Ресурсы О библиотеке Профессионалам        О Чувашии
 Ресурсы:
 Каталоги
НБЧР
 Каталоги
консорциума
 Электронная
библиотека
 Поиск по
сайту
 Справочная
служба:
 Спроси
библиотекаря
 О библиотеке:
 Новости
 Мероприятия
 Проекты
 Нормативная
документация
 История
 Публикации
 Основные показатели
 Адрес
 Услуги
 Отделы
 Администра-
ция
 Партнеры
 Почетные читатели
 Дарители
 Библиотеки
республики:
 Публичные
 Государ-
ственные
 Других
ведомств
 Профессио-
налам:
 Метод.
кабинет
 Работникам
культуры
 Издания
 Полезные
ссылки
 О Чувашии:
 Справка
 Чебоксары
 Чувашия в
рос. печати
 Новые книги
о Чувашии
 Периодика
Чувашии
Юбилейные даты
 Краеведение
 СМИ о куль-
туре Чувашии
 На главную
 Статистика:
Национальная библиотека Чувашской Республики

Библиотека - это открытый стол идей, за который приглашается каждый...
А.И. Герцен

И. Я. Яковлевăн ача чухнехи пурнăçě


Чăвашсен паллă педагогě И. Я. Яковлев çинчен нумай статья çырнă, анчах ун ача чухнехи пурăнăçне питě сахал çутатса панă, мěншěн тесен ку вăхăтри ун пурăнăçě çинчен калакан материалсем пулман. И. Я. Яковлевăн пурăнăçě çинчен эпир пуринчен ытла хăйěн асаилěвěсенчен пěлетпěр. 1867 çулта çырнă автобиографинче И. Я. Яковлев çапла калать: «Эпě 1848 çулта мункун умěн çуралнă. Хамăн иртнě пурăнăçа 8 çултан пуçласа тин астăватăп». (Чăваш Госархивě, 515 ф., 320 упр. ед., 6 л.).

Çак вăхăталла чăвашсем хушшинче çырăва пěлекенсем сахал пулнă. Çапла вара И. Я. Яковлев хăйěн ача чухнехи пурăнăçě çинчен ваттисем каланă тăрăх çырса хунă пулмалла. Çав хута эпир нумай пулмасть шыраса тупрăмăр.

И. Я. Яковлев кивě стильпе 1848 çулта апрелěн 18-мěшěнче Пăва уесěнчи Кăнна Кушки ятлă ялта чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Вăл амăшěпе икě кун та пурăнайман, ашшěне пачах курман. Çапла И. Я. Яковлев питě ир тăлăха тăрса юлнă. Тăлăх ачана ялти Пахум çемйи усрава илнě. Пěр кÿршě хěрарăмě Марье кăкăр ěмěртнě, анчах вăл та нумаях пурăнайман. Çапла ěнтě И. Я. Яковлев икě хутчен тăлăха юлнă. Кăвак куçлă ачана такам та юратнă, хăй те çынна курсанах йăл кулнă. Пуринчен ытла вăл сěт-турăх юратса çинě, чупса çÿреме юратнă. Пилěк çулхи ача 8 çулхи ача пекех пысăк та çирěп пулнă. Тăлăх ача, йăвашскер, çиллентерсен, пěр ачаран та хăраман, пурне те хăй патěнчен хăваласа янă. Лешсем вара ним тăвайманнипе тем те каласа мăшкăлланă: «çын юлашки», «вěлтрен çинчи», тесе çухăрнă.

Ултта çитсен, Кушкă ачи выльăх пăхнă, хěлле кěнчеле арланă, çулла сÿре сÿреме, тырă вырма вěреннě. Пур çěрте те вăл ватă çын пек тишкерÿллě пулнă. Унтан тăлăх ача Хаким кěтÿçпе кěтÿ кěтнě. Вěсем иккěш те питě хастар пулнă. Хаким Ивана шăхличěпе тěрлěрен кěвě калама, çăпата тума вěрентнě. Хупăр вăхăтěнче Иван чылай хěрарăмсене çăпата туса панă. Уншăн вěсем Ивана çăмарта, чăкăт çитернě. Кěтÿç ачи кěпе-йěмне те хăйех çунă, хăвăртрах типěтес тесе, пÿрт тăррине е йывăç çине улăхса çакнă.

Пěррехинче Кушкă халăхě пур енчен те анатри хěреслě урама чупнă. Приказран тиек килнě те, пурин те вăл чěннě çěре пымалла пулнă. Тиек халăха питě хытă тытнă. Мăшкăл тумасан, унăн чунě канман. Иртнě эрнере çеç вăл, сăмаха итлемест тесе, пěтěм ялйыш хисеплесе пурăнакан ватă çынна йěмне хывтарса хулăпа çаптарнă.

