В. Давыдов-Анатри. Яковлева сума суса
Иван Яковлева манмастпăр,
Усратпăр халăх асěнче.
Ăна сума суса юрлатпăр
Чăваш совет çěршывěнче.
Çын вăй-халне вăл çирěп шаннă,
Пире вăл чěннě çутталла.
Ăна Ульянов асăрханă,
Савса ал панă тăванла.
Вěсем пěрле тăрса çул хывнă
Ыр ěмěтпе - малашлăха.
Пěрле тыр акнă, тырă вырнă,
Пěрле çěкленě туслăха.
Тавах сана, Раççей-аннемěр,
Тавах, манмарăн эс пире.
Пěрле пулнишěн чун-чěремěр
Сана саватпăр ěмěрех!
Давыдов-Анатри, В. Яковлева сума суса : [сăвă] // Давыдов-Анатри, В. Сăвăсем / Василий Давыдов-Анатри. – Шупашкар, 1986. – С. 86.
|