Тимофеев, В. Чăваш халăхĕн наци патшалăхне туни тата ăна çирĕплетни
Кăçалхи январĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин пĕрремĕш Конституцине йышăннăранпа 70 çул çитрĕ. Çак Конституци чăвашсем хăйсен патшалăхне туса ĕмĕрсем хушши ĕмĕтленнине юридици енчен çирĕплетнĕ. Ку вăл калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ событи пулнă, чăваш халăхĕ ун патне нумай вăхăт хушши чăтăмлăн та тÿсĕмлĕн утнă. Сăмах май каласан, чăваш халăхĕн патшалăхĕ Атăлçи Пăлхар тапхăрĕнчех пулнă-ха. Анчах монгол-тутар эшкерĕсем 1236 çулта Атăлçи Пăлхар патшалăхне аркатса тăкнă, çапла вара чăваш халăхĕн пагшалăхне пĕтерсе хунă. Мускав хăйĕн çумне пĕрлештернĕ хыççăн чăвашсем, Раççейри ытти халăхсем пекех, хăйсен патшалăхне туса хурас ыйтăва темиçе ĕмĕр хушши татса пама пултарайман.
XIX ĕмĕрте чылай континентсенче, çав шутра Хĕвеланăç Европăра та, нацисем пĕр тан праваллă пулма кирли тата вĕсен хăйсен наци патшалăхĕсене туса хурас таранах самоопределени прави пулмалли çинчен калакан шухăш сарăлнă. Çавăн пек лару-тăрури наци ыйтăвĕ Раççей пек нумай наци çĕршывсенче те тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăнă. Çакна шута илсе, партин 1903 çулта йышăннă пĕрремĕш программинчех наци патшалăхĕсене туса хурас шухăша палăртнă.«…»
Чăваш халăхĕн наци патшалăхне туса хурас ыйтăва татса парас тĕлĕшпе Хусан çар округĕнчи Чăваш салтакĕсемпе офицерĕсен представителĕсен I съезчĕн йышăнăвĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă, вăл 1917 çулхи декабрĕн 10-16-мĕшĕсенче Хусанта пулса иртнĕ. Съезд чăвашсем хушшинче наци ыйтăвĕ енĕпе ăнлантару ĕçне вăйлатма кирли çинчен резолюци йышăннă. Чăваш халăхĕн патшалăхне туса хурас ыйтăва çĕнĕрен мĕнпур чăвашсен I çар съездĕнче хускатнă. Съезд 1918 çулта январĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 1-мĕшĕччен Хусанта ĕçленĕ, вăл Чăвашсен тĕп çар советне суйланă. Çар совечĕ мĕнпур чăвашсен влаçĕ шутланнă, вырăнсенче Совет влаçĕн органĕсенчен çÿлте тăнă. Çавăн пек лару-тăрура Совет, паллах, нумай вăхăт хушши ĕçлеме пултарайман.
1918 çулхи февралĕн 21-22-мĕшĕсенче Хусанта Атăл тăрăхĕнчи Советсен облаçри съезчĕ пулса иртнĕ. Унта Вăтам Атăл тăрăхĕнчи халăхсен автономине туса хурас ыйтупа Я. С. Шейнкман сăмах каланă. Анчах Чăвашсен тĕп çар совечĕн членĕсем съездра чăвашсен область автономине туса хурас шухăша йышăнман. Чăвашсен тĕп çар совечĕ центрта тата вырăнта Советсен влаçне çирĕплетес тĕлĕшпе хăшпĕр ĕçсем туса ирттернĕ пулин те 1918 çулхи çуркунне тĕлне чăвашсен Хусанти çар организацийĕсем арканса кайнă, çав çулхи март уйăхĕнче Тĕп çар совечĕ хăй те ĕçлеме пăрахнă. Вăл арканнă хыççăн 1918 çулхи мартăн 5-мĕшĕнче Хусанта Чăвашсен сулахайри социалистла комитечĕ йĕркеленнĕ, вăл чăваш халăхĕ хушшинче ăнлантару ĕçне анлăн туса пынă, политикăллă активлăха палăрмаллах ÿстернĕ.
