Ресурсы О библиотеке Профессионалам        О Чувашии
 Ресурсы:
 Каталоги
НБЧР
 Каталоги
консорциума
 Электронная
библиотека
 Поиск по
сайту
 Справочная
служба:
 Спроси
библиотекаря
 О библиотеке:
 Новости
 Мероприятия
 Проекты
 Нормативная
документация
 История
 Публикации
 Основные показатели
 Адрес
 Услуги
 Отделы
 Администра-
ция
 Партнеры
 Почетные читатели
 Дарители
 Библиотеки
республики:
 Публичные
 Государ-
ственные
 Других
ведомств
 Профессио-
налам:
 Метод.
кабинет
 Работникам
культуры
 Издания
 Полезные
ссылки
 О Чувашии:
 Справка
 Чебоксары
 Чувашия в
рос. печати
 Новые книги
о Чувашии
 Периодика
Чувашии
Юбилейные даты
 Краеведение
 СМИ о куль-
туре Чувашии
 На главную
 Статистика:
Национальная библиотека Чувашской Республики

Библиотека - это открытый стол идей, за который приглашается каждый...
А.И. Герцен

И. Я. Яковлев – халăх педагогĕ


Чăвашсен аслă педагогě И. Я. Яковлев 1848 çулхи апрель уйăхěнче Чěмпěр кěпěрнинче, Пăва уездне кěрекен Кăнна Кушки ялěнче çуралнă. Вăл çуралсан виçě кунтанах унăн амăшě вилсе выртнă. Ивана пăхса ÿстерме вара кÿршěри суккăр Пахомов старик хăйсен çемйине илнě. Çапла, чăвашсен пулас педагогě çуралсан виçě кунтанах чăваш халăхěн ырă йăлипе тěл пулнă. Тăлăха юлнă ачана çемьене илсе хăйсен ачисемпе танах пăхса ÿстересси, чăнах та, чăвашсен ырă йăли пулнă. Çак йăла хушнипех вěсен урамěнчи тин çеç çăмăлланнă хěрарăм тăлăха юлнă ачана хăйěн ачипе йěкреш пулнă пекех ěмěртсе ÿстернě. Пахомовсен çемйинче ăна пурте хăйсен ачине пăхнă пек пăхнă. Ахальтен мар ěнтě И. Я. Яковлев шкула çÿреме пуçличченех хăй ют çемьере пурăннине пěлеймен.

Ырă кăмăллă чăвашсен ырă йăлисем И. Я. Яковлев чěрине ача чухнех кěрсе вырнаçнă. Ача чухнех, пăртак ăс кěрсен, унăн çак ырă кăмăллă çынсене ырă тăвас шухăш çуралнă. ÿснěçемěн, вěреннěçемěн ку шухăш-ěмĕт аталанса, амаланса пынă, сарăлнă та ěмěт, тарăнланнă та шухăш: пĕтěм халăха ырă тăвасчě, вăй çитнě таран ырлăх кÿресчě. Çамрăк чухне çуралнă çак шухăш-ěмěт И. Я. Яковлев чěринчен, пуçěнчен мěн виличченех тухман.

Ача чухнех И. Я. Яковлев питě ăслă пулнă. Тěплě çавăрса илсе шухăшлама ăна, тен, çав суккăр старикех вěрентнě пулě. Унăн ачалăхне пěр лайăх чун-чěреллě çамрăк та чылаях илемлетнě. Ку Иван Яковлевичран чылай аслă Матви Иванě пулнă. Пěр ятлă икě çамрăкăн, çулěсем пěр пек мар пулин те, интересěсем пěрешкел пулнинчен тěлěнмелли çук: пулас педагог ăс-тăн тěлěшпе хăйěн тантăшěсенчен чылай малта тăнă, çавăнпа та ăна хăйěнчен аслă Матви Иванě пек ăслă юлташ кирлě пулнă. Икě Иван пушă вăхăтсене час-часах пěрле ирттернě, ялтан икě çухрăмри утара çÿренě; унта вěсем юнашар ларакан икě хурама турачěсене пěрле çыхса йăва тунă та çěр каçиччен çăлтăрсем çине пăхса киленнĕ, вěçě-хěррисěр юмах янă. Калас пулать, халăхăн сăмах вěççěн çÿрекен пултарулăхěпе тěплěн паллашса ăна юратма Иван Яковлевича Пахомов старик çеç мар, Матви Иванě те нумай пулăшнă. Матви Иванě, юмах яма ăстаскер, чылай чух вěсене çěнетсе-урăхлатса та каланă. Тепěр чух И. Я. Яковлевăн Пахомов старик каласа панисене Матви Иванěн юмахěсемпе танлаштарса пăхма та май кнлнě. Тен, çак танлаштарусемех вăйлă ăс-тăнлă ачана шухăша янă, халăх пултарулăхě яланах аталанса пынине кăтартнă, ăна ятарласах та аталантарма майсем пуррине ăнланса илме пулăшнă.

Пурăннăçемěн Иванпа тěл пулса калаçасси сайраланса пынă, ÿснěçемěн вěсен пушă вăхăт сахаллана пуçланă. Пурнăç И. Я. Яковлева питě çамрăкла ěçе явăçтарнă. Вăл ачаллах хуçалăхри тěрлě ěçе хăнăхнă: сÿреленě, сухаланă, тырă вырнă, утă çулнă, пуçтарнă, пысăк пушă çакса кěтÿ кěтнě...

Сакăр çула çитсен, И. Я. Яковлева хиртенех Пăрăнтăкри шкула вěренме илсе кайнă. Пахомов старик, хăйне çавăтса çÿрекен ачасăр тăрса юлсан, хуйха ÿкнě. Шкул пуçлăхне кучченеçсем паркаласа И. Я. Яковлева шкулта вěренессинчен хăтарма та хăтланса пăхнă, анчах усси пулман.

Пăрăнтăкра И. Я. Яковлев Мушкеев хушаматлă вырăс хресченě патěнче пурăннă. Çак çемье те ăна, тăлăхскере, питě лайăх пăхнă. Мушкеев ачисем ăна питě кăмăлланă, арăмě вара час-часах ачашлакаланă, хăш-пěр чух тутлă апат-çимěçпе те хăналанă, чěнме те ăна «Ванюшка» тесе кăна юратса чěннě.

Вырăс çыннисен çемьери ырă йăлисем те И. Я. Яковлевшăн ěмĕр асăнмалăх пулнă. Ĕçпе пурăнакан çак ырă кăмăллă вырăс çемйи пулас педагог чěринче аслă вырăс халăхне пěтĕм кăмăлтан юратас туйăма амалантарса яма пулăшни пирки нимěн иккěленмелли те çук.

Иван Яковлевич мěн çуралсанах курма пуçланă хурапа шурра, тÿсме тытăннă нушапа терте каласа та вěçне тухаймăн, çырса та пěтереймěн. Нумайăшне халě аса илетěн те ирěксěрех çÿçенетěн. Пăрăнтăкра пěрремěш çул вěреннě чухне октябрь уйăхě вěçнелле И. Я. Яковлев питě вăйлă чирлесе ÿкет. Кăшт сывалсан, çěнě çултан вара малалла вěренме пуçлать. Анчах унăн каллех вěренесси ăнăçмасть: çěрле çывăрнă чух сентре çинчен персе анать те пуçне шăтарса виçě кунччен тăнне çухатса нимěн пěлмесěр выртать. Пăртак самайлансан, вăл Кушка каялла таврăнать. Çапла вара, «инкек çине синкек тенě» пек, И. Я Яковлева пěрремěш çулěнче Пăрăнтăк шкулěнче йěркеллě вěренме тивмест те.

Пăрăнтăк шкулěнчи йěркесем питě майсăр пулнӑ. Вěрентнин тěле-йěрě пулман тесен те йăнăш пулас çук. Вěрентессе кунта кěçěннисене аслăраххисем, хăйсем кăштах вěреннисем вěрентнě. Кун пек ачасем пěр-пěрне вěрентнине ăна Белльпа Ланкастер системи теççě. Ку системăна акăлчан педагогěсем шухăшласа кăларнă. Вăл мěншěн тата кама кирли каламасăрах паллă. Пуçпулса тăракан классем ěççыннисен ачисене вěрентесшěн пек пулма тăрăшнă, анчах вěсем укçа-тенкě çак ěç валли тăкакласшăн пулман: 300–800 ача валли пěр учитель çеç уйăрса панă. Нумай чух, çавăнпа та, çакăн евěр вěрентÿ ячěшěн çеç пулнă.

Пăрăнтăк шкулěнче вěренекенсем хушшинче çитěнсе çитнě ачасем те пулнă. Вěсем темěн тěрлě киревсěр ěçсем те тунă. Вăйсăррисенчен, кěçěнреххисенчен темěнле мăшкăлласа та кулнă: хěненě, асаплантарнă, килтен парса янă кучченеçěсене турта-турта илнě. Çакăн çинчен шкул пуçлăхě те, шкул хуралçи те пěлмен. Вěсем пур чух ачасем хăйсене йěркеллě тытнă, иртěхнě чух сасартăк пуçлăх е хуралçă килсе кěресрен алăксем патне хурал тăратнă.

Пăрăнтăкри шкулта вěреннě чух И. Я. Яковлев Мушкеевсен çемйинче пурăнни унăн пурнăçне чылаях çăмăллатнă, çак вăйлă çемьере пурăнакан ачаран мăшкăллама ирсěр йěксěксем те хăракаларах панă. Мушкеевсен çемйи И. Я. Яковлевшăн Пăрăнтăк шкулěнчен те хаклăрах пулнă. Хăй вăл каярахпа ку шкул çинчен асăнса çапла çырнă: «Пăрăнтăкри шкулта вěреннě вăхăт çинчен тата унта çамрăк ачасем мěнле пурăнни çинчен манăн пуçра ěмěрлěхех йывăр шухăшсем юлчěç; çамрăк ачасене унта аслăраххисем, пăсăлса кайнăскерсем, мěн тăвас тенě, çавна тăватчěç...»

Анчах та «хурлăхсăр ырлăх пулмасть» тенě пек çак шкулта вěренни те пулас педагогшăн харама кайман: хăй кайран Чěмпěрти чăваш шкулне туса хурсан, вăл кунти чăн-чăн йěркешěн ырми-канми кěрешнě, ăна ку тěлěшпе никам та улталайман – Пăрăнтăк шкулěнчи ирсěрлěхсем куç умěнчех тăнă, вěсем ăслă педагога яланах сыхă пулма чěннě.

1860 çулта И. Я. Яковлев Пăрăнтăкри шкултан вěренсе тухнă, пěлÿ тěлěшпе вăл чи малти пулнă. Çавăнпа та ăна малалла вěренме Чěмпěрти мишавайсен шкулне янă. Ку шкулта вăл виçě çул вěреннě. Шкула лайăх пěтерсе тухнă хыççăн вăл виçě çула яхăн тěрлě кěпěрнесем тăрăх çěр виçсе çÿренě.

