И. Я. Яковлевăн ача чухнехи тата çамрăк чухнехи пурнăçě
И. Я. Яковлев 1848 çулхи апрель уйăхěнче Чěмпěр кěпěрнинчи, Пăва уездěнчи Кăнна Кушкинче, хресчен çемйинче çуралнă. Вăл пěчěклех тăлăха тăрса юлнă. Ăна вара Пахомовсен çемйи усрава илнě. Çак çемье ăна хăйěн тăван ачине пăхнă пекех лайăх пăхса усранă. И. Я. Яковлев унта хресчен условийěсенче пурăнса ÿснě. Çамрăкранах ялхуçалăх ěçěсене хутшăннă.
Сакăр çула çитсен, ăна Пăрăнтăкри удел училищине вěренме панă. Унта вăл тăватă çул вěреннě. Çав шкула И. Я. Яковлева обществăллă повинность йěркипе илсе кайнă (хиртенех илсе кайнă, теççě). И. Я. Яковлев хăй удел училищинче вěренни çинчен çапла çырнă: "Пăрăнтăкри шкулта вěреннě вăхăт çинчен тата унта çамрăк воспитанниксем мěнле пурăнни çинчен манăн пуçра ěмěрлěхех йывăр шухăшсем юлчěç; çамрăк воспитанниксене унта аслăраххисем, пăсăлса кайнăскерсем, культурасăрскерсем, мěн тăвас тенě, çавна тăватчěç..."
Пăрăнтăкра И. Я. Яковлев вырăс хресченě Мушкеев çемйинче пурăннă. Çак çемье те ăна, тăлăхскере, Пахомов çемйи пекех хěрхеннě, лайăх пăхнă. Çав çемьере пурăнни И. Я. Яковлева вырăс халăхěн ěçпе пурăнакан сийěсене юратма вěрентнě. И. Я. Яковлев вара çавăн пек вырăссене хăй виличченех юратса пурăннă.
1860 çулта И. Я. Яковлев удел шкулěнчен вěренсе тухнă, пěлÿсем тěлěшпе вăл пěрремěш ученик пулнă. Ăна вара, лайăх вěренсе тухнăскере, удел ведомстви Чěмпěрти землемерсен училищине (çěр виçме вěрентекен шкула) вěренме янă. Землемерсен училищинче И. Я. Яковлев виçě çул вěреннě. Унтан ăна çěр виçекен туса хунă. Çак ěçре И. Я. Яковлев виçě çула яхăн ěçленě.
Землемерсен училищинче вěренни И. Я. Яковлевшăн усăллă пулнă. Училищěри ěçлě обстановка тата учительсем вěренÿре хытă ыйтни ăна пур ěçсене те вăхăтра тума, дисциплинăна тěрěс тытса пыма вěрентнě. Çуллахи вăхăтра практикăллă ěçе кайса çÿренисем уншăн уйрăмăнах усăллă пулнă. Чěмпěр, Самара, Хусан кěпěрнисенчи тěрлě халăхсем пурăнакан вырăнсенче çÿресе И. Я. Яковлев хăйěн тавракурăмне аслăлатнă, тěрлě халăхсен пурнăçěпе, йăлисемпе паллашнă. Çакă И. Я. Яковлева чăваш халăхěн пурнăçне ытти халăхсен пурнăçěпе танлаштарса пăхма май панă. Çавăнта çÿренě чухне ěнтě И. Я. Яковлев чăваш халăхне вěрентсе, унăн культура шайне хăпартса пыма кирли çинчен шухăшла пуçланă.
Çěр виçсе çÿренě вăхăтрах И. Я. Яковлев гимназие вěренме кěмешкěн хатěрленнě. Чěмпěрти гимназие кěме май пултăр тесе, вăл удел департаментěнчен хăйне вырăнтан кăларма ыйтнă.
И. Я. Яковлев çав тери çине тăрса тăрăшнине пула вара ăна хăйне вěрентнě чух тухнă тăкаксемшěн удел ведомствине укçа тÿлеттермесěрех ěçрен кăларнă.
И. Я. Яковлев гимназие кěме хатěрленнě тата унта вěреннě вăхăт ирěке тухассишěн пыракан движени тапхăрě пулнă.
Çав вăхăтра общество сийěсем "инородецсен ыйтăвě" çинчен те нумай шухăшланă. Хастарлă та талантлă çамрăк Яковлев вěренме тăрăшнине Чěмпěрти малта пыракан вырăс çыннисем кăмăлланă, ăна яланах пулăшнă. И. Я. Яковлев вара Чěмпěрти гимназие вěренме кěнě. Ирěке тухассишěн пыракан движенин тапхăрěнчи шухăшсем гимназие те пырса кěнě. Гимназире малта пыракан обществăллă шухăшсене тытса ěçлекен преподавательсем пулăшнипе, И. Я. Яковлев Чернышевский, Добролюбов, Белинский произведенийěсемпе паллашнă.