Каярахпа наци ыйтăвне татса парас тĕлĕшпе Хусан кĕпĕрнинчи рабочисен, салтаксен тата хресченсен депутачĕсен Совечĕ çумĕнчи чăваш ĕçĕсене туса пыракан Комиссариат палăрмалла вăй хунă, А. Д. Краснов ертсе пыракан Комиссариата 1918 çулхи мартăн 6-мĕшĕнче туса хунă. Кунта çакна палăртса хăвармалла: чăваш ĕçĕсене туса пыракан Комиссариат наци ыйтăвне татса панă чухне, тĕпрен илсен, Совет правительствин нацисене политикăлла самоопределени правине тата территори автономийĕ памалли политикине мар, нацисен культура автономийĕн программине тытса пынă.
1918 çулхи майăн 18-мĕшĕнче Национальноçсем енĕпе ĕçлекен Халăх комиссариачĕн (наркомнацăн) коллегийĕ йышăннă тарăх Чăваш пайне туса хунă.
Ăна йĕркелеме Чăвашсен социалистла комитечĕ хастар хутшăннă, вăл сĕннипе Национальноçсем енĕпе ĕçлекен Халăх комиссариачĕн Чăваш пайĕн заведующийĕ пулма паллă чăваш революционерне Д. С. Эльмене, унăн заместителĕ пулма С. А. Коричева уйăрса лартнă. «…»
1918 çулхи июнĕн 9-мĕшĕнче Хусанта Мĕнпур чăвашсен рабочисемпе хресченсен съезчĕ ĕçлеме тытăннă, ăна Наркомнац çумĕнчи Чăваш пайĕ тата Хусан кĕпернинчи рабочисен, хресченсен тата хĕрлĕармеецсен депутачĕсен Совечĕ çумĕнчи чăваш ĕçĕсене туса пыракан комиссариат пуçарнипе пухнă. Съезд кун йĕркинче 10 ыйту ытла пулнă, вĕсен шутĕнче нацин политикăллă самоопределени прави тата чăваш халăхĕн патшалăх форми çинчен калакан ыйту тĕп вырăнта пулнă, сылтăмрисемпе сулахайрисем хушшинче ун тавра çивĕч кĕрешÿ пынă. Сăмах май каласан, съездра сылтăмрисен шутĕнче Совет влаçне хирĕç тăракансем тата «наци культура автономине» хÿтĕлекенсем, сулахайрисем шутĕнче Совет влаçне тата нацин самоопределени правине хÿтĕлекенсем пулнă. Анчах мĕнпур чăвашсен рабочисемпе хресченсен съезчĕ (вăл 1918 çулхи июнĕн 15-мĕшĕччен ĕçленĕ) çавăн пек çивĕч кĕрешÿре чăваш халăхне политикăллă самоопределени парас ыйтупа татăклă решени йышăнайман.
1918 çулхи çу вĕçĕнче Советлă Раççейре лару-тăру палăрмаллах йывăрланнă. Август пуçламăшĕнче шуррисем Хусан патне çывхарса çитнĕ, хулана тытса илессишĕн çапăçу пуçарса янă. Çавăн пек лару-тăрура августăн 5-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнинчи рабочисен, хресченсен тата хĕрлĕармеецсен Совечĕ çумĕнчи чăвашсем енĕпе ĕçлекен комиссариат коллегийĕн васкавлă ларăвĕ пулса иртнĕ. Çав тапхăрти лару-тăру çинчен тунă докдада сÿтсе явса, коллеги комиссариата салатса яма решени йышăннă.
Çакна палăртса хăвармалла: граждан вăрçи вăйланса пынă лару-тăрура чăваш халăхĕн наци патшалăхне туса хурас ыйтăва каярах вăхăта хăварма тивнĕ. Анчах Наркомнац çумĕнчи Чăваш пайĕ çак ыйтăва нихăçан та куçран вĕçертмен.
Колчакпа Деникинăн тĕп вăйĕсене çапса аркатнă хыççăн 1920 çул пуçламăшĕнче çĕршывшăн нумай мар вăхăтлăха мирлĕ пурнăç пуçланнă. Çавăн пек лару-тăрура чăвашсем хушшинче хăйсен патшалăхне туса хурассишĕн пыракан юхăм каллех вăйланнă. Ĕçынни массисен ĕмĕт-тĕллевне шута илсе, Наркомнацăн Чăваш пайĕ 1920 çулхи январĕн 3-мĕшĕнче Национальноçсем енĕпе ĕçлекен Халăх комиссариатне çыру янă, унта çапла каланă: «пурнăç чăвашсене администраци тĕлĕшĕнчен уйăрас ыйтăва паянхи кун йĕркине кĕртме хистет. Вăл çав тери çивĕчленсе çитрĕ, ăна май пур таран хăвăртрах татса памалла. Чухăнсемпе ĕççыннисем чăвашсене уйрăм администраци тытăмне пĕрлештересшĕн: çакна вĕсем митингсенче, съездсенче, пухусенче палăртаççĕ». Национальноçсем енĕпе ĕçлекен Халăх комиссариачĕ çумĕнчи Чăваш пайĕ кунпа пĕрлех çакна çирĕплетсе панă: «ĕççынни массисем РСФСРăн ытти пайĕсенчен уйрăласшăн мар, II Кĕтерне патша вăхăтĕнчи пек чăваш халăхне вакласа, пайласа ярасшăн мар, пĕр чăмăра пĕрлештересшĕн».
