Ресурсы О библиотеке Профессионалам        О Чувашии
 Ресурсы:
 Каталоги
НБЧР
 Каталоги
консорциума
 Электронная
библиотека
 Поиск по
сайту
 Справочная
служба:
 Спроси
библиотекаря
 О библиотеке:
 Новости
 Мероприятия
 Проекты
 Нормативная
документация
 История
 Публикации
 Основные показатели
 Адрес
 Услуги
 Отделы
 Администра-
ция
 Партнеры
 Почетные читатели
 Дарители
 Библиотеки
республики:
 Публичные
 Государ-
ственные
 Других
ведомств
 Профессио-
налам:
 Метод.
кабинет
 Работникам
культуры
 Издания
 Полезные
ссылки
 О Чувашии:
 Справка
 Чебоксары
 Чувашия в
рос. печати
 Новые книги
о Чувашии
 Периодика
Чувашии
Юбилейные даты
 Краеведение
 СМИ о куль-
туре Чувашии
 На главную
 Статистика:
Национальная библиотека Чувашской Республики

Библиотека - это открытый стол идей, за который приглашается каждый...
А.И. Герцен

Маленький юбилей могучего языка


Тăван чĕлхе пирки чăннипех аслă теме пултаратăп. Тымарĕсем тарăн пулнăран та, чăвашла пуплекенсен йышĕ пысăкран та. Халăх шучĕпе эпир Çĕр-аннемĕр çинче 225-мĕш вырăн /1989 çулхи çырав тăрăх 2 миллиона яхăн/ йышăнатпăр пулсан, Раççейре вырăссемпе тутарсем тата украинсем хыççăн тăратпăр. Юлашки ултă çырав кăтартăвĕсем тĕнчере чăвашсен йышĕ ÿснине палăртаççĕ. Сăмахран, 1926 çулта эпир 1 миллион та 115 пин пулнă, 70-мĕш çулсем тĕлне 1 миллион та 637 пине çитнĕ. Çитес çырав мĕнпе савăнтарĕ-ши ку енĕпе?

Аслă чĕлхен пĕчĕк юбилейĕ çине куçарам-ха сăмахăма. Чăн та, «юбилей» теме кăçал сăлтав пур. Чăваш чĕлхин кунне уявласси пирки шăпах 10 çул каялла, 1992 çулхи ака уйăхĕн 9 мĕшĕнче, Чăваш Республикин Аслă Канашĕн Президиумĕ йышăну кăларнă. Тăван чĕлхе кунĕ мухтавлă Патриархăмăрăн И.Я. Яковлевăн çуралнă кунĕпе пĕр килни ахальтен мар. Унăн пĕтĕм пурнăçĕ тăван халăхĕпе, ăна çутта кăларас ĕçпе çыхăннă. Хăйĕн кун-çул уттине пĕтĕмлетнĕ май Иван Яковле-вич çапла каланă: «Эпĕ нихăçан та чапшăн, ăшă вырăншăн, пысăк укçашăн, мухтав сăмахĕшĕн ăшталанман, хамăн таван халăхăмшăн, ăна вĕрентес ĕçшĕн усăллă та кирлĕ çын пулнине туйса, çак ĕçе эпĕ çеç тума пултаратăп пулĕ тесе те ĕненсе вăй хунă. Таса чунпа çĕршыв тата тăван халăх умĕнче çакна калама пултаратăп, хам пурнăçăн чи вăй-питти вăхăтне халăха çутта кăларас ĕçе патăм, хам çамрăклăхри ĕмĕт-тĕллевсене çак енĕпе пурнăçа кĕртрĕм». Хăй пуçарса янă пархатарлă ĕç сÿнсе лармасса, малалла аталанасса, вăйланасса ĕненнĕ. 1921 çулта вăл алă пусса хăвар-нă Халал та чăваш халăхне ăс-пĕлÿпе кăмăл-сипет çулне суйласа илме сĕнет. Мĕнлерех пурнăçа кĕртетпĕр-ха Вĕрентекенĕмĕрĕн сĕнĕвĕсене, шухăш-тĕллевĕсене? Шел те, такăнусемсĕр, йăнăшсемсĕр пулмарĕ. И.Я. Яковлев хыççăн та тăван чĕлхемĕр мăшкăл тÿссе ирттерчĕ. Хулара çеç мар, ялти шкулсенче те ăна пĕр хушă хĕсĕрлерĕç, чăвашла вĕрентме чарчĕç. Çанталăк уяртрĕ. Чăваш чĕлхи Канашран та иртрĕ. Шупашкарта та унчченхи пек 6-мĕш вăтам шкулта çеç мар, кашни вĕренÿ заведенийĕнче илтĕнме пуçларĕ. Вĕрентекенĕсем те çителĕклех. Халĕ тĕп пĕлтерĕшĕ ăна мĕнлерех шайра -ячĕшĕн çеç е пурнăç ыйтнине, Иван Яковлевич Яковлевăн ĕçĕ-хĕлĕпе виçсе, ăша хывса, унăн еткерне малалла аталантарса - туса пынинче. Мухтаннă пек ан пултăр та, Г.Н. Волков академик сăмахĕсемпе каласан, «тăвалла пулсан та - малалла» хускални пур. Çакна Чăваш Ен тĕслĕхĕсемпе çеç мар, пĕтĕм Чăваш тĕнчин кăтартăвĕсемпе çирĕплетме пулать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем чăвашсен /Çĕр çинчи аслă та ватă халăхсенчен пĕрин/ _çĕнĕ чĕрĕлĕвĕпе палăрса юлчĕç. Йăхташăмăрсем йышлă пурăнакан регионсенчи шкулсенче те вун-вун çул хыççăн чăваш сасси янăрама пуçларĕ çеç мар, тăван чĕлхепе литературăна предмет пек вĕрентме тытăнчĕç. Чăваш чĕлхин олимпиадисем иртеççĕ, тăван фольклор ушкăнĕсем чăмăртанаççĕ. Ульяновскпа Самар облаçĕсенче, Тутарстанпа Пушкăртстанра чăваш хаçачĕсем кун çути курчĕç.