Гимназири условисем землемерсен училищинчи условинчен лайăхрах пулнă. Землемерсен училищинче çурма крепăсла йěрке пулнă пулсан, гимназире ирěклěрех йěрке, этеме хисеплемелли йěрке пулнă. Çакă вара И. Я. Яковлева питех те лайăх шухăш-кăмăл панă. Гимназире вăл чăвашсен пуçламěш шкултан аслăрах шкулне куçасси çинчен шухăшла пуçланă.
1870 çулта вăл гимназирен ылттăн медальпе вěренсе тухнă. Питě лайăх вěреннě пирки ăна пěлекенсем Чěмпěр хулинче нумайланнă. И. Я. Яковлев гимназиста Чěмпěр хулин çав вăхăтри чи лайăх çыннисем хăйсен килĕ умĕнче кăмăл туса йышăннă.
Çав çултах И. Я. Яковлев Хусанти университетăн математика факультетне вěренме кěнě. Анчах çав факультетран часах историпе филологи факультетне куçнă. Университетра вěреннě чухне И. Я. Яковлев хăйěн пěтěм пушă вăхăтне чăвашсене вěрентсе çутта кăларас тěлěшпе ěçлесе ирттернě. Университетра вěреннě чухнех вăл чăваш алфавитне туса хатěрленĕ, чăвашла букварь çырнă, вырăсла кěнекесене чăвашла куçарас ěçе пуçарса тăнă.
Хусанти университетран 1875 çулта вěренсе тухсан, И. Я. Яковлева Хусан вěрентÿ округěнчи чăваш шкулěсен инспекторě туса хунă. Çак вăхăтран пуçласа вара И. Я. Яковлев Чěмпěрти чăваш шкулне тěреклетес, чăваш ялěсенче çěнĕ шкулсем уçас, шкул çурчěсем тăвас, учительсене методика енчен пулăшас тěлěшпе ырми-канми ĕçленě.
II. Чěмпěрти чăваш шкулě тата унăн чăваш халăхне вěрентсе çутта кăларас ěçри вырăнě
Чăваш халăхне вырăс культурине вěрентсе унпа çыхăнтарас ěçре Чěмпěрти чăваш шкулě пысăк вырăн йышăнса тăнă. Чěмпěрти чăваш шкулĕн тата унăн инспекторěн И. Я. Яковлевăн тава тивěçлě ěçě, чи малтан, çакă пулса тăрать: вěсем чăвашсене вырăссемпе туслă пурăнтарма тăрăшнă тата туслă пурăнтарма сěннě çеç мар, çак ĕçе мěнле майпа пурнăçламаллине те кăтартса панă.
И. Я. Яковлев ертсе пынипе Чěмпěрти чăваш шкулě халăха вěрентес ěçĕн хăйне уйрăм системине туса хунă Çав система тăрăх шкулсенче вěренекенсене хăйсен чěлхипе вěрентнĕ. Çакна пула çав шкулсем халăха çывăх шкулсем пулса тăнă.
И. Я. Яковлев хăй çамрăк чухнех чăвашсене шкулсенче вěрентсе тěттěмлěхрен кăларас тěллев лартнă. 1868 çулта, гимназин VI-мěш класĕнче вěреннě чухнех, И. Я. Яковлев Пăва уездěнчен Чěмпěре тăватă чăваш ачине чěнсе илнě. Вăл вěсене, уездри училищěпе педагогика курсне вырнаçтарса, унта темиçе çул хушши хăйěн вăйěпе вěрентнě. Вěрентсе пурăнма кирлě укçа-тенкĕ вăл подписка тăрăх пухнă. Укçа пухмалли çав хутсене Пăва уездчěпе Кăрмăш уездěнчи ялсене çырупа пěрле салатнă. Вăл çырусем вара чăвашсене вěрентме кирли çинчен каласа ăнлантарма, вěсене вĕрентессишěн агитацилеме пулăшакан материал пулса тăнă.
Чěмпěрти земски управа совечěн председателě Назарьев çав вăхăтра "Вестник Европы" ятлă журналăн 1876 çулхи март уйăхěнче тухнă номерěнче пичетленě "Хальхи тěттěм кěтес" ятлă статьяра И. Я. Яковлев çинчен çапла çырнă: "Эпир пурăнакан тěттěм кěтесре пěр çын ĕçле пуçларě. Унăн официальнăй вырăн пулман, ăна никам та хисеплесе йышăнман, ěçлеме никам та хавхалантарман, кěсйинче унăн пěр пус укçа та пулман, вăл питě пысăк хěн-хур тÿссе пурăннă. Çапла пулин те, вăл пирěн ыйхăллă обществăна хамăрăн кěпěрнери тĕттěм халăх çине, сěм авалхи пек пурăнакан чăваш халăхě çине çавăрăнтарса пăхтарнă. Çак тивěçлипе хакламан, питех паллă мар деятель, чăваш, калама çук пысăк йывăрлăхсене сирсе, хăйěн пěтěм вăйěпе тăрăшса, тěттěм чăваш ялěнчен çут тĕнчене тухнă. Вăл халăх шкулěнчен пуçласа уннверситета çитнě, университетран та вěренсе тухнă. Вăл малалла кайса пынă, уроксем панипе укçа тупса çеç тытăнкаласа пурăнкă, пěр тимěр çеç чăтма пултаракан йывăрлăха тÿссе пурăннă. Апла пулин те, вăл хăйпе тăван чăвашсене çутта кăларас шухăша пěр минутлăха та пăрахман. Вăл хăй гимназире вěреннě чухнех тěттěм ялсенчен темиçе чăваш ачине чĕнсе илнě те пирěн хулари пĕрремěш чăваш шкулне темле майпа уçма пултарнă. Çěнěрен уçнă çак шкул мěнле тытăнса тăни, çамрăк дикарьсем мěнпе тăранса пурăнни, кěнекесемпе вěренме кирлě пособисем мěнле укçапа туянни, – çаксем пěртте паллă мар, тĕлěнмелле ĕç пулса тăраççě теме те пулать. Çакăн пек ěç вăл Руçра çеç пулма пултарать. Анчах эпир çакна лайăх пěлетпěр: çěнěрен уçнă шкул малтан чухăн гимназистăн хăй ěçлесе тупнă укçипе кăна тытăнса тăнă, ăна кайрантарах çеç земство, министерство, юлашкинчен, уйрăм çынсем пулăшма тытăннă".