Чěмпěр, Хусан, Самар кěпěрнисенче ěçлесе çÿренě чух И. Я. Яковлев вырăс, чăваш, тутар, мари, мордва ялěсенче пулнă. Тěрлě халăхсем пурăнакан вырăнсенче çÿрени, тěрлě халăхсен çыннисемпе тěл пулса калаçни, вěсен йăлисемпе паллашни И. Я. Яковлевăн тавракурăмне аслăлатнă, Мушкеевсен çемйинче пурăннă чухнех çуралнă интернационализмла туйăмне аталантарнă, тěреклетнě. Халăх хушшинче, ялтан-яла çÿренě чухне И. Я. Яковлев чăваш халăхне вěрентсе, унăн культура шайне хăпартса пыма кирли çинчен шухăшлама пуçланă.

Çак шухăша пурнăçлас ěмěт те унăн çав вăхăталлах çуралнă. Тăван халăха çутта кăларас йывăр ěçе хăйěнех пуçарса яма тивесси пирки шухăшлама та вăл ун чухнех хăюлăх çитернě. Вăтам ăс-тăнлă, тÿлек кăмăллă çын пулман çав вăл. Халăх хушшинче ăслă çын сахал мар. Анчах И. Я. Яковлев халăхра тěл пулакан çынсен ытларахăшě пек çеç пулман. Вăл тěлěнмелле ăс-тăнлă, канăçсăр кăмăллă, хěрÿ чун-чěреллě çын пулнă. Ун пек çынсем çинчен истори «аслă çын», тет, е «гени», тет. Ун пек çынсем кашни çулах çуралмаççě, вěсене кирлě тапхăр е самана çуратать, хăйсем те вара вěсем наука, культура е пěтěм халăх историйěнче те çěнě тапхăр пуçарса яраççě. И. Я. Яковлев чăваш халăхěн çавăн пек ывăлěсенчен пěри пулнă та ěнтě.

И. Я. Яковлев лайăх чухланă: халăха çутта кăларас тесен, унăн хăйěн пысăк вěреннě çын пулмалла. Май пур таран кулленех вěренме тăрăшнă вăл. Темěнле йывăр пулсан та, çак шухăша пăрахман. Тен, хăйěн малашнехи çителěклě те лăпкă пурнăçě çинчен çеç шухăшланă пулсан, çутă ěмěчěсене пурнăçлама унăн хастарлăхě çитес те çукчě пуль. Çěр виçсе çÿресех вăл пуйса кайма та пултарнă, ăна ку ěçе лайăх пěлнěшěн питě пысăка хурса хакланă.

Анчах И. Я. Яковлев тăван халăхăн чăн-чăн тăван ывăлě пулнă. Вăл хăйěн пуян та çутă пурнăçěшěн мар, халăхăн çутă ěмěчěшěн тăрăшнă. Халăхăн телейлě малашлăхěшěн кěрешни ăна вăй панă, хастарлăх хушнă. Нимěн çине пăхмасăр вăл малалла тапаланнă, епле пулсан та гимназие вěренме кěресшěн пулнă.

И. Я. Яковлев вěренме тăрăшнине вырăс çыннисем кăмăлланă, май пур таран вěсем пултаруллă та хастар çамрăка пулăшса тăнă. Вăхăчě те ун чух уншăн ăнăçлă та меллě вăхăт пулнă: ку вăл вырăссен интеллигенцийě хушшинче ирěке тухассишěн пыракан юхăм тапхăрě. Çак юхăма хутшăнакан е ырлакан, паллах, вырăс мар халăхсен интересěсене, вěсене çутта кăларас ыйтăва начар мар ăнланнă.

Пысăк йывăрлăхсене çěнтерсе И. Я. Яковлев, вырăс çыннисем пулăшнине пула, удел департаментěнчен ěçрен тухнă та Чĕмпěрти гимназие вěренме кěнě.

Гимназири вěренÿпе пурнăç йěркисене Пăрăнтăк шкулěнчи йěркесемпе танлаштармалли те çук. Вěсем çěр виçме хатěрлекен шкулти йěркесенчен те лайăхрах пулнă. Кунта этеме хисепленě çеç те мар, этеме хисеплеме те вěрентнĕ. Ку вара Яковлевăн тăван халăха çутта кăларас ěмěчěсене тата вăйлăрах аталантарнă, çěнě шухăш-туйăмсем çуратнă. Гимназире малтанхи çул вěреннě чухнех вăл чăвашсен пуçламăш шкулсем кăна мар, гимназисемпе аслăрах шкулсем те пулмалли çинчен шухăшлама-ěмěтленме пуçлать. Чăвашсен пуçламăш шкултан аслăрах пěрремěш шкулне хăех уçма шут тытать. Ку шухăша пурнăçлас тěлěшпе вăйне шеллемесěр ěçлет.

И. Я. Яковлев шкулĕн чăваш халахĕшĕн тунă тава тивĕçлĕ ěçĕсем

И. Я. Яковлев Чěмпěрти гимназин улттăмěш класěнче вěреннě чух виçě чăваш ачине ялтан хăй патне чěнсе илнě те вěсене вěрентме пуçланă. Ăна ку ěçре кулленех унăн юлташěсем – ырă кăмăллă вырăс ачисем Панаевпа Соколов пулăшса пынă. Çапла вара чăваш халăхне çутта кăларас ěçе пуçарса янă кунтанах И. Я. Яковлев вырăс çыннисенчен пулăшу илсе тăнă. И Я. Яковлев. хăй туса хунă шкулăн малтанхи тапхăрне «шкул-хваттер» тесе каланă. Шкул-хваттер чăн-чăн шкул пулса тăтăр тесе И. Я. Яковлева аслă Ленинăн ашшě–И. Н. Ульянов, 1869 çулта Чěмпěре куçса килнěскер, сахал мар пулăшнă. Уйрăммăнах, çак пулăшу И. Я. Яковлев Хусан университетěнче вěреннě чух кирлě пулнă.

И. Я. Яковлев университетра вěреннě чух та хăй туса хунă шкулпа çыхăну тытма пăрахман. Вăл унта вěренекенсене, вěрентекенсене питě нумай çыру ярса тăнă, май пур чух Чěмпěре киле-киле кайнă, хăшпěр чухне Яковлев шкулěнче вěренекенсем те Хусана çÿрекеленě. Çак çырусенче пуринче те И. Н. Ульянов шкул пурнăçěпе пěрмаях интересленни курăнса тăрать. Сăмахран, 1871 çулхи январěн 23-мěшěнче Игнатий Иванов И. Я. Яковлева çапла çырнă: «Эпě вырсарникун Илья Николаевич патне каятăп, калаçас тетěп унпала...» Тепěр çырăвěнче çав çулах мартăн 14-мěшěнче çырнинче вăл çапла пěлтерет: «Ĕçсем аван пыраççě, ачасем те лайăх вěренеççě. Пирěн патăмăрта Илья Николаевич пулчě. Вăл манпа тěрлě ěçсем çинчен калаçрě, хамăр ялти шкулăн планне ÿкерме хушрě... Унтан тата вăл подрядчик пуррипе çуккине, унăн йывăçě мěнлине ыйтса пěлме хушрě». Çак çырура илсе кăтартнă сăмахсем нумая пěлтереççě. И. Н. Ульянов Чěмпěрти чăваш шкулне тěреклетессишěи ěçленипе çеç çырлахман, çав вăхăтрах чăваш ялěсенче те шкулсем уçассишěн тăрăшнă.

Каламалла, чăваш шкулне пуçарса янă чух И. Я. Яковлев хăй лайăх тĕслěх парса тăни те нумай енěпе хаклă пулнă. Акă, сăмахран, чăваш шкулěнче ěçленě учитель Калашников 1871 çулхи мартăн 9-мěшěнче И. Я. Яковлева çапла çырать: «Сирěн çырăва илсен тепěр куннех ěçлеме пуçларăм, Иван Яковлевичпа (Христофоров, гимнази преподавателě.– Г. В.) канашланă хыççăн Ушинскин «Тăван сăмах» кěнекине икě экземпляр илтěм те кашни кунах икшер сехет вěрентме тытăнтăм...

Эсир ěçленěшěн тÿлесси пирки çыратăр, анчах ку – пěрре те кирлě япала мар; эсир хăвăр чухăнсене пулăшма шут тытнă чух хăвăра тав тăвассине те пачах шырамарăр. Манăн вара мěншěн чухăнсене ахалех пулăшмалла мар-ши?.. Сиртен ыйтатăп: кун çинчен мана урăх аса та ан илтерěр, мěншěн тесен эпě те, сирěн пекех, чухăнсене нимěнсěрех пулăшасшăн».

Кун пек тěслěхсем тата та сахал мар. Вěсем пурте И. Я. Яковлев хăй чăваш халăхěшěн вăйне шеллемесěр ěçлени ытти çынсене те хавхалантарса пынине пěлтереççě.

«Эпě хам хресчен çемйинчен тухнă та гимназие кěрес тесе темиçе çул хушши çěр виçекенте ěçлесе çÿрерěм, вěренни мěн тери кирлине тата хресченсене вěренме, йывăррине эпě хамăн пурнăçри йывăр опытран çав тери лайăх куртăм. Çавăнпа та манăн тăван чăвашсене май килнě таран пулăшас ĕмěт çуралчě», тесе çырнă И. Я. Яковлев «Чěмпěрти чăваш учителěсем хатěрлекен шкулăн кĕске очеркě» ятлă ěçěнче.

И. Я. Яковлев шкулне малтанхи кунсенчех Чěмпěр çыннисем нумайăшě пулăшса укçа-тенкě панă. Кунта та каллех, тен, ырă кăмăллă та ăслă гимназист Яковлева вăл вăхăтри прогрессивлă шухăшлă Чěмпěр çыннисем лайăх пěлни те ахальтенех мар пулнă пулě.

И. Я. Яковлев университетран вěренсе тухсан, чăваш, шкулěн ěçě тата вăйланса пынă. Университет хыççăн И. Я. Яковлева Хусан вěрентÿ округěнчи чăваш шкулěсен инспекторě туса хунă. Çак вăхăтран пуçласа вара вăл хăй туса хунă шкула тěреклетес, чăваш ялěсенче çěнě шкулсем уçас тěлěшпе, учительсен педагогикăлла культурин шайне кулленех ÿстерсе пырас тěлěшпе пěр тăтăшах ырми-канми ěçленě.

