Ресурсы О библиотеке Профессионалам        О Чувашии
 Ресурсы:
 Каталоги
НБЧР
 Каталоги
консорциума
 Электронная
библиотека
 Поиск по
сайту
 Справочная
служба:
 Спроси
библиотекаря
 О библиотеке:
 Новости
 Мероприятия
 Проекты
 Нормативная
документация
 История
 Публикации
 Основные показатели
 Адрес
 Услуги
 Отделы
 Администра-
ция
 Партнеры
 Почетные читатели
 Дарители
 Библиотеки
республики:
 Публичные
 Государ-
ственные
 Других
ведомств
 Профессио-
налам:
 Метод.
кабинет
 Работникам
культуры
 Издания
 Полезные
ссылки
 О Чувашии:
 Справка
 Чебоксары
 Чувашия в
рос. печати
 Новые книги
о Чувашии
 Периодика
Чувашии
Юбилейные даты
 Краеведение
 СМИ о куль-
туре Чувашии
 На главную
 Статистика:
Национальная библиотека Чувашской Республики

Библиотека - это открытый стол идей, за который приглашается каждый...
А.И. Герцен

А. Артемьев. Тăвăл умěн


Роман
(Кěскетнě сыпăксем)

Тěнче вăрçи тухнă çул Чěмпěрти чăваш шкулěшěн питě йывăр пулчě. Хěл каçа унта тěрлě инспекторсем, Яковлев тăшманěсен элекне итлесе, темиçе тěрěслев, ревизи туса ирттерчěç, хăшпěр чухне вěсем шкула ахаль çынсем е вěренекенсен ашшěсем пек пулса та пырса куркаларěç, классенче, мастерскойсенче, ачасем пурăнакан пÿлěмсенче вăрттăн ухтарусем турěç. Çапах хăйсем курайман директора тÿррěнех айăплама нимěнле сăлтав та тупаймарěç. Яковлев хăй влаçсем умěнче шанчăкран тухнине, ăна жандармсем вăрттăн йěрленине тахçанах сисетчě ěнтě, анчах çав ирсěр ěçе тăшмансем питě асăрханса, чеен туса пыратчěç. Халě вара уççăнах сěмсěрлене пуçларěç. Юлашкинчен, вырăнти инспекторсен «тимлěхěпе» çырлахмасăр, Çутěç министрě Кассо хăй Петербургран килет, терěç.

Министр Чěмпěре ака уйăхěн пуçламăшěнче килсе çитесси çинчен Яковлева губернатор хăй пěлтерчě, пысăк хăнана кěтсе илмешкěн хатěрленме хушрě. Шкул çăвăр уйăракан хурт вěлли пек хěвěшме тытăнчě. Яковлев, хăй пăхса тăрса, классене, пурăнмалли çуртсене, хуралтăсене тирпей кÿртерчě, аслă картишне, аллейăсене пěр çÿпě юлмиччен тасаттарчě, йывăç тротуарсене пÿрт урайě пек шураличчен çутарчě.

Министр ыран шкула килет тесен, Яковлев çěрěпех отчет вуласа ларчě, ăна тěплě тěрěслерě те ир еннелле тин çывăрма выртрě. Ирхине ăна Екатерина Алексеевна вăратрě.

— Иван Яковлевич, паян нумай çывăрма юрамасть сирěн. Кассо вунпěр сехетре килетěп, тенě.

Яковлев хăвăрт тăрса çăвăнчě, тумланчě, чей ěçрě те прислугăна чаплă хăна валли апат-çимěç хатěрлесе лартма хушрě. Хăй шкул хуçалăхне тěрěслеме тухрě.

Йăлтах йěркеллě пек туйăнать, çапах чун пăшăрханать: хальхинче ревизор камне пěлес пулать! Хаяр министр пěчěк кăлтăкшăн та çисех ярě, унăн пěр сивě сăмахě те Тěп чăваш шкулне ěмěрлěхех пěтерсе хума пултарě.

Яковлев, хăйěн хуçалăхне темěнле тиркевлě куçпа сăнасан та, нимěн чăркăшмалли, ятламалли тупаймарě, вара ăшěнче кăмăллăн кулса илчě.