Çапла вара Яковлев гимназист пÿлěмěнче Чěмпěрти чăваш шкулěн никěсне хывнă.
И. Я. Яковлева çăмăл пулман. Унăн çав чăваш ачисене вěрентмелле пулнă, вěсене вěрентсе пурăнма мěнле те пулин укçа тупма тивнě. Тата хăйěн те вěренмелле пулнă. Çапах та вăл И. Н. Ульянов тăтăшах пулăшнипе, пур йывăрлăхсене те çěнтерсе пынă.
И. Я. Яковлев – вырăссен паллă просветителěпе педагогěн Илья Николаевич Ульяновăн тусě, чи çывăх юлташě пулнă. Вăл ăна чăваш ачисене вěрентесси çинчен, вěсем вали шкулсем уçасси çинчен хăйěн шухăшěсене кала-кала кăтартнă. И. Н. Ульянов ăна вара кирек хăçан та пулăшнă.
И. Н. Ульянов Чěмпěр кěпěрнинчи халăх шкулěсен инспекторě пулса ěçленě. Вăл хăй пурнăçěн тăршшěнче яланах "инородецсене вěрентес" ěçпе хытă интересленнě, Чěмпěрти чăваш шкулне тата Хусан кйпěрнинчи чăваш шкулěсен округри инспекторне И. Я. Яковлева пěрмаях пулăшса тăнă. Сăмахран, И. Я. Яковлев Хусанти университетра вěреннě чухне И. Н. Ульянов Чěмпěрти чăваш шкулне пăхса усрас ěçе хăй çине илнě.
И. Н. Ульянов вăл вырăс мар халăхсем хушшинче вěсен чěлхипе вěрентекен шкулсем уçма, унта вěрентме лайăх учительсем яма вирлěн тăрăшнă. Вăл çав шкулсенчи учительсене педагогикăн çěнě требованийěсем тăрăх вěрентес ěçре пулăшса тăнă. И Н. Ульянов Атăл тăрăхěнче пурăнакан пур халăхсене те вěренме пултаракан халăх тесе шутланă. Вырăс мар халăхсен ачисене вěрентме светски шкулсем кирлине йышăнман çынсемпе И. Н. Ульянов килěшмен. Çавăнпа та вăл шкулсем çук ялсенче çавăн пек шкулсене уçас тěлěшпе, шкулсем пур çěрте вěсен ěçне лайăхлатас тěлěшпе нумай ěçленě.
Çутěç министерстви И. Я. Яковлев укçипе вěренсе пурăннă тăватă чăваш ачине пулăшу пама килěшсен, И. Н. Ульянов Чěмпěрте чăваш учителěсем вěрентсе хатěрлекен шкул уçас тěлěшпе питě вăйлă ěçлет. Ăна çак ěçре Ильминскипе Шестаков пулăшнă. И. Н. Ульянов çав шкула уçнă хыççăн та уншăн тăрăшма пăрахман. Вăл çав ачасене вěрентме уйрăм учитель уйăрса лартнă. Вăл кайрантарах палăртса каланă тăрăх, çав шкул çине земство та, чăваш хресченěсем те шанса тăракан пулнă.
Чěмпěрти чăваш шкулěнче вěренекен чăваш ачисен хисепě ÿсессине Илья Николаевич шанса тăнă. Мěншěн тесен чăваш хресченěсем хăйсен ачисене вырăс çырулăхне вěрентме питех те тăрăшнă, унччен вěсем хăйсен ачисене çывăхри ялти шкула та ярасшăнах пулман.
