Ресурсы О библиотеке Профессионалам        О Чувашии
 Ресурсы:
 Каталоги
НБЧР
 Каталоги
консорциума
 Электронная
библиотека
 Поиск по
сайту
 Справочная
служба:
 Спроси
библиотекаря
 О библиотеке:
 Новости
 Мероприятия
 Проекты
 Нормативная
документация
 История
 Публикации
 Основные показатели
 Адрес
 Услуги
 Отделы
 Администра-
ция
 Партнеры
 Почетные читатели
 Дарители
 Библиотеки
республики:
 Публичные
 Государ-
ственные
 Других
ведомств
 Профессио-
налам:
 Метод.
кабинет
 Работникам
культуры
 Издания
 Полезные
ссылки
 О Чувашии:
 Справка
 Чебоксары
 Чувашия в
рос. печати
 Новые книги
о Чувашии
 Периодика
Чувашии
Юбилейные даты
 Краеведение
 СМИ о куль-
туре Чувашии
 На главную
 Статистика:
Национальная библиотека Чувашской Республики

Библиотека - это открытый стол идей, за который приглашается каждый...
А.И. Герцен

Халăхăн мухтавлă ывăлĕ


Петĕр Хусанкай ятне асăнсанах пирĕн ума тăван Чăваш çĕршывĕшĕн, унăн литературишĕн шутсăр нумай ĕç туса хăварнă халăх поэчĕн, общество деятелĕн, туслăх элчин сăнарĕ тухса тăрать. Анлă тавракурăмлă энциклопедист, тăван чĕлхене, халăх йăли-йĕркисене, юрри-ташшисене, халапĕ-юмахĕсене вĕçĕ-хĕррисĕр юратнă сăвăç-патриот хăйĕн аслă чĕринче упраннă юрату туйăмне тĕнчери мĕнпур халăхсем пĕлсе тăччăр тесе тăрăшнă. Вăрăмах пулаймарĕ поэт ĕмĕрĕ, çапахта вăл нумай çырса хăварма, чылай çĕршывсене çитсе чăвашсем çинчен каласа кăтартма ĕлкĕрчĕ. Унăн сăвви–поэмисем вуншар та вуншар чĕлхесемпе янрарĕç. Унăн калемĕ айĕнчен тухнă сăвăсемпе юрăсем, юмахсемпе поэмăсем, очерксемпе тĕрленчĕксем, «Аптраман тавраш» сăвăлла роман – çакă пурте Петĕр Хусанкайăн чăваш çырулăхĕн ылтăн капанне хывнă чаплă çĕклемсем. Унсăр пуçне, Хусанкай вырăс тата ытти нумай халăх поэчĕсен сăввисене хамăр халăха тăван чĕлхепе вулаттарас тĕлĕшпе питĕ хастар ĕçлерĕ.

В. Шекспирăн «Ромеопа Джульетта» трагедийĕ, А. Пушкинăн «Евгений Онегин» сăвăлла романĕпе «Полтава» поэми, А. Грибоедовăн «Ãса пула инкек» комедийĕ, В. Маяковскин «Владимир Ильич Ленин» поэми, «Тăван сасăсем» – çĕнĕ вăхăтри тĕнче поэзийĕн паллă сăввисем – Хусанкайăн пуян еткерĕ.