Чăваш пичечĕ çийĕн пĕр вăхăт ăмăр пĕлĕтсем капланса тăнăччĕ. Телее, вĕсем яланлăхах иртсе кайрĕç пулĕ. Халĕ периодика кăларăмĕсем /аслисемпе пĕрлех кĕçĕннисем валли те çав шутрах/ вăхăтра, чăрмавсемсĕр кун çути курма пуçларĕç. Вулакансемпе татăлнă çыхăну çĕнĕрен йĕркеленсе пырать. «Хыпар» Издательство çурчĕ хăй кăна чăвашла 8 хаçат, çав вăхăтрах вырăссемпе тутарсем валли хаçатсем кăларать.

Çалах та чăвашлăх ĕçĕнче пурте йĕркеллĕ теме пултаратпăр-и-ха? Çитменлĕхсем те, чăрмавсем те çителĕклех. Пĕрисен шучĕпе, хула шкулĕсенче чăвашла вĕрентсе укçа тăккаличчен ытти предметсене ата-лантармалла. Г.Н. Волков вара «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсемпе ирттернĕ тĕл пулура çапла каланăччĕ: «Эп шутланă тăрăх, университетпа педуниверситетра хăш-пĕр предмета чăвашлах вĕрентмелле, мĕншĕн тесен 2 миллионлă халăх вăл хăй икĕ патшалăх чухлĕ... Гуманитари ăслăлăхĕсене тăван чĕлхепе вĕрентмесен эпир çухалса пĕтетпĕр».

Чĕлхе уявĕ кĕвĕ-çемĕпе, мухтав сăмахĕсемпе çеç палăрса ан юлтăрччĕ, Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн Халалне тепĕр хут аса илсе хамăр туса çитерейменнине, Чăваш çĕрĕн-шывĕн ытти маттур çыннисен вĕрентĕвне, шухăш-сĕнĕвне пурнăçа кĕртме ыйтакан йыхрав пек те пултăрччĕ.

Смирнова, Н. Аслă чĕлхен пĕчĕк юбилейĕ / Надежда Смирнова // Хыпар. – 2002. – 25 ака. – (Публицист шухăшĕ).

© 2000-2010 Национальная библиотека Чувашской Республики,  naclibrary@cap.ru