Аслă Ленинăн ашшě, И. Н. Ульянов, çапла ěнтě, И. Я. Яковлевăн пуçарăвне ырласа, ăна пулăшса тăнă. Çавăн чухнехн условисенче, çěнě ěç пуçарса яма тăрăшакан çынсене шанмасăр, хěсěрлеме те пăхнă вăхăтра, И. Я. Яковлева çавăн пек пулăшса пыни питех те кирлě пулнă. И. Н. Ульянов пулăшнипе çеç Чěмпěрти чăваш шкулěнче хěрачасен отделенине уçма май килнě. Вěрентÿ округěн попечителě патне И. Я. Яковлев çинчен лайăх отзывсем çырса ярас тěлěшпе те И. Н. Ульянов питě пысăк ěç тунă. Çавăн чухне вěрентÿ округěн пуçлăхěсем çěнě работник çинчен, уйрăмах та "инородец" çинчен, вăл шанчăклипе шанчăклă марри çинчен час-часах директорсемпе инспекторсенчен ыйтса пěлнě. И. Я. Яковлев çинчен реакционерсем: вăл вырăссене хирěç пырать, чăвашсене вырăссенчен уйăрса яма тăрăшать, тесе сăмах сарнă. И. Н. Ульянов çав тěрěс мар реакциллě хыпара сирсе янă.
И. Н. Ульяновпа И. Я. Яковлев, халăха вěрентсе çутта кăларасси çинчен пěр пек шухăшланă пирки, пěр-пěринпе питě туслă пурăннă. Вěсем иккěшě те формалист чиновниксем пулман. Вěсем, халăха вěрентес ěçе чěререн парăннă çынсем пулса, çав ěçе Российăри халăхсен пурнăçне лайăхлатмалли май пулса тăрать тесе шутланă, хăйсен пěтěм вăйĕпе пултарулăхне çав хăйсем чун-чěререн юратакан ěçе панă. Н. Ульяновпа унăн арăмě Мария Александровна, иккěшě те, И. Я Яковлевпа унан шкулě çине ырă кăмăлпа пăхнă. Вěсене кура вара И. Н. Ульяновăн ачисем те И. Я. Яковлева юратнă. И. Я. Яковлев ыйтнипе, Владимир Ильич гимназире вěреннě чухнех чăваш учительне Н. М. Охотникова аттестат зрелости илмешкěн экзамен пама хатěрленě. И. Я. Яковлев патша патне, Александр Ильича айăпланинчен хăтарас тесе, каçару ыйтма кайнă.
Çапла ěнтě, вырăс мар халăхсене вěрентес ěçри пысăк деятеле Н. И. Ильминские тата çав вăхăтри чи прогрессивлă педагогсенчен пěрне И. Н. Ульянова пула, чăвашсен пулас просветителěн Иван Яковлевич Яковлевăн педагогикăллă шухăшěсем йěркеленсе, аталанса пынă.
И. Я. Яковлев Чěмпĕрте учительсем вěрентсе хатěрлекен чăваш шкулне уçнă, вăл шкул пур тěлěшпе те вěренсе çитнě учительсене хатěрленě, çěнě йышши пуçламěш шкул – тăватă çул вěренмелли шкул туса хунă, ăна светски характер панă; чăваш алфавичěпе çырулăхне туса йěркеленě; чăвашла мěнле вĕрентмеллине тата чăваш шкулěсенче вырăс челхине мěнле вěрентмеллине кăтартса панă. Çапла тунипе вăл чăваш халăхне наци тěлěшпе вěрентсе аталантарас тата вěсене вырăс культурине вěрентсе унпа çыхăнтарас тěлěшпе вăйлă та ăнăçлă ěçленě.
"Вěренни мěн тери кирлине тата хресченсене вěренме йывăррине эпě хамăн йывăр опытран питě лайăх куртăм. Çавăнпа манăн тăван чăвашсене май килнě таран пулăшас кăмăл çуралчě", тенě И. Я. Яковлев. Çапла пуçланса кайнă унăн шкул тăвас, хăйěн задачисем тěлěшпе ялти шкулсенчен малта тăракан, тěп халăхран тухнă çынсенчен учительсен кадрěсене хатěрлекен шкул тăвас шухăшě.
Хусанти университетра вěреннě чухне И. Я. Яковлев паллă деятельпе Н. И. Ильминскипе паллашнă. Ильминский Хусан кěпěрнинчи вырăс мар халăхсене вěрентме уйрăм система шухăшласа кăларнă. Çав системăн лайăх енě çакă пулнă: вăл пуçламěш шкулта, уйрăмах та пěрремěш класра, ачасене хăйсен тăван чĕлхипе вěрентме хушнă. И. Я. Яковлев Ильминский системин çак прогрессивлă енне вара хапăл тусах йышăннă.
Ильминскипе паллашни Яковлева чăвашсене çутта кăларас ěçре хăйне кирлě система парать. Ильминский системи И. Я. Яковлевăн çутта кăларас ěçěнче пуçламěш пункт пулса тăнă. Тěне кěнě тутарсен Хусанти тěп шкулě ) тата унăн вырăнсенчи "уйрăмěсем" пулса тăракаш шкулсем вара Чěмпěрти чăваш шкулне уçас çěрте тĕслěх параканěсем пулнă. Чěмпěрти чăваш шкулěнче, Тěне кěнě тутарсен Хусанти тěп шкулěпе танлаштарсан, вырăсла вěрентнě пулин те, вěренекен ачасем тăван чěлхене манман.
И. Я. Яковлев чăваш шкулěсене лайăх хатěрленнě учительсене парас задача лартнă, çакна вăл хăйěн тěп ěçě тесе шутланă. Çав учительсем халăх пурнăçěпе тачă çыхăнса тăракан çынсем пулмалла пулнă.