Петĕр Хусанкай вилес умĕн темиçе çул малтан кăларнă кĕнекинче – вăл икĕ томпа тухнă, унта поэтăн паллă сăввисемпе поэмисем кĕнĕ – вăхăтăн-вăхăтăн тухса тăнă кĕнекисемпе сăвă ярăмĕсен ячĕсене асра тытса, хăйĕн пултарулăхне çапла йĕркепе кăтартнă: «Ирхи», «Савни», «Хура пĕркенчĕк», «Кăнтăр сăввисем», «Хамăр ялсем», «Сиктĕрме», «Аслă чĕре», «Пулчĕ вăрçă», «Тилли юррисем», «Кунçул тÿпинчен» сăвă ярăмĕсем; «Çирĕм улттă», «Паянхи поэма», «Магнитту», «Байрон», «Улмуççиллĕ Тĕрлемес», «Басмач», «Яманкас юмахĕ», «Шелепи шерепи», «Таня», «Çĕнтерÿ юрри», «Сăмах хăвачĕ», «Тури Вылта туй сикет», «Çуллахи талăк», «Çуралнă çĕршывра», «Горкăри çурт», «Пĕрремĕш çуркунне», «Владимир Маяковский», «Ç?лелле», «Çĕрте те çĕрместпĕр», «Сергей Есенин патĕнче» поэмăсем. «Аптраман тавраш» сăвăлла романа вăл уйрăм пичетлесе кăларнă. Кайран çырнă çĕнĕ сăвăсене поэт «Хушка хумсем» кĕнекене кĕртнĕ. Хусанкайăн очеркĕсемпе калавĕсем икĕ кĕнекепе тухнă – «Ãсталăхпа чăнлăх» тата «Книга дружбы». Çакă пĕтĕмпе чăваш халăх поэчĕн пултарулăхĕ питĕ анлă та сарлака пулни çинчен калать, вăл тĕрлĕ жанрта ăста ĕçленине кăтартать. Сăмаха пуçласа, акă тата çакна калăпăр: чăваш поэчĕн пĕтĕм пултарулăхĕ тăван халăх пурнăçĕпе çыхăннă. Тăван халăхăн кĕрешÿри паттăрлăхĕпе ĕçри хастарлăхĕ, унăн тавракурăм анлăшĕпе шухăш тарăнăшĕ, унăн сăпайлăхĕпе ырă кăмăлĕ – Петĕр Хусанкай поэзире хускатнă паллă темăсем.

* * *

Петр Петрович Хусанкай – Петĕр Хусанкай –1907 çулхи кăрлачăн 22–мĕшĕнче чухăн хресчен кил–йышĕнче çуралнă, ачаран тăлăх ÿснĕ: пĕчĕкле ашшĕсĕр тăрса юлнă та амăшĕпе кăна пурăннă. Ëçчен те ăслă чăваш хĕрарамĕ пулнă унăн амăшĕ. Вăл ăна ăспа та, ĕçпе те тăван халăхшăн пурăнма хăнăхтарса пынă.

Поэт çуралнă ял – Сиктĕрме. Вăл халĕ Хусанкай ятлă. Тутарстанри Элкел районне кĕрет. Сиктĕрме аслă çултан инçетре, хÿтĕ вырăнта ларнă. Ëлĕк ку ял халăхĕ таçта тухса çÿреме пултарайман. Çавăнпа вăл кунта хăйне майлăн канăçлă пурăннă, чăваш йăлисене хытă упранă, юрра-ташша, юмах–сăмаха хаклама пĕлнĕ. Çакă вара пулас поэтшăн питĕ усăллă пулнă. Вăл тăван чĕлхене, тăван тавралăха ачаран юратса ÿснĕ. Çак юратăвах çивĕч ăслă çамрăка тĕнче умне поэт пулса тухмалли çула тупма пулăшнă. Хăйĕн ачалăхĕ çинчен каласа панă май поэт тепĕр çынна питĕ ырăпа аса илетчĕ. Ку вăл Наталья Яковлевна Яковлева – чăваш халăхне çутта кăлараканĕн И. Я. Яковлевăн вĕренекенĕ. Н. Я. Яковлева шкул ачисене «Нарспи» поэмăна вуласа, чăваш юррисене юрласа панă, вырăс литературине лайăх вĕрентнĕ. «Чăваш литератури çулĕ çине тăма пире Наталья Яковлевна Яковлева нумай пулăшрĕ, – тет Хусанкай. – Вăл чăваш чĕлхине, чăваш литературине лайăх пĕлетчĕ. Хăй вырăсларан чăвашла куçаратчĕ. Короленко, Тургенев çырнисене тата ыттисене те чăвашла куçарса пире вуласа паратчĕ. Кайран хамăра вулаттаратчĕ, «Нарспине» эпир пăхмасăр вулаттăмăр. Пире литература çулĕ çине тăратакансенчен пĕри вăл Наталья Яковлевна Яковлева тесе шутлатăп эпĕ. Кашни чăваш шкулĕнчех çавăн пек хастарлă, хăй халăхне юратакан, тăван литературăна, тăван чĕлхене хисеплекен çынсем пулсассăн, кашни чăваш ялĕнченех пысăк çыравçăсем тухма тивĕçлĕ, тухмалла та. Литература интересĕ ачаран пуçланать. Çирĕммĕш çулсенче эпир хамăр шкулта «Вĕренекенсен сасси» ятлă журнал кăлараттăмăр алăпа çырса.  Çавăнтан пĕрремĕш утăмсем пуçланнă пирĕн. Эпĕ хам та çав журналтан пуçланă».

