Волков, Г. Н. И. Я. Яковлев – халăх педагогĕ // Волков, Г. Н. И. Я. Яковлев – чăваш халăх педагогĕ / Г. Н. Волков. – Шупашкар, 1959. – С. 40–50.
Г. Н. Волков
И. Я. Яковлевăн ачалăхĕпе çамрăк чухнехи пурнăçĕ
Чăвашсен аслă педагогě И. Я. Яковлев 1848 çулхи апрель уйăхěнче Чěмпěр кěпěрнинче, Пăва уездне кěрекен Кăнна Кушки ялěнче çуралнă. Вăл çуралсан виçě кунтанах унăн амăшě вилсе выртнă. Ивана пăхса ÿстерме вара кÿршěри суккăр Пахомов старик хăйсен çемйине илнě. Çапла, чăвашсен пулас педагогě çуралсан виçě кунтанах чăваш халăхěн ырă йăлипе тěл пулнă. Тăлăха юлнă ачана çемьене илсе хăйсен ачисемпе танах пăхса ÿстересси, чăнах та, чăвашсен ырă йăли пулнă. Çак йăла хушнипех вěсен урамěнчи тин çеç çăмăлланнă хěрарăм тăлăха юлнă ачана хăйěн ачипе йěкреш пулнă пекех ěмěртсе ÿстернě. Пахомовсен çемйинче ăна пурте хăйсен ачине пăхнă пек пăхнă. Ахальтен мар ěнтě И. Я. Яковлев шкула çÿреме пуçличченех хăй ют çемьере пурăннине пěлеймен.
Ырă кăмăллă чăвашсен ырă йăлисем И. Я. Яковлев чěрине ача чухнех кěрсе вырнаçнă. Ача чухнех, пăртак ăс кěрсен, унăн çак ырă кăмăллă çынсене ырă тăвас шухăш çуралнă. Ўснěçемěн, вěреннěçемěн ку шухăш-ěмĕт аталанса, амаланса пынă, сарăлнă та ěмěт, тарăнланнă та шухăш: пĕтěм халăха ырă тăвасчě, вăй çитнě таран ырлăх кÿресчě. Çамрăк чухне çуралнă çак шухăш-ěмěт И. Я. Яковлев чěринчен, пуçěнчен мěн виличченех тухман.
Ача чухнех И. Я. Яковлев питě ăслă пулнă. Тěплě çавăрса илсе шухăшлама ăна, тен, çав суккăр старикех вěрентнě пулě. Унăн ачалăхне пěр лайăх чун-чěреллě çамрăк та чылаях илемлетнě. Ку Иван Яковлевичран чылай аслă Матви Иванě пулнă. Пěр ятлă икě çамрăкăн, çулěсем пěр пек мар пулин те, интересěсем пěрешкел пулнинчен тěлěнмелли çук: пулас педагог ăс-тăн тěлěшпе хăйěн тантăшěсенчен чылай малта тăнă, çавăнпа та ăна хăйěнчен аслă Матви Иванě пек ăслă юлташ кирлě пулнă. Икě Иван пушă вăхăтсене час-часах пěрле ирттернě, ялтан икě çухрăмри утара çÿренě; унта вěсем юнашар ларакан икě хурама турачěсене пěрле çыхса йăва тунă та çěр каçиччен çăлтăрсем çине пăхса киленнĕ, вěçě-хěррисěр юмах янă. Калас пулать, халăхăн сăмах вěççěн çÿрекен пултарулăхěпе тěплěн паллашса ăна юратма Иван Яковлевича Пахомов старик çеç мар, Матви Иванě те нумай пулăшнă. Матви Иванě, юмах яма ăстаскер, чылай чух вěсене çěнетсе-урăхлатса та каланă. Тепěр чух И. Я. Яковлевăн Пахомов старик каласа панисене Матви Иванěн юмахěсемпе танлаштарса пăхма та май кнлнě. Тен, çак танлаштарусемех вăйлă ăс-тăнлă ачана шухăша янă, халăх пултарулăхě яланах аталанса пынине кăтартнă, ăна ятарласах та аталантарма майсем пуррине ăнланса илме пулăшнă.
Пурăннăçемěн Иванпа тěл пулса калаçасси сайраланса пынă, ÿснěçемěн вěсен пушă вăхăт сахаллана пуçланă. Пурнăç И. Я. Яковлева питě çамрăкла ěçе явăçтарнă. Вăл ачаллах хуçалăхри тěрлě ěçе хăнăхнă: сÿреленě, сухаланă, тырă вырнă, утă çулнă, пуçтарнă, пысăк пушă çакса кěтÿ кěтнě...
Сакăр çула çитсен, И. Я. Яковлева хиртенех Пăрăнтăкри шкула вěренме илсе кайнă. Пахомов старик, хăйне çавăтса çÿрекен ачасăр тăрса юлсан, хуйха ÿкнě. Шкул пуçлăхне кучченеçсем паркаласа И. Я. Яковлева шкулта вěренессинчен хăтарма та хăтланса пăхнă, анчах усси пулман.
Пăрăнтăкра И. Я. Яковлев Мушкеев хушаматлă вырăс хресченě патěнче пурăннă. Çак çемье те ăна, тăлăхскере, питě лайăх пăхнă. Мушкеев ачисем ăна питě кăмăлланă, арăмě вара час-часах ачашлакаланă, хăш-пěр чух тутлă апат-çимěçпе те хăналанă, чěнме те ăна «Ванюшка» тесе кăна юратса чěннě.