Чěмпěрти чăваш шкулě уçăлнă хыççăн малтанхи çулсенчех унта вěрентÿ ěçне малта пыракан педагогика принципěсем тăрăх йěркелесе янă. Шкулти наставниксем хăйсен вăхăтěнчи чи лайăх педагогика принципěсене пěлсе тăнă. И. Я. Яковлев Российăра тата ют çěршывсенче пичетлесе кăларнă ун чухнехи педагогика литературине лайăх пěлнě. Вăл пуринчен ытла Ушинские, Толстоя, Пирогова пысăка хурса хакланă. И. Я. Яковлев пулас учительсене пур енчен те лайăх вěрентсе хатěрлеме тăрăшнă. Учителěн чăваш халăхне çывăх тăмалла, унăн нушисене лайăх пěлмелле, хăй ěçлесе пурăнакан халăхран уйăрăлса тăмалла мар, тенě вăл. Вěренекенсен тăван чěлхипе усă курса, чăвашсене аслă вырăс халăхěпе тачăрах çыхăнтарса, унпа туслă пурăнтарас тěлěшпе учителěн тăтăшах ěçлемелле; учитель ăнăçлă ěçлетěр тесен, ăна вěрентÿ методикипе хěçпăшаллантармалла, пуçламěш шкулта усă курмалли методика литературипе паллаштармалла, тенě вăл.
1890 çулта Чěмпěрти чăваш шкулне учительсем хатěрлекен шкул тесе ят панă. Унăн прависем те вара учительсем хатěрлекен семинарисенни пек пулса тăнă. Чěмпěрти учительсем хатěрлекен чăваш шкулě чăваш ялěсенче пуçламěш шкулсемпе тата вěсен учителěсемпе питě тачă çыхăнса тăнă. Вăл учительсем вěрентсе хатěрлекен шкул çеç пулман, вăл тата пуçламěш шкулсенчи учительсене педагогикăпа методикăн меслечěсемпе паллаштарса тăракан пěртен-пěр центр пулнă.
И. Я. Яковлев халăха çутта кăларас тěлěшпе пěтěм чунне парса ěçленě. Çак ěçе çапла туса пынинче вăл Российăри халăхсен пурнăçě лайăхланассине курнă, вăл шутра чăвашсен пурнăçě те лайăхланě, тенě.
Чěмпěрти чăваш шкулě хăй вěрентсе кăларакан учительсем педагогика требованийěсен çÿллěшěнче тăччăр тесе тăрăшнă. Чăваш шкулěн вěренÿ планне кěртнĕ пур предметсене те И. Я. Яковлев Ушинский кăтартса панă тăрăх вěрентнě. Сăмахран, пуçламěш шкулта ěçлекен учителěн шкулта вěрентекен предметсене çеç мар пěлмелле, унăн естественнăй наукăсене тата медицинăпа ялхуçалăх наукин никěсěсене те пěлмелле. Учителěн лайăх та илемлě вулама, çырма, картинкăсем ÿкерме, чертежсем тума, юрлама пěлмелле. Унăн вěрентÿ меслечěсене лайăх пěлмелле, тенě. Ушинскин çак кăтартăвěсене ěнтě Чěмпěрти чăваш шкулěнче ăнăçлăн пурнăçа кěртсе пынă.
"Закон божий" хыççăн пуринчен ытла вырăс чěлхине тěплěн вěрентме тăрăшнă. Çапла вěрентнине пула вара вěренекенсем ултă çул вěреннě хыççăн вырăс чěлхине лайăх пěлекен пулнă. Вырăс чěлхине вěреннě чухне чăваш чěлхипе те усă курнă.
Вырăс историне вěренни ачасене вырăс халăхне юратма вěрентнě. Географи вěрентнě чухне нумай халăх пурăнакан Россия хăватлă та пуян пулни çинчен уйрăмах лайăх ăнлантарса панă.
И. Я. Яковлев Чěмпěрти чăваш шкулěнче педагогика вěрентмелле тунă. Педагогика урокěсенче вăл вĕрнекенсене воспитанипе вěрентÿ теорийěсен никěсěсемпе тата шкулсенче мěнле ěçлессипе паллаштарнă. Педагогика вěрентнě чухне пуринчен ытла чăвашсен пуçламĕш шкулěсенчи программăсемпе учебниксене, шкулсен практикине тěплěн вěрентме тăрăшнă. Вěренекенсен педагогика вěреннипе пěрлех Чěмпěрти чăваш шкулě çумěнчи пуçламěш шкулта уроксем памалла пулнă. Кашни урок мěнле иртнине вара инспектор хăй ертсе пынипе сÿтсе-явнă.
"Чěмпěрти чăваш шкулěнче ялхуçалăх ěçěн теорийěпе практикине вěренесси пысăк вырăн йышăнса тăнă. „Ялхуçалăх, – тенě И. Я. Яковлев, – çакăн пек предмет: вăл учителе хресченсемпе ытларах пěрлешме, вěсене хăйěн пěлěвěпе, ăслă канашěсемпе, примерěпе вăй çитнě таран пулăшма тата наукăллă пěлÿсене ěненекен туса хума май парать", тенě вăл.