Çав вăхăтра чăвашсем вěренесшěн пулман, мěншěн тесен шкулта тăван чěлхепе вěрентмен тата ачасене ниммаршăнах хěненě, нумайăшě шкултах вилнě.

Усал тиек Кушкă ялне ачасене шкула вěренме илсе каймашкăн пынă. Çакна пěлсен, ача амăшěсем уласа йěрсе янă, мěншěн тесен шкула лекнě чăваш ачи, килйышран уйрăлса кайса, киле таврăнман. Килйышра шкулта вěренекен пулсан, пěтěм çемье чысě пěтнě, ăру ячě çěрнě, мěншěн тесен шкулта ачасенчен халăхран куланай пуçтарса çÿрекен е писарь тунă. Пěтěм халăх çав ачасен ашшě-амăшне курайман. Çавăнпа ваттисем епле те пулин тиеке ачасене шкула памасăр ăсатас тесе ăшталаннă.

Акă, Питнав старик çăка патакки çине камăн веренме юрăхлă ача пур-рине картать. Чăхури килйышěн пěр ывăл иккен, Сенěк çемйи ывăлěн çулě çитеймен, Çав килйышра икě ывăлăн çул çитнě. Питнав старик тем тěрлě çавăркаласа картнă, анчах, тем тěрлě шутласан та, Кушкă ялěнчен 8 ача тытса ямаллах. Ваттисем канашласа илеççě. Тиек вěсене шăтарас пек пăхса тăрать.

— Ну, Питнав старик, кÿр-ха патакна. Эпě паян миçе каччă ăсататăп? — тет тиек.

Питнав старик тиеке икě пÿрне кăтартать. Лешě вара чěнмесěр кулса илет те виçě пÿрне кăтартать. «Картланă карта якатнăшăн ача пуçне 3 тенкě туса хаклас», тет тиекě. Пурте шăп тăраççě, никам та çăвар уçмасть. Тиек малалах калать: «Сирěн кăçал выльăх апачě вăйлă пулнă. Пыл та, çу та, какай та нумай пуль», тет кулкаласа.

Халăх каллех шăп тăрать. Хăшěсем пăшăлтатаççě: «Парас пулать. Хамăр ирěк мар, çын ирěкě. Ача пуçне 3-шер тенкě укçа, пěрер чěрес пыл, икшер автан, вуншар çăмарта, пěр кěрепенке сар çу», теççě ваттисем.

— Мěн турткаланса тăрасси пур? Пиртен тухнă йăла мар, авалтан çапла,— теççě теприсем.

Тиек çакна илтсен сапăр пулать. Ачасем шкултан хăтăлаççě. Анчах Иван кěтÿçе кам хăтарса хăварě? Суккăр Пахум та пěлмест-ха ун çинчен.

Питнав старик, тиек хушнипе, Ивана чěнме ярать. Нумай та вăхăт иртмест, ăна тиек умне чăпăрккипех пырса тăратаççě. Тăлăх ача хăраса ÿкнě, пусма илсе каякан выльăх пек йěри-тавра пăхкалать.

— Э, ку сирěн кěтÿçě пулас çын мар. Кăна хăвармастăп. Пăрах, чăваш чěппи, вăрăм пушшуна. Çыру вěрентетпěр те аллуна патак тыттаратпăр, вара эсě кěтÿ кěтес вырăнне çак халăха кěтетěн,— тет тиек, çилленне пек пулса.

Çакна илтсен, халăх чěри лăшах каягь. «Усал çакăнпа иртсе кайтăр ěнтě», теççě вěсем. Çапла вара ял халăхě Ивана шкула пама йышăнать. Тепěр кунне Ивана халăх лавěпе Пăрăнтăка ăсатать. Пăрăнтăк хула пек пысăк ял пулнă. Унта çурри чăваш, çурри вырăс пурăннă. Вырăссем кунта 300 çул каялла килнě. «Пăрăнтăк» тесе кунтан Сěве шывě пăрăнса, кукăрăлса кайнăран каланă 1 .