Вырăс çыннисен çемьери ырă йăлисем те И. Я. Яковлевшăн ěмĕр асăнмалăх пулнă. Ĕçпе пурăнакан çак ырă кăмăллă вырăс çемйи пулас педагог чěринче аслă вырăс халăхне пěтĕм кăмăлтан юратас туйăма амалантарса яма пулăшни пирки нимěн иккěленмелли те çук.
Иван Яковлевич мěн çуралсанах курма пуçланă хурапа шурра, тÿсме тытăннă нушапа терте каласа та вěçне тухаймăн, çырса та пěтереймěн. Нумайăшне халě аса илетěн те ирěксěрех çÿçенетěн. Пăрăнтăкра пěрремěш çул вěреннě чухне октябрь уйăхě вěçнелле И. Я. Яковлев питě вăйлă чирлесе ÿкет. Кăшт сывалсан, çěнě çултан вара малалла вěренме пуçлать. Анчах унăн каллех вěренесси ăнăçмасть: çěрле çывăрнă чух сентре çинчен персе анать те пуçне шăтарса виçě кунччен тăнне çухатса нимěн пěлмесěр выртать. Пăртак самайлансан, вăл Кушка каялла таврăнать. Çапла вара, «инкек çине синкек тенě» пек, И. Я Яковлева пěрремěш çулěнче Пăрăнтăк шкулěнче йěркеллě вěренме тивмест те.
Пăрăнтăк шкулěнчи йěркесем питě майсăр пулнă. Вěрентнин тěле-йěрě пулман тесен те йăнăш пулас çук. Вěрентессе кунта кěçěннисене аслăраххисем, хăйсем кăштах вěреннисем вěрентнě. Кун пек ачасем пěр-пěрне вěрентнине ăна Белльпа Ланкастер системи теççě. Ку системăна акăлчан педагогěсем шухăшласа кăларнă. Вăл мěншěн тата кама кирли каламасăрах паллă. Пуçпулса тăракан классем ěççыннисен ачисене вěрентесшěн пек пулма тăрăшнă, анчах вěсем укçа-тенкě çак ěç валли тăкакласшăн пулман: 300–800 ача валли пěр учитель çеç уйăрса панă. Нумай чух, çавăнпа та, çакăн евěр вěрентÿ ячěшěн çеç пулнă.
Пăрăнтăк шкулěнче вěренекенсем хушшинче çитěнсе çитнě ачасем те пулнă. Вěсем темěн тěрлě киревсěр ěçсем те тунă. Вăйсăррисенчен, кěçěнреххисенчен темěнле мăшкăлласа та кулнă: хěненě, асаплантарнă, килтен парса янă кучченеçěсене турта-турта илнě. Çакăн çинчен шкул пуçлăхě те, шкул хуралçи те пěлмен. Вěсем пур чух ачасем хăйсене йěркеллě тытнă, иртěхнě чух сасартăк пуçлăх е хуралçă килсе кěресрен алăксем патне хурал тăратнă.
Пăрăнтăкри шкулта вěреннě чух И. Я. Яковлев Мушкеевсен çемйинче пурăнни унăн пурнăçне чылаях çăмăллатнă, çак вăйлă çемьере пурăнакан ачаран мăшкăллама ирсěр йěксěксем те хăракаларах панă. Мушкеевсен çемйи И. Я. Яковлевшăн Пăрăнтăк шкулěнчен те хаклăрах пулнă. Хăй вăл каярахпа ку шкул çинчен асăнса çапла çырнă: «Пăрăнтăкри шкулта вěреннě вăхăт çинчен тата унта çамрăк ачасем мěнле пурăнни çинчен манăн пуçра ěмěрлěхех йывăр шухăшсем юлчěç; çамрăк ачасене унта аслăраххисем, пăсăлса кайнăскерсем, мěн тăвас тенě, çавна тăватчěç...»
Анчах та «хурлăхсăр ырлăх пулмасть» тенě пек çак шкулта вěренни те пулас педагогшăн харама кайман: хăй кайран Чěмпěрти чăваш шкулне туса хурсан, вăл кунти чăн-чăн йěркешěн ырми-канми кěрешнě, ăна ку тěлěшпе никам та улталайман – Пăрăнтăк шкулěнчи ирсěрлěхсем куç умěнчех тăнă, вěсем ăслă педагога яланах сыхă пулма чěннě.
1860 çулта И. Я. Яковлев Пăрăнтăкри шкултан вěренсе тухнă, пěлÿ тěлěшпе вăл чи малти пулнă. Çавăнпа та ăна малалла вěренме Чěмпěрти мишавайсен шкулне янă. Ку шкулта вăл виçě çул вěреннě. Шкула лайăх пěтерсе тухнă хыççăн вăл виçě çула яхăн тěрлě кěпěрнесем тăрăх çěр виçсе çÿренě.