1899 çулта И. Я. Яковлев Чěмпěрти ялхуçалăх обществинчен 150 теçетин çěр тара илнě. Виçě çултан, çав участокра ялхуçалăх продукчěсем нумай туса илнине курсан, ялхуçалăх обществи вăл çěре каялла туртса илнě. Ывăна пěлми ěçлекен инспектор кун хыççăн тата икě участок тара илнě: пěрне тăлăхсен приютěнчен, тепěрне сăра заводěнчен илнě. Çав участоксенче вăл ялхуçалăх ěçěсене наука вěрентнě тăрăх туса пынă. Анчах çак участоксене те пăртак тăрсан каялла туртса илнě. Вара И. Я. Яковлев, вěрентÿ округě хирěç пулнă пулин те, 1912 çулта Чěмпěртен 13 километрта удел ведомствинчен 160 гектар çěр сутăн илнě. Унта вăл опытлă ялхуçалăх участокě тата выльăх-чěрлěх ферми туса хунă. Вěренекенсěм пахчара ěçлесе, выльăх-чěрлěх пăхса, утарта ěçлесе, ялхуçалăх ěçěсене культурăллă майпа тума вěреннě.
1890 çултан пуçласа чăваш шкулěн вěрентÿ планě аслăланнă, мěншěн тесен ăна учительсем хатěрлекен семинарисенни пек правасем панă.
Чěмпěрти чăваш шкулěнче естественнăй наукăсем пысăк вырăн йышăнса тăнă, Ильминский системинче вěсем ун пек пысăк вырăн йышăнса тăман. Чěмпěрти шкулта физика, хими, минералоги, ботаника, зоологи, анатомипе физиологи вěрентнě. И. Я Яковлев, естествознание пысăка хурса, çапла çырнă: "Естествознани ачасен ăстăнěн ěçне аталантарать, вěсен тавракурăмне аслăлатать, таврари çутçанталăк çине тěрěс тата ăнланса пăхма вěрентет, сăнама хăнăхтарать, физически ěçпе пурăнма хăнăхнине упраса тăрать".
Аслă классенче педагогикăпа логика вěрентнě. Пĕр сăмахпа каласан, Чěмпěрти чăваш шкулěнче пулас учительсене ĕçе юратма, хăйсен малашнехи ěçěпе пурнăçě çине тěплěн пăхма вěрентнě.
Вěрентÿпе педагогика тěллевĕсене асра тытса, Чěмпěрти чăваш шкулěнче тěрлě алă ěçне тутарттарнă. Малтанхи çулсенче кěнекесене хытă хуплашкаллă тăвас ěçе вěрентнě, атă-пушмак çěленě, унтан столярпа токарь ěçěсене тунă. Хěрачасене çěвě çěлеме, тěрě тěрлеме вěрентнě. Учительсем ялта кирлě пулакан ремесласене пěлччěр, вěсене ялта хресченсем хушшинче сарма пултарччěр тесе тăрăшнă И. Я. Яковлев.
Шкулта юрă юрлама вěрентес тата юрă юрлас ěçе лайăх йěркеленě. Юрлама вěрентме кашни класра эрнере 3 сехет уйăрса хунă. Шкулта виçě хор, икě оркестр-пулнă. 1913 çулта вěренекен ачасен вăйěпе "Иван Сусанин" оперăна лартса панă.
Чěмпěрти чăваш шкулěнче ачасене ытти шкулсенчи пек наказанисем паман, поведени пирки отметкăсем лартман, ачасем хăйсене мěнле тыткалани çинчен çырса хумалли журналсем пулман, хупса лартмалли карцерсем те пулман. Шкулта дисциплина шкул руководителěн тата учительсен авторитечě çинче тытăнса тăнă. Чěмпěрти чăваш шкулěнче вěренекен ачасене хресчен апатнех çитерсе усранă. Вěсем ахаль тумтирсемпех çÿренě. Ачасен физически ěçсем те туса пурăнмалла пулнă: вěсем вутă çурнă, çěрулми шуратнă, сада, пахчана пăхса тăнă тата ыт. те.
Чěмпěрти чăваш шкулěнче чăвашсем кăна мар, вырăссем те тата ытти халăхсен ачисем те вěреннě.
И. Я. Яковлев хěрачасене вěрентесси çине питě тимлěн пăхнă. Ўссе пыракан ăрăва воспитани парас ěçре хěрарăмсем пысăк вырăн йышăнса тăраççě, тенě вăл.
Хусантан таврăнсан, тепěр çулнех, И. Я. Яковлев Чĕмпěрти чăваш шкулě çумěнче хěрачасен икě класлă шкулне уçма ирěк пама ыйтнă, анчах ана çаван пек шкул уçма ирěк паман. И. Н. Ульянов пулăшнипе çеç вара 1878 çулта хěрачасен отделенине уçнă. Вăл кайран хěрачасен шкулě, унтан хěрачасен педагогика курсě пулса тăнă.
