Çырас ěç - пурнăç тěллевě
Чăваш халăх поэчěн Георгий Андреевич Ефимовăн пěрремěш сăввисем 1946 çулта «Ялав» журналăн вуннăмěш номерěнче «Çамрăксен сасси» ярăмра Иван Тенюшев, Петр Петрал, Григорий Кузьмин хайлавěсемпе пěрле кун çути курнă. «Кěркунне» сăввинче автор ěçчен халăхăн ěç-хěлěпе мухтанать, тăван тавралăх илемěпе савăнать:
Умра кěр уйăхě, сентябрь
Пуçне таять сар çулçăпа.
Кěрхи кунсен илемě, чапě
Пулать çын тунă пурлăхпа.
Ятсăр сăввинче те тăван çěрěн-шывăн илемлěхěпе, пуянлăхěпе мухтанать, савăнать хайлав авторě, ěçре те, вăйăра та савнийěпе пěрле пулма сăмах парать, мěн пур ěçе вěçлесен çеç унпа сырлăха ларма хатěррине систе-рет.
...Кěркунне сар ылтăн тырă
Пÿлмене кěрсен кăна,
Сан аçу килне эп пырăп
Хăтана.
Георгий Ефимовăн малтанхи сăввисене аслă юлташěсем, вулакансем ăшшăн йышăннă. Поэзире палăрнипе пěрлех прозăра та хăйěн вăйне тěрěслет. Тěрлě конкурсра çěнтерет. Акă асăннă журналтах тепěр икě çултан «Улшăннă çанталăк» повеçě кун çути курать.
Г. Ефимов А. Горький ячěллě Литература институтěнче вěреннě çулсенче те калемне алăран яман. Çырасси уншăн пурнăç тěллевě пулса тăнă. Литература каçалăкěнче вăл кунне-çěрне пěлми тăрăшнă. Тарăн шухăшлă произведенийěсем Мускавра тата Союзлă Республикăсенче тухса тăракан хаçат-журналта пичетленнě. Сăвви-поэмисем, калавěсем, публицистика статйисем тěрлě халăх чěлхипе кун çути курнă.
Георгий Ефимовăн вун-вун сăввине чăваш композиторěсем юрра хывнă. Вěсем паянхи итлекен чун-кăмăлне савăнăç та илем кÿреççě. Вăл пултаруллă тăлмачă та пулнă: вырăс тата совет классикěсен нумай произведенине чăваш халăхне тăван чěлхепе вулаттарнă.
Г. А. Ефимов Чăваш кěнеке издательствинче, Чăваш Писательсен пěрлěхěн правлени секретарěнче, республика хаçачěсенче ěçленě, хăйěн пěрремěш сăввисем пичетленнě «Ялав» журналăн редакторěнче сакăр çул вăй хунă. Георгий Андреевичăн сăввисен пěрремěш кěнеки «Ăшă кăмăл» ятпа 1953 çулта вулакансем патне çитнě. Унтанпа унăн произведенийěсем чăвашла тата вырăсла 63 кěнекере калăпланнă. Шел те, юлашкине – «Телейсěр чух телейлěскер» кěнекине хăй курса ěлкěреймерě.
Г. Ефимовăн ěçри пултарулăхне Халăхсен туслăхě орденпа, тěрлě Хисеп хучěпе палăртнă. Ăна «Чăваш халăх поэчě» ят панă. «…»
Алексеев, О. Çырас ěç - пурнăç тěллевě / О. Алексеев // Хыпар. - 2006. - 6 чÿк.
Календарь знаменательных и памятных дат на 2008 г. «Çулталăк кĕнеки=Календарь года»
|