Чěмпěр, Хусан, Самар кěпěрнисенче ěçлесе çÿренě чух И. Я. Яковлев вырăс, чăваш, тутар, мари, мордва ялěсенче пулнă. Тěрлě халăхсем пурăнакан вырăнсенче çÿрени, тěрлě халăхсен çыннисемпе тěл пулса калаçни, вěсен йăлисемпе паллашни И. Я. Яковлевăн тавракурăмне аслăлатнă, Мушкеевсен çемйинче пурăннă чухнех çуралнă интернационализмла туйăмне аталантарнă, тěреклетнě. Халăх хушшинче, ялтан-яла çÿренě чухне И. Я. Яковлев чăваш халăхне вěрентсе, унăн культура шайне хăпартса пыма кирли çинчен шухăшлама пуçланă.
Çак шухăша пурнăçлас ěмěт те унăн çав вăхăталлах çуралнă. Тăван халăха çутта кăларас йывăр ěçе хăйěнех пуçарса яма тивесси пирки шухăшлама та вăл ун чухнех хăюлăх çитернě. Вăтам ăс-тăнлă, тÿлек кăмăллă çын пулман çав вăл. Халăх хушшинче ăслă çын сахал мар. Анчах И. Я. Яковлев халăхра тěл пулакан çынсен ытларахăшě пек çеç пулман. Вăл тěлěнмелле ăс-тăнлă, канăçсăр кăмăллă, хěрÿ чун-чěреллě çын пулнă. Ун пек çынсем çинчен истори «аслă çын», тет, е «гени», тет. Ун пек çынсем кашни çулах çуралмаççě, вěсене кирлě тапхăр е самана çуратать, хăйсем те вара вěсем наука, культура е пěтěм халăх историйěнче те çěнě тапхăр пуçарса яраççě. И. Я. Яковлев чăваш халăхěн çавăн пек ывăлěсенчен пěри пулнă та ěнтě.
И. Я. Яковлев лайăх чухланă: халăха çутта кăларас тесен, унăн хăйěн пысăк вěреннě çын пулмалла. Май пур таран кулленех вěренме тăрăшнă вăл. Темěнле йывăр пулсан та, çак шухăша пăрахман. Тен, хăйěн малашнехи çителěклě те лăпкă пурнăçě çинчен çеç шухăшланă пулсан, çутă ěмěчěсене пурнăçлама унăн хастарлăхě çитес те çукчě пуль. Çěр виçсе çÿресех вăл пуйса кайма та пултарнă, ăна ку ěçе лайăх пěлнěшěн питě пысăка хурса хакланă.
Анчах И. Я. Яковлев тăван халăхăн чăн-чăн тăван ывăлě пулнă. Вăл хăйěн пуян та çутă пурнăçěшěн мар, халăхăн çутă ěмěчěшěн тăрăшнă. Халăхăн телейлě малашлăхěшěн кěрешни ăна вăй панă, хастарлăх хушнă. Нимěн çине пăхмасăр вăл малалла тапаланнă, епле пулсан та гимназие вěренме кěресшěн пулнă.
И. Я. Яковлев вěренме тăрăшнине вырăс çыннисем кăмăлланă, май пур таран вěсем пултаруллă та хастар çамрăка пулăшса тăнă. Вăхăчě те ун чух уншăн ăнăçлă та меллě вăхăт пулнă: ку вăл вырăссен интеллигенцийě хушшинче ирěке тухассишěн пыракан юхăм тапхăрě. Çак юхăма хутшăнакан е ырлакан, паллах, вырăс мар халăхсен интересěсене, вěсене çутта кăларас ыйтăва начар мар ăнланнă.
Пысăк йывăрлăхсене çěнтерсе И. Я. Яковлев, вырăс çыннисем пулăшнине пула, удел департаментěнчен ěçрен тухнă та Чĕмпěрти гимназие вěренме кěнě.
Гимназири вěренÿпе пурнăç йěркисене Пăрăнтăк шкулěнчи йěркесемпе танлаштармалли те çук. Вěсем çěр виçме хатěрлекен шкулти йěркесенчен те лайăхрах пулнă. Кунта этеме хисепленě çеç те мар, этеме хисеплеме те вěрентнĕ. Ку вара Яковлевăн тăван халăха çутта кăларас ěмěчěсене тата вăйлăрах аталантарнă, çěнě шухăш-туйăмсем çуратнă. Гимназире малтанхи çул вěреннě чухнех вăл чăвашсен пуçламăш шкулсем кăна мар, гимназисемпе аслăрах шкулсем те пулмалли çинчен шухăшлама-ěмěтленме пуçлать. Чăвашсен пуçламăш шкултан аслăрах пěрремěш шкулне хăех уçма шут тытать. Ку шухăша пурнăçлас тěлěшпе вăйне шеллемесěр ěçлет.
И. Я. Яковлев шкулĕн чăваш халахĕшĕн тунă тава тивĕçлĕ ěçĕсем
И. Я. Яковлев Чěмпěрти гимназин улттăмěш класěнче вěреннě чух виçě чăваш ачине ялтан хăй патне чěнсе илнě те вěсене вěрентме пуçланă. Ăна ку ěçре кулленех унăн юлташěсем – ырă кăмăллă вырăс ачисем Панаевпа Соколов пулăшса пынă. Çапла вара чăваш халăхне çутта кăларас ěçе пуçарса янă кунтанах И. Я. Яковлев вырăс çыннисенчен пулăшу илсе тăнă. И Я. Яковлев. хăй туса хунă шкулăн малтанхи тапхăрне «шкул-хваттер» тесе каланă. Шкул-хваттер чăн-чăн шкул пулса тăтăр тесе И. Я. Яковлева аслă Ленинăн ашшě–И. Н. Ульянов, 1869 çулта Чěмпěре куçса килнěскер, сахал мар пулăшнă. Уйрăммăнах, çак пулăшу И. Я. Яковлев Хусан университетěнче вěреннě чух кирлě пулнă.