1923 çулта Хусанкай ялти шкултан вĕренсе тухать, тата вĕренме тесе, Хусана çул тытать. «Анне мана епле пулин те вĕрентесшĕнччĕ», – тенĕ поэт кайран. Хусанта чухне вăл Н. И. Полоруссов–Шелепи сăвăçпа питĕ çывăхланнă. Хусан хули Петĕре тăван çырулăха пĕтĕм чунĕпе парăнтарать, унăн поэт ячĕ таçта та саланать, халăха пăлхатать. Çавна курнипе ĕнтĕ Шелепи 1928 çултах «Хусанкай поэта» сăвăра çапла çырнă:

«Сăн–сăпатна сăнаса пăхатăп та –

Пушкин сăнĕ пек туйăнать мана.

Тĕсÿ–питÿ салху, сăмаху япшар,

Шăнкăрчă сасси пек илтĕнет хăлхана.

...Арăслан пекех малалла ыткăнтăн,

Пултарулăхна хытă шанатăн.

Хамăр çырулăх илемне курасшăн

Хĕрÿ вут çулăмĕ пек çунатăн».

1924 çулта Шупашкарта «Сунтал» тухма тытăннă. Унăн малтанхи кĕнекинче çамрăк сăвăçăн виçĕ сăвви çапăннă. Çакăнтан пуçланнă чăваш поэчĕн – Петĕр Хусанкайăн чăваш çырулăхĕнчи вăрăм çулĕ. Чăваш халăхĕн çĕнĕ сăвăçĕ çуралнă. Сăвăçă тени авалхи тĕрĕк сăмахĕ, вăл «сăмах ăстине» пĕлтерет. Чăн та, Петĕр Хусанкай çамрăклах чăн–чăн сăмах ăсти пулнине кăтартнă.