Ăнланакан çынсем малтанхи çулсенчех И. Я. Яковлев ĕçне пăхса савăннă, ăна чěререн ырланă. Акă мěн çырнă унăн тава тивěçлě ěçěсем çинчен Чěмпěрти земски управа совечěн председателě Назарьев «Вестник Европы» ятлă журналăн 1876 çулхи март уйăхěнче тухнă номерěнче: «Эпир пурăнакан тěттěм кěтесре пěр çын ěçлеме пуçларě. Унăн официальнăй вырăн пулман, ăна никам та хисеплесе йышăнман, ěçлеме никам та хавхалантарман, кěсйинче ун пěр пус укçа та пулман, вăл питě пысăк хěн-хур тÿссе пурăннă. Çапла пулин те, вăл пирěн ыйхăллă обществăна хамăрăн кěпěрнери тěттěм халăх çине, сěм авалхи пек пурăнакан чăваш халăхě çине çаврăнтарса пăхтарнă. Çак тивěçлипе хакламан, питех паллă мар деятель, чăваш, калама çук пысăк йывăрлăхсене сирсе, мěнпур вăйран тăрăшса, тěттěм чăваш ялěнчен çут тěнчене тухнă. Вăл халăх шкулěнчен пуçласа университета çитнě, университетран та вěренсе тухнă. Вăл малалла кайса пынă, уроксем ирттернипе укçа тупса çеç тытăнкаласа пурăннă, пěр тимěр çеç чăтма пултаракан йывăрлăха тÿссе пурăннă. Апла пулин те, вăл хăйпе пěр тăван чăвашсене çутта кăларас шухăша минутлăха та пăрахман. Вăл хăй гимназире вěреннĕ чухнех тěттěм ялсенчен темиçе чăваш ачине чĕнсе илнě те пирěн хулари пěрремěш чăваш шкулне темле майпа уçма пултарнă. Çěнěрен уçнă çак шкул мěнле тытăнса тăни, çамрăк дикарьсем мěнпе тăранса пурăнни, вěренмелли кěнекесене мěнле укçапа туянни, – çаксем пурте паллă мар, тěлěнмелле ěç пулса тăраççě теме те пулать. Çавăн пек ěç вăл Руçра çеç пулма пултарать. Анчах эпир çакна лайăх пěлетпěр: çěнěрен уçнă шкул малтан чухăн гимназистăн хăй ěçлесе тупнă укçипе кăна тытăнса тăнă, ăна кайрантарах çеç земство, министерство, юлашкинчен, уйрăм çынсем пулăшма тытăннă».

Малтан каланăччě, аслă Ленин ашшě, И. Н. Ульянов, Яковлевăн пуçарăвне ырласа, ăна яланах пулăшса тăнă. Çавăн чухнехи саманара, çěнě ěç пуçарса яма тăрăшакансене хěсěрленě вăхăтра, кун пек пулăшу питех те кирлě пулнă. Çак пулăшусăр Чěмпěрти чăваш шкулěн кун-çулĕ мěнле пулма пултарнине халĕ калама та йывăр, Яковлев хăй университетра вĕреннě вăхăтра, тен, вăл пěтсе те ларнă пулěччě.

Сăмах майěн, Яковлева вырăс мар халăхсене вěрентес ěçре чапа тухнă паллă педагог Н. И. Ильминский хавхалантарса пынине те каласа хăварас пулать. И. Я. Яковлев унпа университетра вěреннě чухнех паллашнă. Кăна каярахпа асăнса вăл çапла çырнă: «Хусан университетне вěренме кěрсенех эпě Н. И. Ильминскипе тěл пултăм. Ун чухне вăл пěтěмěшпех халăха çутта кăларас ěçе парăннăччě. Н. И. Ильминский калаçас енěпе такамран та ирттеретчě. Ун сăмахěсенче яланах вăл кирек мěне те тěплěн сăнани, шÿтлеме юратни, калама çук вăйлă шухăшсене татса та ăнланмалла калама пултарни туйăнса тăратчě. Хăшпěр чух вырăс мар халăхсем çинчен, вěсен нушисем çинчен, малашлăхěсем çинчен хамăр сисмесěрех çěр каçиччен пуплесе лараттăмăрччě. Çак калаçусене пула манăншухăшсем йěркеленсе пычěç...»

Н. И. Ильминскин ырă кăмăлне, вăл вырăс мар халăхсене çутта кăларассишěн тăрăшнине Яковлев хăй те, унăн вěренекенěсем те кайран час-часах асăннă. Н. И. Ильминские ырласа, унăн тараватлăхне мухтаса Игнатий Иванов хăйěн пěр çырăвěнче (1870 çулхи октябрěн 12-мěшěнче) çапла çырнă: «Унтан вăл (Иван Яковлевич. – Г. В.) илсе кайрě мана Николай Иванович Ильминский патне, унта пырса кěтěмěр, Николай Иванович алăран тытса лартрě мана тенкел çине, унта та чей ěçрěмěр, тата пырса кěчě урăх темěскерле улпучě, унта пит нумай калаçса лартăмăр. Николай Иванович мана каларě: «лайăх килнěшěн» терě...» Çак кěске вăхăтлăха çеç килнě чăваш ачине И. Я. Яковлев тÿрех Н. И. Ильминский хваттерне илсе кайни те нумая пěлтерекен, асра юлакан тěслěх. Вăл тěслěх Н. И. Ильминский И. Я. Яковлева питě хисепленине тата унăн юлташěсемпе, вěренекенěсемпе хытă интересленнине пěлтерет.

Çапла вара, И. Я. Яковлевăн педагогикăлла системин тěп енěсем нумай тěлěшпе Н. И. Ильминский кăтартăвěсенчен килнě, унăн вěрентěвěсемпе тачă çыхăнса тăнă..

И. Я. Яковлев каланă тăрăх, вăл пуçарса янă шкулăн никěсне виçе тěп идея хунă. Пěрремěш идея – чăваш халăхне вырăс халăхěпе туслаштарасси, чăваш халăхне вырăс культурипе паллаштарса унăн культурине вырăс халăх культурин шайне çитичченех хăпартасси. Иккěмěш идея – кирек мěнле чăваш та лайăх ăнланакан тăван чěлхепе шкул вěрентěвěнче усă курасси, çак тěллеве пурнăçа кěртес шутпа чăваш хресченěсем хушшинчен тухнă, вěсен кăмăлěсене, йăлисене тата чěлхине пěлекен учительсем вěрентсе хатěрлесси. «Шкулта тăван чěлхепе вěрентес идея – Чěмпěрти шкул мěнле аталанса пымаллине палăртакан идея», – тесе çырнă И. Я. Яковлев.

Çак Яковлев кăларса тăратнă икě идея та, икě тěллев те калама çук прогрессивлă тěллевсем. Вěсем иккěшě те Яковлев тăван халăхен историлле кун - çулне лайăх ăнланнине пěлтереççě. Ку тěллевсене пурнăçа кěртессишěн чăваш халăхěн чаплă педагогě мěн виличченех ырми - канми ěçленě.

Анчах, калас пулать, Н. И. Ильминскин реакцилле - миссионерла системине пула Яковлев эпир ырлама пултарайман тепěр тěллев кăларса тăратнă. Ку тěллев – чăваш халăхě хушшинче христианство тěнне сарасси. Кун пирки Яковлев çапла çырнă: «...христиансен чиркěвěн пин çулхи йывăçě çĕнě туратсем кăларать, çак йывăçăн мăнаçлă турачěсем айěнче хÿтлěх шыракан нумай чěпě пытанě». Çакăн евěр каланисенче, чăнах та, Н. И. Ильминский вěрентнисенчен илнě шухăшсем сахал мар.

Çав вăхăтрах тата акă мěн пирки асăрхаттарса хăварас пулать. Тěн сěрěмě, кирек мěнле тěн пулсан та, ěççыннисемшěн сиенлě, унпа усă курса пусмăрçăсем вěсене анратма, минретме тăрăшаççě. Çапах та, пěр пытармасăрах акă мěн каламалла: хăй вăхăтěнче чăвашсене христианство тěнне тыттарни, истори енчен пěтěмěшле пăхсан, прогрессивлă пулнă. Кукăр-макăр тата кăткăс та йывăр çулпа пулсан та, вăл чăвашсене вырăс халăхě патнелле çывхартнă, унăн культури еннелле туртнă. И. Я. Яковлев çакна лайăх ăнланнă, тен, çавăнпа та-и вăл тěнле-нравственнăй воспитани парасси çинчен нумай çырнă.

Анчах Чěмпěр шкулěн тěп направленине, çапах та, çак тěн çинчен калакан виççěмěш идея палăртса тăман. И. Я. Яковлев чăваш шкулěсем валли нумай пěлекен культурăллă учительсем хатěрлес задача лартнă, çакна пурнăçлассишěн кěрешнине вăл хăйěн тěп ěçě тесе шутланă.

Чěмпěрти чăваш шкулě уçăлнă малтанхи çулсенчех унта вěрентÿ ěçне çав вăхăтри малта пыракан педагогика çитěнěвěсене шута илсе йěркеленě. Чи малти, чи хисеплě вырăнта, паллах, вырăссен аслă педагогěн К. Д. Ушинскин верентěвěсем пулнă. Вěрентÿ ěçěн малтанхи кунěсенчен пуçласах К. Д. Ушинскин «Родное слово» кěнекисем тěп вырăн йышăнса тăнă.

Шкул валли И. Я. Яковлев çырнă положени тăрăх, педагогикăна шкул пуçлăхě вěрентмелле. Чылай çулсем хушши, чăнах та, учительсем хатěрлекен шкулти чи кирлě предмета Яковлев хăй вěрентнě. Çавăнпа вăл шкулта педагогика енěпе ертсе пыракан пěртен-пěр çын пулса тăнă. Ку ăна шкулти педагогика ыйтăвăсене татса парассине пěтěмěшпех хăйěн аллине илме май панă, унăн педагогика системи çитмен вырăн хăварман. Çавăнпа та ентě, шкулăн пур çитěнěвěсене те эпир Яковлев ячěпе çыхăнтаратпăр.

И. Я. Яковлев, грек, латин, нимěç чěлхисене лайăх пěлнěскер тата французла ăнланма пултарнăскер, пěтěм тěнчери педагогика вěрентěвěсене авалтан пуçласа хăй пурăннă куна çитиччен питě тěплě пěлнě. Вăл Аристотель, Платон, Квинтилиан çырнисене вуланă; Коменский, Песталоцци, Дисервег, Руссо ěçěсене калама çук лайăх пěлнě. Май пур таран, вěсем вěрентсе хăварнисене пурнăçа кěртсе пыма тăрашнă. Унăн веренекенěсем аса илнě тăрăх, вăл славянсен аслă педагогě Коменский çинчен сахал мар ăшă сăмах каланă, час-часах вăл унăн «Аслă дидактика» ятлă чаплă ěçěнчи тěп положенисене ăнлантарса панă. Французсен аслă педагогěн Жан Жак Руссо гуманизмě, ача-пăчана хисеплеме чěнни питě килěшнě пулас ăна. Ун çинчен вăл час-часах витěмлě сăмахсем каланă. Çавна пула-и, тен, ачасем хушшинче И. Я. Яковлева «Жан Жак Руссо» тесе чěнесси чылайчченех пынă. Паллах, ку Руссопа Яковлев ячěсем пěр евěр пулнинчен çеç килмен (Жан-Иван, Жан-Яков).