И. Я. Яковлев университетра вěреннě чух та хăй туса хунă шкулпа çыхăну тытма пăрахман. Вăл унта вěренекенсене, вěрентекенсене питě нумай çыру ярса тăнă, май пур чух Чěмпěре киле-киле кайнă, хăшпěр чухне Яковлев шкулěнче вěренекенсем те Хусана çÿрекеленě. Çак çырусенче пуринче те И. Н. Ульянов шкул пурнăçěпе пěрмаях интересленни курăнса тăрать. Сăмахран, 1871 çулхи январěн 23-мěшěнче Игнатий Иванов И. Я. Яковлева çапла çырнă: «Эпě вырсарникун Илья Николаевич патне каятăп, калаçас тетěп унпала...» Тепěр çырăвěнче çав çулах мартăн 14-мěшěнче çырнинче вăл çапла пěлтерет: «Ĕçсем аван пыраççě, ачасем те лайăх вěренеççě. Пирěн патăмăрта Илья Николаевич пулчě. Вăл манпа тěрлě ěçсем çинчен калаçрě, хамăр ялти шкулăн планне ÿкерме хушрě... Унтан тата вăл подрядчик пуррипе çуккине, унăн йывăçě мěнлине ыйтса пěлме хушрě». Çак çырура илсе кăтартнă сăмахсем нумая пěлтереççě. И. Н. Ульянов Чěмпěрти чăваш шкулне тěреклетессишěи ěçленипе çеç çырлахман, çав вăхăтрах чăваш ялěсенче те шкулсем уçассишěн тăрăшнă.
Каламалла, чăваш шкулне пуçарса янă чух И. Я. Яковлев хăй лайăх тĕслěх парса тăни те нумай енěпе хаклă пулнă. Акă, сăмахран, чăваш шкулěнче ěçленě учитель Калашников 1871 çулхи мартăн 9-мěшěнче И. Я. Яковлева çапла çырать: «Сирěн çырăва илсен тепěр куннех ěçлеме пуçларăм, Иван Яковлевичпа (Христофоров, гимнази преподавателě.– Г. В.) канашланă хыççăн Ушинскин «Тăван сăмах» кěнекине икě экземпляр илтěм те кашни кунах икшер сехет вěрентме тытăнтăм...
Эсир ěçленěшěн тÿлесси пирки çыратăр, анчах ку – пěрре те кирлě япала мар; эсир хăвăр чухăнсене пулăшма шут тытнă чух хăвăра тав тăвассине те пачах шырамарăр. Манăн вара мěншěн чухăнсене ахалех пулăшмалла мар-ши?.. Сиртен ыйтатăп: кун çинчен мана урăх аса та ан илтерěр, мěншěн тесен эпě те, сирěн пекех, чухăнсене нимěнсěрех пулăшасшăн».
Кун пек тěслěхсем тата та сахал мар. Вěсем пурте И. Я. Яковлев хăй чăваш халăхěшěн вăйне шеллемесěр ěçлени ытти çынсене те хавхалантарса пынине пěлтереççě.
«Эпě хам хресчен çемйинчен тухнă та гимназие кěрес тесе темиçе çул хушши çěр виçекенте ěçлесе çÿрерěм, вěренни мěн тери кирлине тата хресченсене вěренме, йывăррине эпě хамăн пурнăçри йывăр опытран çав тери лайăх куртăм. Çавăнпа та манăн тăван чăвашсене май килнě таран пулăшас ĕмěт çуралчě», тесе çырнă И. Я. Яковлев «Чěмпěрти чăваш учителěсем хатěрлекен шкулăн кĕске очеркě» ятлă ěçěнче.
И. Я. Яковлев шкулне малтанхи кунсенчех Чěмпěр çыннисем нумайăшě пулăшса укçа-тенкě панă. Кунта та каллех, тен, ырă кăмăллă та ăслă гимназист Яковлева вăл вăхăтри прогрессивлă шухăшлă Чěмпěр çыннисем лайăх пěлни те ахальтенех мар пулнă пулě.
И. Я. Яковлев университетран вěренсе тухсан, чăваш, шкулěн ěçě тата вăйланса пынă. Университет хыççăн И. Я. Яковлева Хусан вěрентÿ округěнчи чăваш шкулěсен инспекторě туса хунă. Çак вăхăтран пуçласа вара вăл хăй туса хунă шкула тěреклетес, чăваш ялěсенче çěнě шкулсем уçас тěлěшпе, учительсен педагогикăлла культурин шайне кулленех ÿстерсе пырас тěлěшпе пěр тăтăшах ырми-канми ěçленě.