Петĕр Хусанкай сăввисене чăваш çынни лайăх йышăннă, çакă çамрăк сăвăçа çĕнĕ япаласем çырма хавхалантарнă. Поэт паллă чăваш çыравçисемпе çывăх пулас, вĕсемпе алла–аллăн ĕçлес ĕмĕтпе Шупашкара куçать. «1925 çулта, – тенĕ поэт, – эпĕ Хусантан Канаша пытăм. Канашран Шупашкара çитиччен ик–виçĕ талăк сĕтĕрĕнтĕмĕр.Ун чухне чугун çул та, шоссе те çукчĕ. Вĕренчĕкле çыркаланă сăввăмсем пичетленсессĕнех, мана ятлăрах поэтсем асăрхарĕç... Г. Алентей, С. Элкер, Хумма Çеменĕ – маншăн нихçан манми ятсем». Шупашкарта Хусанкай тĕрлĕ ĕçпе пурăнать: «Сунталта» çырать, куçарать. Тăван çĕршыва курас, социализм тăвакан халăх ĕçне пĕлес килнипе вăл Совет çĕршывĕ тăрăх çÿреме шухăш тытать. «Эпĕ 1926—1927 çулсенче, – тет вăл, – Совет Союзĕ тăрăх пуçласа çÿресе куртăм. Тĕрлĕ халăхсемпе паллашрăм. Ашхабадран Каспи тинĕсĕ урлă Баку хулине çитрĕм. Бакуран «Çирĕм улттă» поэмăпа хавхаланса таврăнтăм». Тăван çĕршыв тăрăх çÿрекен поэт пурнăçа тĕрлĕ енчен курнă. Çакă ăна тата та тăрăшма, ăсталанма пулăшнă, вĕренме–пĕлме хĕтĕртнĕ. 1927 çулта кĕркунне вăл Хусана каялла таврăннă, аслă шкула – Хĕвелтухăç халăхĕсен педагогика институтне кĕнĕ. «Унта, – аса илет поэт, – мана чăваш чĕлхи ăсти Н. И. Ашмарин профессор тăван чĕлхене ăнланма нумай пулăшрĕ.Чăвашсемпе вырăссем ĕмĕрех юнашар пурăннине асра тытса, вăл чăваш чĕлхин сас ĕнерĕвĕ те, сăвă–юрă виçи те малашне вырăс чĕлхинчи пекрех пулса пырассине асăрхаттарчĕ». Чăваш чĕлхи пуласлăхĕ Хусанкая хытă савăнтарнă, сăввисене çырма хавхалантарнă. 1928 çулта унăн «Уяртсан» ятлă сăвă кĕнеки тухать. Кунта поэтăн çавăн чухнехи лайăх сăввисем кĕнĕ, вĕсенче çамрăк çыннăн шухăш–кăмăлĕпе ĕмĕчĕсене питĕ аван уçса панă, халăх пурнăçĕнчи паллă ĕçсене те анлă сăнлама тăрăшнă.

1928 çулта Хусанта Владимир Маяковскипе тĕл пулни поэт пурнăçĕнче паллă кун пулса юлнă. Вырăс совет поэчĕ ăна хавхалантарса ярать, сăмах хăватне хытă туйтарать. & Çавăнпа–тăр Хусанкай кайран В. Маяковский ятне çырнă сăвăра çапла каланă:

«Нумай чĕлхеллĕ мăн хорта

Эп те пĕр пĕчĕк сас пулсассăн,

Паян эп уççăн палăртап:

Вăл – Маяковский лартнă сассăм».

Сăмах май çакна калăпăр: Петĕр Хусанкайшăн вырăс поэзийĕ ялан ырă тĕслĕх пулнă. «Чăваш прозипе поэзийĕ, – тенĕ вăл, – реализмла вырăс литературин лайăх традицийĕсене кура аталаннă, унăн халăхлăхне асра усранă. Поэт майăн, эпĕ Хĕвелтухăçпа Хĕвеланăç поэзинче, Саадипе Омар Хаямран пуçласа Гетепе Байрон таран, хама килĕшекен япала нумай тупатăп, ăна юратса вулатăп, анчах вырăс поэчĕсене тата хытăрах юрататăп. Тăван халăх чунне, унăн ĕмĕтне Пушкинпа Лермонтов пек вăйлă уçса парăттăм, вырăс поэчĕ Есенин пек чăваш поэчĕ пулăттăм. Çапла манăн ĕмĕтĕм».

1931 çулта Хусанкай Мускава куçать, «Коммунар» чăваш хаçатне ĕçе вырнаçать. Кунта ăна хаçатăн вырăна тухса çÿрекен корреспонденчĕ тăваççĕ.

Хаçат редакцийĕ хушнипе Хусанкай тĕрлĕ хулана çÿрет, çĕнĕ заводсем–фабрикăсем тунине курать. Совет халăхĕн хĕрÿ ĕçне сăнать вăл. Горький, Донбасс, Магнитогорск – çавăн чухне ăçта кăна пулман–тăр поэт. Çавăн чухне вăл «Магнитту» поэма çырать.