«Хаяр, ах, пит хаяр высокопревосходительство Кассо! Победоносцевран та усалтарах-и тен? Ячě кăна мěнлерех: Лев Аристидович! Пěтěм империри Çутěç министерстви чиновникěсем ун умěнче чěтресе кăна тăраççě. Пěр тарăхсан, Кассо такама та чěрне айне хума пултарать. Çапах... çапах, Лев ятлă пулсан та, арăсланах мар-и, тен? Пěрре ун хăрушлăхěнчен чиперех хăтăлса юлсаттăм, халь те турă çăлса хăвармě-и-ха мана? Мěнле çын вăл Кассо? Хăш халăхран килсе тухнăскер? Хушамачě — французла, ячě — вырăслах пек, тен, вырăслатнă пуль, ашшě ячě — грекла. Нумай, ах, нумай-çке пирěн Раççейре ютран килсе хуçаланакан пуçлăхсем! Сахал курнă-и эп вěсене мěн çамрăкран? Сахал тÿснě-и вěсенчен? Станбек граф, Велио барон... халě, ак, Кассо... Мěнле ăнланччăр вěсем, пач ютсем, çутталла туртăнакан чăваш чунне, эдак-и-так?!»

Тěп хапха патěнче такам шавланине илтсен, Яковлев унталла талхăрса пычě.

— Мěн кунта, мěн кунта сирěн, разбойниксем! Кěçех губернаторпа министр килсе çитмелле — вěсем пур, илěм-тилěмпех, тěнче пěтсе килнě пек çěмрěлеççě!.. Кам унта, Петěр?

— Хусан кěпěрнинчен килнě хресченсем, Иван Яккăльч. Кěртме ыйтаççě: «Пире Иван Яккăльч хăй кěме хушрě», теççě, — шиклěн пěлтерчě хуралçă.

Яковлев кěтмен хăнасем патне, урама, тухрě. Лешсем, ăна курса, чакса тăчěç, çěлěкěсене хыврěç.

Шурă сăхман тăхăннă лутра старик хăй çумне пěр мăшăр çěнě çăпата çакнă, аллисене сулкаласа калаçать. Унпа юнашар тăсланкă старик чěнмесěр тăрать.

— Виç талăк килтěмěр, Йăван Яккăльч! Пěрер мăшăр çăпата çěтрěмěр. Каллех çав ана-çаран пиркипе килмелле полчě. Ял поян-коштанěсем порăнма памаç, хоптěрлеç, чи селěм çěрсене тортса илчěç пиртен. Йăван Яккăльчсăр çта каяс перн йышши çок çыннăн, контах тепре килсе попляс терěмěр вара Куçма кумпа, — шавларě лутра старик.

— А-а, тахçанхи пěлěшсемех иккен! — вěсене палласа илчě Яковлев. — Ну, атьăр, эппин, килтěр пулсан, тěпě-йěрěпе каласа парăр. Ман кăштах вăхăт пур-ха, анчах нумай ан тытăр мана. Паян, халех, губернаторпа министр килмелле кунта... Атьăр, атьăр, —тесе, Яковлев хресченсене хăй хваттерне ертсе кайрě.

Инçетрен килнě хăнасене вăл, яланхи йăлипе, столовăйне илсе кěртсе, министр валли хатěрленě сěтел хушшинех лартрě, вěсене чей ěçтернě хушăра чаплă апат-çимěçпе хăналарě. Хресченсем ăна хăйсен тавлашуллă ěçě çинчен каласа пачěç. Хутора уйрăлса тухнă пуянсем вěсен чи лайăх ана-çаранне касса илнě-мěн...