Ăнланакан çынсем малтанхи çулсенчех И. Я. Яковлев ĕçне пăхса савăннă, ăна чěререн ырланă. Акă мěн çырнă унăн тава тивěçлě ěçěсем çинчен Чěмпěрти земски управа совечěн председателě Назарьев «Вестник Европы» ятлă журналăн 1876 çулхи март уйăхěнче тухнă номерěнче: «Эпир пурăнакан тěттěм кěтесре пěр çын ěçлеме пуçларě. Унăн официальнăй вырăн пулман, ăна никам та хисеплесе йышăнман, ěçлеме никам та хавхалантарман, кěсйинче ун пěр пус укçа та пулман, вăл питě пысăк хěн-хур тÿссе пурăннă. Çапла пулин те, вăл пирěн ыйхăллă обществăна хамăрăн кěпěрнери тěттěм халăх çине, сěм авалхи пек пурăнакан чăваш халăхě çине çаврăнтарса пăхтарнă. Çак тивěçлипе хакламан, питех паллă мар деятель, чăваш, калама çук пысăк йывăрлăхсене сирсе, мěнпур вăйран тăрăшса, тěттěм чăваш ялěнчен çут тěнчене тухнă. Вăл халăх шкулěнчен пуçласа университета çитнě, университетран та вěренсе тухнă. Вăл малалла кайса пынă, уроксем ирттернипе укçа тупса çеç тытăнкаласа пурăннă, пěр тимěр çеç чăтма пултаракан йывăрлăха тÿссе пурăннă. Апла пулин те, вăл хăйпе пěр тăван чăвашсене çутта кăларас шухăша минутлăха та пăрахман. Вăл хăй гимназире вěреннĕ чухнех тěттěм ялсенчен темиçе чăваш ачине чĕнсе илнě те пирěн хулари пěрремěш чăваш шкулне темле майпа уçма пултарнă. Çěнěрен уçнă çак шкул мěнле тытăнса тăни, çамрăк дикарьсем мěнпе тăранса пурăнни, вěренмелли кěнекесене мěнле укçапа туянни, – çаксем пурте паллă мар, тěлěнмелле ěç пулса тăраççě теме те пулать. Çавăн пек ěç вăл Руçра çеç пулма пултарать. Анчах эпир çакна лайăх пěлетпěр: çěнěрен уçнă шкул малтан чухăн гимназистăн хăй ěçлесе тупнă укçипе кăна тытăнса тăнă, ăна кайрантарах çеç земство, министерство, юлашкинчен, уйрăм çынсем пулăшма тытăннă».
Малтан каланăччě, аслă Ленин ашшě, И. Н. Ульянов, Яковлевăн пуçарăвне ырласа, ăна яланах пулăшса тăнă. Çавăн чухнехи саманара, çěнě ěç пуçарса яма тăрăшакансене хěсěрленě вăхăтра, кун пек пулăшу питех те кирлě пулнă. Çак пулăшусăр Чěмпěрти чăваш шкулěн кун-çулĕ мěнле пулма пултарнине халĕ калама та йывăр, Яковлев хăй университетра вĕреннě вăхăтра, тен, вăл пěтсе те ларнă пулěччě.
Сăмах майěн, Яковлева вырăс мар халăхсене вěрентес ěçре чапа тухнă паллă педагог Н. И. Ильминский хавхалантарса пынине те каласа хăварас пулать. И. Я. Яковлев унпа университетра вěреннě чухнех паллашнă. Кăна каярахпа асăнса вăл çапла çырнă: «Хусан университетне вěренме кěрсенех эпě Н. И. Ильминскипе тěл пултăм. Ун чухне вăл пěтěмěшпех халăха çутта кăларас ěçе парăннăччě. Н. И. Ильминский калаçас енěпе такамран та ирттеретчě. Ун сăмахěсенче яланах вăл кирек мěне те тěплěн сăнани, шÿтлеме юратни, калама çук вăйлă шухăшсене татса та ăнланмалла калама пултарни туйăнса тăратчě. Хăшпěр чух вырăс мар халăхсем çинчен, вěсен нушисем çинчен, малашлăхěсем çинчен хамăр сисмесěрех çěр каçиччен пуплесе лараттăмăрччě. Çак калаçусене пула манăншухăшсем йěркеленсе пычěç...»
Н. И. Ильминскин ырă кăмăлне, вăл вырăс мар халăхсене çутта кăларассишěн тăрăшнине Яковлев хăй те, унăн вěренекенěсем те кайран час-часах асăннă. Н. И. Ильминские ырласа, унăн тараватлăхне мухтаса Игнатий Иванов хăйěн пěр çырăвěнче (1870 çулхи октябрěн 12-мěшěнче) çапла çырнă: «Унтан вăл (Иван Яковлевич. – Г. В.) илсе кайрě мана Николай Иванович Ильминский патне, унта пырса кěтěмěр, Николай Иванович алăран тытса лартрě мана тенкел çине, унта та чей ěçрěмěр, тата пырса кěчě урăх темěскерле улпучě, унта пит нумай калаçса лартăмăр. Николай Иванович мана каларě: «лайăх килнěшěн» терě...» Çак кěске вăхăтлăха çеç килнě чăваш ачине И. Я. Яковлев тÿрех Н. И. Ильминский хваттерне илсе кайни те нумая пěлтерекен, асра юлакан тěслěх. Вăл тěслěх Н. И. Ильминский И. Я. Яковлева питě хисепленине тата унăн юлташěсемпе, вěренекенěсемпе хытă интересленнине пěлтерет.
Çапла вара, И. Я. Яковлевăн педагогикăлла системин тěп енěсем нумай тěлěшпе Н. И. Ильминский кăтартăвěсенчен килнě, унăн вěрентěвěсемпе тачă çыхăнса тăнă..