1934 çулта Хусанкай пуçĕпех литература ĕçне куçать. Çакă уншăн чи пысăк ĕç пулса тăрать. Поэт сăввисемпе поэмисем, куçарăвĕсем тĕрлĕ хаçатра, тĕрлĕ журналта вырăсла та, чăвашла та тăтăш çапăнаççĕ. 1934 –1935 çулсенче Хусанкай «Сулмак» ятлă икĕ сăвă кĕнеки кăларать. Çавăн чухне вăл тата тепĕр ĕçе хытă иленет: вăл чăваш поэчĕсен сăввисене вырăс чĕлхине куçарса пичетлеме пуçлать. Вăл тăрăшнипе К. Ивановăн, Н. Васильев–Шупуççыннин, Н. Ваçанккан, С. Элкерăн, Ухсай Яккăвĕн тата ытти нумай чăваш поэчĕсен сăввисем вырăсра паллă пулаççĕ. Хусанкайăн куçару ĕçĕ çинчен каланă чухне уйрăмах çакна палăртмалла: вăл «Нарспи» поэмăна вырăсла ăста куçарчĕ, ăна тĕнчипе саланма пулăшрĕ. Çеçпĕл Мишши ятне нумай çĕре çитерчё.

1934 çулта Хусанкай совет писателĕсен I съездĕнче пулать. Максим Горькие тăнлать, паллă совет поэчĕсемпе паллашать. Аслă вырăс писателĕ Совет Союзĕнчи нумай нациллĕ совет литературин ÿсĕмĕсем çинчен каланă чухне чăваша тăтăш асăннисем ăна питĕ пăлхатаççĕ, тăван литературăра хавхаланарах ĕçлеме çунат хушаççĕ.

Анчах совет халăхĕн 30–мĕш çулсен вĕçĕнчи йывăр шăпи Хусанкая та пырса тивет. 1938 çулта ăна буржуалла национализмăн çĕрĕк шухăшĕсене сарать тесе айăплама тытăнаççĕ, тĕрмене хупса хураççĕ. Поэтшăн йывăр кунсем çулталăк çурă ытла тăсăлнă. «Мана ырра шанми туни те пулчĕ...» –тенĕ поэт кайран. Йывăр вăхăта вăл çирĕп тÿссе ирттерет, хăйне варалама памасть. 1939 çулта халăх сучĕ ăна, айăпĕ çуккине кура, тÿрре кăларать. Хусанкай каллех литература ĕçне тытăнать.

Тăван çĕршывăн аслă вăрçин çулĕсенче Хусанкай çарта пулать. Дон шывĕ çинче, Сталинград патĕнче, Брянск фронтĕнче, Украина хирĕнче çапăçать, Польшăна çитет. 1944 çулта ăна йывăр амантаççĕ. Вăрçăри паттăрлăхшăн Хусанкай «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденпа темиçе медале тивĕçлĕ пулать.

Совет халăхĕн аслă çĕнтерĕвне Хусанкай «Çĕнтерÿ юррипе» кĕтсе илнĕ. Вăрçă хыççăн унăн пултарулăхĕнче çĕнĕ паллă тапхăр пуçланать. С. Элкерпе, Я. Ухсайпа, С. Шавлипе, Уйăп Мишшипе, А. Алкапа, Митта Ваçлейĕпе тупăшса тенĕ пек ĕçлесе, çулсерен пысăк кĕнекесем кăларать вăл. Вăрçă хыççăн унăн сăввисемпе поэмисене темиçе хут та вырăсла куçарса кăлараççĕ. 1950 çулта Чăваш АССР Верховнăй Совечĕ Петĕр Хусанкая, унăн чăваш поэзийĕнчи ĕçне пысăка хурса, халăх поэчĕн ятне парать. Хусанкай обществăпа литературăри паллă ĕçĕсене сума суса, Совет правительстви ăна икĕ хутчен Ëçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. Тăван халăх П. П. Хусанкая Чăваш АССР тата РСФСР Верховнăй Совечĕсен депутатне суйланă. 1967 çулта Хусанкай Чăваш АССРĕн К. В. Иванов ячĕпе хисепленекен патшалăх премине илнĕ, 1969 çулта ăна ВЛКСМ Чăваш обкомĕн Çеçпĕл Мишши ячĕпе хисепленекен премине панă.

