Георгиева, Н. Электрон кăларăмра – Çеçпĕл поэзийĕн тĕнчи
"Çеçпĕл Мишшин поэзи тĕнчи" электрон кăларăма Наци библиотекин ĕçченĕсем хатĕрленĕ. Ăна поэт çуралнăранпа 110 çул çитнине халалланă.
Çеçпĕл Мишшин пултарулăхĕ - XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи сăмахлăх тата искусство аталанăвĕнчи çутă тĕслĕх. Поэт ахальтен мар Çеçпĕл хушма ят - çуркунне çитнине аса илтерекеннине - суйласа илнĕ. Этемлĕхĕн çурхи кунĕ пек туйнă вăл хăйне пултарулăх ĕçĕнче. Кĕске пурнăçĕнче чăваш литературин ылтăн фондне кĕрсе юлма тивĕçлĕ произведенисем çырма мехел çитернĕ.
Мультимедиа кăларăм - чăвашла тата вырăсла. Тĕп пайра - поэтăн биографийĕ, пурнăçĕнчи тата пултарулăхĕнчи тĕп тапхăрсем. Кунтах - ăсчахсемпе тĕпчевçĕсен хаçат-журналти статйисем, кĕнекисенчи сыпăкĕсем.
Вулакансемшĕн "Çеçпĕл Мишшин произведенийĕсем" пай кăсăклă пулĕ. Аварла, акăлчанла, азербайджанла, бурятла, венгрла, латышла... куçарнă хайлавсене вырнаçтарнă пай та пĕчĕк мар.
"Çĕн Кун Юрăçине" кĕтесре - Çеçпĕл Мишшине халалланă ĕçсем. Кунтах - "Çеçпĕл" фильм кадрĕсем.
Георгиева, Н. Электрон кăларăмра – Çеçпĕл поэзийĕн тĕнчи / Н. Георгиева // Хыпар. – 2009. – 10 чÿк. - С. 1.
|