И. Я. Яковлев каланă тăрăх, вăл пуçарса янă шкулăн никěсне виçе тěп идея хунă. Пěрремěш идея – чăваш халăхне вырăс халăхěпе туслаштарасси, чăваш халăхне вырăс культурипе паллаштарса унăн культурине вырăс халăх культурин шайне çитичченех хăпартасси. Иккěмěш идея – кирек мěнле чăваш та лайăх ăнланакан тăван чěлхепе шкул вěрентěвěнче усă курасси, çак тěллеве пурнăçа кěртес шутпа чăваш хресченěсем хушшинчен тухнă, вěсен кăмăлěсене, йăлисене тата чěлхине пěлекен учительсем вěрентсе хатěрлесси. «Шкулта тăван чěлхепе вěрентес идея – Чěмпěрти шкул мěнле аталанса пымаллине палăртакан идея», – тесе çырнă И. Я. Яковлев.
Çак Яковлев кăларса тăратнă икě идея та, икě тěллев те калама çук прогрессивлă тěллевсем. Вěсем иккěшě те Яковлев тăван халăхен историлле кун - çулне лайăх ăнланнине пěлтереççě. Ку тěллевсене пурнăçа кěртессишěн чăваш халăхěн чаплă педагогě мěн виличченех ырми - канми ěçленě.
Анчах, калас пулать, Н. И. Ильминскин реакцилле - миссионерла системине пула Яковлев эпир ырлама пултарайман тепěр тěллев кăларса тăратнă. Ку тěллев – чăваш халăхě хушшинче христианство тěнне сарасси. Кун пирки Яковлев çапла çырнă: «...христиансен чиркěвěн пин çулхи йывăçě çĕнě туратсем кăларать, çак йывăçăн мăнаçлă турачěсем айěнче хÿтлěх шыракан нумай чěпě пытанě». Çакăн евěр каланисенче, чăнах та, Н. И. Ильминский вěрентнисенчен илнě шухăшсем сахал мар.
Çав вăхăтрах тата акă мěн пирки асăрхаттарса хăварас пулать. Тěн сěрěмě, кирек мěнле тěн пулсан та, ěççыннисемшěн сиенлě, унпа усă курса пусмăрçăсем вěсене анратма, минретме тăрăшаççě. Çапах та, пěр пытармасăрах акă мěн каламалла: хăй вăхăтěнче чăвашсене христианство тěнне тыттарни, истори енчен пěтěмěшле пăхсан, прогрессивлă пулнă. Кукăр-макăр тата кăткăс та йывăр çулпа пулсан та, вăл чăвашсене вырăс халăхě патнелле çывхартнă, унăн культури еннелле туртнă. И. Я. Яковлев çакна лайăх ăнланнă, тен, çавăнпа та-и вăл тěнле-нравственнăй воспитани парасси çинчен нумай çырнă.
Анчах Чěмпěр шкулěн тěп направленине, çапах та, çак тěн çинчен калакан виççěмěш идея палăртса тăман. И. Я. Яковлев чăваш шкулěсем валли нумай пěлекен культурăллă учительсем хатěрлес задача лартнă, çакна пурнăçлассишěн кěрешнине вăл хăйěн тěп ěçě тесе шутланă.
Чěмпěрти чăваш шкулě уçăлнă малтанхи çулсенчех унта вěрентÿ ěçне çав вăхăтри малта пыракан педагогика çитěнěвěсене шута илсе йěркеленě. Чи малти, чи хисеплě вырăнта, паллах, вырăссен аслă педагогěн К. Д. Ушинскин верентěвěсем пулнă. Вěрентÿ ěçěн малтанхи кунěсенчен пуçласах К. Д. Ушинскин «Родное слово» кěнекисем тěп вырăн йышăнса тăнă.
Шкул валли И. Я. Яковлев çырнă положени тăрăх, педагогикăна шкул пуçлăхě вěрентмелле. Чылай çулсем хушши, чăнах та, учительсем хатěрлекен шкулти чи кирлě предмета Яковлев хăй вěрентнě. Çавăнпа вăл шкулта педагогика енěпе ертсе пыракан пěртен-пěр çын пулса тăнă. Ку ăна шкулти педагогика ыйтăвăсене татса парассине пěтěмěшпех хăйěн аллине илме май панă, унăн педагогика системи çитмен вырăн хăварман. Çавăнпа та ентě, шкулăн пур çитěнěвěсене те эпир Яковлев ячěпе çыхăнтаратпăр.
И. Я. Яковлев, грек, латин, нимěç чěлхисене лайăх пěлнěскер тата французла ăнланма пултарнăскер, пěтěм тěнчери педагогика вěрентěвěсене авалтан пуçласа хăй пурăннă куна çитиччен питě тěплě пěлнě. Вăл Аристотель, Платон, Квинтилиан çырнисене вуланă; Коменский, Песталоцци, Дисервег, Руссо ěçěсене калама çук лайăх пěлнě. Май пур таран, вěсем вěрентсе хăварнисене пурнăçа кěртсе пыма тăрашнă. Унăн веренекенěсем аса илнě тăрăх, вăл славянсен аслă педагогě Коменский çинчен сахал мар ăшă сăмах каланă, час-часах вăл унăн «Аслă дидактика» ятлă чаплă ěçěнчи тěп положенисене ăнлантарса панă. Французсен аслă педагогěн Жан Жак Руссо гуманизмě, ача-пăчана хисеплеме чěнни питě килěшнě пулас ăна. Ун çинчен вăл час-часах витěмлě сăмахсем каланă. Çавна пула-и, тен, ачасем хушшинче И. Я. Яковлева «Жан Жак Руссо» тесе чěнесси чылайчченех пынă. Паллах, ку Руссопа Яковлев ячěсем пěр евěр пулнинчен çеç килмен (Жан-Иван, Жан-Яков).