— Акă мěн, — терě Яковлев, вěсене итлесе пěтерсен. — Эпě патша кăларнă саккунсене хирěç пымастăп. Çук ман ун пек ирěк. Çапах та сире пулăшма хатěр, сирěн çěрěрсене Курмил саккунсăр туртса илнě. Акă, сире çыру çырса парам, эсир унпа халех земство управине кайăр. Начальникě унта эп пěлнě çын, вăл сирěн ěçе хăвăр майлă татса пама пулăшě... Анчах хăвăр, хăвăр та йěркеллě пулма тăрăшăр унта, ан шавлăр. Ытла шухă эсир, Выл тăрăхěнчи çынсем, ытла чăрсăр... пулса куркаланă эп вăл енче, куркаланă... Пěлтěр мěншěн пăлхантăр? Мěн пачě сире вăл пăлхав? — сасартăк хыттăн ыйтрě Яковлев, хăмăр куçěсене ялкăштарса.

— Эпěр... перн ял хотшăнман онта, — терě Куçма, Яковлева куçран пăхма хăяймасăр.

Халь çеç шавлă калаçакан лутри нимěн те шарламарě, çěрелле пăхрě.

— Хутшăнманнине ан асăнăр, эдак-и-так! Пěлетěп эп сире, разбойниксене! Вăл енчи ялсенче пулкаласа курнă эп. Ытла шухă халăх... Сарри-паттăр, Некей, Палатей таврашě... Анчах мěн тупрăр пăлханса? Кама хирěç пăлхантăр? Патша тытăмне хирěç-и? Хěçпăшаллă стражниксене хирěç çара алăпа тухрăр-и? Хурçă сунтала йывăç мăлатукпа çапла аркатас терěр-и? Ухмахсем! Тěрěс ятланă сире Стрижевский губернатор! Ак, ак, Сěве юхса выртать, — терě те Яковлев, ыратма пуçланă урипе уксахласа, чÿрече умне пырса, аллипе тăсса кăтартрě. — Куратăр-и, Сěве юхса выртать? Атăла хирěç тăватçěр çухрăм юхать вăл. Хăй Атăлпа юнашарах темелле, çапах тăватçěр çухрăм ăна хирěç юхать. Тем чухлě хирěç юхсан та, пурпěрех Атăла пырса кěрет вăл, унпа хутшăнса каять. Эсир те çавах: хуть те мěнле хирěç тăрăр та — пурпěрех саккунтан пăрăнса каяймастăр. Сире хирěç патша çарě, полицийě, сучě, тěрми тăрать. Пирěн халь çак йывăр вăхăтра, саккуна хирěç тăрса мар, ун майлă пырса, хамăр халăха усăллă ěç тума тăрăшмалла. Тÿре-шара улталать-и? Чееленет-и? Эсě те ухмах ан пул, çăварăнти татăкна кăларса ан пар! Çын пул, чăваш ятне ан çěрт! Эпě, акă, çавăншăн ěмěрěм тăршшěпех çěрěн-кунěн çапăçатăп...

Стена çумěнчи çаврака пысăк сехет вуннă çапрě. Иван Яковлевич диван çине пырса ларчě. Пăлханнипе, сахал çывăрнипе унăн пуçě ыратма пуçларě.

— Ан ятлăр мана, вăхăтăм çук... Халь земствăна кайăр ěнтě. Ăспа çÿрěр... Хресченсем, ăна шавлăн тав туса, пÿлěмрен тухрěç.

Çěр çывăрмасăр ěçлесе, пăшăрханса ывăннă Яковлев диван хыçě çине шурă пуçне тайрě те тěлěрсе кайрě.

* * *

Шкул ачисемпе учительсем паçăрах картишěнче йěркеленсе тăнă, министрпа губернатор килсе кěрессе кěтеççě. Яковлев çаплах хăйěн хваттерěнчен тухмасть-ха. Мěн пулнă ăна?

— Константин Васильевич, тархасшăн, Иван Яковлевича кайса систерěр-ха, министр кунта килме тухнă, тесе пěлтерěр, — хушрě Орлов.

— Халех, Виктор Никифорыч! — терě те Иванов директор хваттернелле васкарě.

Алкумěнче икě хресчен калаçса тăраççě. Лутри самаях хытă шавлать, хěрěнкě пулас.