Шкулти пур ěçе те прогрессивлă педагогсен кăтартăвěсене шута илсе чăваш пурнăçěпе çыхăнтарса пыни унăн чапне хăвăрт ÿстернě. Шкулăн ырă ячě чăвашсем хушшинче çеç те мар, ытти халăхсем хушшинче те питě час сарăлнă. Шкула уçнă хыççăн пěр 7 – 8 çул иртсенех унта вěренме кěрес текенсем йышланса çитнě, чылай ачана вырăн çуккипе шкула илмесěрех каялла яма тивнě.

Шкулти йěркепе дисциплинăна ачасем хăйсемех тытса тăнă: кунта надзирательсемпе класс наставникěсем пулман. Кунсăр пуçне кунта вăл вăхăтри гимназисенчи пек кондуитсем, карцерсем тата тěрлě йышши наказанисем те пачах пулман. Çапах та, шкулти йěркелěх унта курма пыракансене яланах тěлěнтернě. Табак тавраш туртасси, эрех-сăра ěçесси е картла-мěнле вылясси, ашкăнасси кунта асра та пулман. Пěртен-пěр наказани çеç пулнă кунта: ытлашши иртěнсе, ашкăнса кайма пуçласанах шкултан кăларса янă. И. Я. Яковлевăн пěр воспитанникě кун çинчен акă мěн каласа парать: «И. Я. Яковлев йěрке пăсакан ачасене кăларнă пирки ак çапла каласа хучě пěррехинче. Çимěç кÿмен хěсěр йывăçран çимěç пулассине вырăнсăр кěтме каламан, терě».

Чăваш учителěсем, хăйсем те нумайăшě çак шкулах пěтернěскерсем, вěренекен ачасене питě çывăх пулнă, вěсемпе пěрле шкултах пурăннă, пěрле ěçсе-çинě.

Учителěн чăваш халăхне çывăх тăмалла, унăн нушисене лайăх пěлмелле, хăй ěçлесе пурăнакан халăхран уйрăлса тăмалла мар, тесе вěрентнě И. Я. Яковлев. Çавăнпа та, вăл ачасене шкулта вěреннě чухне те ěççыннисен пурнăçěнчен пистересшěн пулман, вěсен пурнăçě те – апачě-çимěçě, тумтирě тата ытти те – хресчен пурнăçě майлах пулнă.

Шкулта пěтěмěшле пěлÿлěхсем паракан вырăс чěлхи, истори, географи, çутçанталăк, физика, хими тата ытти предметсемсěр пуçне, 1893 çултан пуçласа ялхуçалăх ěçěн теорийěпе практикине вěренесси пысăк вырăн йышăнса тăнă. «Ялхуçалăх, – вěрентнě И. Я. Яковлев, – çакăн пек предмет: вăл учителе хресченсемпе ытларах пěрлешме, вěсене хăйěн пěлěвěпе, ăслă канашěсемпе, примерěпе вăй çитнě таран пулăшма тата наукăлла пěлÿсене ěненекен туса хума май парать». И. Я. Яковлев, хăйěн вăйне, пур пек укçа-тенкине хěрхенмесěр, лайăх ялхуçалăх ферми туса хурасшăн нумай тăрăшнă. Темěн чухлě хут çырма, темěн тěрлě тавлашма, такампа та хирěçме тивнě шкул пуçлăхне. Анчах парăнасси, ěçе вěçне çитермесěр пăрахасси И. Я. Яковлев йăли пулман. Вăл хăйěн темиçе çул хушши пуçтарнă укçине (19 пин тенке яхăн) пěтěмěшпех çак ěçе тума парасси умěнче те чарăнса тăман. Çакна пула çеç шкул 1912 çулта Чěмпěртен 13 çухрăмра удел ведомствинчен 160 гектар çěр сутăн илме пултарнă.. Кунта пахча çимěç туса илнě, выльăх-чěрлěх çитěнтернĕ, тырпул акса ÿстернě. Вěренекенсем çак ěçсене пурне те хăйсем туса ялхуçалăх ěçне культурăллă майпа тума вĕренсе пынă. И. Я. Яковлев каланă тăрăх, ялхуçалăх ěçне вěрентни чăваш халăхне пысăк усă кÿрет. Шкултан вěренсе тухнисенчен нумайăшěн хăйсен пахчисем, утарěсем пур, вěсем хресченсем хушшинче ялхуçалăх пěлěвěсене сараççě. Уйрăммăнах акă мěн каласа хăварас килет. Чăваш шкулěнче вěренекен ачасем иртен пуçласа каçчен вăхăта ěçлесе ирттернě: çуркуннепе çулла – ялхуçалăх ěçě, кěркуннепе хěлле–мастерскойра ěçлесси, тěрлěрен ал ěçěсене (атă-пушмак çěлесси, переплет тăвасси, столярпа токарь ěçě) вěренесси; юрăпа музыка, ÿкерчěксем тума вěренесси те уроксем хыççăн пулса пынă. Нумай, калама çук нумай ěçлеме тивнě чăваш ачисене. Ку вăл ěмěртенпех ěçченлěхěпе палăрса тăнă чăваш халăхěн наци йăли вěрентнě пекех пулнă. Шкулта пěр ěç те, пěр япала та вěренекен ачасен алли пырса тěкěнмесěр пулман тени ÿстерсе калани пулмасть. Чăваш шкулне чăваш ачисем хăйсем тăрăшнипе, хăйсен вăйне хунипе аталантарса пынă. Педагогика историне пěлместпěрех мар пек туйăнать те пире, анчах тěнчере ěççынни ачисем хăйсем туса лартнă шкул – учительсем хатěрлекен шкул – урăх пěлместпěр эпир.

Шкулта методикăна вěрентессине те лайăх йěркеленě пулнă. Ачасене ялти шкулта мěнле ěçлемеллине тěплěн ăнлантарнă, учительсем хатěрлекен шкул çумěнчи пуçламăш шкулта сăнав уроксем ирттернě. Ку çеç те мар: ачасене хулари лайăх шкулсене хěл каçичченех çÿреттернě, вěсем кăнтăрла сăнанисем çинчен каçхине рефератсем çырнă, докладсем тунă; çак докладсене, итленě уроксене тěплěн сÿтсе явнă. Кун пек ěçлени педагогикăпа дидактикăна вěреннě чух теорипе практикăна таччăн çыхăнтарма пулăшнă.

И. Я. Яковлев хĕрачасене вěрентес ěçе пуçарса ярасшăн нумай тăрăшнă. Ун шучěпе, ÿссе пыракан ăрăва тěрěс пăхса çитěнтерес ěçре хěрарăмсем пысăк вырăн йышăнса тăраççě. Чăнах та, И. Н. Ульянов пулăшнине пула 1878 çулта чăваш шкулěнче хĕрачасен уйрăмне уçма май килнě. «Арçын ачасен шкулě пекех, хěрачасен шкулě те малтан уйрăм çынсем панă укçапа пурăнчě. Эпě ăна хамăн хваттерте вырнаçтартăм, вěрентессе хам арăм вěрентетчě», тесе çырнă И. Я. Яковлев каярахпа. Хěрачасене вěрентсе çутта кăларнине пула халě «культурăллă хěрачасем тата культурăллă чăваш хěрарăмěсем пулса тăчěç», вěсем вырăс халăхěн шухăш-кăмăлне тытса пыраççĕ, тенě вăл. «Чěмпěрти шкултан вěренсе тухнă чăваш хěрěсем çинчен усал сăмах калани халиччен пěрре те пулман», – тесе çырать И. Я. Яковлев хăйěн пěр çырăвěнче. Вĕренекенсем çине тăван ашшě пек пăхаканскер, вăл, паллах, шкултан культурăллă, нумай пěлекен хěрсем тухнăшăн чěререн савăннă.

И. Я. Яковлев туса хунă шкул чăваш халăхне наци тěлěшпе питě вăйлă аталантарнă, ăна вырăс халăхěпе çывăхлатнă, халăх хушшинче культура сарнă. Патша тарçисем çак шкула курайман, ăна темиçе хутчен те хупма тапăçса пăхнă. Дворянсен Пěтěм Российăри съездěнче те ку шкул пирки хысна укçипе чăвашсен уйрăм академине, революционерсемпе сепаратистсене вěрентсе кăлараканскере, тытса тăни вырăнлă мар тесе каланă. Анчах шкула хупма пÿрмен. Аслă революци пусмăр тытăмне сирпěтсе антарнă, ĕççыннисене ирěклěх панă, вак халăхсем те, нацилле пусмăрлăхран хăтăлнăскерсем, малалла хăвăрт аталанма май илнě. Чěмпěрти чăваш шкулě вырăнне чăваш халăхěн историйěнче пěрремěш аслă шкул туса хунă.

Чăваш халăхě çеç мар, вырăс халăхě те, Чěмпěрти чăваш шкулне туса хураканăн тава тивěçлě ěçěсене пысăка хурса, çак шкула «Яковлев шкулě», тет. Çак шкултан вěренсе тухнă Ф. К. Кузьмин: «Самарти университета кěнě чух математика учителě: «Эсир Яковлев шкулěнчен-и вара? Лайăх шкул, питě лайăх шкул» тенине ěмěр те манас çук», тесе каласа парать.

Чăнах та, Яковлев шкулěн калама çук чаплă ěçěсене чăваш халăхě нихçан та манмě. Çак шкула пула ěнтě, 1917 çул тěлне Атăл тăрăхěнче чăвашсен 1.200 пуçламăш тата икě класлă шкулсем 20 пулнă, вěсенче чăваш учителěсем 1.800 çынна яхăн ěçленě. Яковлевăн хăйěн те, вăл тунă шкулăн та çитменлěхсем пулнах ěнтě, анчах вěсем кирек мěн тесен те, Н. И. Шелепи калашле, юпа уйăх валли чăваш халăхěн хăватне ÿстернě.