Тăван халăха чунтан юратнă, унăн сăпайлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе савăнса мухтаннă поэт, халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетессишĕн чунтан тăрăшнă. Акă Хусанкай совет поэчĕсене хисеплесе çырнă паллă сăввисем: «Максим Горькие», «Владимир Маяковский», «Сергей Есенин патĕнче». Л. Соболева халалланă «Ту качаки путекĕ», Н. Тихонов çинчен çырнă «Альп туйиллĕ çын», «Павло Тычинăна», «Кайсын Кулиев патĕнче», «Назым Хикмета», «Муса Джалиле», «Максим Рыльские», «Ян Судрабкална», Р. Гамзатова сума суса çырнă «Савăш курки», «Семен Данилова» тата ытти те. Хусанкай Тăван çĕршывăн таçти кĕтессине те çитсе сасă панă. «Çÿрес килет, курас килет. Килте ларнипе пурнăçа пĕлме йывăр», – тетчĕ вăл. Анти Тимонен, «калама çук капăр каçлă Карели» поэчĕ, Хусанкай çинчен, ăна кăмăлласа, çапла çырнă: «Сăнран лăпкă та шухăшлă Петĕр Хусанкай – питĕ канăçсăр çын. Вăл çур тĕнче тавра çаврăннă: çуран утнă, тĕвепе, ашакпа, автомашинăпа, поездпа çÿренĕ, самолетпа вĕçнĕ. Вăл Вăтам Азие, Кавказа, Украинăна, Латвие, Польшăна, Румынине, Чехословакие, Кубăна, Болгарие кайса çÿренĕ... Ãçта кăна çитмен–тĕр вăл, мĕнле çĕршыв çинчен сăвă хывман–тăр». Хăй вăхăтĕнчи нумай поэтсемпе туслă пурăннă, вĕсен литературăри пултарулăхне пысăка хурса хакланă вăхăтрах Хусанкай тĕнче поэзийĕнчи паллă сăвăçсене те асрах тытнă. Пушкин унăн юратнă поэчĕ пулнă.

«В отчизне ко всему причастен,

Храни ее красу и честь,

Я думаю: какое счастье,

Что у России Пушкин есть», – тенĕ вăл «Пушкин» сăвăра. «Овидий Назона», «Поэт суранĕ», «Федерико Гарсиа Лорка», «Адам Мицкевич», «Николай Вапцаров», «Тукай хурăнĕ», «Ламара», «Блага Дмитриевăна» – çак сăвăсен ячĕсемех поэт тĕнче культурине, ăна аталантаракансене пысăк хисепе хунине кăтартаççĕ.

* * *

Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкайăн пысăк кĕнеки вăл – «Аптраман тавраш» (1957) сăвăлла романĕ. Мари халăх поэчĕ Миклай Казаков ăна чăваш поэчĕн паттăр ĕçĕ тесе хакланă. Тĕрĕс сăмах. Романра Хусанкай чăваш халăхĕн темиçе ĕмĕр тăршшĕнчи пурнăçне анлă илсе сăнласа панă тесен те йăнăш пулмĕ: тĕп ĕçсене Тăван çĕршыв аслă вăрçи вăхăчĕпе çыхăнтарса, чăваш поэчĕ тăван халăхăн авалхипе хальхи шăпине çутă сăрăпа ÿкерсе панă. Аптраман тавраш... Çапла курать поэт чăваша, ĕлĕк те, халĕ те вăл çирĕп те хастар пулнине сăнаса. Аптраман тавраш – çирĕп халăх, ăслă халăх. Ватă Хветĕрпе Сăпани карчăк, вăталăх Иллепе арăмĕ, вĕсен хитре те патвар, паттăр та ĕçчен ачисем – Кервен, Энтри, Натали, Павăл – поэтшăн хаклă та ырă çынсем. Тăван çĕршыва, тăван яла, тăван киле чунтан юратаççĕ вĕсем. Пысăк ĕмĕте чĕрере усрать Аптраман таврашĕ, çав ĕмĕте пурнăçласшăн тăрăшать. Аптраман тавраш – пирĕн халăхăн пĕтĕмĕшле сăнарĕ. «Эпир вăл Аптраман тавраш», – теççĕ халĕ чăваш çыннисем.