— Вăт, Куçма кум, улпут те эс çавна! Хăйпе йонашар, пěр сěтел хошиня лартса калаçрě вěт! Чăвашла шу йохтарнă пек калаçать. Ман охмах коçа-поçа оççěрь. Тěпě-йěррипе каласа ăнлантарч. Каларь, тейěн, Куçма кум, çав ана-çарана Курмилсене памастпăрах!.. перн, охмахсен, Йăван Яккăльчсăр çта кайса кěрес?.. Вăт çын - тăк çын! Улпут те эс çана. Патша эрекине ěçтерч вěт пире, тăрпалтайсене! Кай, патша та ěçсе корман поль кон пек эрекене, йăлт ěсěртсе яч... А пăлханасси пирки... эпěр хамăрăнне хамăр пěлетпěр ăна... Этмен вăрçишěн ятлать... Беляевпа калаçса пăхар-ха тата — вăл мěн калě. Вăл та пăлхавшăн ятлě-и?

— Тăхта, Трахвин, çын килет, — чарчě лутрине çÿлли.

Иванова курсан, хресченсем, шăпланса, çěлěкěсене хыврěç.

Кěçтук апатланмалли пÿлěм алăкне шаккарě те ерипен уçрě. Унпа пěрлех Екатерина Алексеевна та пырса кěчě.

— Иван Яковлевич!.. Кассо килсе çитрě вěт!.. Ай, турăçăм! Сановниксем валли хатěрленě ěçме-çимене мужиксене çитернě! — терě вăл, ик аллине шарт! çапса.

Мундирне хывмасăр, шпагине вěçерсе хумасăр тěлěрсе ларакан директор ялтах сиксе тăчě.

— Ăçта? Мěн? Пушар-и? А-а, килсе çитрěç-и? Эп халех, халех!.. Константин! Эс чуп, пěлтер: халех тухать те. Екатерина Алексеевна, айăплă, виноват, каçарăр. Ку ěçме-çимепе хресченсене хăналарăм... çěнěрен хатěрлěр, тархасшăн, намăс ан кăтартăр пысăк пуçлăхсем умěнче!.. Эп чупрăм... чупрăм... — тесе, Яковлев алăк патнелле лěпěстетрě, хыпаланса çипуçне тÿрлеткелерě, çапкаланса пыракан шпагине хăй çумне хěстерчě...

Шкул картишне виçě лаша кÿлнě чаплă карета килсе кěчě те çěнě корпус умěнче чарăнчě. Каретăран малтан Хусан вěренÿ округěн попечителě йăрă Кульчицкий сиксе тухрě. Вăл алăкран пěчěк пусма кăларса çакрě. Ун хыççăн Чěмпěр губернаторěпе Кассо мăнаçлăн тухрěç.

Яковлев, шпагине йěннинчен кăларса, пуçлăхсем умне пырса тăчě, рапорт пачě. Ăна Кассопа губернатор, унтан попечитель алă тытса саламларěç те учительсемпе вěренекенсен «линейки» патнелле утрěç. Шкул оркестрě патшалăх гимнне янраттарса ячě.

Министр малтан учительсене саламларě, унтан ачасен стройě умěпе мăнаçлăн пăхса иртрě.

Иванов унăн сăмала пек ялтăракан хура куç шăрçисене çывăхран курчě те, чунě сÿ-ÿ! турě, анчах куçне тартмарě, хаяр пуçлăх çине хăюллăнах пăхрě. «Ак çак хăрушă çын ěнтě Чăваш шкулěнче чăвашла вěрентме чараканни!» — тарăхса шухăшларě вăл.

Министр ун çине хаяррăн пăхса илчě те малалла иртсе кайрě... Шкул тěрěслевě чиперех пулчě. Кассо Яковлева лайăх ěçленěшěн тав турě.

* * *

Вěренÿ çулě пěтсен, Иванов тăван ялне кăмăс ěçме таврăнасшăнччě, анчах Чěмпěртех юлмалла пулчě. Пěррехинче директор ăна хăй патне чěнтерчě. Иванов ун пÿлěмне яланхи пекех, алăка хуллен шаккаса, сăпайлăн кěчě.