Ивана малтанах Пăрăнтăк ачисем (вырăссем) хěнеме пикеннě, анчах кěтÿç-ача вăйлă пулнă, вěсене хăй хăратнă. Çакна курсан, ытти чăваш ачисем питě хěпěртенě. Кушкă чăвашě яланах ытти чăваш ачисен хутне кěнě. Урампа иртсе пыракан чăвашсене мăшкăлланине е чулпа пенине курсан, Кушкă чăвашě урса кайнă пек пулса вырăс ачисене хěнеме пуçланă. Çакна курса чиркÿ хуралçисем чупса тухнă, ачасене лăплантарнă, анчах вěсем кěрсе кайсанах вăрçă тепěр хут пуçланнă, вырăс ачисем татах пуçтарăннă, Кушкă чăвашне йăвантарнă, пăтасемпе чикнě, çырмалли хур шăммисемпе чěрнě.

Малтанах Иван Пăрăнтăкра пěр чăваш çемйинче пурăннă. Каярахпа вăл пуян Мушкей вырăс патěнче пурăнать. Кунта вăл тарçăри пекех ěçлет, анчах вăл шкулта та питě тăрăшса вěреннě. Шкултан таврăнсанах кěнеке хутаççине çакнă та выльăх-чěрлěх патне тухнă, картара тислěк хырнă, çěрле майрана сÿс тÿсе панă, пир тěртме пулăшнă. Тăлăх ача хăй тумтирне хăех сапланă, юсанă.

Чăваш ачи çынна пулăшма яланах хатěр пулнă. Пуринчен ытла вăл чăваш ачисене пулăшма тăрăшнă. Лешсем шкул ачисенчен те, учительсенчен те нумай патак çинě. Ачасене пурне те вырăсла вěрентнě. Чăвашсем нумай чухне ăнланманнине пула та патак çинě. Вăл вăхăтра ачасене Ланкастер меслечěпе вěрентнě (аслă ачасем кěçěн ачасене вěрентнě). Çапла вěрентни чăваш ачисемшěн питě йывăр пулнă, мěншěн тесен шкулта куштан ачасем хуçа пулса тăнă, вěрентес вырăнне ытларах хěненě, килтен тутлă апат-çимěç илсе пыма ыйтнă. Çапла ěнтě Пăрăнтăк вырăсěсем патша йыттисемпе пěрле таврари çынсене хăратса тăнă. Ахальтен мар унта утелни шкулě уçнă, пěлěт çÿллěш чиркÿ ларнă. Чиркÿ чанě пěтěм таврана чěтретсе кěрлесе тăнă. Çавăнпа та Пăрăнтăкри вырăс çыннисем хăйсене хăйсем пуç халăх вырăнне хунă, ытти ялсене хăратса пурăннă. Пěр-пěр ял пусмăрлакан улпута хирěç кайсан, çавăнтах пăрăнтăксем харăс тапранса тухса парăнтарнă. Чăваш ялěсем вырăс тěнне йышăнасшăн пулман, ирěксěр пырса лартнă турăшсене кăларса ывăтнă, пупсене хăвала-хăвала кăларса янă, авалхи йěркепе пурăнасшăн пулнă. Хăш-хăш ялсем, вырăссенчен хăраса, тутар тěнне йышăнма пуçланă. Çакна илтсен, Пăвари тÿресем Пăрăнтăк вырăсěсене кăшт кăна вěкěртнě те, вěсем, таврари вырăссене пухса, пěтěм чăваш ялěсене хирсе тухнă: хěнесе, хăратса пěтернě, чăваш йăлинчен пистернě, учук юписене касса, çунтарса пěтернě, мичет тăррисене ишсе анарнă.

Çав ялта вěреннě ěнтě Иван. Шкулта унпа пěрле тăватă чăваш ачи пулнă. Вěсем пурте кěтÿрен аташнă путексем пек пурăннă, вырăсла пěлмен, вěсене чăвашла калаçма хушман, анчах чăваш ачисем вăрттăн пěр-ик сăмах та пулин калаçса илнě. Аслă класра вěренекен ачасем куншăн вěсене хěненě. Самани çавнашкал пулнипе чăвашсем вырăс улпучěсемпе кěрешсе нумай пуç хунă. Пěррехинче выçă чăвашсем вырăс улпут çěрěсене туртса илнě, тыррисене вырса кěнě. Кун хыççăн чăвашсем патне пěр рота салтак янă, нумайăшне Чěмпěре тытса кайнă, вăрă-хурах пÿртне хупнă. Лешсем вара выçă вилнě. Çак усал ěçсене пурне те Пăрăнтăк вырăсěсем пулăшнипе тунă. Пăрăнтăк ялěпе иртсе çÿренě чух чăваш хăвăртрах утать, лашине хытă хăвалать. Анчах çав ялтах пěр паттăр чăваш вěреннě, вăл хăй ăсталăхěпе вырăссене тěлěнтернě. Ку Кушкă кěтÿçě Иван пулнă. Пăрăнтăк вырăсěсем унран чăннипех тěлěннě: «Чăвашран та çын пулма пултарать-çке», — тенě. Пуян Мушки (Мушкеев) чăваш ачи çинчен мухтаса каласа çÿренě, хăйпе пěрле ěçлеме илсе кайнă.