Ĕççыннисен политикăри хастарлăхĕ ÿснĕ тапхăрта, 1920 çулхи февралĕн 4-8-мĕшĕсенче, Хусанта РКП(б) чăваш секцийĕсемпе ячейкисен тата активлă чăваш коммунисчĕсен Пĕтĕм Раççейри съезчĕ пулса иртнĕ. Съезда Хусан, Чĕмпĕр, Ĕпхÿ, Самар кĕпернисенчи чăвашсем пурăнакан мĕнпур уессенчи, Хĕрлĕ Çар чаçĕсенчи парти организацийĕсен представителĕсем пухăннă. Съезда пĕтĕмпе 87 делегат пынă, вĕсем Национальноçсем енĕпе ĕçлекен Халăх комиссариачĕ çумĕнчи Чăваш пайĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тунă доклада тата чăваш халăхĕн автономине туса хурас ыйтăва тĕплĕн сÿтсе явнă хыççăн çапла йышăннă: «Чăвашсем уйрăм территорире пĕр халăх пулса пурăннине шута илсе, чăвашсене автономи парас ыйтăва лартма юрать»...
Çакна шута илсе, съезд решенийĕнче çапла çырса хунă: «РСФСР Конституцине тата РКП(б) программин 9-мĕш статйине тĕпе хурса, Хусан тата Чĕмпĕр кĕпернисен территорийĕн пайĕсенче йышлă (ытти халăхсен 95 проценчĕ чухлĕ) пĕр миллион çын ытла пурăнакан чăвашсене пĕрлештермелле, вĕсенчен пĕр администраци тытăмĕ - Чăвашсен ĕçлĕ коммунине туса хумалла...».
Съезд хыççăн партипе совет органĕсем чăвашсем валли автономи туса хурас тĕлĕшпе вырăнта çут ĕçĕпе ăнлантару ĕçне вăйлатнă. 1920 çулхи февраль вĕçĕнче Хусан кĕпĕрнинчи рабочисен, хресченсен тата хĕрлĕармеецсен депутачĕсен Совечĕсен VI съезчĕ ĕçленĕ чухне чăваш делегачĕсен канашлăвĕ пулса иртнĕ, вăл Наркомнац çумĕнчи Чăваш пайĕн ĕçĕ çинчен тата чăваш ленинецĕсен I съезчĕн решенийĕсем çинчен тунă доклада сÿтсе явнă. Канашлу автономи туса хурас тĕлĕшпе Чăваш пайĕ пурнăçлахан ĕçсене ырланă, парти Тĕп Комитетĕнчен тата правительствăран вахăта тăсмасăр «Чăвашсен ĕçлĕ коммунине» туса хумашкăн ыйтма сĕннĕ. Çав çулхи мартăн П-мĕшĕнче çавăн пек решение Хусан гарнизонĕнчи чăваш хĕрлĕармеецĕсен пухăвĕнче те йышăннă.