Шкулти пур ěçе те прогрессивлă педагогсен кăтартăвěсене шута илсе чăваш пурнăçěпе çыхăнтарса пыни унăн чапне хăвăрт ÿстернě. Шкулăн ырă ячě чăвашсем хушшинче çеç те мар, ытти халăхсем хушшинче те питě час сарăлнă. Шкула уçнă хыççăн пěр 7 – 8 çул иртсенех унта вěренме кěрес текенсем йышланса çитнě, чылай ачана вырăн çуккипе шкула илмесěрех каялла яма тивнě.
Шкулти йěркепе дисциплинăна ачасем хăйсемех тытса тăнă: кунта надзирательсемпе класс наставникěсем пулман. Кунсăр пуçне кунта вăл вăхăтри гимназисенчи пек кондуитсем, карцерсем тата тěрлě йышши наказанисем те пачах пулман. Çапах та, шкулти йěркелěх унта курма пыракансене яланах тěлěнтернě. Табак тавраш туртасси, эрех-сăра ěçесси е картла-мěнле вылясси, ашкăнасси кунта асра та пулман. Пěртен-пěр наказани çеç пулнă кунта: ытлашши иртěнсе, ашкăнса кайма пуçласанах шкултан кăларса янă. И. Я. Яковлевăн пěр воспитанникě кун çинчен акă мěн каласа парать: «И. Я. Яковлев йěрке пăсакан ачасене кăларнă пирки ак çапла каласа хучě пěррехинче. Çимěç кÿмен хěсěр йывăçран çимěç пулассине вырăнсăр кěтме каламан, терě».
Чăваш учителěсем, хăйсем те нумайăшě çак шкулах пěтернěскерсем, вěренекен ачасене питě çывăх пулнă, вěсемпе пěрле шкултах пурăннă, пěрле ěçсе-çинě.
Учителěн чăваш халăхне çывăх тăмалла, унăн нушисене лайăх пěлмелле, хăй ěçлесе пурăнакан халăхран уйрăлса тăмалла мар, тесе вěрентнě И. Я. Яковлев. Çавăнпа та, вăл ачасене шкулта вěреннě чухне те ěççыннисен пурнăçěнчен пистересшěн пулман, вěсен пурнăçě те – апачě-çимěçě, тумтирě тата ытти те – хресчен пурнăçě майлах пулнă.
Шкулта пěтěмěшле пěлÿлěхсем паракан вырăс чěлхи, истори, географи, çутçанталăк, физика, хими тата ытти предметсемсěр пуçне, 1893 çултан пуçласа ялхуçалăх ěçěн теорийěпе практикине вěренесси пысăк вырăн йышăнса тăнă. «Ялхуçалăх, – вěрентнě И. Я. Яковлев, – çакăн пек предмет: вăл учителе хресченсемпе ытларах пěрлешме, вěсене хăйěн пěлěвěпе, ăслă канашěсемпе, примерěпе вăй çитнě таран пулăшма тата наукăлла пěлÿсене ěненекен туса хума май парать». И. Я. Яковлев, хăйěн вăйне, пур пек укçа-тенкине хěрхенмесěр, лайăх ялхуçалăх ферми туса хурасшăн нумай тăрăшнă. Темěн чухлě хут çырма, темěн тěрлě тавлашма, такампа та хирěçме тивнě шкул пуçлăхне. Анчах парăнасси, ěçе вěçне çитермесěр пăрахасси И. Я. Яковлев йăли пулман. Вăл хăйěн темиçе çул хушши пуçтарнă укçине (19 пин тенке яхăн) пěтěмěшпех çак ěçе тума парасси умěнче те чарăнса тăман. Çакна пула çеç шкул 1912 çулта Чěмпěртен 13 çухрăмра удел ведомствинчен 160 гектар çěр сутăн илме пултарнă.. Кунта пахча çимěç туса илнě, выльăх-чěрлěх çитěнтернĕ, тырпул акса ÿстернě. Вěренекенсем çак ěçсене пурне те хăйсем туса ялхуçалăх ěçне культурăллă майпа тума вĕренсе пынă. И. Я. Яковлев каланă тăрăх, ялхуçалăх ěçне вěрентни чăваш халăхне пысăк усă кÿрет. Шкултан вěренсе тухнисенчен нумайăшěн хăйсен пахчисем, утарěсем пур, вěсем хресченсем хушшинче ялхуçалăх пěлěвěсене сараççě. Уйрăммăнах акă мěн каласа хăварас килет. Чăваш шкулěнче вěренекен ачасем иртен пуçласа каçчен вăхăта ěçлесе ирттернě: çуркуннепе çулла – ялхуçалăх ěçě, кěркуннепе хěлле–мастерскойра ěçлесси, тěрлěрен ал ěçěсене (атă-пушмак çěлесси, переплет тăвасси, столярпа токарь ěçě) вěренесси; юрăпа музыка, ÿкерчěксем тума вěренесси те уроксем хыççăн пулса пынă. Нумай, калама çук нумай ěçлеме тивнě чăваш ачисене. Ку вăл ěмěртенпех ěçченлěхěпе палăрса тăнă чăваш халăхěн наци йăли вěрентнě пекех пулнă. Шкулта пěр ěç те, пěр япала та вěренекен ачасен алли пырса тěкěнмесěр пулман тени ÿстерсе калани пулмасть. Чăваш шкулне чăваш ачисем хăйсем тăрăшнипе, хăйсен вăйне хунипе аталантарса пынă. Педагогика историне пěлместпěрех мар пек туйăнать те пире, анчах тěнчере ěççынни ачисем хăйсем туса лартнă шкул – учительсем хатěрлекен шкул – урăх пěлместпěр эпир.