Пăрăнтăк пупě А. И. Баратынский те Кушкă чăвашне ăслă маттур çын пулас çамрăк вырăнне хурса хакланă, Кушкă чăвашне вăл хăй хÿтлěхне илнě, малалла вěренме пулăшнă.

Кушкă чăвашě хăйěн тăн-пуçěпе, упа пек тěреклě ÿт-пěвěпе Баратынский кăмăлне хăй енне çавăрнă. Кун хыççăн ăна никам та мăшкăллайман. Улпутсем ăна чăваш ачи вырăнне хурса хакласшăн пулман, анчах Иван вěсене çапла каланă: «Эпě чăваш ачи, эпě урайěнче путексемпе, пăрусемпе йăраланса, çукпа тарăхса пурăнакан хура халăх хушшинче çуралса ÿснě», — тенě. Улпутсем Кушкă чăвашě çапла каланинчен хытă тěлěннě.

Ытти чăваш ачисем Чěмпěре пырсан вăтанаççě. Иван кěтÿçě вара чăвашсене хула кăтартса çÿрет, хăй вěренекен шкула ертсе пырса кăтартать, мала чěнсе лартать, вěсемпе кулать, чăвашла пуплет.

Кушкă чăвашěсем Чěмпěре пырсан пěр хваттерте чарăнса тăнă. Иван вара вěсем патне час-часах пырса кайнă, чăвашěсем те ун патне шкула çÿренě. Çěрвиçÿ ěçне вěрентекен шкул икě хутлă чул çуртра пулнă. Çак шкулта Иванпа пěрле çичě чăваш ачи вěреннě. Вěсене ялти шкулсенчен ирěксěр илсе пынă. Вěсем хушшинче Иван чи пысăкки, чиперри пулнă.

Çěр виçекенсене хатěрлекен шкулта пěр чăваш ачи Прохор Акимов Иванпа туслă пурăннă. Вěсем иккěшě те вěренсе тухсан пěрле ěçленě, каярахпа Чěмпěре вěренме пынă чăваш ачисене пěрмаях пулăшса тăнă 2 .

1868 çулхи пěр çутă кěрхи кун Чěмпěр гимнази патне икě лаша кÿлнě тăрантас пырса тăнă. Тарантасран хура мăйăхлă яш ача сиксе аннă.

Ку вăл Кушкă чавашě, ěнтě аталанса çитнěскер, пурнăç тилхепине хăй аллине çавăрса илнěскер, Иван Яковлевуч Яковлев пулнă. Вăл ытти çěр виçекенсем пек пулман. Çěр виçекенрен ултавçăрах çын кам пур? Кам чăваш çěршывне авалран чикěлесе вакласа пěтернě? Кам чăваш çěршывне улпутсене, утелние, хыснана каса-каса панă? Çěр виçекен. Мěн сăлтавпа çак ěçе вěренме чăваш ачисене те Чěмпěре ăсатнă-ха? Патша чиновникěсене чăваш хушшинче те хăйсене майлă çынсем кирлě пулнă. Анчах Иван вěсене пăхăнса пурăнасшăн пулман, чăваш халăхне çутта кăларасшăн çуннă. Çав шутпа вăл гимназине вěренме килсе кěнě.

Çак пархатарлă ěçе И. Я. Яковлев 1868 çултан пуçласа хăй виличченех (1930 çулччен) туса пынă. Çавăнпа та ăна чăваш халăхě нихăçан та манас çук.

Краснов, Н. И. Я. Яковлевăн ача чухнехи пурнăçě / Н. Краснов // Тăван Атăл. – 1968. - № 4. – С. 75-76.


1 Халě çак ял Тутар республикине, Тетěш районне кěрет.

2 Акимов Прохор Акимовичпа И. Я. Яковлев, çěр виçекенсен шкулěнчен вěренсе тухсан, Атăл тăрăхěнче çěр виçсе çÿренě. 1869 çулта И. Я. Яковлев хыççăн Акимов та Чěмпěре таврăннă. 1870 çулта Акимов И. Я. Яковлевăн шкулěнчи ачасене карттă тума, тěрлě картинсем ÿкерме те вěрентнě. 1915 çулта Акимов Чěмпěрти чăваш шкулě çумěнчи «Братство» членě пулса тăнă.

© 2000-2010 Национальная библиотека Чувашской Республики,  naclibrary@cap.ru