— А-а, Константин! Кил, ирт малалла, лар, — терě Яковлев, кěнеке çинчен пуçне çěклемесěр, сарă халат аркисене хупласа. — Тархасшăн, пěр минут тăхта, халех вуласа пěтеретěп...

Иванов çыру сěтелě умне ларчě те кěнеке çине пăхса илчě: страницăран Болконский, Наташа ячěсем курăнчěç. «Война и мир» вулать иккен старик. Акă вăл сыпăк вěçне вуласа çитрě те чылайччен чěнмесěр ларчě, сасартăк шывланнă куçěсене тутăрпа шăлса типěтрě, вара, юман креслона кěмсěртеттерсе, хăвăрт тăчě те пÿлěм тăрăх уткалама тытăнчě.

— Вăт ку чăн-чăн Лев, Арслан. Çырнă та çырнă, эдак-и-так! Çěрěпе вуларăм, алран пăрахма çук вěт... Халь кăна князь Андрей мěнле вилнине тепěр хут вуласа тухрăм… Хам вилнě пекех туйăнчě… Çапла, вăхăт çитсен, пурте вилетпěр, унчен кăна... Вăт çырнă. Хăй вилсе курнă пекех вěт! Вуланă-и эсě?

— Вуланă — питě хăватлă çырнă! — килěшрě унпа поэт.

— Унччен кăна тертленетпěр, тем ик ěмěр пурăнас пек, — терě Яковлев, малтанхи шухăш йěрне çухатмасăр. — Пěр-пěрне чăрмантаратпăр, çул памастпăр, кÿрентеретпěр, элеклетпěр, кураймастпăр, усал ěç тăватпăр... Мěн çитмест этеме? Мěншěн вăл, мěскěн чун, хăй ырă ěç тăваймасть пулсан, теприне ырă ěç тума чăрмантарать?! Е вăл çынна сиен кÿнине те ырă ěç тесе шутлать-и? Е унăн телейě çынсене усал тунинчен килет-и? Мěн тума кирлě ун пек телей, вăл ытти çынсене те телейлě тăваймасть пулсан? Эпě пěр хамшăн çеç пурăнатăп пулсан, мěн тума, кама кирлě ун пек пурнăç? Ăçта ун тěллевě, тупсăмě? «Мěн чухлě ытларах çынна телей кÿретěн, ху та çавăн чухлě ытларах телейлě пулăн», тет Толстой... Ах, Константин, мěн чухлě тěрěсмарлăх, йěркесěрлěх, киревсěрлěх тěрлě тÿре-шараран килет. Вěсем пěр-пěр уйрăм çынна çеç мар, пěтěм халăха пусмăрласа пурăнма хапсăнаççě. Халăхсăр пурăнма май пулсан, хăйсем кăна пурăнěччěç вěсем... пуринчен ытла пирěн пек вак халăха йывăр килет çавăн йышшисенчен...

Яковлев, хăй сисмесěрех, урăх сăмах çине куçрě, хăйне канăç паман япала çинчен калаçа пуçларě.

— Кульчицкие тарăхатăп-ха эпě, Хусан округ попечительне. Кассо умěнче вăл мана нимех те калаймарě, хăравçă анчăк пек, хÿрине хěстерчě. Анчах министр тухса кайсан, вăл тепěр хут кунта килсе кайрě. Пěлетěн-и, мěн каларě вăл мана? «Манран килес пулсан, эп сана Чěмпěртен çирěм тăватă сехетре кăларса ярăттăм», — терě. «Ку йăлтах сирěн ирěкěртен килет вěт, ваше превосходительство?» — терěм ăна. «Çук çав, Петербург хÿтěлет сана», — терě вăл тарăхса... Мана хама çеç мар, пěтěм вак халăхсене çутта кăларас ěçе кураймасть вăл. Юлашки вăхăтра Кульчицкий пушшех çěкленсе кайрě, никама ним вырăнне хуми пулчě. Хăй мухтаннă тăрăх, Кассо ун ěçне ырласа калаçнă пулать. Халь вăл эп ыйтнине нимěн те тумасть, шкула хуптарассипе хăратать... Каллех Петербурга çитмелле пулать ман, каллех вăйлă министрсем умěнче пуççапмалла пулать. Ах, йывăр-çке, намăс-çке, Константин, çынна çын пуççапни!.. Йăлт хăшкăлса çитрěм эпě... Çапах алла усса, турă парасса кěтсе ларма юрамасть — ěçлемелле, кěрешмелле. çапăçмалла! Çěнтермелле! Унсăр çăлăнăç çук пире. Юханшыва хирěç ишме пăрахсан, шыв сана каялла юхтарса каять е вăйлă хум çапса путарма пултарать. Эпир кěрешěпěр-ха, эдак-и-так!