И. Я. Яковлев чăваш çырулăхне тăвать, чăвашсен илемлĕ литературин никĕсне хывать

Кирек мĕнле халăхăн та культура чăннипех аталанса каясси çырулăх пуçланнипе çыхăнса тăрать. Çырулăха пула çеç халăхăн ěмěрхи ăс-тăн пуянлăхне упраса хăварма пулать, çырулăха пула çеç пěр халăх тепěр халăхăн культурипе анлăн паллашма пултарать. Çавна шута илсе ěнтě, В. И. Ленинăн чи çывăх тусěсенчен пěри А. В. Луначарский И. Я. Яковлева 80 çул тултарнă ятпа чысласа ирттернě чаплă пухура çапла каланă: «60 çул ěлěк Чěмпěрте чăваш культури пуçланса кайнă, ăна Иван Яковлевич Яковлев тапратса янă. Çавăншăн ăна та эпир паян хисеплесе чыслатпăр. Вăл чăваш халăхне çутта кăларас ěçěн 80 çулхи пионерĕ».

Чăнах та, И. Я. Яковлев – чăваш культурине пуçарса яраканě, чăваш культурин аслашшě. Кун пек хисеплě ята вăл хăйěн калама çук чаплă ěçěсемпе тивěçлě. Çак чаплă ěçсенчен пěри – чăваш çырулăхне туса хуни.

Чăвашсен çырулăхне пуçарса ярасси çинчен И. Я. Яковлев çамрăклах шухăшлама пуçланă. 1867 çултах вăл чăвашла çырма уйрăм саспаллисем кирлě тесе шутланă: «Ман шухăшпа, чăваш чěлхинчи сасăсене кăтартма условнăй паллăсем туса хуни кирлě»,– тесе çырнă вăл «Чěмпěр кěпěрнин ведомоçěсем» ятлă хаçатра.

Чăваш алфавитне шухăшласа кăлариччен И. Я. Яковлевăн питě нумай ěçлеме тивнě. Çак алфавита туса хуричченех вăл, вырăс саспаллийěсемпе усă курса, чăвашла сахал мар çырнă. Унăн çывăх тусěсенчен пěрин Игнатий Ивановăн чăваш алфавитне тăвиччен çырнă çырăвесенче чăвашла сăмахсем сахал мар, унăн пĕтěмěшпех чăвашла çырнă çырăвěсем те пур. Калас пулать, И. Я. Яковлев çырнисенче тата ăна çывăх тăнă ытти çынсем çырнисенче те, вěсем Н. И. Золотницкий тěслěхěсемпе усă курнă пулсан та, чăваш сăмахěсене вăл вăхăтра çырнисенчен йеркеллěрех, ăнланмалларах çырнине курма пулать.

Çак пěрремěш ăнăçлă опытсем алфавит тăвас ěçе хăвăртлатма хавхалантарнă. Чăваш алфавичěн никěсне мěнле саспаллисене хурасси пирки И. Я. Яковлевăн нимěнле иккеленÿ те пулман: чăваш халăхне вырăссен культурипе çăмăлтарах паллаштарма меслетсем шыракан педагог, паллах, чăваш алфавитне вырăс саспаллисемпе усă курса тумаллине питě лайăх чухланă.

Алфавит тăвас ěçре И. Я. Яковлева Хусан университечěн студенчě – филолог В. А. Белилин пулăшса тăнă. Вăл Кăнна Кушкинче те çу каçиччен тенě пекех И. Я. Яковлевпа пěрле ěçленě. Калас пулать, И. Я. Яковлев университетра пěрремěш çул вěреннĕ чухнех çакăн пек кăткăс ыйтусене татса пама тытăнни те, çав çултах пултаруллă студентпа паллашса ăна çак йывăр ěçе хутшăнтарма пултарни те нумая пěлтерет, унăн этем ретлěхěпе пултарулăхне те, вăл çынсемпе хăвăрт туслашса кайма пултарнине те кăтартса парать.

Нумай вăхăт хушши ырми-канми ěçленě хыççăн И. Я. Яковлев 1871 çулта чăваш алфавитне туса хунă. Çав çул пуçламăшěнчех И. Я. Яковлев, чăвашсен çěнě алфавичěпе усă курса, ачасене вěрентме букварь пичетлесе кăларнă. И. Я. Яковлев алфавитне тунипе букварьне пичетлесе кăларнипе те лăпланман. Ўлěмрен вěсене тата лайăхлатма май пултăр тесе, алфавитпа букварěн пахалăхěсемпе çитменлěхěсене тěрěслеме 1872 çулта А. Рекеева пěр ялти пуçламăш шкула ěçлеме янă. Кун пек тěрěслени алфавита кěске вăхăтрах тата ытларах лайăхлатма май панă, ăна чылаях çăмăллатнă, саспаллисен шутне чакарнă. И. Я. Яковлев тунă алфавит 1938 çулчченех улшăнмасăр тытăнса тăнă.

И. Я. Яковлев чăваш халăхěшěн тунă ěçсене унпа пěр вăхăтра пурăннă çутěç тата культура деятелěсем пысăка хурса хакланă. Н. И. Ильминский, сăмахран, чăваш алфавитне «Яковлев алфавичě» тесе ят панă. Чăваш алфавитне нумай çын питě лайăх алфавит тесе шутланă, ăна лингвистикăн вăл вăхăтри çитěнěвěсене пур енчен те шута илсе тунă, тенě.

Чăваш çырулăхне пуçарса яни халăха культура тěлĕшěнчен малашне хăвăртрах аталантарса пыма май туса панă. Практикăра тěрěслесе пăхнă хыççăн И. Я. Яковлевăн савăнмалли те пулнă: И. Я. Яковлевăн алфавичěпе букварě унчченхи букварьпе алфавитран чылай аванрах пулнă, вěсене чăвашсем лайăх ăнланнă. Кăна тěрěслесе пěлнě хыççăн И. Я. Яковлев, пěр иккěленмесěрех çак алфавитпа усă курса, чăвашла кěнекесем пичетлесе кăларма пултарнă. Вăл пичетлесе кăларнă кěнекесене чăвашсем питě ырласа йышăннă, халăх хушшинче вěсем çав тери хăвăрт сарăлнă.

Анчах чăвашсен çырулăхне сарас ěç пěр тикěс пыман. Пуп таврашěсем, патша тарçисем И. Я. Яковлев алфавитне хирěç кěрешÿ пуçарса янă, вěсем хушшинче çак алфавита тума хăякан «турра хирěç пырать» текенсем те тупăннă. Палладий, Хусан архиепископě, И. Я. Яковлев чăвашсене тăван чěлхепе вěрентме пуçланине хирěçлесе çапла каланă: «Ав Яковлев чăвашсене, вырăслатмалла чух, чăвашлатасшăн. Руçра пирěн халě мěн пулса иртнине турă пěлет. Грузинсем, осетинсем, тутарсем пурте вěренме талпăнаççě, кашниех тата хăйсем пек вěренесшěн...» «Чăваш чěлхине упраса тăмалла мар, чăваш чěлхипе литература кăлармалла мар», – текенсем те пулкаланă.

Кусемсěр пуçне, И. Я. Яковлев тăвакан ěçе ырлакансем те пайтах пулнă. Уйрăммăнах Н. И. Ильминскипе И. Н. Ульянова асăнас пулать. Вěсем Яковлева чăвашла кěнекесем пичетлеме хавхалантарнă, май пур таран пулăшса тăнă. И. Я. Яковлев чăвашла кěнекесене питě тěплěн редакциленě, вăл хăйěн çырăвěсенче е юлташěсем ун патне янă çырусенче куçару ěçě пирки сахал мар çырнă хăшпěр чухне темиçе çырура мěнле те пулин пěр сăмаха чăвашла епле куçарсан тěрěсрех пулни çинчен сÿтсе явнă.

Пичетлесе кăларнă кěнекесене чăваш çынни лайăх ăнланма пултартăр – куншăн И. Я. Яковлев питě тăрăшнă. «Эсир те тăрăшăр чăвашла авантарах çырма, ахаль чухне калаçнă пекех вулама пултăр, эпě кăна каламастăп, Иван Яковлевич та калать»,– тесе çырнă Игнатий Иванов А. Рекеева 1870 çулхи ноябрěн 22-мěшěнче. Ку вăл И. Я. Яковлев çыру чěлхине калаçу чěлхипе çывхартасшăн пулнине, йěркеллě калаçăва ăнланнă пекех чăвашла çырнине те ăнланмалла пултăр тесе тăрăшнине пěлтерет. «Ахаль чухне калаçнă пекех вулама пултăр» тени И. Я. Яковлевпа И. И. Иванов иккěшě те чăвашсене «выразительное чтение» вěрентессине пуçарса ярасшăн пулнине пěлтерет тесен те йăнăш пулас çук пулě.

Вырăсларан куçарса чăвашла тěрлěрен кěнекесем кăларни чăваш çыннисене вырăс культурипе паллашма май туса панă, чăвашсен литература чěлхи малалла аталанса пырас çула уçнă. Чăвашла вулани илемлĕ литература чăвашла та пулма пултарни çинчен хăюллă та хастар шухăшсем çуратнă. Ерипенех чăвашла çырма тытăнса пăхакансем те тупăннă, вěсен шучě çултан - çулах ÿссе пынă.

Малтанхи вăхăтра чăвашсен илемлě литературине халăхăн сăмах вěççěн çÿрекен пултарулăхěнчен уйăрса илме те йывăр пулнă. Анчах вăхăт нумаях та иртмен, çěнě сăнарсем çуралнă, халăхра ун пек янăраман сăвă-юрăсем çěнěлле янăранă... Ку вара чăваш фольклорĕ мар, тěнчере тепěр çěнě литература, чăвашсен илемлě литератури çуралнине пěлтернě.

Чăвашсен илемлě литературин сăпки патěнче те каллех, яланхи пекех, чăваш халăхěн ывăна пěлмен хастар ывăлě Иван Яковлевич Яковлев тăнă.

И. Я. Яковлев хăй пуриншěн те лайăх тěслěх пулса тăнă, унран вěренмелли нумай пулнă. Вăл çамрăк чухнех халăх сăвви-юррисене пухнă, вěсенчен нумайăшне эпир халичченех савăнса вулатпăр. Хăшпěрисем, вăл шутрах – «Утрăм, утрăм, улма тупрăм» йышши илемлисем те – халичченех пичетленмен-ха. Тăван литературăна тума И. Я. Яковлев, çапла вара, халăх пултарулăхне илемлетсе йěркелессинчен пуçланă. Маларахра «Тěлит-тěлит Микулая», «Кăсăяна» илемлетсе çырса илнě пулě, унтан вара чăваш çыннисене çěнěлле янăраса «Сармантей» савăнтарнă пулě, каярахпа И. Я. Яковлев классикăпа юнашар тăракан «Лаша шырани» патне çитнě пулě.

