Ресурсы О библиотеке Профессионалам        О Чувашии
 Ресурсы:
 Каталоги
НБЧР
 Каталоги
консорциума
 Электронная
библиотека
 Поиск по
сайту
 Справочная
служба:
 Спроси
библиотекаря
 О библиотеке:
 Новости
 Мероприятия
 Проекты
 Нормативная
документация
 История
 Публикации
 Основные показатели
 Адрес
 Услуги
 Отделы
 Администра-
ция
 Партнеры
 Почетные читатели
 Дарители
 Библиотеки
республики:
 Публичные
 Государ-
ственные
 Других
ведомств
 Профессио-
налам:
 Метод.
кабинет
 Работникам
культуры
 Издания
 Полезные
ссылки
 О Чувашии:
 Справка
 Чебоксары
 Чувашия в
рос. печати
 Новые книги
о Чувашии
 Периодика
Чувашии
Юбилейные даты
 Краеведение
 СМИ о куль-
туре Чувашии
 На главную
 Статистика:
Национальная библиотека Чувашской Республики

Библиотека - это открытый стол идей, за который приглашается каждый...
А.И. Герцен

Чăваш алфавичěпе çырулăхне туса хуни. Кěнекесем куçарни. Чăвашсен илемлě литератури


Чěмпěрти чăваш шкулĕн руководителĕ И. Я. Яковлев тунă пысăк ěçсенчен пěри вăл – чăваш алфавичĕпе çырулăхне туса хуни пулать. Чăваш алфавитне вырăс саспаллисемпе усă курса тума йышăннă, мěншěн тесен çав ĕç – Яковлев хăйěн ěмěрě тăршшěнче тума ěмěтленнě ĕç – чăвашсене вырăс культурипе хăвăртрах та çăмăлтарах паллашма май парě тесе шутланă.

Нумай вăхăт хушши тимлěн ěçленě хыççăн 1871 çулта чăваш алфавитне туса хунă. Унта малтан 47 саспаллипе уйрăм паллăсем пулнă, каярахпа вара алфавита çăмăллатнă, саспаллисен хисепне чакарнă. Çапла вара 1938 çулчченех пĕртте тенě пекех улшăнмасăр тытăнса тăнă чăваш алфавичĕ пулса тăнă, хăшпěр саспаллисем чăваш алфавитěнче çак таранчченех юлнă.

И. Я. Яковлев ěçсене унпа пĕр вăхăтра пурăннă çынсем пысăка хурса хакланă. Çапла Н. И. Ильмикский чăваш алфавитне "Яковлев алфавичě" тесе ят панă. Чěмпěрти хěрачасен гимназийěн директорě Годнев чăваш алфавитне "питě лайăх алфавит" тесе шутланă, ăна лингвистикăн ун чухнехи требованийěсене шута илсе тунă, унта нихăш сасса та темиçе саспаллипе палăртмалла туман, тенě.

Чăваш алфавитне туса хунипе тата ăна лайăхлатса пынипе И. Я. Яковлев хăйěн халăхне культура тěлěшěнчен малалла аталантарса пыма питě лайăх май туса панă. Çапла вара И. Я. Яковлев хăйěн халăхне культура тěлěшěнчен çÿле хăпартмалли вăйлă хěçпăшал туса панă. Чăваш халăхне вěрентес тата воспитани парас ěçре тăван чěлхе пысăк вырăн йышăнса тăнине вăл лайăх пěлнě. И. Я. Яковлев çапла çырнă:

"Чěлхе хăйне тунă халăхпа пěрле çеç вилет; халăх хăйěн тăван чěлхине мантăр тени вăл çав халăха вěлерес тенипе пěрех пулать. Истори тěлěшěнчен уйăрăлса хăйне уйрăм пурнăçпа пурăнакан кашни халăх сěм авалтанпах хăйен туйăмěсен ăнланăвěсен тата идейисен кěлеткине (скелетне) илсе пырать, вěсене вăл хăйěн ăстăнěн вăйěсемпе тата майěсемпе усă курса тунă, вěсем халăхпа пěрле çеç вилěç. Чěлхе вăл çав ăстăн пуянлăхěн хуппи кăна пулса тăрать, анчах та çав хупă хăйěн ăшчиккипе пěрле ÿссе ларать, унтан уйăрăлмасть".

И. Я. Яковлев алфавит туса хунипе тата букварь çырса хатěрленипе чарăнса тăман. Вăл çав алфавитпа букваре вěренекен чăваш ачисем мěнле хăвăрт та çăмăл ăнланма пултарнине тěрлě çынсем урлă тěрěсленě, çав алфавитпа букварěн лайăх енěсемпе çитменлěхěсене палăртма тăрăшнă. Опыт çакна кăтартса панă: И. Я. Яковлев тунă алфавитпа вăл çырнă букварь унччен пулнă алфавитпа букварьтен нумай лайăхрах пулнă, вěсене чăваш халăхě çăмăл ăнланнă. Çавăнпа та И. Я. Яковлев алфавитне те, вăл тăван чěлхепе пичетлесе кăларнă кěнекесене те чăвашсем юратса вуланă. Çаксене пула вара чăвашсен литература чěлхи çуралса ÿссе, малалла аталанас май пулса тăнă.

И. Я. Яковлев алфавичě пирки часах вăйлă кěрешÿ пуçланса кайнă. Çав алфавита хирěç чи малтан тата пуринчен ытла хăшпěр приходсенчи чăваш пупěсем кěрешнě.