"Арçын ачасен шкулě пекех, хěрачасен шкулě те малтан уйрăм çынсем панă укçапа пурăнчě. Эпĕ ăна хамăн хваттерте вырнаçтартăм, вěрентессе хам арам вěрентетчě," тесе çырвă И. Я. Яковлев. 1892-мěш çулăн иккěмěш çурринче кăна, И. Я. Яковлев ыйтнипе, миссионерсен обшестви хěрачасен шкулне тытса тăма çулталăкне 2.700 тенкě укçа парса тăма йышăннă. 1908 çултан пуçласа вара ăна çутěç министерстви хăйěн аллине илнě, ун валли хăй укçа парса тăнă.
Хěрачасен шкулне уçни мĕн тери паха ěç пулни çинчен И. Я. Яковлев 1913 çулта Хусан вěрентÿ округěн попечителě патне çапла çырса янă: хěрачасене вěрентсе çутта кăларнине пула халě "культурăллă хěрачасем тата культурăллă чăваш хěрарăмěсем пулса тăчěç", вěсем вырăс нацийěн шухăш - кăмăлне тытса пыраççě, тенě. Тепěр çырура вăл: "Чěмпěрти шкултан вěренсе тухнă чăваш хěрěсем çинчен усал сăмах калани халиччен пěртте пулман", тенĕ.
1879 çулта Чěмпěрти чăваш шкулěнчен малтанхи хут 15 учитель вěренсе тухнă. Çав шкул учительсемпе учительницăсене мěнпурě пине яхăн вěрентсе кăларнă. Вěсем лайăх хатěрленнě учительсем пулнă.
Чěмпěрти чăваш шкулě аллă çул хушшинче хăйěн вěрентÿ ěçне тăтăшах лайăхлатса пынă. И. Н. Ульяновпа И. Я. Яковлев ěçленине пула çеç чăвашсем революциччен хут пěлни енчен илсен, Атăл тăрăхěнчи ытти халăхсенчен малта тăнă. Çакна ун чухне пурăннă çынсем те курса тăнă, Чěмпěрпе Хусан кěпěрнисенчи уездри училищěсен совечěсемпе халăх шкулěсен директорěсем те хăйсен официальнăй отчечěсенче çирěплетсе панă.
И. Я. Яковлев светски кěнекесем чылай куçарса пичетлесе кăларнă, çав шутра вăл вырăс литературин классикăллă произведенийěсене те куçарнă. Патша цензурине пăхмасăрах, вăл К. В. Ивановăн "Нарспи" ятлă классикăллă произведенине пичетлесе кăларнă.
И. Я. Яковлев ун çинчен элек сарнă вăхăтра, хăйне хěсěрленě условисенче ěçлесе пурăннă. Ун çинчен: вăл чăвашла тěрěс куçармасть, унăн алфавичě начар, тесе каланă.
Патша чиновникěсем чăваш учителěсене хěсěрлесе айăплама тытăннă, чăваш шкулěсем начар, вěсем ачасене вырăс чěлхине лайăх вěрентмеççě, тенě. Унтан тата И. Я. Яковлева: вăл чăвашсене вырăссенчен уйăрма тăрăшать, тесе айăплама пуçланă.
Кунта Хусан вěрентÿ округěн попечителě Спешков çинчен уйрăмах каламалла. Вăл "инородецсене" вěрентессине питě хытă хирěç тăнă. Спешков чăваш шкулěсенче вěрентÿ меточěсем начар тесе çеç каламан, вăл политика тěлěшěнчен айăплама та сăлтавсем шырама пуçланă. Вăл И. Я. Яковлев политика тěлěшěнчен шанчăклипе шанчăклă марри çинчен ыйтса янă, И. Я. Яковлева шанчăксăра кăларас тесе, ревизисем тунă. И. Я. Яковлев çук чухне шкулта вěренекен ачасен арчисене ухтарса пăхнă, Чěмпěрти шкула, вырăс мар халăхсен пěтěм ěçне шанчăксăра кăларма тăрăшнă. Юлашкинчен, 1903 çулта вара И. Я. Яковлева кĕтмен çěртен чăваш шкулěсен инспекторě вырăнěнчен кăларнă.
1912 çулта И. Я. Яковлева вěрентÿ округěн попечителě ирĕк памасăр нимěнле ĕç туса пурăнма та чарнă.
1914 çулта, И. Я. Яковлева пěтěмпех айăплас тесе, Чěмпěрти чăваш шкулне ревизи тунă.
И. Я. Яковлевăн ăсне, талантне, хастарлăхне пула çеç Чěмпěрти чăваш шкуле пур йывăрлăхсене те тÿссе ирттернě, патша влаçě лартса пынă пур чăрмавсене те сирсе янă.
Чăвашсене вырăс культурине вěрентсе унпа çыхăнтарас ěçре Чěмпĕрти чăваш шкулě пысăк вырăн йышăнса тăнине кайран И. Я. Яковлева хирěç пынă çынсене те йышăннă. "Чěмпěрти чăваш шкулěн пытарма çук паха ěçě вăл çакă: çав шкул тěттěм чăвашсене вырăс культурине вěрентсе хăнăхтарма сахал мар пулăшрě", тенě вěсенчен пěри – Хусан вěрентÿ округěн попечителĕ Деревицкий. Анчах çав Деревицкиех кайран, çутěç министерствинче ěçленě вăхăтра, Чěмпěрти чăваш шкулне хупмалли проект çырса хатěрленě. Октябрьти Социализмлă Аслă революци çеç шкула хупассинчен çăлса хăварнă.