Шкулта методикăна вěрентессине те лайăх йěркеленě пулнă. Ачасене ялти шкулта мěнле ěçлемеллине тěплěн ăнлантарнă, учительсем хатěрлекен шкул çумěнчи пуçламăш шкулта сăнав уроксем ирттернě. Ку çеç те мар: ачасене хулари лайăх шкулсене хěл каçичченех çÿреттернě, вěсем кăнтăрла сăнанисем çинчен каçхине рефератсем çырнă, докладсем тунă; çак докладсене, итленě уроксене тěплěн сÿтсе явнă. Кун пек ěçлени педагогикăпа дидактикăна вěреннě чух теорипе практикăна таччăн çыхăнтарма пулăшнă.
И. Я. Яковлев хĕрачасене вěрентес ěçе пуçарса ярасшăн нумай тăрăшнă. Ун шучěпе, ÿссе пыракан ăрăва тěрěс пăхса çитěнтерес ěçре хěрарăмсем пысăк вырăн йышăнса тăраççě. Чăнах та, И. Н. Ульянов пулăшнине пула 1878 çулта чăваш шкулěнче хĕрачасен уйрăмне уçма май килнě. «Арçын ачасен шкулě пекех, хěрачасен шкулě те малтан уйрăм çынсем панă укçапа пурăнчě. Эпě ăна хамăн хваттерте вырнаçтартăм, вěрентессе хам арăм вěрентетчě», тесе çырнă И. Я. Яковлев каярахпа. Хěрачасене вěрентсе çутта кăларнине пула халě «культурăллă хěрачасем тата культурăллă чăваш хěрарăмěсем пулса тăчěç», вěсем вырăс халăхěн шухăш-кăмăлне тытса пыраççĕ, тенě вăл. «Чěмпěрти шкултан вěренсе тухнă чăваш хěрěсем çинчен усал сăмах калани халиччен пěрре те пулман», – тесе çырать И. Я. Яковлев хăйěн пěр çырăвěнче. Вĕренекенсем çине тăван ашшě пек пăхаканскер, вăл, паллах, шкултан культурăллă, нумай пěлекен хěрсем тухнăшăн чěререн савăннă.
И. Я. Яковлев туса хунă шкул чăваш халăхне наци тěлěшпе питě вăйлă аталантарнă, ăна вырăс халăхěпе çывăхлатнă, халăх хушшинче культура сарнă. Патша тарçисем çак шкула курайман, ăна темиçе хутчен те хупма тапăçса пăхнă. Дворянсен Пěтěм Российăри съездěнче те ку шкул пирки хысна укçипе чăвашсен уйрăм академине, революционерсемпе сепаратистсене вěрентсе кăлараканскере, тытса тăни вырăнлă мар тесе каланă. Анчах шкула хупма пÿрмен. Аслă революци пусмăр тытăмне сирпěтсе антарнă, ĕççыннисене ирěклěх панă, вак халăхсем те, нацилле пусмăрлăхран хăтăлнăскерсем, малалла хăвăрт аталанма май илнě. Чěмпěрти чăваш шкулě вырăнне чăваш халăхěн историйěнче пěрремěш аслă шкул туса хунă.
Чăваш халăхě çеç мар, вырăс халăхě те, Чěмпěрти чăваш шкулне туса хураканăн тава тивěçлě ěçěсене пысăка хурса, çак шкула «Яковлев шкулě», тет. Çак шкултан вěренсе тухнă Ф. К. Кузьмин: «Самарти университета кěнě чух математика учителě: «Эсир Яковлев шкулěнчен-и вара? Лайăх шкул, питě лайăх шкул» тенине ěмěр те манас çук», тесе каласа парать.
Чăнах та, Яковлев шкулěн калама çук чаплă ěçěсене чăваш халăхě нихçан та манмě. Çак шкула пула ěнтě, 1917 çул тěлне Атăл тăрăхěнче чăвашсен 1.200 пуçламăш тата икě класлă шкулсем 20 пулнă, вěсенче чăваш учителěсем 1.800 çынна яхăн ěçленě. Яковлевăн хăйěн те, вăл тунă шкулăн та çитменлěхсем пулнах ěнтě, анчах вěсем кирек мěн тесен те, Н. И. Шелепи калашле, юпа уйăх валли чăваш халăхěн хăватне ÿстернě. «…»
Волков, Г. Н. И. Я. Яковлев – халăх педагогĕ // Волков, Г. Н. И. Я. Яковлев – чăваш халăх педагогĕ / Г. Н. Волков. – Шупашкар, 1959. – С. 40–50.
|