«Çыран, иккĕленен, шыратăн...

Калать, хурать те хăш юлташ –

Хăвна йăлт урăхла куратăн:

«Эпир вăл Аптраман тавраш...»

Илтсессĕн эп темле вăтантăм.

Анчах, пăртак шухăшласан,

Çав сăмаха ăшра пытартăм

Чи пысăк парнепе пĕр тан».

Çапла вĕçленĕ Хусанкай романа: унăн халăх пурнăçĕнчи пĕлтерĕшне аван курнă вăл.

«Аптраман тавраш» – хăйне евĕр кĕнеке. Вăл хамăр поэзири паллă произведенисене – «Нарспи», «Хĕн-хур айĕнче», «Çул», «Кĕлпук мучи», «Хамăр ялсем» поэмăсене çывăх. Халăх пурнăçĕ, унăн историйĕнчи паллă ĕçсемпе çынсем, йăла-йĕрке, халăхăн ырă кăмăлĕпе сăнпуçри илемĕ – пурне те тупатăн кунта. Тăван тавралăх, аслă Атăл, вăрмансем, улăх–çаран, йывăç–курăк – çаксене те манса хăварман поэт. Кашни сăвăра чăваш чунĕ, чăваш сăнĕ курăнать.

Петĕр Хусанкай пурнăçĕпе ĕçĕ çинчен сăмах пуçарнă май, поэтăн пĕтĕм пурнăçĕ унăн ĕçĕнче курăнать, терĕмĕр. «Аптраман тавраш» роман çак сăмахăн тĕрĕслĕхне уйрăмах лайăх уçса парать. Поэт–историк, поэт–шухăшлавçă, тăван халăх ывăлĕ – çапла тухса тăрать «Аптраман тавраш» романра Петĕр Хусанкай. Вăл хăйне ниçта та халăхран уйăрмасть, халăх савăнăçне, халăх хуйхине пĕрле чăтса пурăнать: ĕçе кÿлĕнет, тара ÿксе ĕçлет, вăрçа кĕрет – паттăррăн çапăçать.

«Тăван халăхăн иртнĕ, хальхи тата пулас пурнăçĕ çинчен тарăн шухăшлакан поэт», – тенĕ Петĕр Хусанкай пирки вырăссен паллă поэчĕ Сергей Смирнов. «Петĕр сăввисенче мана пурнăçа темрен ытла юратни, тĕнче çине çынна тĕлĕнтерсе савăнăçлăн пăхни уйрăмах килĕшет. Унăн поэзийĕ хăй евĕрлĕ, çавăнпа пĕрлех питĕ наци палăрăмлă, вăл тĕнче культурипе нумай пуянланнă... Вăл ансат, çав вăхăтрах питĕ тарăн», – тесе çырнă паллă совет критикĕ Лидия Фоменко. Латви халăх поэчĕ Ян Судрабкалн вара П. Хусанкай патне çапла çырса янă: «Эпĕ Сире нихçан та курман, анчах Эсир мана питĕ çывăх; Сирĕн çинчен эпĕ чылай пĕлетĕп, мĕн пĕлни вара – пĕтĕмпех лайăх, аван. Эсир – халăх поэчĕ, хăвăр тăван республикăршăн та, пĕтĕм Совет Союзĕшĕн те, пĕтĕм тĕнчешĕн те нумай вăй хуратăр».

Петĕр Хусанкай тата нумай сăвă–поэма çырма, халăхшăн пысăк ĕçсем тума пултарнă. Анчах йывăр чир унăн пурнăçне 1970 çулхи пуш уйăхĕн 4–мĕшĕнче вăхăтсăр татрĕ. Унăн ячĕ тăван халăх асĕнче ĕмĕрлĕхе юлчĕ.

Чуваши Татарстана. – Чебоксары, 2006. – С.146–160.

© 2000-2010 Национальная библиотека Чувашской Республики,  naclibrary@cap.ru