И. Я. Яковлев хăй илемлě произведенисем çырни вăл чăвашсен илемлě литературине аталантарассишěн ěçленин пěр пайě çеç, кунсăр пуçне вăл темěн чухлě чăваш çыруçисене ашшě пек пăхса, вěрентсе ÿстернě. Вăл ăс парса çитĕнтернĕ сăвăçсен шутне чи малтанах К. В. Ивановпа Н. В. Васильев-Шупуççыннине кěртес пулать. И. Я. Яковлев кулленех пулăшса тăнине пула И. И. Иванов, И. Н. Юркин, Г. А. Кореньков, М. Ф. Акимов, Ф. П. Павлов, М. Д. Трубина тата ыттисем те чăвашсен паллă писателěсем пулса тăнă.

И. Я. Яковлев çырма пуçлакан писательсене кулленех вěрентсе, ăс парса тăни, вěсем çырнисене сÿтсе явас ěçе организацилени, ăна чăвашсен чи малтанхи литература критикě тесе шутлама та май парать. Ачасене тěрěс пăхса çитěнтерес ěçе лайăхлатассишěн тăрăшаканскер, вăл уйрăммăнах ача-пăча литературине вăйлăрах аталантарасшăн пулнă. Вулакансемшěн ěненмеллерех пултăр тесе, акă мěн калама пулать. Ача-пăчасем валли çырнă кирек мěнле произведени те пичете юрăхлă е юрăхлă маррине пěлме яланах вěсене И. Я. Яковлева ярса панă, вуласа тухса ăна хăйěн шухăшне çырса пěлтерме ыйтнă. Сăмахран, Чăвашсен государство архивěнче Г. Петровăн ачасем валли ятарласа çырнă калавěсем пур, вěсене И. Я. Яковлева архиепископ пичетлесе кăларма юрани-юраманнине пěлме ярса панă. Ун пек чух И. Я. Яковлевăн сăмахě юлашки пулнă, вăл пичетлес е пичетлес мар ыйтăва хăй татса панă.

И. Я. Яковлев кěнеке пичетлес ěçе анлăн сарса янине пула çеç «Арçури», «Нарспи», «Янтрак янравě» пěтěм чăваш халăхě юратса вулакан произведенисем пулса тăчěç, мěншěн тесен вěсене пурне те чи малтанхи хут И. Я. Яковлев пичетлесе кăларнă.

Сăмах майěн тата акă мěн каласа хăварас пулать: чăваш шкулěнче тăван чěлхене, тăван халăх историйěпе этнографи материалěсене тăван халăх юрри-сăввипе кěвви - çеммине пуçтарас тата вěсене тěпчесе вěренес ěçе начар мар туса пынă пулнă. Шкулта вěренекенсем малта пыракан вырăс культурин нумай енěсемпе тěплěн паллашнă. Сăмахран, 1913 çулта кунта Глинкăн «Иван Сусанин» оперине лартнă. Ку вăл чăваш культури пуçланса кайнă тапхăртанах вырăс культуринчен вăй илсе аталанса пынине кăтартать.

Чăвашсен Чěмпěрти шкулě, чăнах та, чăваш халăхěн революцичченхи культурин центрě пулнă. Вăл чăваш халăхěшěн университет, консерватори, институт вырăнне шутланса тăнă. Вăл чăвашсен академийě пулнă, анчах, патша тарçисем каланă пек, сепаратистсем хатěрлекен академи мар, халăхсен туслăхне тěреклетме вěрентекен академи пулнă.

И. Я. Яковлев - халăх педагогĕ

И. Я. Яковлев ěçěсене, педагогика шухăшěсене пур енчен тěпчесе пăхсан та, вăл чăн-чăнах халăх педагогě пулса тăнине курма пулать. Кун çинче тěпленрех чарăнса тăрăпăр.

Хăйăн педагогика системине тума тытăннипе пěрле И. Я. Яковлев хăй умне халăхшăн ырă ěç тăвас задача кăларса тăратнă. К. Д. Ушинскин народность принципě ăна питě çывăх пулнă, ку принципа вăл тěрěс те питě лайăх ăнланса илнě. Вырăссен аслă педагогě вырăс халăхěшěн мěн тума ěмěтленнě, вěсене мěнле майсемпе тума тăрăшнă – чăваш педагогě те чăваш халăхěшěн çавнах тăвасшăн пулнă, çавăн йышши майсемпех усă курма шутланă. И. Я. Яковлевăн халăхлăх (народность) принципěн тěп енěсене çак сăмахсемпе палăртса пама пулать – халăхран, халăхшăн, халăхпа.

Тăван халăх, унăн шухăш-кăмăлě, хуйхи-суйхи, инкекě-синкекě, нуши-терчě яланах И. Я. Яковлев куçě умěнче тăнă. Вăл тăван халăха мěн кирлине лайăх чухланă.

Халăха вěрентме пуçличчен вăл хăй те халăхранах вěренесшěн пулнă. Халăхăн ěмěчěсене, шухăшěсене тěпчесе вěреннě вăл, халăх хушшинчи сăмах вěççěн çÿрекен педагогика произведенийěсене тăрăшса пуçтарнă. К. Д. Ушинскин пекех, вăл ачасен ăс-тăнне пуянлатас тěлěшпе тупмалли юмахсем, ваттисен сăмахěсем, халапсем, юрă-сăвăсем мěнле вырăн йышăнса тăнине питě лайăх пěлнě. Юмахсенче вăл, вырăссен аслă педагогě пекех, халăхăн педагогикăлла генине, халăхăн педагогикăри тěлěнмелле пултарулăхне курса тăнă.

Çавăнпа та И. Я. Яковлев хăйěн педагогикăлла произведенийěсене çырма пуçличчен халăх сăмахлăхне ырми-канми пуçтарать. Халăх сăмахлăхě çине вăл, чи малтанах, педагогика енчен пăхать, вěсен ачасене ăс парас, вěрентес ěçри вырăнне пěлме тăрăшать.

Тěслěхрен, илер-ха чăваш ачи-пăчисен авалхи юррине:

«Утрăм, утрăм, улма тупрăм,

Вăл улмана кукамая патăм,

Кукамай мана куймак пачě,

Вăл куймака йытта патăм,

Йытă мана çура пачě,

Вăл çурана çынна патăм,

Çын мана пурă пачě,

Вăл пурăна çěре сапрăм,

Çěр мана тырă пачě,

Вăл тырра чăхха сапрăм,

Чăх мана çăмарта пачě,

Вăл çăмартана вучаха ывăтрăм,

Шарт! турě, парт! турě,

Хăрах куçăмпа курса юлтăм».

Ку юрра И. Я. Яковлев мěн вăхăталла çырса илнине пěлеймерěмěр эпир, анчах ăна вăл университета кěриччен, чăвашсен çěнě алфавитне туса хуриччен çырса илнě пирки пěрре те иккěленмелли çук. Тен, ăна вăл çěр виçсе çÿренě чухнех çырса илнě.

Кун йышши юрă-сăвăсем И. Я. Яковлева уйрăммăнах мěн енěпе интереслентернě-ха? Паллах, вěсемпе ачасен ăс-тăнне аталантарас ěçре усă курас енěпе. Илсе кăтартнă юрă, ку енчен, калама çук лайăх, ăна халăх юрăçисем ěлěк-авалах ачасем валли шухăшласа кăларнă. Вăл хăвăрт асра юлать, юрăри кашни йěркеннех уйрăм пěлтерěшě пур пулин те, вěсем пĕр-пěринпе çыхăнса тăраççě, вěсенчен пěрне те сиктерсе хăварма çук, вырăнěсене те улăштарма çук. Тепěр енчен, асра юлать вăл «мěн тăвасси» нумай тěрлě пулманнипе те: утрăм, тупрăм, патăм, сапрăм, ывăтрăм (ытрăм), шарт турě (шартлатрě), парт турě (партлатрě), курса юлтăм. Пěрремěш йěркере çеç сăмах икě ěç çинчен пырать, ытти йěркесенче пуринче те пěр ěç туни çинчен çеç каланă, ку енěпе вěçěнчен иккěмěшě те уйрăлса тăмасть, унта çăмарта шартлатса çурăлса кайни çинчен çеç каланă: шарт туни, парт туни вăл пěр япаланах пěлтерет – кам мěнле илтет вěт, пěриншěн шарт, теприншěн парт. Юрăри мěн тунине кăтартакан сăмахсем пěр евěр янăрани те ачасене килěшмелле. Анчах юрă ачасене илěртмелле çеç юрă пулсан – урăх сăмахчĕ-ха: вăл вěсене вěрентет, тăван чěлхе пуянлăхĕсемпе паллаштарать, ăс парать. Юррăн кашни йěркинчех икě япала ячě, вěсенчен пěри, пěрремěш вырăнти – юрăра иккěмěш хут, тепри пěрремěш хут тěл пулать. Пěр япала ячех икě хут умлă-хыçлă йěркесенче тěл пулни каллех юрра асра тытма çăмăллатать, кашни йěркерех пěр çěнě япала ячě пулни юрра сăмах тěлěшпе пуянлатать. Кунсăр пуçне тата, юрă ěç хăвăрт улшăнса пынипе ачасемшěн килěшÿллě: тěнчери пур халăх ачисене те юрă-сăвăри, юмах-халапри динамика ытларах илěртет. Ку юрă мěн халичченех ача-пăчасем валли çыракансемшěн начар мар кăтарту пулса тăни çинчен, тăван чěлхепе япала ячě, глагол е подлежащипе сказуемăй çинчен каланă чух çав тери меллě те витěмлě тěслěх пулни çинчен каламăпăр та. И. Я. Яковлев кăна пурне те лайăх пěлсе шута илни çинчен асăрхаттарса хăварнипех çырлахăпăр.

Кун йышши сăвă - юрăсем халăх хушшинче нумай сарăлнă пулнă. И. Я. Яковлев вěсенчен чи лайăххисене суйласа илме ÿркенмен. Нумайăшне вăл каярахпа букваре кěртнě, чылайăшне вара пулас учительсене çыртарса илтере-илтере, чăваш ачисем патне çитернĕ-çитернех.

Мěне пěлтерет-ха ку? Ку вăл И. Я. Яковлев хăйěн педагогика меслечěсене халăхран вěренсе, аталантарса пынине пěлтерет. Тен, вăл халăхăн ăс-тăн опытне çак таран лайăх пěлмен пулсан, унăн педагогика системине халăх çак териех кăмăлласа йышăнман пулěччě.

Халăхран вěреннине пула, унăн шухăш-кăмăлне лайăх пěлнине пула, И. Я. Яковлев чăваш пуçламăш шкулĕсенче тăван чěлхен тěп вырăнěшěн кěрешме вăй, хăюлăх çитернě те ěнтě.

