А. Кăлкан. Чăвашсен пур сумлă çын
Чăвашсен пур сумлă çын,
Пурте ун ятне пěлеççě,
Ваттисем калаçнă чух
Ырăпа çеç асилеççě.
Хăть чăваш эс, хăть тутар,—
Пурпěрех пěлмешкěн тивěç:
Ача чух вăл çу хута
Кěтÿçре çÿренě имěш.
Пěчěкрен вăл пит ăста
Çăпата тума вěреннě;
Яш пулсассăн, Хусанта
Кěнеке тытса çÿренě.
Вырăссем пулăшнипе
Вěренме ăна май килнě;
Пултаруллă пулнипе
Пит нумай пěлÿ вăл илнě.
Чăвашран вăл пуçласа
Университет пěтернě.
«Халăхшăн вăя хурса
Халь ěçлес пулать ман»,— тенě.
Чăвашсем валли вара
Чěмпěрте вăл хăй шкул уçнă.
Букварьсем çыра-çыра
Пулнă шурă юр пек пуçлă.
Аллă çул хушши çутта
Чăваша çав çын кăларнă.
Халě пединститута
Чăвашсем ун ятне панă.
Каламарăм ун ятне -
Вăл пуриншěн те халь паллă.
Маншăн та вăл - чăн атте;
Сăввăм пултăр асăнмалăх.
Кăлкан, А. Чăвашсен пур сумлă çын : [сăвă] / Александр Кăлкан // Пирěн уявсем. – Шупашкар, 1991. – С. 5.
|