1920 çулхи майăн 11–мĕшĕнче Чăваш автономине туса хума тата унăн чиккисене палăртма пухнă материалсене Национальноçсем енĕпе ĕçлекен Халăх комиссариачĕн коллегийĕн ларăвĕнче пăхса тухнă. Наркомнац чăваш ĕççыннисен пуçарăвĕпе шухăш-ĕмĕтне пĕтĕмпех ырланă, ВЦИКăн Администраци комиссине Чăваш автономийĕ туса хурас ыйтăва çывăх вăхăтра пăхса тухма ыйтнă. РКП(б) Тĕп Комитечĕн Политбюровĕ 1920 çулхи июнĕн 8-мĕшĕнче Тутар АССРĕ çинчен калакан ыйтăва пăхса тухнă чухне чăваш халăхĕн автономийĕпе çыхăннă темиçе ыйтăва сÿтсе явнă, Етĕрне, Çĕрпÿ тата Шупашкар уесĕсенчен Чăваш автономи единицине туса хума кирлĕ тесе йышăннă. Çав кунах В. И. Ленин сĕннипе РКП(б) Тĕп Комитечĕн Политбюровĕ РСФСР НКВДне чăваш автономийĕ çинчен калакан материал хатĕрлеме хушнă. Çав çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче РКП(б) Тĕп Комитечĕн Политбюровĕ тата РСФСР Халăх Комиссарĕсен Совечĕ В. И. Ленин председатель пулса ертсе пынă пĕрлехи ларура чăвашсен наци патшалăхĕ çинчен калакан Положени проектне пăхса тухса ырланă. Сăмах май каласан, В. И. Ленин Чĕмпĕре Чăваш Республикин тĕп хули туса хума, унта сулахай çыранри уессене кĕртме сĕнни çинчен калакан хьшар та пур. Анчах чăваш ертÿçисенчен пĕри Д. С. Эльмень ăна çапла каласа хуравланă: çавăн пек республика кĕпернерен нимпе те уйрăлса тăмĕ, тенĕ. Чăваш ертÿçисем чăваш автономи облаçне пĕтĕмпех чăвашсем пурăнакан уессенчен – Çĕрпÿ, Шупашкар, Етĕрне-уесĕсенчен, Хусан кĕпернинчи Козьмодемьянск уесĕн пĕр пайĕнчен тата Чĕмпĕр кĕпернинчи Пăла уесĕн пысăк пайĕнчен çеç туса хумалли проект сĕннĕ. 1920 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче ВЦИК тата РСФСР Халăх Комиссарĕсен Совечĕ, область чиккисене тÿрлетÿсем кĕртсе тата автономи ятне улăштарса, Чăваш автономиие туса хурасси çинчен декрет йышăннă. Чăваш коммунисчĕсен I сьезчĕ палăртнă «Чăвашсен ĕçлĕ коммуни» вырăнне чăвашсен адмиистраци тытăмне В. И. Ленин сĕннипе кĕперне прависемпе пурăнакан «Чаваш автономи облаçĕ» тесе ят панă. Чăваш автономи облаçне туса хурасси çинчен калакан декрет çине В. И. Ленин, М. И. Калинин тата ВЦИК секретарĕ А. С. Енукидзе алă пуснă.
Декрета тĕпе хурса Чăваш автономи облаçне Хусан кĕпернинчи виçĕ уеса - Çĕрпÿ, Етĕрне, Шупашкар уесĕсене петĕмпех, Коэьмодемьянск уесĕнчи Çĕрпел, Мăн Сĕнтĕр, Мăн Тутармс, Шурча, Пушкăрт вулăсĕсене, Чĕмпĕр кĕпернинчи Кармăш уесне кĕрекен Атикасси, Кăрмаш, Улхаш вулăсĕсене, Пăла уесĕнчи Хумпуç Патăрьел, Турхан, Шăмăршă тата Шамкай вуласĕсене кĕртнĕ. Çак территорире пĕтĕмпе 871707 çын пурăннă". Чăваш автономи облаçĕнче 1920 çулхи перепиç тăрăх чăвашсем - 82,4, вырăссем - 10,6, тутарсем - 3,6, марисем - 2,8, мордвасем - 0,5, ытги тĕрлĕ халăх - 0,1 процент пулнă".
1920 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарта рабочисен, хресченсен тата хĕрлĕармеецсен депутачĕсен Совечĕсен облаçри I съезчĕ ĕçлеме тытăннă, унта 212 депутат хутшăннă. Съезд «Облаçри ĕççынни массисене чĕнсе калакан деклараци» йышăннă «Вырăс пролетариачĕн паттăрла кĕрешĕвĕ чăваш халăхне ирĕклĕх пачĕ, - тенĕ унта. - Чăваш автономи облаçне туса хунă май чăвашсем ĕмĕртенпе ирĕклĕх илме ĕмĕтленни пурнăçланчĕ. Халĕ пирĕн нацие аталантарма, телейлĕ пурнăç тума анлă майсем пулса тăчĕç».
Съезд влаçăн патшалăх аппаратне суйласа çирĕплетнĕ, çапла вара автономи облаçĕ шучĕпе чăваш халăхĕн патшалăхне туса хунă.