Чăвашсене вěрентсе çутта кăларас ěçре Чěмпěрти чăваш шкулě тата унăн инспекторě И. Я. Яковлев мěнле вырăн йышăнса тăни çинчен каланă чухне В. И. Ленинăн çак телеграммине тěпе хурас пулать:
"Чěмпĕр, Совдеп председательне.
Чăвашсен учительсем хатěрлекен хěрачасемпе арçын ачасен семинарийěсен председательне мěнле обстоятельствăсенче (тата) условисенче суйлани çинчен телеграфпа пěлтерěр. Мана Иван Яковлевич Яковлев инспекторăн кунçулě интереслентерет, вăл аллă çул хушши чăвашсене наци тěлěшпе аталантарас тесе ěçленě, патша йěрки ăна темиçе хут та хěсĕрленě. Яковлева хăйěн ěмěр тăршшěнче туса пынă ěçěнчен пăрса яма кирлě мар тесе шутлатăп.
Совдеп председателě Ленин".
Революцин çулпуçĕ Ленин, хăйěн ашшěн çывăх тусне И. Я. Яковлева пěчěкренпех лайăх пěлнěскер, çавăн пек тăрăшнă ěнтě И. Я. Яковлевшăн.
Чěмпěрти чăваш шкулěн лайăх енěсем çинчен каланă чухне унăн тěксěм енěсене те манма юрамасть. Чěмпěрти чăваш шкулěн патша Российинчи ытти шкулсенни пекех çитменлěхсем пулнă.
Чěмпěрти чăваш шкулěн начар енěсенчен пěри вăл – вěрентÿпе воспитани ěçне миссионерла шухăшсемпе туса пыни пулать. Кирек хăш предмета вěрентнě чухне те, çав шутра вырăс чěлхине вěрентнě чухне те, тěн енěпе воспитани парас ěç çине уйрăмах тимлěн пăхнă. Çавăнпа ěнтě кěнекесем куçарас тата пичетлесе кăларас тěлěшпе те Чěмпěрти чăваш шкулě пуринчен ытла чиркÿпе тěн çинчен калакан кěнекесене куçарса пичетлесе кăларнă.
Чěмпěрти чăваш шкулěн тепěр пысăк çитменлěхě тесе çакна каламалла: шкулта пěтěм ěç, пěтěм пурнăç пěр çынна, шкул инспекторне ытлашши хытă пăхăнса тăмалла пулнă, урăхла каласан, унта авторитарнăй йěрке пуç пулса тăнă. Çак йěрке çитěннě ачасене килěшмен. Çавăн пирки хăшпěр чухне вěсемпе шкул администрацийě хушшинче хирěçÿсем те пулнă. Шкулăн малтанхи çулěсенче çавăн пек авторитарнăй йěрке кирлě пулнă пулсан, каярахпа вара вăл, уйрăмах та 1905 çулхи революци хыççăн, çав революци вăхăтěнче шкулăн икě аслă класĕ забастовка тунă хыççăн, ачасене воспитани парас ěçе кансěрлекеи япала пулса тăнă.
Калас пулать, çак çитменлěх ун чухне Чěмпěрти чăваш шкулě çине хăшпěрисем тăшманла пăхнинчен те нумай килнě. Шкулти режима кăшт çеç вăйсăрлатсанах, ачасене дисциплинăна пăсма май парсанах, çав шкула хупса лартма та пултарнă.
1905–1907 çулсенчи революци вăхăтěнче Чěмпěрти чăваш шкулне Чěмпěрти хаçатсем, уйрăмах чăваш эсерěсем, тапăннă. Вěсем, И. Я. Яковлев çинчен тěрлě элек сарса, шкула хупма тăрăшакан реакциллě чиновниксене нумай материал панă.
Анчах Чěмпěрти чăваш шкулěн çитменлěхěсем, унăн начар енěсем çак тěп шухăша сирсе пăрахма пултараймаççĕ: Чěмпěрти чăваш шкулě чăваш халăхне вěрентсе наци тěлěшпе аталантарас, ăна вырăс культурине вěрентсе унпа çыхăнтарас тěлěшпе çур ěмěр хушши ăнăçлă ĕçленĕ.
Октябрьти Социализмлă Аслă революци хыççăн Чěмпěрти чăваш шкулне учительсем хатěрлекен семинари туса хунă. И. Я. Яковлев унăн суйласа лартнă пирвайхи директорě пулса тăнă. Çапла вара Чěмпěрти чăваш шкулě чăваш историнче чи пуçласа педагогика аслă шкулĕ пулса тăнă.
Андреева, З. А. И. Я. Яковлевăн ача чухнехи тата çамрăк чухнехи пурнăçĕ // Андреева, З. А. Иван Яковлевич Яковлев тата Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ / З. А. Андреева. – Шупашкар, 1949. – С. 7-20.
|