Чěмпěр шкулěн воспитанникě И. Т. Трофимов каласа панă тăрăх, вěренсе тухнă чух педагогикăпа ирттернě экзамента И. Я. Яковлев «Сознательное усвоение и его возможность в начальной школе» темăпа çыру ěçě панă. Хальхи вăхăтра кун пек тема пани тěлěнмелле пек те, вырăнсăр пек те туйăнать. Анчах вăл вăхăтра официальнăй педагогика ачасем ăнланса вěренччěр тесе тăрăшман. Е ăнлантармасăр пěр тăтăш темиçе хутчен вулаттарса (зубрежка) вěрентме пăхнă, е тата сахал мар учитель пěлÿлěхе ачасен пуçне линейкăпа шаккаса кěртесшěн пулнă. Ку енěпе И Я. Яковлев вăл вăхăтри официальнăй педагогикăна пěтěм чěререн хирěç пулнă. Пур çěрте те вăл ачасене лайăх ăнлантарса вěрентесси çинчен каланă, çырнă та. Тăван чěлхепе вěрентмесěр, И. Я. Яковлев шучěпе, çакна ниепле те пурнăçлама май çук. Асăннă çыру ěçне те вăл вěренекенěсем унăн тěп шухăшě мěне пěлтернине е вырăсла сăмах çаврăнăшне чăвашла каласан, унăн педагогика вěрентěвěн никěсěн кěтесěнчи чулě мěне пěлтернине шкултан лайăх ăнланса тухчăр та, нихçан та ан манччăр, тесе панă. Ку тěп шухăш вăл – педагогика ěçěнче яланах халăх кăмăлне, халăха мěн кирлине асра тытасси. Ку тěлěшпе И. Я. Яковлев хăй вара паян кунчченех пурне те хавхалантарса тăракан тěслěх пулса тăрать.

Халăхăн педагогика опытне чăнласах вěреннěскер, И. Я. Яковлев халăх шухăш-кăмăлне хăйěн педагогика теорийěпе çырнă ěçěсене те кěртнě. Хăйěн ěçěсенче вăл пěр юмах илсе кăтартать. Ку юмаха вăл вěренÿ ěçěпе çыхăнтарса илет те педагогика енěпе пěтěçтересси патне илсе пырать.

«Мана вырăс мар халăхсен пěр пěчěк юмахě аса килет, çак юмаха ачасем çыру урокěнче тăван чěлхерен вырăсла куçарчěç, – тесе çырать И. Я. Яковлев. Ку юмахра сăмах акă мěнле ěç çинчен пырать. Икě хресчен хулана тырă сутма кайма тухнă та пěр шурлăхлă вырăна çитсе чарăннă. Хирěç килекен хресченрен малалла мěнле çулпа каймалли çинчен ыйтаççě. Лешě вěсене: тÿрě кайсан – пěр вунçичě çухрăм та пулě, шурлăхран пăрăнса çаврăнăç тусан, вунă çухрăм та пулмě, тесе хăварать. Çынна питех итлеменни, хăй çине нумайрах шанаканни шурлăх урлă каять, а тепри çаврăнăç туса, лашине шурлăх хěррипе уттарать. Чăнах та, çул кăтартнă хресчен каланă пекех пулса тухать: шурлăх урлă каяканни хулана пасар саланнă тěле çеç çитсе ěлкěрет, хăй те сÿлтен каять, лашине те асаплантарса пěтерет.

И. Я. Яковлев шухăшěпе, вырăс мар халăхсене çутта кăларас тěлěшпе ěçлекенсен пěр пайě çынна итлемен, хăйěнни пек тăвас текен çак хресчен евěрлех аппаланма пăхать. Тÿрě кайсан, вěсене хăвăртрах çитессěн туйăнать, çавăнпа та вěсем вырăс мар халăхсене васкавлăрах вырăслатас тесе шкулсенче тăван чěлхене пачах та вěрентесшěн мар. Çакăн пек çынсене пула вěрентекенсем те асапланаççě, вěренекенсем терт кураççě, вăхăчě те нумайрах иртет, – тěллев пурпěрех пурнăçланмасăр юлать: вěренекенсем вырăс чěлхнне тěпě-йěрěпех вěренсе çитеймеççě тата, кирек мěн тесен те, ăна юратакан та пулмаççě. Пур занятисенче те, вырăс чěлхипе ирттерекен уйрăм калаçу урокěсенче те, тăван, чěлхепе усă курсан, ĕçсем пачах урăхла пынă пулěччěç. Çиелтен пăхсан, çитěнÿсем майěпен килнě пек туйăнěç, анчах ку çитěнÿсем – шанчăклă çитěнÿсем, ун пек пулсан, занятисем те питě лайăх иртěччěç. Кунта вара, куçа курăнакан кансěрлěхсенчен пăрăнса иртекен юмахри ăслă хресченěнни пек пулса тухать, тет И. Я. Яковлев.

Чăвашсен чаплă педагогě каласа хăварнă çак сăмахсем хăйсен пěлтерěшне нихçан та çухатмěç. Анчах эпир кунта урăххи çинчен каласшăн: халăх шухăшě çине таянса наукăра пуçпулса тăракан официальнăй шухăша хирěç кěрешме халăх педагогě çеç пултарни такамшăн та паллă.

И. Я. Яковлев илсе кăтартнă юмах чăвашсем хушшинче, чăнах та, тěл пулать. «Вырăс мар халăхсен юмахĕ» - тесе çак юмаха вăл халăхсен пěр пек интересĕсене хÿтěлес шутпа пěтěмěшлетсе каланă пулмалла.

Çапла вара, И. Я. Яковлев, халăх педагогě, халăха вěрентнипе пěрлех хăй те халăхран тăрăшса вěреннě. Лайăх учителěн идеалě çавăн пек ěнтě: вăл пěр вăхăтрах – вěрентекен те, вěренекен те.

И. Я. Яковлев тăван халăхăн лайăх енěсене – тÿрĕ кăмăллă пулнине, тирпейлěхне, сăпайлăхне, ěçе юратнине, нумай пěлме тăрăшнине – малалла аталантарма тăрăшнă. Сăмахран, вăл чăваш халăхне пехиллесе çырнинче çемьене тěреклетме, упрама хушса хăварнă. Çав вăхăтрах вăл чăвашсем çемьери йěркешěн яланах хытă тăнине аса илтерет, малашне те çак йăлана лайăх тытса пыма чěнет. Çемье – халăхпа патшалăх тěрекě, тесе вěрентет вăл. Çемьери телей, ун шучěпе, пурнăçра тěл пулакан йывăрлăхсенчен хÿтěлет: çирěп те туслă çемье пурнăçра тěл пулакан нимле йывăрлăхран та хăрамасть. Йěркеллě, типтерлě пулăр, тет вăл, эрех таврашěнчен тата ытти ăçтиçукран хăраса тăрăр; çемьене упраса хăварсан, ачăрсене те сыхласа хăваратăр тата хăвăра мирлě те лăпкă ěçлеме май тăватăр. И. Я. Яковлев чăвашсене пěр-пěринпе туслă пурăнма хушать, пур-çукшăн, кирлě-кирлěмаршăн хирěçсе, çапăçса пурăнасси ан пултăр, тет.

Чăваш халăхěн ěçченлěхне ÿстерсе пырас шутпа вăл пехиллесе çапла калать:

«Килěшсе ěçленě ěç пысăк усăллă – çакна пěлсе тăрăр, ун пек ěçе юратăр. Чи пěчěк ěçе те пикенсе, юратса ěçлěр. Пурнăçра курма тÿрě килнě йывăрлăхшăн ан кулянăр. Юратса тусан чи пěчěкçě ěçе те чаплантарса яма, усă паракан тума пулать; ÿркенсе ытахальтен анчах ěçлесен, чăн пысăк ěç те пăрахăçа тухать, хисепрен каять. Лăпкă чунпа килěшсе ěçленě пур ěç те телейлě пулать, ăнса малалла пырать. Кукăр çулпа çÿресрен, ултавпа тăвас ěçрен хăраса тăрăр: тÿрěлěхсěр курнă усă, ултавпа тупнă телей – тěреклě мар, вăл вăраха пымасть...»

И. Я. Яковлев пехиллесе çырса хăварнисенче вăл чăваш халăхěн шухăш-кăмăлне питě лайăх пěлсе тăни тата ăна хăйěн кулленхи ěçěнче шута илсе пыни уççăнах курăнать.

Чăвашсен чаплă педагогěн халăхлăх (народность) принципě ытти енчен пăхсан та аванах палăрса тăнине курма пулать.

Чи малтанах, вăл тăван халăхне юратнинче палăрать. 1883 çулхи февралěн 27-мěшěнче Н. И. Ильминские И. Я. Яковлев хăй чăвашсене чунтан-вартан юратни çинчен çырать: «Вунпилěк çула яхăн ěнтě вăй çитнě таран вěсен (чăвашсен. – Г. В.) ăс-тăн интересěсене пěтěмěшпех парăнса ěçлетěп эпě. Чăвашсен ырлăхěсěр, телейěсěр пуçне пурнăçра манăн урăх тěллев пулман та...» И. Я. Яковлев тăван халăхне хисеплени, юратни вăл ăна ěненсе, шанса тăнинчен те курăнать. «Чăваш халăхě ман шанчăка тÿрре кăларчě»,– тенě вăл каярах пысăк савăнăçпа.

Халăх педагогě хăйěн тăван халăхěпе тачă çыхăнса тăнă. Вăл халăхшăн тăрăшнă, халăх ăна çавăншăн чěререн юратнă. «Çăкăр-тăвар хире-хирěç» теççě чăвашсем кун пирки. Чăвашсем И. Я. Яковлев патне темěнле ыйтупа та килме хăйнă. Пěри ачисене мěнле пăхса çитěнтересси çинчен канаш ыйтнă, тепри çěр туянасси çинчен хăйěн шухăшěсене каласа панă тата тепри ачисем нумай пирки нушана лексе пособи шыраттарнă, тăваттăмăшě чăвашла кěнекесем илсе каясшăн пулнă, Н. М. Охотников арăмě упăшки вилсен вунпилěк çул иртсен пулăшу ыйтма пынă... Хай те вăл халăхшăн епле пулсан та нумайрах ырă ěç тăвасшăн çуннă, нимскере те вак-тěвек ěç тесе шутламан. Пěррехинче вăл айăпсăр тěрмене лартнă чăваша тěрěсе кăларасшăн нумай вăй хунă, хресченсемпе пěр хěрарăм улпут хушшинчи çěр пирки пыракан тавлашăва хресченсен майлă татса парасшăн пулнă, Пăва уездěнчи выçă ачасем валли чăваш шкулěсенче столовăйсем уçасшăн тěрмешнě...