Граждан вăрçи çĕнтерÿпе вĕçленни, 1921-1922 çулсенчи хăрушă выçлăха майĕпен çĕнтерсе пынă хуçалăх тата патшалăх строительствине малалла пурнăçласа пыма май панă. Ку вара Чăвашра автономирен территорие пысăклатса республика туса хумашкăн хатĕрленме пулăшнă.
1925 çулхи февралĕн 19-мĕшĕнче РКП(б) Тĕп Комитечĕ Чăваш автономи облаçĕнчен Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики туса хуни тата Ульяновск кĕпернин пĕр пайне Улатăр хулине çывăхри вулăссемпе пĕрле кĕртсе унăн территорине кĕртни вырăнлă пулать тесе йышăннă".
Пĕтĕм Раççейри Тĕп Ĕçтăвком Преэидиумĕ çав çулхи апрелĕн 21–мĕшĕнче «Чăваш автономи облаçĕнчен Чăваш Автономи Социализмлă Совет Республики туса хурасси çинчен», çав çулхи июлĕн 20–мĕшĕнче «Чăваш Автономи Социализмла Совет Республики чиккисене сарасси çинчен»" постановлени йышăннă. Çав постановление тĕпе хурса Ульяновск кĕпернинчи Улатăр уесĕнчен Чăваш АССРĕ çумне Улатăр хулине, Улатăр, Пăрачкав тата Кувакино вулăсĕсене пĕрлештернĕ. Кунта пурĕ 121,5 пин çын пурăннă. Пĕрлештернĕ территорире 18 промышленность предприятийĕ пулнă. Çакна палăртмаллла: Улатăр хулине унăн предприятийĕсемпе тата промышленноçра ĕçлекен яланхи рабочи класпа пĕрле пĕрлештерни Чăваш çĕршывĕшĕн питех те пысăк пĕлтерĕшлё пулнă» унăн пĕтĕм хуçалăхне малалла аталантарма майсем туса панă.
Пĕтĕмпе 18,3 пин тăваткал километр территори йышăнакан республикăра çав тапхăрта 894,5 пин çын пурăннă, çав шутра чăвашсем - 74,65, вырăссем - 20, мордвасем - 2,68, тутарсем - 2,53, ытти наци çьшнисем - 0,14 процент пулнă.
Автономи облаçĕнчен автономилле республика туса хунă май чăваш халăхĕн патшалăхĕ çĕнĕ шая çĕкленнĕ. Патшалăх аппаратне çирĕплетес тĕлĕшпе витĕмлĕ мерăсем йышăннă. Çавна май 1925 çулта республикăн тĕп аппарачĕсенчи служащисен шутĕнче чăвашсем - 49, вырăссем - 49,7, ытти наци çьшнисем - 1,3 процент пулнă. Хăшпĕр отрасльсенче чăвашсем ытларах шутланнă. Самахран, Чăвашпрофсоюзра вĕсем 71,4, Çутĕç халăх комиссариатĕнче - 68,8, Сывлăха сыхлас ĕç халăх комиссариатĕнче - 61,5, ЦИКра - 59,1 Халăх Комиссарĕсен Советĕнче - 46,7 процент пулнă".
Облаçран республика туса хунă хыççăн Конституци хатĕрлесе йышăнасси малти вырăна тухса тăнă. 1925 çулхи сентябрĕн 3-мĕшĕнче ЧАССР Тĕп Ĕçтăвкомĕ Конституци хатĕрлекен комисси туса хунă. 1926 çулхи январĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарта ЧАССР Совечĕн 1 Учредительнăй съезчĕ ĕçлеме тытаннă. Делегатсен шутĕнче 147 чăваш, 34 вырăс тата 8 ытги наци çынни пулнă. Унăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕ çав çулхи январĕн 31–мĕшĕнче Чăваш Автономи Социализмлă Совет Республикин Конституцине (Тĕп законне) йышăнни пулнă кунах ЧАССР Тĕп Ĕçтавкомне суйланă. Унăн 65 членĕпе кандидачĕ шутĕнче чăвашсем - 81,6, вырăссем - 13,8, ытти наци çыннисем - 4,7 процент пулнă". Кунсăр пуçне 11 халăх комиссариатĕнчен Чăваш АССР правительствине – Халăх Комиссарĕсен Советне туса хунă.Унăн председателĕ пулма С. А. Коричева, заместителĕ пулма А. Я. Яковлева суйланă.
Автономи облаçĕнчен автономилле республика туса хуни тата ЧАССР Конституцине йышăнни чăваш халăхĕн патшалăхне никĕслес ыйтăва татса панине пĕлтернĕ. «…»
|