Яковлев кăштах лăпланнă пек пулчě, кресли çине йывăррăн ларчě те кăмăллăн кулса каларě:

— Вěренÿ çулне лайăх вěçлерěмěр. Тавтапуç, педколлектив хытă тимлерě. Вěрентекенсене те, вěренекенсене те тиркессěм çук. Кун пек тимлесен, эпир нумай ěç тума пултарăпăр-ха! Самана лăпкă тăринччě кăна, — терě те ватă педагог хаш! сывларě. — Самана лăпках тăрассăн туйăнмасть, Константин... Европăри державăсем лăпкă мар... Темěн йÿçсе хăпарать унта... Ну, политика — пирěн ěç мар, ан тив, дипломатсем тавлашчăр, — хушса хучě старик, чеен кулкаласа. — Пирěн ěç мар... Ěнер эпě духовнăй училище директорне Остроумова тěл пултăм. Мухтать вăл сана: лайăх преподаватель, тет. Маттур, Константин, хам та мухтатăп. Эс ěçлеме пуçланăранпа хамăр хěрачасен класěсенче те ěçсем самайланчěç... Анчах эп сана мухтама тесех чěнменччě... Пысăк калаçу пур.

Яковлев, шурă мăн сухалне шăлкаласа, тем шухăшларě.

— Хăшкăлса çитрěм эпě. Пуç ыратакан пулчě манăн, тахçанхи чирěм тепěр хут тапранчě. Çěнě корпуса тунă чух эпě ун тăррине хăпарсаттăм, çавăн чух пусма çинчен ÿкрěм. Çавă та ăша ларса юлчě пулмалла... Канма каяс тетěп эпě. Çемйипех Эстоние, тинěс хěррине, каяс тетěп. Шкула шанчăклă алла парса хăвармалла. Кама? Виктор Никифорычпа сана хушас терěм çак ěçе... Ěçě, ачам, сахал мар: шкул çурчěсене çěнě вěренÿ çулě тěлне хатěрлемелле, юсаттармалла, стенисене шуратмалла, урайěсене, партăсене сăрламалла, ялхуçалăх ферминчи ěçсене йěркелесе пымалла, çěнěрен тухакан кěнекесен корректурине вуламалла... Каникул вăхăтěнче шкултах юлнăшăн сана тÿлěпěр, апат-çимěç те шкул шутěнченех пулě... Эсир иксěрте шкул хуçалăхне лайăх пěлетěр. Çынсем те сире хисеплеççě... Мěнле шутлатăн?

— Яла таврăнасшăнччě эпě... кăмăс ěçме, — терě Иванов.

— Ялě тармěччě-ха вăл... Кăмăс? Сывлăху мěнле халь санăн?

— Хасăр аптрамастăп эпě, Иван Яковлевич.

— Апла, кăмăсне каярахпа, эп таврăнсан, кайса ěçěн. Эп унта, шкултан аякра, пěр уйăхран ытла чăтса пурăнаяс çук. Мěнле шутлатăн?

— Юрě, эппин. Орловпа пěрле юлмалла пулсан — килěшетěп.

— Тавтапуç! — терě Яковлев хаваслăн. — Ну, атя халь чей ěçме. Екатерина Алексеевна кěтсе ывăнчě пуль...

 

Артемьев, А. Тăвăл умěн : [роман : кěскетнě сыпăксем] / Александр Артемьев // Ялав. – 1998. - № 2. – С. 55-59.

© 2000-2010 Национальная библиотека Чувашской Республики,  naclibrary@cap.ru