Ку чухнехи çамрăксене, тен, тěпě - йěрěпех ăнланса илсе пěтěмěшпех хак пама та йывăр-и, анчах И. Я. Яковлев воспитанникěсем ун патне хресченсем вěçě-хěррисěр пыни çинчен халě те хумханмасăр калама пултараймаççě. Шкул картишě тулли урапа е çуна, коридорсем тăрăх кěрěк тăхăннă, çăпата сырнă мучисем хуçасем пек уткаласа çÿреççě, сăхман тăхăннă, килте тěртсе тунă кăвак йěмлě чăвашсем И. Я. Яковлевпа шакăлтатса калаçса ларнă чух хăйсене килти пекех туяççě, калаçа-калаçа чей ěçеççě... Çук, кун çинчен халě те лăпкăн, хумханмасăр асăнма йывăр.

И. Я. Яковлев халăха хăй патěнче кăна йышăнман, вăл хăй те тăван халăхě хушшинче нумай вăхăт ирттернě, кашни çул тенě пекех 5–6 уйăх унăн чăваш ялěсем тăрăх çÿресех иртнě. Пěр маршручě унăн питě пысăк пулнă: Чěмпěр – Тěрлемес – Бичурино – Акулево – Шупашкар – Иккасси – Ишек – Пихтулино – Турай– Етěрне – Хучаш – Элěк – Хутар – Юманай – Нурăс – Иртменкасси – Шăхасан – Елчěк – Рункă – Пăва – Кăнна Кушки – Чěмпěр. Ялтан яла çÿренě чух И. Я. Яковлев учительсен ĕçне тěрěсленипе çеç çырлахман, унăн темěнле çынпа та тěл пулса калаçма тивнě. Вăл хăйне кура педагогика пропагандисчě те пулнă. Етěрне уездěнчи пěр яла çеç вăл виçě хутчен кěре-кěре тухнă, кашни килмессеренех хресченсене пуçтарса ачасене хут вěрентме кирли çинчен питě витěмлě кала-кала панă, ялта шкул уçма ÿкěтленě.

Ялтан яла çÿренě чух И. Я. Яковлев тертне-асапне те, хуйхи-суйхине те сахал мар курнă. Анчах савăнмалли, кăмăла çěклемелли те пулкаланă - пулкаланах пуль çав. Хальхинче ялсене кайса çÿренě чух курни, тесе çырать вăл Н. И. Ильминские пěр çырăвěнче, мана питě савăнтарчě тата хуйха-суйха та аванах пусарчě. Уйрăммăнах мěн савăнтарнă-ха педагога? Вăрмарта эпě, – тет И. Я. Яковлев, – хăйне кура тěлěнмелле чăваш шкулě куртăм, учительте унта пěр ахаль чăваш çынни Константин Ефимов ěçлет; унăн ырă кăмăлě, вăл ырра ěненсе чěререн шанса тăни, унăн шкулě пекех, тěлěнтермеллипех тěлěнтерет. «Хăй вăл халě вăтăр пиллěксенче», тесе пĕлтерет И. Я. Яковлев. Çак шкул мěнле пуçланса кайнине те тěплěн çырса кăтартнă вăл. Виç-тăватă çул каялла Константин Ефимов хытă чирлесе ÿкнě иккен, чирленě вăхăтра вăл çылăха каçарттаракан чи сăваплă ěç тума тупа тунă: сывалсан епле пулсан та хутла вěренес те ялта шкул уçас. Ун шучěпе, хутла пěлекен пěр çын çук ялта шкул уçни чи сăваплă ěç пулмалла. Кÿршě яла пěр салтак патне çÿресе вăл вулама-çырма вěреннě, унтан Кавалра ěçлекен Яков Петров пулăшнипе хăй патěнче шкул уçнă, вěрентме те хăех вěрентнě. Çак ěçшěн вăл пěр пус укçа та ыйтман. «Шкулě те, именчěклě те сăпайлă учителě те ěмěр манаймалла мар асра юлаççě», – тет И. Я. Яковлев. «Манăн çавăн чух сире çав тери хам вырăнта тăратас килетчě», - тесе çырать вăл Н. И. Ильминские хăй калама çук вăйлă савăннине пěлтерсе.

Чăвашсем хушшинче мěнле кăна çынсем тěл пулмаççě пулě! – кăмăлě çěкленнě педагогăн. Кун йышши тěлпулусем, чăнах та, И. Я. Яковлева халăхшăн тата тăрăшарах ěçлеме хавхалантарнă. Унăн ěçне халăх чунтан ырланине, халăхран тухнă çынсем ăна вăй çитнě таран пулăшма хатěр пулнине И. Я. Яковлев лайăх курса тăнă. Халăх культурине хăпартас ěç пěччен тумалли ěç мар, пěтěм халăхпа тумалли ěç иккенне лайăх ăнланнă вăл. Çавна пěлсе тăрса, çавна шута илсе вăл хăйěн пехилěнче тăван чăваш халăхне чěререн тав тăвать. Эпě тунă ěçсем сирěн çакăн пек пысăк юратăвăра, ăшă кăмăлпа пăхнине, тен, тивěçлех те марччě-и, тет именÿллěн халăхăн сăпай ывăлě. Уçă кăмăлпа хăйне пулăшнă нумай-нумай вырăс çыннине чěререн тав тăвать вăл. Хăйпе пěрле ěçленě тусěсене, юлташěсене хěрÿллě тав тăвать, вěсене: сирěн чěререн тăрăшса тунă ěçěрсемěр ман ěç тухас çукчě, тет. Çапла, И. Я. Яковлев хăйне асла хуман. Кирек кама та тăван халăх çеç асла кăларма пултарнине вăл никамран та лайăх туйса тăнине курма йывăр мар. Çак аслă педагога хăйěн чапě мар, чăваш халăхěн чапě кирлě пулнă.

Кирек мěнле ěçе тытăннă чух та И. Я. Яковлев халăх интересне шута илсе тăнă. Халăхшăн унăн темěн тума та тивнě, хăй çине нушине, тертне те сахал мар йышăнмалла пулнă. Кирек хăçан та вăл ěçе халăха кирлě пек тума ăс çитернě. «Ăçтан кăна ăс çитернě пулě вăл!» вěçěмсěрех тěлěнетěн те, савăнатăн та. Акă çиелтен пăхма нимпех те уйрăлса тăман пěр тěслěх илсе пăхар. И. Я. Яковлев хăшпěр çулсенче хěрěх ача вырăнне çитмěл-сакăрвунă ача илнě, вěсене шкулта пěр-икě уйăх та пулин вěрентме тăрăшнă. «Чěмпěре çитме пултарнăскер пěр-икě уйăх вěрентěр иçмасса, унтан вара вăл, тен, хăй тěллěн вěренсе çын пулě», – тенě И. Я. Яковлев. Кунсăр пуçне, шкултан пěчěк ушкăнпа кăларни те («малый выпуск») Чěмпěр шкулěн историйěнче юлмалли факт. Сăмахран, И. Я. Яковлев Саратов е Уфа кěпěрнинчен çыру илнě, тейěпěр. Ку çыру авторě тÿрех «учителем в нашей школе лестно бы иметь выпусника Симбирской школы», тесе çырать. Кун йышши çырусем И. Я. Яковлев питě нумай илнě, ялан тенě пекех çырура ыйтнине пурнăçлама тăрăшнă. Вара вăл виççěмěш класра вěренекен пěр виç-тăватă ачана пуçтарнă та, вěсене шкултан вěренсе тухнă тесе шутласа учительте ěçлеме кайма сěннě. Ку ачасене вăл «малый выпуск» туса лайăх чысласах ăсатнă. «Малый выпуск» хăшпěр чух урăххишěн те тума тивнě. Сăмахран, виççěмěш класри пилěк-ултă ачан салтака лекме çул çитнě. Пěр лексен, унтан часах хăтăлса таврăнма май çуккине И. Я. Яковлев хăйěн опытěнчен пěлнě: А. Рекеева çартан каялла таврăнтарассишěн унăн питě нумай тěрмешме тивнě. Чăваш халăхне çутта кăларас ěçре кашни çын шутлă пулнă, вăхăтне те харама яма юраман. Учительсене вăл вăхăтра çар службинчен хăтарнă. И. Я. Яковлев çакăнпа усă курнă та вара: мěнле чăваш шкулěсенче учительсем кирлине лайăх пěлсе тăраканскер, вăл «малый выпуск» тунă та ачасене учитель пулса ěçлеме ялалла ăсатнă.

Пире, ěççыннисен хушшинчен тухнă çынсене, хумханмасăр вулама çук пěр документ пур. И. Я. Яковлев шкула ачасене çěнěрен илме тытăниччен пěр класлă тата икě класлă ялти чăваш шкулěсен пуçлăхěсене çыру çырса янă. Ку çырура «Шкула вěренме кěрес текенсем пурте ěçхресчен çемйисенчен пулмалла. Ку çемьесем ěçе юратнипе, чăн-чăнах та хресченле пурăннипе палăрса тăмалла. Ячěшěн çеç хресченсем тесе шутланса тăракансем кирлě мар»,– тенě вăл. Кунпа пěрлех И. Я. Яковлев шкула кěме хатěрленекен ачан характеристикине çеç мар, унăн çемйин кěске характеристикине те ярса пама ыйтнă.

Çапла вара, И. Я. Яковлев халăхшăн тăрăшать тени, тěрěссипе, эпир ăнланнă пекех, ěçхалăхěшěн тăрăшать тенине пěлтерет. Революциччен ěçхалăхěшěн çакăн пек уççăнах тăрăшма хăякансем шкулсен пуçлăхěсем хушшинче сахал пулнă.

Çавăнпа та эпир тулли кăмăлпа паян та Н. И. Шелепин вăтăр çул каялла каланă сăмахěсене аса илсе чěререн тепěр хут калама пултаратпăр:

Хастарлă тăлăхăн хастарлă ěçě...
Чăваш халăхшěн курăнмасть вěçě...
Унăн чаплă ěçě ÿснěçем ÿсě...
Ăна чăваш çынни пурте сисě!

Çаплах çав, ăна сисмен çын халě пěрре те çук: Октябрьти Аслă революци чăваш халăхěн, чăваш çěршывěн сăн-сăпатне тěпренех улăштарчě, И. Я. Яковлев вилнě хыççăн чăвашсем хушшинче талккишпех хут пěлменлěхе пěтернě, пуçламăш тата çичě çул вěренмелли шкулсенче пурне те вěрентессине пурнăçа кěртнě, партин XX съезчě хушнипе пурне те вăтам шкулта обязательнăй йěркепе вěрентессине пурнăçлама пикеннě.

Волков Г. Н. И. Я. Яковлев – халăх педагогĕ // Волков Г. Н. И. Я. Яковлев – чăваш халăх педагогĕ / Г. Н. Волков. – Шупашкар, 1959. – С. 40–50.

© 2000-2010 Национальная библиотека Чувашской Республики,  naclibrary@cap.ru