрет сăнна
Хěрÿллě ěненÿ палли.
Мал ěмěтпе, çěн кун ятне
Хěрет çěршер ача чěри.
Йěрлерě Чěмпěр урамне
Çич пушăт çăпата йěрри!
3. Çутта тухни
Хăватлăн, юррăмăр, кěрле!
Манми вунçиччěмěш çулта
Ытти пур халăхпа пěрле
Эпир те тухрăмăр çутта.
Октябрь панă ырлăхпа
Телей куратпăр кунсерен.
Букварь пилленě улăпа
Мухтатпăр ěмěр чěререн.
Хакланă Ленин та ăна,
Ăна вăл пулăшнă ялан.
Чăваш куçне уçакана
Пěлсе вăл тăнă ачаран.
Пиртен вăл кěтнě ыррине,
Çěр пин сăмахлă халăхран.
Чăваш та хăйěн хăватне
Çěклерě çăлтăрсем таран!
Тěп хуларан яла çити
Яковлева кашни пěлет.
Тахçан вăл уçнă шкул çути
Халь аслă шкул пулса çиçет.
Эс акнă ырă вăрлăхран
Çěкленчě, кур, парка хунав
Хăвна юратнă халăхран
Мухтав сана, чунтан мухтав!
Воробьев, А. Улăп : [сăвă] // Воробьев А. Хěвел çаврăнăш / Алексей Воробьев. – Шупашкар, 1969. – С. 87-89.
|