Мельников ятлă пěр çын, каярахпа белогвардеец пулса тăнăскер, 1903 çулта çапла çырнă: "Чăваш культури пулман та, пулас та çук. Пирěн чăваш чěлхине сыхласа тăмалла мар, чăваш чěлхипе литература кăлармалла мар, вăл чăвашсем хушшинче вырăссенчен уйăрăлас шухăш-кăмăл сарать, вĕсене хăйсем çинчен ытлашши шухăшлаттарать. Пирěн çав йăхăн лайăх пахалăхĕсене – тÿрě кăмăллă пулнине, тирпейлěхне, пурне те пěлме тăрăшнине, çěр ěçне юратнине сыхласа хăварса аталантармалла, – çакă ěнтě, пирěн шухăшпа, чиркÿпе шкулăн чăн-чăн задачи пулса тăрать", тенě.

Чăваш пупěсенчен чăваш эсерěсем те юлман. Яковлев алфавитне хирěç пыракансем пурте çапла шутланă: чăвашла кěнекесене вырăс алфавичĕпе усă курса çеç пичетлес пулать, урăх нимěнле саспаллисем те шухăшласа кăлармалла мар, тенě.

Алфавит туса хуни чăваш çырулăхěн историйěнче питех те пысăк событи пулса тăнă. И. Я. Яковлев, хăйěн алфавичěпе кěнекисене темěн пекех критикăланине пăхмасăрах, кěнекесем кăларас ěçе пăрахман. Ĕлěкрех чăвашсем тăван чěлхепе çырнă кěнекесене вулама юратман пулсан, шкулсенчен хăранă пулсан, И. Я. Яковлев алфавит шутласа кăларса кěнекесем пичетлеме пуçласан, ĕç пěтěмпех улшăнса кайнă. Чăвашсем чăвашла кěнекесене интересленсе вуланă, чăваш шкулěсене кăмăлланă, унта хăйсен ачисене ирěклěнех янă.

Ун чухнехи вырăс обществин малта пыракан пайě, уйрăмăнах, малта тăракан интеллигенци – Чěмаěр кěпěрнинчи халăх шкулěсен директорě И. Н. Ульянов, Хусанти учительсем хатěрлекен семинари директорě Н. И. Ильминский тата ыт. те И. Я. Яковлевăн халăха вěрентсе çутта кăларас тěлěшпе тăвакан ěçěсене пěтěмпех ырланă. Çакă И. Я. Яковлева хăй пуçласа янă ěçе сыхласа хаварма май панă.

Аллă çул хушши педагогика енěпе ěçлесе, И. Я. Яковлев чăваш чěлхипе кěнекесем нумай пичетлесе кăларнă. И. Я. Яковлев тăрăшнине пула, чăвашсенчен поэтсем, вырăсларан чăвашла ăста куçарма пултаракан çынсем ÿссе çитěннě.

Рекеев хăйěн асаилěвěсенче çакна кăтартса парать: Яковлев чăвашла кěнекесене питě тěплěн редакциленě, вĕсене вăл темиçе хут тÿрлетнě, çак ěçе нумай çынна хутшăнтарнă. "Иван Яковлевич тěрěс куçарма тата яка чĕлхепе куçарма тăрăшнă", тет Рекеев.

Чăваш литературине пуçарса янă К. В. Иванов – вилěмсěр "Нарспи" поэмăн авторě – Чěмпěрти чăваш шкулěнче вěреннě, вăл И. Я. Яковлевăн чи лайăх ученикĕ пулнă.

Федоров çырнă «Арçури" пек произведенисене И. Я. Яковлев тăрăшнипе çеç пичетлесе кăларма май пулнă.

Чěмпěрти чăваш шкулěнче чăвашсен литература чěлхи аталанса, шăрçаланса пынă, унта чăвашла çырнă тата вырăсларан чăвашла куçарнă произведенисене пичетлесе кăларнă, унта чăваш литератури классикěн К. В. Ивановăн "Нарспи" поэмине чи малтанхи хут пичетлесе кăларнă. Чěмпěрти чăваш шкулĕ чăваш юррисене, халапĕсене, ваттисем каланисене тата ыт. те питě тăрăшса пухнă.

Октябрьти Социализмлă Аслă революци умěн чăвашсен хăйсен алфавичěпе çырулăхě пулнă пулсан, вěсен чылаях çирěпленсе çитнě литература чěлхи пулнă пулсан, çакăншăн пирĕн чи малтан И. Я. Яковлева тата унăн Чěмпěрти чăваш шкулне тав тăвас пулать.

И. Я. Яковлев аллă çул хушши туса пынă обществăллă-педагогикăллă ĕçсем пысăк результатсем панă. Вěсем чăвашсен культура шайне хăпартнă, вěсен пурнăçěнче пур енчен те палăрса тăнă. И. Я. Яковлев чăвашсен вěренсе çутта тухас шухăш-кăмăлěсене вăратнă. И. Я. Яковлев системи тата вăл кăларнă кěнекесем чăвашсене аслă вырăс халăхěпе пěрлешме, унпа туслă пурăнма, унăн малта пыракан культурине вěренсе йышăнма нумай пулăшнă.

И. Я. Яковлев туса хунă çырулăх чăвашсене совет влаçě пуçлансанах хăйсен культурине – форми енчен нациллě, содержани енчен социализмлă культурине малалла вăйлăн аталантарас ěçе тÿрех хутшăнма май панă.

Андреева, З. А. Чăваш алфавичěпе çырулăхне туса хуни. Кěнекесем куçарни. Чăвашсен илемлě литератури // Андреева, З. А. Иван Яковлевич Яковлев тата Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ / З. А. Андреева. – Шупашкар, 1949. – С. 24–27.

© 2000-2010 Национальная библиотека Чувашской Республики,  naclibrary@cap.ru